Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланаҫҫӗ (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрне-пӗри вӗсем аран-аран ӑнланаҫҫӗ.

Они понимали друг друга не без труда.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак ытарма ҫук выльӑхсем ҫыннисем ӑҫта васканине ӑнланаҫҫӗ темелле.

Эти замечательные животные как будто понимали, куда торопятся всадники.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл ҫавӑн пек хытӑ тӑнине пурте ӑнланаҫҫӗ, ӑна хисеплӗ вырӑна хураҫҫӗ.

Все понимали это упорство и относились к нему с уважением.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем пӗр-пӗрине калаҫмасӑрах лайӑх ӑнланаҫҫӗ.

Они хорошо друг друга понимают и без языка.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Акӑ вӑл, этемӗн пысӑк телейӗ нимӗн те ӑнлантарса памалла мар, калаҫмалла мар, тӳрре тухма тӑрӑшмалла мар, ҫынсем ӗнтӗ хӑйсемех пӗтӗмпех пӗлеҫҫӗ те пӗтӗмпех ӑнланаҫҫӗ.

Вот оно, большое человеческое счастье, когда ничего не нужно объяснять, говорить, оправдываться и когда люди уже сами все знают и все понимают.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Кӑвакал чӗпписем, паллах ӗнтӗ, «клӑк-клӑк» тени мӗн иккенне пӗлмеҫҫӗ, анчах пӗве ҫинчен илтӗнекен сасӑсене вӗсем пит лайӑх ӑнланаҫҫӗ.

Утята, конечно, не могут понять, что значит «квох-квох», а что слышится с пруда, это им хорошо известно.

«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.

Вӗсем пурте хӑйсен пурнӑҫне ӑна шанса панӑ, ун хыҫҫӑн пынӑ, халь вара вӗсем те ун пекех, юлашки минут ҫитнине ӑнланаҫҫӗ пулас.

Все они доверили ей свои жизни, пошли за ней и сейчас, вероятно так же, как и она, понимают: подходят последние минуты.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Унтан ҫыпӑҫрӗ хайхи ман ҫума, ыйтать: мӗншӗн телейсӗр, телейсӗр сӑмаха мӗнле ӑнланаҫҫӗ?

Вот и привязался он с расспросами: почему несчастный и что такое несчастный?

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫӳлте, паллах, пурне те ӑнланаҫҫӗ, — килӗшрӗ Корней, — анчах пирӗн ялта хӑйсем пӗлнӗ пек хӑтланаҫҫӗ-ҫке…

— Наверху, может, все понимают, — согласился Корней, — да у нас-то в деревне ломают по-своему…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑшӗсем пире ӑнланаҫҫӗ пулсан та Мирон Григорьевич ҫинелле пӑхса илеҫҫӗ.

А кое-кто и сочувствует нам, да на Мирона Коршунова оглядываются.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Епле пулсан та, ун пӗлтерӗшне айӑкран ҫеҫ ӑнланаҫҫӗ.

Понятие, во всяком случае, абстрактное:

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑкӑрӗсем ҫакна ӑнланаҫҫӗ пулас та, ҫавӑн пекех вӑраххӑн, утӑмне кӑшт та хӑвӑртлатмасӑр, клеще евӗрлӗрех урисемпе ҫӗре хыпашласа малалла утаҫҫӗ, хӳрисене выляткаласа пыраҫҫӗ.

Быки, видно понимая это, не прибавляли шагу, так же медленно, ощупью переставляли клешнятые ноги, мотали хвостами.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр чухне пӗччен ӑнланса илме йывӑр ыйтусене коммунистсем парти пухӑвӗнче кирек хӑш ҫӗртинчен те ытларах ӑнланаҫҫӗ.

На партийном собрании, как нигде, коммунисты познают многое, что в одиночку познать иногда не легко.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нимӗҫсем ҫакна питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем унта танксене хирӗҫ перекен артиллерине ҫав тери нумай вырнаҫтарнӑ, ҫуран ҫар валли те минометсемпе пулеметсем сахал мар лартса тултарнӑ…

Немцы это отчетливо понимают и поэтому поставили там так много противотанковой артиллерии, да и для пехоты приготовили немало огневых средств…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Мускав ҫывӑхӗнче пыракан вӑйлӑ вӑрҫӑра ҫак ҫапӑҫӑвӑн пӗлтерӗшне салтаксем лайӑх ӑнланаҫҫӗ.

Солдаты хорошо понимали его значение в огромном сражении на подступах к Москве.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пурте вӗсем Марийка пекех тунсӑхлаҫҫӗ, шикленеҫҫӗ, хуйхӑраҫҫӗ; вӗсене пӗр-пӗринпе калаҫса ларни те кирлӗ мар, — вӗсем кӑшт пӑхса илнипех пӗрне пӗри ӑнланаҫҫӗ.

Все они вместе с Марийкой испытывали настолько одинаковые чувства тоски, тревоги и горечи, что им не нужно было разговаривать между собой — они понимали друг друга по коротким взглядам.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах электричествӑпа хӑйсен килти пурнӑҫӗнче усӑ курнипе ҫеҫ чарӑнса тӑма юраманнине малта пыракан колхозниксем ӑнланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Семен Бабаевский // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 5–6 с.

Ӑнсӑртран тенӗ пек ҫеҫ вилӗмрен хӑтӑлса юлнӑ артиллеристсем хушшинче тӗрлӗ расчётсенчен пухӑннӑ ҫынсем, анчах вӗсем пӗр-пӗрине куҫпа пӑхсах ӑнланаҫҫӗ; мӗн тума кирлине, харпӑр хӑй ӗҫне — вӑр-вар та хӑвӑрт тӑваҫҫӗ.

Артиллеристы, случайно не задетые смертью, были из разных расчетов, но понимали друг друга с одного взгляда и делали каждый свое дело проворно и быстро.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Эх, мӗн каласси ӗнтӗ, пӗтӗмпе илсен, ҫынсем мӗнлерех сахал ӑнланаҫҫӗ!

Эх, как люди вообще мало понимают!

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Паллах, ни хӑй Рахметова, ни Рахметов ӑна Вера Павловнӑпа Рахметов мӗн пирки калаҫасси ҫинчен пӗр сӑмах та каламан тесе Лопухов иккӗмӗш запискӑра питӗ тӗрӗс калать; Лопухов Рахметова лайӑх пӗлнӗ; пӗр-пӗр ӗҫ ҫинчен Рахметов мӗн шутланине те, Рахметов хӑҫан мӗнле калассине те пӗлнӗ; йӗркеллӗ ҫынсем пӗр-пӗринпе калаҫмасӑрах ӑнланаҫҫӗ вӗт пӗр-пӗрне; Рахметов Вера Павловнӑна мӗн калассине Лопухов питӗ лайӑх пӗлнӗ, Рахметов калас сӑмаха вӑл малтанах пӗр сӑмах сиктермесӗр ҫырса хума пултарнӑ, ҫавӑнпа Рахметова Вера Павловна патне кайма ыйтнӑ та ӗнтӗ вӑл.

Конечно, Лопухов во второй записке говорит совершенно справедливо, что ни он Рахметову, ни Рахметов ему ни слова не сказал, каково будет содержание разговора Рахметова с Верою Павловною; да ведь Лопухов хорошо знал Рахметова, и что Рахметов думает о каком деле, и как Рахметов будет говорить в каком случае, ведь порядочные люди понимают друг друга и не объяснившись между собою; Лопухов мог бы вперед чуть не слово в слово написать все, что будет говорить Рахметов Вере Павловне, именно потому-то он и просил Рахметова быть посредником.

XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех