Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иез 16

Пай: Библи –> Иезекииль пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 13:31

Пуплевӗш: 55; Сӑмах: 1248

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! Иерусалима хӑйӗн ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар, 3. кала: Турӑ Иерусалим хӗрне ҫапла калать те: санӑн тымарупа санӑн тӑван ҫӗршыву — Ханаан ҫӗрӗнче; санӑн аҫу — аморрей, санӑн аннӳ — хет хӗрӗ; 4. эсӗ ҫуралсан, эсӗ ҫуралнӑ кун, санӑн кӑвапуна касман, тасатмашкӑн сана шывпа та ҫуман, тӑварпа та тӑварламан, кипкепе те пиелемен. 5. Ҫакна мӗн те пулин туса, сана ырӑлӑх паракан тупӑнман, никамӑн куҫӗ те сан ҫине хӗрхенсе пӑхман; санӑн пурӑнӑҫна ниме хумасӑр, ҫуралнӑ кунӑнтах сана хире кӑларса пӑрахнӑ.

6. Эпӗ сан тӗлӳпе иртсе пыраттӑм, сана, юну ӑшӗнче выртаканскере, таптама кӑларса пӑрахнӑскере, куртӑм та сана, юн ӑшӗнче выртаканскере, каларӑм, «эсӗ пурӑнӑн!» терӗм. Ҫапла, сана, юн ӑшӗнче выртаканскере: «эсӗ пурӑнӑн!» терӗм. 7. Сана хир курӑкне ӗрчетнӗ пек ӗрчетрӗм; эсӗ ӳсрӗн, ҫитӗнтӗн, ытарма ҫук хӳхӗм пулса ҫитрӗн: кӑкӑру чӑмӑртанчӗ, ҫӳҫӳ ӳсрӗ, вӑрӑмланчӗ; анчах эсӗ ҫап-ҫараччӗ, тумтирсӗр ҫӳреттӗн.

8. Эпӗ сан тӗлӳпе иртсе пыраттӑм та сана куртӑм, ку ӗнтӗ санӑн вӑхӑту, юрату вӑхӑчӗ, пулчӗ; Эпӗ, риза аркине сарса, санӑн ҫарамасна хупӑрларӑм; сана тупа турӑм, санпа ҫураҫу турӑм, тет Турӑ; эсӗ вара Манӑн пултӑн. 9. Эпӗ сана шывпа ҫурӑм, санӑн юнна ҫуса тасатрӑм та сана йывӑҫ ҫӑвӗпе сӗртӗм. 10. Сана тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑнтартрӑм, уруна хӗрлӗ сафьян сантали тӑхӑнтартрӑм, сана виссон ҫыхтартӑм, сана пурҫӑн пӗркенчӗк пӗркентертӗм. 11. Сана капӑр тум тумлантартӑм, аллуна сулӑ тӑхӑнтартрӑм, мӑйна хӳхӗм шӑрҫа ҫактартӑм. 12. Сӑмсу валли ҫӗрӗ, хӑлху валли алка патӑм, пуҫна чаплӑ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑм. 13. Эсӗ ҫапла ылтӑн-кӗмӗлпе капӑрлантӑн, туму та санӑн виссон та пурҫӑнччӗ, тӗрӗллӗ кӗпеччӗ; ҫиессе те эсӗ чи паха тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӑкӑр, пыл тата ҫу ҫиеттӗн, эсӗ ытармалла мар хӳхӗмччӗ, эсӗ патша пек чаплӑ пулса ҫитнӗччӗ. 14. Хӑвӑн илемӳпе эсӗ халӑхсем хушшинче чапа тухрӑн, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ тумлантарнӑ хӳхӗм тума пула санӑн илемӳ чӑн-чӑн илемччӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

15. Анчах та эсӗ, хӑвӑн илемне шанса, хӑвӑн чапупа усӑ курса, асма пуҫларӑн, аскӑнлӑхна чараймасӑр кашни иртен-ҫӳренпе асрӑн. 16. Эсӗ хӑвӑн тумна илтӗн те унран тӗрлӗ тӗслӗ тӳпем вырӑнсем турӑн, унта вара шав асӑхрӑн, ӗнтӗ ҫакӑн пекки нихӑҫан та пулас ҫук, пулмӗ те. 17. Эпӗ панӑ ылтӑнтан, Эпӗ панӑ кӗмӗлтен тунӑ хитре япалусене илсе, эсӗ вӗсенчен арҫын кӗлеткисем турӑн та ҫавсемпе асрӑн. 18. Тӗрӗллӗ кӗпӳсене илсе, вӗсене ҫав кӗлеткесене тӑхӑнтартрӑн, вӗсен умне Манӑн йывӑҫ ҫӑвне тата Манӑн фимиама лартрӑн, 19. Эпӗ сана панӑ ҫӑкӑрӑма, Эпӗ сана тӑрантарса пурӑннӑ тулӑ ҫӑнӑхне, йывӑҫ ҫӑвне тата пыла эсӗ вӗсен умне ырӑ шӑршӑ сарма лартрӑн; чӑнах та пулса иртрӗ ҫакӑ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. 20. Хӑвӑн ывӑлусемпе хӑвӑн хӗрӳсене, Мана ҫуратса панӑскерсене, илтӗн те ҫав кӗлеткесене парне кӳтӗн, ҫавсене ҫитертӗн. Сана ху аскӑнни ҫитмерӗ-им? 21. Эсӗ ӗнтӗ вӗсене Манӑн ывӑлӑмсене те пусса, вут-ҫулӑм витӗр кӑларса патӑн. 22. Пӗтӗм ирсӗрлӗхӳпе аскӑнлӑху ӑшне путнӑскер, эсӗ ҫамрӑк чухнехи кунусене, ҫавӑн чухне ҫап-ҫара, нимӗнпе витӗнмесӗр выртнине, юну ӑшӗнче выртнине, хӑвна таптама кӑларса пӑрахнине асна илмерӗн.

23. Ҫавӑн пек усал ӗҫсем туса тултарнӑ хыҫҫӑн, — хурлӑх, хурлӑх ҫитӗ сана! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — 24. эсӗ ху валли аскӑн ҫурчӗсем лартрӑн, кашни уҫӑ хутлӑхра ҫӳллӗ вырӑнсем туса тултартӑн; 25. кашни ҫул пуҫӗнче эсӗ ху валли ҫӳллӗ вырӑнсем турӑн, хӑвӑн илемне намӑса кӑлартӑн, кашни иртен-ҫӳрен валли урусене чаркаласа выртрӑн, аскӑн ӗҫне нумайлатса пытӑн. 26. Египет ывӑлӗсемпе — хӑвӑн кӳршӳсемпе, капан пек ҫынсемпе — асрӑн, Мана ҫиллентерсе, хӑвӑн аскӑн ӗҫне нумайлатса пытӑн. 27. Акӑ ӗнтӗ Эпӗ сан ҫине аллӑма тӑсрӑм та сана пама пулнине чакартӑм, сана хӑвна курайман филистимсен хӗрӗсен аллине патӑм, вӗсем эсӗ ҫапла намӑссӑр хӑтланнинчен вӑтанчӗҫ. 28. Эсӗ Ассур ывӑлӗсемпе те асрӑн — тӑранаймарӑн; вӗсемпе асрӑн, анчах кунпа та ҫырлахмарӑн; 29. хӑвӑн ясар ӗҫӳсене Ханаан ҫӗрӗнче Халдея ҫӗрне ҫитичченех сартӑн, нумайлатрӑн, анчах кунпа та ҫырлахмарӑн.

30. Ҫакна пурне те чарусӑр аскӑн пек туса, чӗрӳ мӗн тери ӗшенсе ҫитрӗ пулӗ санӑн! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. 31. Ху валли кашни ҫул пуҫӗнче асмалли ҫуртсем лартнӑ чухне, кашни уҫӑ хутлӑхра ху валли тӳпем вырӑнсем тунӑ чухне эсӗ аскӑн хӗрарӑм пек пулмарӑн, мӗншӗн тесессӗн парне йышӑнмарӑн, 32. эсӗ ясар арӑм, хӑйӗн упӑшки вырӑнне ют арҫынна йышӑнакан арӑм, пултӑн. 33. Аскӑн арӑмсене пурне те парне параҫҫӗ, эсӗ вара хӑвӑн пӗтӗм еркӗнне ху парне параттӑн, пур ҫӗртен те санпа асма килччӗр тесе, вӗсене ху майлӑ ҫавӑраттӑн. 34. Аскӑн ӗҫӳсем те санӑн хӗрарӑмсенни пек мар, пачах урӑхла пулчӗҫ: сан хыҫҫӑн чупмарӗҫ, эсӗ ху парнесем патӑн, сана парнесем памарӗҫ; ҫапла вара эсӗ ыттисенчен пачах урӑхла турӑн.

35. Ҫавӑнпа та, аскӑнчӑк, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле! 36. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: укҫуна ҫавӑн евӗр тӑкнӑшӑн, аскӑн ӗҫӳнте хӑвӑн ҫарамасна еркӗнӳсем умӗнче, хӑвӑн пӗтӗм ирсӗр йӗрӗхӳ умӗнче кӑтартнӑшӑн, ҫавсене чӳкленӗ ывӑлусен юнӗшӗн — 37. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ санӑн пӗрле савӑшнӑ пӗтӗм юратнӑ еркӗнне пухӑп, вӗсемпе пӗрле ху курайман ҫынсене те пухӑп, вӗсене пур ҫӗртен те сана питлеме пухӑп та сана вӗсен умӗнче ҫарамаслантарӑп, вара вӗсем санӑн пӗтӗм намӑсна курӗҫ, тет. 38. Эпӗ сана улталакан арӑмсене тата ҫынвӗлеренсене сут тунӑ пек сут тӑвӑп — сана манӑн хаярлӑхӑм тата кӳлешӗвӗм юн айне тӑвӗ; 39. Эпӗ сана вӗсен аллине парӑп, вӗсем санӑн аскӑнлӑх ҫурчӗсене ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗҫ, санӑн ҫӳллӗ вырӑнусене салатса пӑрахӗҫ, ҫири тумна сӳсе илӗҫ, хитре тумусене тӑпӑлтарса илӗҫ те сана ҫаппа-ҫарамас, нимӗнсӗр тӑратса хӑварӗҫ. 40. Сана хирӗҫ халӑх пуҫтарӗҫ, сана чулпа персе вӗлерӗҫ, сана хӑйсен хӗҫӗпе касса ваклӗҫ. 41. Ҫуртусене вутпа ҫунтарса ярӗҫ, сана йышлӑ арӑм куҫӗ умӗнче сут тӑвӗҫ; санӑн аскӑнлӑхна пӗтерсе-хупласа лартӑп, ӗнтӗ текех парнесем параймӑн. 42. Хамӑн ҫиллӗме сан ҫинче пусарӑп та, Манӑн тарӑхни иртсе кайӗ, вара лӑпланӑп, урӑх ҫилленмӗп. 43. Эсӗ ҫамрӑк чухнехи кунусене аса илмесӗр Мана вӗчӗхтернӗшӗн, ҫак хӑвӑн пӗтӗм ирсӗр ӗҫӳ хыҫҫӑн урӑх ан аскӑнайтӑр тесе, Эпӗ акӑ ху мӗн хӑтланнине хӑвӑн пуҫу ҫине ҫитерӗп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

44. Акӑ ытарлӑн калакан кирек кам та сан ҫинчен: «амӑшӗ епле, хӗрӗ те ҫапла» теме пултарать. 45. Эсӗ упӑшкипе ачисене пӑрахса хӑварнӑ аннӳне хунӑ, эсӗ упӑшкипе ачисене пӑрахса хӑварнӑ аппусемпе йӑмӑкусене хунӑ. Сирӗн аннӗр — хет арӑмӗ, сирӗн аҫӑр — аморрей ҫынни. 46. Санӑн аппу — Самари, вӑл хӑйӗн хӗрӗсемпе пӗрле санран сулахай енче пурӑнать; йӑмӑку вара — хӑйӗн хӗрӗсемпе пӗрле санран сылтӑм енче пурӑнакан Содома. 47. Эсӗ ӗнтӗ вӗсен ҫулӗсемпе те ҫӳремерӗн, вӗсен йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене те тумарӑн; ку саншӑн сахал пулчӗ: эсӗ пур ҫулу-йӗрӳ ҫинче те вӗсенчен аскӑнрах хӑтлантӑн. 48. Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; санӑн Содома йӑмӑку, хӑй те, унӑн хӗрӗсем те эсӗ тунине, сан хӗрӳсем тунине тумарӗҫ. 49. Санӑн Содома йӑмӑкун тата унӑн хӗрӗсен йӗркесӗрлӗхӗ акӑ мӗскер: мӑнкӑмӑллӑх, апат-ҫимӗҫпе, ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхни, ӗҫсӗр супни, тата вӑл чухӑнпа мӗскӗне пулӑшмарӗ. 50. Вӗсем мӑнаҫлансах кайрӗҫ, Ман умӑмра йӗрӗнчӗк ӗҫсем турӗҫ, ҫакна курсассӑн, Эпӗ вӗсене пӑрахрӑм. 51. Самари те сан ҫылӑхусен ҫуррине те туман; эсӗ хӑвӑн ирсӗрлӗхӳпе вӗсенчен иртсе кайрӑн, эсӗ тунӑ ирсӗр ӗҫсемпе танлаштарсан, аппу-йӑмӑку санран тӳрӗрех пулчӗ. 52. Эсӗ хӑвӑн аппу-йӑмӑкна айӑплаттӑн, ӗнтӗ ху та намӑс кур; хӑвна вӗсенчен те ытларах намӑса кӑларнӑ ҫылӑхусемпе танлаштарсан, вӗсем санран тӳрӗрех. Намӑсланнипе санӑн та питӳ хӗрелтӗр, намӑса юлнӑскер, ҫапла эсӗ хӑвӑн аппу-йӑмӑкна тӳрре кӑларӑн.

53. Ҫавах Эпӗ вӗсене тыткӑнран тавӑрӑп, Содомӑпа унӑн хӗрӗсене, Самарипе унӑн хӗрӗсене тыткӑнран тавӑрӑп, вӗсем хушшинче санӑн тыткӑна лекнӗ ҫыннусене те тавӑрӑп, 54. вара эсӗ, мӑшкӑла юлнӑскер, ху тунӑ мӗнпур ӗҫӳшӗн намӑсланӑн, вӗсемшӗн йӑпанӑҫ пулӑн. 55. Санӑн йӑмӑкусем, Содомӑпа унӑн хӗрӗсем, унччен мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пекех пулӗҫ; Самарипе унӑн хӗрӗсем те унчченхи пекех пулӗҫ, эсӗ те, санӑн хӗрӳсем те унччен мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пекех пулӑр. 56. Мӑнаҫлӑх кунусенче эсӗ хӑвӑн Содома йӑмӑкна аса та илмерӗн, 57. ҫылӑхусене ҫиеле кӑлариччен аса илмерӗн, ҫылӑхусем вара Сири хӗрӗсемпе ҫав таврари пӗтӗм халӑхран тата филистимсен хӗрӗсенчен мӑшкӑл тӳснӗ чухне, вӗсем сан ҫине пур енчен те йӗрӗнсе пӑхнӑ чухне, ҫиеле тухрӗҫ. 58. Эсӗ аскӑн ӗҫӳсемшӗн, ирсӗр ӗҫӳсемшӗн тӳсетӗн, тет Ҫӳлхуҫа. 59. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: тупа сӑмахне ним вырӑнне хумасӑр, ҫураҫӑва пӑсса мӗн турӑн эсӗ, Эпӗ сана ҫавна кӑтартӑп, тет. 60. Анчах Эпӗ санпа ҫамрӑклӑх кунусенче тунӑ ҫураҫӑва аса илӗп те ӑна ҫӗнетӗп, ӗмӗрхи ҫураҫу тӑвӑп. 61. Хӑвӑн патна аппу-йӑмӑкна — хӑвӑнран аслӑраххисене те, хӑвӑнран кӗҫӗнреххисене те — йышӑннӑ чухне, Эпӗ вӗсене сана хӗрӳсем вырӑнне панӑ чухне эсӗ хӑвӑн ҫулусене аса илӗн те, сана намӑс пулӗ, анчах ҫакна Эпӗ санпа ҫураҫу тунӑран мар тӑватӑп. 62. Эпӗ санпа тунӑ ҫураҫӑвӑма ҫӗнӗрен ҫирӗплетӗп, эсӗ вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗн, 63. ҫакна Эпӗ эсӗ асра тытса тӑтӑр, намӑслантӑр, Эпӗ сана пӗтӗмпе каҫарнӑ хыҫҫӑн намӑсланнипе малашне ҫӑварна та ан уҫайтӑр тесе тӑватӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех