Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Семен Бабаевский

Автор: Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 5–6 с.

Хушнӑ: 2020.01.09 14:24

Пуплевӗш: 36; Сӑмах: 546

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Семен Петрович Бабаевский чухӑн хресчен ҫемйинче Харьковщинӑра 1909 ҫулти майӑн 24-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

1936 ҫулта Ставрополь крайӗн издательствинче Бабаевскин пӗрремӗш кӗнеки — калавсен «Гордость» ятлӑ сборникӗ тухнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче С. Бабаевский Совет Ҫарӗн ретӗнче ҫар корреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ. 1945 ҫулта демобилизаци йӗркипе таврӑнсан, Бабаевский «Ылтӑн Ҫӑлтӑр кавалере» роман ҫырма пуҫланӑ та ӑна 1948 ҫулта ҫырса пӗтернӗ. 1949–1950 ҫулсенче унӑн «Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем» ятлӑ ҫӗнӗ романӗн пӗрремӗш тата иккӗмӗш кӗнекисем пичетленсе тухнӑ. С. Бабаевскин виҫӗ кӗнекине те Сталинла преми панӑ. Семен Петрович Бабаевский — СССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ.

«Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем» романӑн иккӗмӗш кӗнекинче те, унӑн пӗрремӗш кӗнекинчи пекех, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр кавалерӗ» романӑн тӗп геройӗсен малаллахи пурнӑҫӗ тухса тӑрать.

«Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем» романӑн пӗрремӗш кӗнекинче вулакана паллӑ геройсен — Сергей Тутариновӑн, Николай Кондратьевӑн, Стефан Рагулинӑн, Семен Гончаренкӑн тата ыттисен ӗҫне кӑтартса панӑ. Унта ытти сӑнарсем те — Игнат Хворостянкин, Татьяна Нецветова, Никифор Кнышев — хутшӑнаҫҫӗ.

Хӑйӗн «Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем» романӑн пӗрремӗш пай пуҫламӑшӗнче С. Бабаевский, электростанцине туса пӗтернипе кӑмӑлӗ тулни Сергей Тутаринова малалла пӑхма чӑрмантарнине кӑтартса парать. Анчах электричествӑпа хӑйсен килти пурнӑҫӗнче усӑ курнипе ҫеҫ чарӑнса тӑма юраманнине малта пыракан колхозниксем ӑнланаҫҫӗ. Усть-Невинскинчи ГЭС директорӗ, Сергей Тутариновӑн фронтри тусӗ, Семен Гончаренко турбина пӗтӗм хӑвачӗпе ӗҫлеменнишӗн, энергипе мастерскойсенче, сухара, авӑн ҫапнӑ ҫӗрте усӑ курманнишӗн кулянать.

Парти райкомӗн секретарӗ Николай Петрович Кондратьев пулӑшнипе Сергей Тутаринов хӑй йӑнӑшне ӑнланса илет те каллех активлӑн ӗҫлеме тытӑнать. Район руководителӗсем ҫутҫанталӑка улӑштарса ҫӗнетмелли план туса хатӗрлеҫҫӗ: ҫеҫенхире вӑрмансемпе, кӳлӗсемпе пуянлатма, станицӑсем йӗри-тавра садсем лартса ҫаврӑнма, паха ҫулсем, кӗперсем тума, колхоз производствине электричествӑна ытларах та ытларах кӗртме йышӑнаҫҫӗ. Хӑйсен райисполкомӗн ҫӗнӗ председательне Совет Союзӗн Геройне Сергей Тутаринова колхозниксем хӗрӳллӗн пулӑшаҫҫӗ. Романӑн пӗрремӗш кӗнекин тӗп геройӗ — Сергей Тутаринов ӳснӗ, ӑс-тӑнне, шухӑш-туйӑмне пуянлатнӑ. Вӑл тунӑ ҫитӗнӳсемпе лӑпланса ларманни, пӗр чарӑнмасӑр малалла кайса пырассишӗн тӑрӑшни унӑн пур ӗҫӗнче те палӑрать.

«Сӗр ҫинчи ҫутӑсем» романӑн пӗрремӗш кӗнекинче С. Бабаевский парти райкомӗн секретарӗ Кондратьевӑн сӑнарне хӑйӗн пӗрремӗш «Ылтӑн Ҫӑлтӑр кавалерӗ» романӗнче ҫырнинчен татах лайӑхрах кӑтартса парать. Кондратьев сӑнарӗнче писатель большевикла партипе халӑх хушшинчи ҫыхӑну ҫирӗп пулнине, совет ялне коммунистла улӑштарса ҫӗнетес ӗҫре парти ертсе пыракан вырӑн йышӑннине кӑтартать. Кондратьев ертсе пырас ӗҫри хӑйӗн опытне ҫамрӑк коммунистсене пани, Сергей Тутаринова тата ҫамрӑк парторга Татьяна Нецветовӑна вӑл, хӑйӗн партири юлташӗсем вырӑнне хурса, тимлӗн вӗрентни ҫинчен ҫырнӑ страницӑсем авторӑн уйрӑмах ӑнӑҫлӑ тухнӑ.

Романра совет ҫыннисен — коммунизмӑн активлӑ строителӗсен ӗҫне сӑнласа панӑ. Вӗсем — Стефан Петрович Рагулин, колхоз интересӗсене пуринчен те пысӑк хака хураканскер, вӑрман ӑстаҫи Никифор Кнышев, колхозри электрик Прохор Ненашев тата ыттисем те. Романра совет влаҫӗ совет ялӗнчи хӗрарӑмсене мӗн тери аслӑ ҫул уҫса панине кӑтартнӑ. Ахаль хресчен хӗрачи — Татьяна Нецветова совет влаҫне пула аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ, агроном пулса тӑнӑ. Варвара Сергеевна Аршинцева колхозницӑн сӑнарӗ кӑмӑллӑ. Вӑл хӑй колхоз тулашӗнче, хӑйне телейлӗ ҫул ҫине кӑларнӑ большевикла парти тулашӗнче пуласси ҫинчен шухӑшлама та пултараймасть.

Романра килӗшӳллӗ мар сӑнарсем те пур. Вӗсем хушшинче мӑнкӑмӑллӑ та хӑйне хӑй ҫеҫ юратакан Хворостянкин — «Красный кавалерист» колхозӑн председателӗ тата райсовет исполкомӗн председателӗ пулнӑ Хохлаков. Вӗсем пирӗн пурнӑҫа пурпӗрех кӗрекен ҫӗнӗ япаласене курмаҫҫӗ тата курма та шутламаҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫынсемпе обществӑллӑ критикӑпа самокритика меслечӗпе кӗрешме кирлине кӑтартса парать автор. Романра мӗн ҫырни пӗтӗмпех коммунизмӑн яр уҫӑ ҫутипе йӑлтӑртатса тӑрать. Социализмлӑ Ӗҫ Геройӗ Андрей Кнышев Сталин юлташпа тӗл пулни ҫинчен каласа панӑ сцена уйрӑмах ӑса кӗрсе юлать. Коммунизмӑн курӑнса тӑракан паллисем совет ҫыннисен кулленхи пурнӑҫӗнче палӑраҫҫӗ. Семен Петрович Бабаевский ҫӗнӗ, социализмлӑ ялӑн пурнӑҫне кӑтартса панӑ. Вӑл совет ҫыннисен ӳсӗмне, вӗсен хамӑр ҫӗршыва улӑштарса ҫӗнетекен хавхалануллӑ ӗҫне, совет ҫыннин шухӑш-туйӑм вӑйӗпе хитрелӗхне кӑтартнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех