Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман

Автор: Алина ИЗМАН

Ҫӑлкуҫ: «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Хушнӑ: 2016.05.23 08:02

Пуплевӗш: 54; Сӑмах: 525

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Кӗҫех 15 тултаракан Валерия «анне» тесе курман. «ДЦП» диагноз лартнӑ пепкине амӑшӗ 5 ҫул пӑхайнӑ. Кайран те вӑй-халӗ, те тӳсӗмӗ пӗтнӗ — ачана интерната пама шухӑшланӑ. Сусӑра пӑхасси мӗн тери яваплӑ пулнине ҫак йывӑрлӑха хӑй ҫинче туйса курнӑ ҫын ҫеҫ лайӑх ӑнланать пулӗ. Ҫавӑнпа Валерийӑн амӑшне ӳпкелеместӗп. Ашшӗ Сергей Андреев хӗрачана патшалӑх хӳттине пама килӗшмен, ӑна вӑл Шупашкартан тӑван ялне, Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассине, илсе килнӗ.

Юрать, пирӗн асаннесем пур. Вӗсемсӗр ачасене ура ҫине епле тӑратӑпӑр-ши? Валерийӑн асламӑшӗ Мария Ананьевна 5 ача ҫуратнӑ, пурте сывӑ ӳснӗ. Унччен сусӑр пепкепе ларса курманскер малтанах шикленнӗ те: мӗнле тыткаламалла ӑна, хӑш енчен пымалла? Валерийӑна урӑхла пӑхмалла-ҫке, хӑйӗн тӗпренчӗкӗсене панӑ воспитани мелӗсем кунта вӑйсӑр. «Халӗ хӑнӑхрӑм ӗнтӗ, йывӑррине туймастӑп», — палӑртрӗ Мария Андреева, ачапа пӗр чӗлхе мӗнле тупни, пурӑнмалли вырӑна улӑштарнине хӗрача епле чӑтса ирттерни пирки шарламарӗ.

Валерийӑна мӗнле сипленипе кӑсӑклансан: «Тула хулине илсе кайнӑччӗ, унта йӗппе чиксе сипленнӗччӗ», — терӗ. Ашшӗпе ҫыхӑнма май килмерӗ. Темшӗн вӑл пирӗнпе калаҫасшӑн мар пек туйӑнчӗ. Хӗрачан сулахай алли ӗҫлемест, ури утмасть... Сывлӑх енӗпе кӑлтӑкӗсем татах пур. Сӑмахран, хӑй тӗллӗн ҫаврӑнса выртаймасть вӑл. Ҫывӑрнӑ чухне аякӗ ывӑнасран ӑна тепӗр енне ҫаврӑнма пулӑшмалла. Кунашкал ачапа тутлӑ ыйха манма тивет. «Ҫывӑрма юрамасть пирӗн», — мӑнукӗн ҫӳҫне тураса якатнӑ май ҫирӗплетрӗ Мария Ананьевна.

Валерия пӳлӗмре пӗччен юлма кӑмӑлламасть. Асламӑшӗ тӗпел кукринче апат пӗҫерет-и, пӳлӗмсене тирпейлет-и — ача яланах унпа пӗрле. Музыка ярсан, уйрӑмах чӑваш юррисене, Валерия тунсӑхламасть, кун пек чухне вӑл хӑй тӗллӗнех ларать, кӑранташ тытса ӳкерет. Ун патне шкултан Раиса Алексеева учитель килсе ҫӳрет, ҫырма, шутлама хӑнӑхтарать, кӗнеке вулать. Валерия лайӑх калаҫаймасть, темиҫе сӑмах ҫеҫ, вӑл шутра «папа», «бабуля» теме, пӗлет. Ҫапах унӑн чӗлхине килтисем ӑнланаҫҫӗ.

Хӗлле Валерия урама тухса кураймасть, ҫулла та лайӑх ҫанталӑкра кӑна кӑлараҫҫӗ ӑна. Черченкӗскер шӑнса пӑсӑласран хӑраҫҫӗ. Сывлӑхӗ хавшаккипе чир-чӗр ун патне часах ҫыпҫӑнать-мӗн.

Йывӑр диагнозне кура мар Валерия ӳсӗмсем тунине те палӑртмалла. Хӗрача айне йӗпетмест, «тула» каяс килнине систерет. Хӑрах аллипе вӑл ҫӑкӑр та тытса ҫиет-ха, анчах кашӑкпа ӗҫлеймест.

«Сергей 40 ҫула та ҫитмен-ха, авланасси пирки шарламасть-и?» — кӑсӑклантӑм Мария Ананьевнӑран. «Инвалид ачаллӑ арҫынна кам пытӑр? Амӑшӗ пепкине пӑхманнине ют хӗрарӑм пушшех тимлес ҫук. Эпӗ ватӑлса, халсӑрланса пыратӑп. Пӗтӗм шанӑҫӗ те ун ҫинче. Кӗлеткерен те Валерия ӳсрӗ, йӑтма йывӑр. Сӑмахран, хам тӗллӗн мунчана илсе тухаймастӑп ӑна», — чунне уҫрӗ Марье аппа.

Манӑн шухӑшпа, ҫынна юратсан унӑн ачине те, вӑл сусӑр пулсан та, йышӑнатех. Ырӑ чунлӑ хӗрарӑмсем пӗтмен-ха ҫӗр ҫинче. Ылтӑн алӑллӑ Сергей Валерийӑна ӳсме хӑтлӑ пултӑр тесе пӳртрех туалетпа ваннӑй пӳлӗмне хута янӑ. Путенесене те ачишӗн усӑллӑ ҫимӗҫ пултӑр тесе ӗрчетет Сергей. Кайӑк-кӗшӗке Шупашкартан туяннӑ вӑл.

«Валерийӑна ҫӗнӗ кӳме кирлӗ. Ку пӗчӗкленчӗ ӗнтӗ, 10 ҫул ун ҫинчен анмасть вӑл. Урама урӑххипе тухатпӑр», — палӑртрӗ асламӑшӗ. Сусӑр ачана памперс та хутран-ситрен кирлӗ, ӑна хӑйсен укҫипех туянаҫҫӗ. Памперса, пӗр хутчен усӑ курмалли ҫивиттие тӳлевсӗрех илме пулать, собеса кайса заявлени ҫырмалла кӑна.

Валерия амӑшне аса илмест, ун пирки ыйтмасть те. Малтанхи арӑмӗнчен алимент та кӗтмеҫҫӗ Андреевсем. Вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе 1 пин тенкӗ тахҫан та пӗрре куҫарса парать. Валерийӑн амӑшӗ ҫӗнӗ ҫемье ҫавӑрнӑ, ача-пӑчаллӑ ахӑртнех. Ун пирки Марье аппа нимӗн те шарламарӗ, «пӗлместӗп» терӗ ҫеҫ.

Мария Ананьевнӑн ачисем тӑван киле пырса ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем килнӗшӗн пуринчен ытла Валерия савӑнать, иккӗмӗш сыпӑкри пӗртӑванран пуян-ха вӑл, анчах ялти ачасемпе хутшӑнмасть. Ҫынпа ытларах калаҫни хӗрачана лайӑхрах аталанма пулӑшӗччӗ те.... Чи кирли — Валерия тӑван килте, ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле. Ӑна вӗсем ниме пӑхмасӑр юратаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех