Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: III

Пай: Шурӑ хурӑн. 2-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хушнӑ: 2020.01.13 21:35

Пуплевӗш: 282; Сӑмах: 2709

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ольховкӑна ҫӗрле пулсан таврӑнчӗҫ.

Аслӑ ҫул ҫинче гитлеровецсемпе тӗл пулни Марийкӑна хытах пӑшӑрхантарчӗ. Ҫак тӗлпулу яланах Андрейшӑн тунсӑхласа пурӑннине, ун ҫинчен шухӑшланине чӗрере тата ытларах вӑйлатрӗ. Марийка килне темле усал тӗлӗк курнӑ хыҫҫӑнхи пек кайрӗ…

Юлашки вӑхӑтра Марийкӑна кирек мӗнле ӗҫ те часах йӑлӑхтарса ҫитерекен пулчӗ. Пур ӗҫ те ӑна ниме тӑман пек, никама та кирлӗ мар пек туйӑнать; вӑл нимре те савӑнӑҫ тупаймасть. Андрей ҫинчен шухӑшлани ҫеҫ ӑна нихҫан та йӑлӑхтармасть. Нихҫан та: кӑнтӑрла та, ҫӗрле те.

Пӗр уйӑха яхӑн шухӑшларӗ вӑл Андрей вӑрҫӑра вилнӗ тесе. Анчах Лозневой хӑйне улталанине пӗлнӗренпе ҫӗнӗ шухӑш — чӗрӗ Андрей ҫинчен шухӑшлани — ӑна йӑлтах урӑхлатрӗ. Вӑл халь сывлӑхлӑ та ачаш шухӑшлӑ Андрея курать, ун пеккисем Ржев таврашӗнче нумай. Ӗлӗк ун тавра мӗн пулнӑ, вӑл халь те вӗсенчен, — Ольховка сӑрчӗ ҫинчен куҫа курӑнакан япаласенчен пӗринчен те уйрӑлса тӑман пек туйӑнать; вӑл вӗсемпе пуринпе те пӗр пурнӑҫпа пурӑнать, ҫакӑ вара ӑна халапри пек вӑйлӑ та ҫирӗп тӑвать. Тепӗр чух Марийкӑна Андрей паттӑр пек туйӑнать, ун ҫинчен вӑл шанчӑклӑн шухӑшлать, ҫакӑн пек минутсенче вара тӑван ҫӗршывран уйрӑлми пурнӑҫпа пурӑнакан упӑшки вилнӗ тенине мӗнле ӗненме пултарнинчен тӗлӗнет.

Марийка куҫӗ умне час-часах Андрейӑн ҫапӑҫури пурнӑҫӗ хӑй шухӑшлама пултарнӑ евӗрлӗ тухса тӑрать. Е вӑл Андрея ҫапӑҫура курать, Андрей вӑрҫӑра паттӑр пек ҫапӑҫать: танксене ҫунтарать, гитлеровецсене пере-пере ӳкерет, штыкпа чикет, гранатӑпа сывлӑша ҫӗклентерет… Тепӗр чух вӑл Андрей ҫӗр каҫма чарӑннӑ ҫӗр пӳртре пуҫӗ айне салтак кутамкки хурса, тутисемпе ӑшшӑн кулкаласа ҫывӑрнине е салтаксемпе сӗм тӗттӗм вӑрман витӗр, ҫывӑхрах пӑшал пенине итлекелесе утнине, е каҫпа кӑвайт умӗнче табак туртса ларнӑ чухне ун ҫинчен шухӑшланине курать… Нихҫан та вара, нихҫан та Марийка ӑна ывӑннӑ е телейсӗр пек, аманнӑ е вилнӗ салтак пек, пуринчен ытла ҫапӑҫура хӑраса ӳкнӗ пек курман.

Анчах, апла пулсан та, Андрейшӑн шикленни иртмен. Марийка вӑл вилӗмсӗр пулнине те ӗненет, апла пулсан та, уншӑн шикленнине ниепле те сирсе яма пултараймасть… Халь акӑ, хӑй тасатнӑ ҫулпа фронта каякан гитлеровецсене курнӑ хыҫҫӑн, Андрей ҫинчен Марийка унчченхинчен ытларах хуйхӑрса тата шикленсе шухӑшлама пуҫларӗ. Ӑҫта-ши вӑл? Мӗнле пурӑнать-ши? Пирӗн ҫар мӗнле-ши? Фронт леш енче мӗн пулса иртет-ши? Унта мӗн пулса иртнине, Андрей ӑҫта пулнине тӗрӗссипе пӗлме паян май пурччӗ ӗнтӗ. Самолет пӑрахнӑ листовкӑсем ҫинче пирӗн ҫар пирки, вӑрҫӑ пирки калани мӗн те пулин пурахчӗ-тӑр. Анчах ҫав ылханлӑ Ефим Чернявкин… Вӗлерни сахал ӑна! Вӗлермелле, унтан татӑк-татӑк туса вакламалла!

Марийка каҫхи апата та ҫиес килмен ҫӗртен, ирӗксӗррӗн ҫирӗ, никампа калаҫмарӗ.

— Мӗншӗн капла-ха эсӗ? — ыйтрӗ амӑшӗ. — Ывӑнтӑн-и?

— Ахалех эсӗ мана ҫул тасатма ятӑн, — терӗ Марийка. — Ҫав шуйттан мана ӗмӗрте тупас ҫукчӗ, эсӗ вара… — Марийка пуҫне ҫӗклесе хытӑрах калаҫма пуҫларӗ. — Иртен пуҫласа каҫчен вӗсемшӗн шӑмшакка ватрӑм, ҫул тасатрӑм, — кайӑр, ҫапӑҫӑр, вӗлерӗр пирӗннисене! Аван-и вара ку? Мӗншӗн ҫакӑн пек, тесе ыйтатӑн тата?

— Ҫитӗнсе ҫитнӗ пулсан та, эсӗ ӑс-тӑнлах мар! — кӳренмесӗр хирӗҫ тавӑрчӗ Анфиса Марковна. — Эсӗ лайӑхрах шухӑшласа пӑх-ха… Эпир ахаль те ҫын куҫӗ умӗнче тӑратпӑр, Чернявкин пирӗн пӳрт ҫинчен куҫ вӗҫертмест, эпӗ ҫакна питӗ лайӑх асӑрхатӑп. Ыттисем каймарӗҫ — пысӑк инкекех мар, эсир вара… Вӑл ҫавӑнтах эсир ҫуккине асӑрхаса юлнӑ пулӗччӗ!

— Пурпӗрех кӳренмелле!

— Кӳрентерет, ку тӗрӗс.

— Пурте вилсе пӗтчӗр вӗсем!

Йӗрсе ярасран аран чӑтса, Марийка чӑлана кӗчӗ те кровать ҫине ларса кӑмака ҫумне тайӑнчӗ. Каллех вара Андрей ҫинчен шухӑшлама тытӑнчӗ…

Ҫул ҫинче гитлеровецсене тӗл пулни Марийка чӗрине кӑна вӑркатман. Вӗсене курсан хӗрарӑмсемпе хӗрсем ирӗксӗрех хӑйсен Мускав патӗнче ҫапӑҫакан упӑшкисене, пиччӗшӗсемпе шӑллӗсене, каччисене аса илчӗҫ те, кашниннех чӗрисем ыратрӗҫ. Вӗсем кункаҫа ывӑннӑ, вӑхӑт чылая кайнӑ, Логовсем патне пуҫтарӑнма та хӑрушӑ, апла пулсан та, пурпӗрех, хӗрарӑмсем нумайӑшӗ ларса канмарӗҫ, калаҫса чунӗсене йӑпатма Макариха патне килчӗҫ.

Марийка патне хӑйӗн тантӑшӗсем — салтак арамӗсем: Тоня Петуховӑпа Катюша Зимина тата Вера Дроздова чӑлана пуҫтарӑнчӗҫ. Пурте вӗсем Марийка пекех тунсӑхлаҫҫӗ, шикленеҫҫӗ, хуйхӑраҫҫӗ; вӗсене пӗр-пӗринпе калаҫса ларни те кирлӗ мар, — вӗсем кӑшт пӑхса илнипех пӗрне пӗри ӑнланаҫҫӗ. Тантӑшсем Марийка ҫумӗнче пӗр шарламасӑр ларчӗҫ.

Юнашар пӳлӗмре пуҫтарӑннӑ хӗрарӑмсем те вӗсем пекех сӑмах тапратмасӑр лараҫҫӗ, Ульяна Шутяева ҫеҫ кӑмака ҫумӗнче Анфиса Марковнӑпа темӗн пӑшӑлтатать. Ҫакӑн пек кичемлентерекен шӑплӑх Логовсен ҫуртӗнче пулманччӗ-ха.

Анфиса Марковна пӳлӗм варрине тухрӗ те тӗлӗнсе ыйтрӗ:

— Хӗрарӑмсем, эсир паян мӗншӗн салхуллӑ? Ҫул ҫинче мӗн курнине каласа парӑр хӑть…

— Эх, Марковна! — хирӗҫ тавӑрчӗ пӗри. — Калама та кӑмӑл пӑтранать. Вӗҫӗ-хӗррисӗр нимӗҫсем иртеҫҫӗ, пурте пирӗннисене хирӗҫ, пурте унталла утаҫҫӗ…

— Пурте унталла-и? — шухӑша кайнӑ пек ыйтрӗ Анфиса Марковна. — Унталла кайни мӗнех вара вӑл, унтан каялла таврӑнаймаҫҫӗ вӗсем!

Анчах пӳртри йывӑр шӑплӑха сирсе яма Анфиса Марковна тытӑнса пӑхни те пулӑшмарӗ.

Ҫак вӑхӑтра Марийка таҫта инҫете-инҫете, ҫӗршер километр аяккалла пӑхнӑ пек, стенан ҫӳлти пӗрени ҫине пӗр тӗле куҫ сиктермесӗр пӑхса, сасартӑк юрласа ячӗ. Вӑл ҫав тери шӑппӑн, хӑй ӑшӗнче юрланӑ пек, пуҫларӗ; хӑй сассине вӑл илтесшӗн пулмарӗ, ҫынсене те итлеттересси килмерӗ. Вӑл юрӑ сӑмахӗсене калаҫнӑ чухнехи пек юрларӗ, унӑн пурте пӗлекен ӑсталӑхӗ ҫеҫ хӑйӗнне палӑртрӗ, — унӑн юрлас килмен чухне те юрӑ пулса тухать.

Ҫинҫешке пилешӗм,
Мӗн тӑратӑн авӑнса,
Пуҫупа ма перӗнетӗн
Тӗпне ҫитиччен?

Марийка хӑйӗн тӗлӗнмелле илемлӗ сассине ирӗк паманнинчен, майӗпен те шӑппӑн, каласа панӑ пек юрланинчен тантӑшсем тӗлӗнмерӗҫ. Вӗсен хӑйсен те юрласси килмест, анчах юрри ҫавӑн пек, часах пурин те чӗрисем хускалчӗҫ, тантӑшсем вара майлӑ вӑхӑт кӗтсе илчӗҫ те шӑппӑн юрласа ячӗҫ:

Пуҫупа ма перӗнетӗн
Тӗпне ҫитиччен…

Хӗрарӑмсем пурте, Марийка енне ҫаврӑнса, вӑл юрланине итлерӗҫ. Марийка мӗнле ларнӑ ҫавӑн пекех, пӳрт стени те хупӑрласа илме пултарайман инҫете тинкерсе, пӗр хускалмасӑр ларчӗ. Ҫав инҫетре темӗн курнӑ пекех, вӑл кӑшт хытӑрах юрлама пуҫларӗ, вара унӑн хура куҫӗсем ҫутӑлас умӗн хӗвеланӑҫӗнче ҫеҫ курӑнакан чӗтревлӗ йӑлтӑркка пек тӑрӑ куҫҫулӗпе тулчӗҫ.

Лере, ав, ҫул урлӑ,
Аслӑ шывсем урлӑ,
Ман пекех пӗчченӗн
Ҫӳл юман тӑрать…

Хальхинче Марийка тантӑшӗсем ҫеҫ мар, ытти хӗрарӑмсем те хутшӑнчӗҫ, — вӗсем пурте таҫта инҫете пӑхса юрларӗҫ:

Ман пекех пӗчченӗн
Ҫӳл юман тӑрать…

Хӗрарӑмсем, пурте шӑппӑн пулсан та, хӑйпе юрланӑран, те юрӑ хӑех ниме пӑхмасӑр чӗрере ҫӗкленнӗрен, Марийка кӗтмен ҫӗртен сассине хӑпартрӗ те, хӗр чухнехи ҫулсенче пӗтӗм яла асӑнмалӑх янӑратнӑ пек, хыттӑн юрлама пуҫларӗ.

Мӗнле-ши ман пилешӗн
Ҫитес юман патне?

Вара эп авӑнмӑп,
Сулланса тӑмастӑп…

Сасартӑк хӗрарӑмсен пурин те куҫҫулӗсем юхса анчӗҫ. Вӗсем куҫҫулӗсене пытармасӑр, унчченхи пекех куҫа курӑнман инҫете пӑхса, Марийка хыҫҫӑн хыттӑн юрласа пычӗҫ:

Вара эп авӑнмӑп,
Сулланса тӑмастӑп…

Хӗрарӑмсем макӑрнине курсан, Марийка та йӗрсе ячӗ. Ӗсӗклесрен кӑштах чарӑнса, вӑл юррине аран-аран малалла тӑсрӗ:

Ҫинҫе туратсемпе
Ӑна эп ҫупӑрлӑп
Унӑн ҫулҫисемпе
Ир та каҫ калаҫап…

Хӗрарӑмсем пурте, йӗме чарӑнмасӑр, Марийка хыҫҫӑн юрларӗҫ:

Унӑн ҫулҫисемпе
Ир та каҫ калаҫап…

Ҫак самантра Анфиса Марковна сӗтел хушшинчен тухрӗ. Вара пурте курчӗҫ: вӑл ҫеҫ макӑрмасть, — нихҫанхинчен ытларах хаярланнӑ, тӗксӗмленнӗ. Марийка юрра пӗтерме, — пилеше юман патне каҫма юраманнине, — каласа пама хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ, анчах амӑшӗ ун ҫине куҫҫульсӗр ялтӑртатакан куҫӗсемпе пӑхрӗ те кӑшкӑрса пӑрахрӗ:

— Ну-ка, чарӑн! Илтетӗн-и? — Унтан хӗрарӑмсем енне ҫаврӑнчӗ те: — Эсир те чарӑнӑр! Ҫитет! — тесе хушса хучӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн стена ҫумӗнчи пӗчӗк шкап патне пырса ҫеҫкеллӗ ҫитсӑ каррине сирчӗ те чейникрен кӗпҫе пек чӗркесе хунӑ ӳт тӗслӗ хут листи туртса кӑларчӗ. Хӗрарӑмсем пурте тӗлӗнсе кайрӗҫ: Анфиса Марковна аллине самолет ҫинчен пӑрахнӑ листовка тытнӑ.

Марийка пӗр самант хушши ним тума пӗлмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн кровать ҫинчен сиксе анчӗ.

— Ме, вула! — терӗ ӑна амӑшӗ, листовкӑна парса. — Сӗтел хушшине лар та, пурте илтмелле вуласа пар… Ҫак юрра эпӗ кил-ҫуртӑмра текех илтем мар!

Марийка листовкӑна амӑшӗ аллинчен ним чӗнмесӗр туртса илчӗ те лампа патне ыткӑнса пычӗ. Хӗрарӑмсем те, хӑйсен куҫҫулӗсене васкавлӑн шӑлкаласа, часах Марийка тавра пуҫтарӑнчӗҫ.

— Сталин юлташ сӑмахӗ! — кӑшкӑрчӗ Марийка, унтан ҫиҫсе тӑракан куҫӗсемпе пурне те пӑхса ҫаврӑнчӗ.

— Шӑппӑн, — терӗ амӑшӗ.

— Ай, анне, ӑҫтан тупрӑн ӑна?

Хӗрарӑмсем те шавлама пуҫларӗҫ:

— Вула ӗнтӗ, вӑхӑта ан ирттер!

— Сталин юлташ ноябрӗн ҫиччӗмӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫар парадӗнче каланӑ сӑмах! — вуларӗ Марийка. — Турӑҫӑм, ан таянӑр-ха ман ҫине! Лукерья Трофимовна, Тоня! Ҫутӑ тӗлӗнчен кӑштах чакӑр… Мӗнле вуламалла-ха ман?

— Ҫиччӗмӗшӗнче-и? — ыйтрӗ Лукерья. — Ҫак праҫникре-и?

— Ҫапла, ҫиччӗмӗшӗнче, Хӗрлӗ площадьре…

— Вула ӗнтӗ малалла, мӗн вӑхӑта ирттеретӗн?

— Ан вула-ха, тӑхта! — терӗ те Анфиса Марковна, куҫӗпе Файӑна шыраса тупрӗ. — Алӑка питӗртӗн-и?

— Ҫук, ху каламарӑн та!

— Ху пӗлместӗн-и вара?

Фая ҫенӗке тухрӗ те тулти алӑка сӑлӑп ярса кӗчӗ. Каллех пурте шӑпланса сӗтел патне пуҫтарӑнса тӑчӗҫ, вара хӗрарӑмсем хупӑрласа илнӗ ҫаврашка ӑшӗнче ҫул-пуҫ сӑмахӗсене вулакан Марийкӑн лӑпкӑ та хумхануллӑ сасси илтӗнме пуҫларӗ.

Сасартӑк алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ. Пурте шалт хытса кайрӗҫ: алкумӗнче Ефим Чернявкин тӑрать. Хӗрарӑмсем сӗтел патӗнчен саланчӗҫ, Чернявкина курсан Марийка та, инкек ҫывӑхрах пулнине туйнипе, шурса кайрӗ, листовкине хӑй хыҫӗнче тӑракан такам аллине тыттарчӗ.

Анчах кайран пулчӗ. Ефим Чернявкин Марийка аллинчи листовкӑна курса юлма ӗлкӗрчӗ, вара часах ку листовка самолет ҫинчен пӑрахнӑ пеккиех пулнине чухласа илчӗ… Апла пулсан, вӑл хӗрарӑмсем пуҫтарӑннӑ вӑхӑтрах Макариха ҫенӗкне ахальтен кӗрсе тӑман иккен, сывлӑш кӑлармасӑр тӑрса ахальтен шӑнман вӑл тӗттӗм кӗтесре! Макарихӑпа ун шухӑшлӑ ҫынсем закона хирӗҫлекен япалапа лекрӗҫ ун аллине! Халь вӗҫерӗнеймеҫҫӗ ӗнтӗ ҫӗр ҫӑтман Макарихӑпа унӑн хӗрарӑм хурахӗсем! «Вӑт халь макӑратех, ватӑ тухатмӑш! — ҫын инкеке лекнӗшӗн савӑнса шухӑшларӗ Ефим Чернявкин. — Халь эпӗ ӑна пуриншӗн те тавӑратӑп! Эпӗ астутарӑп ӑна хама колхоз картишӗнче намӑслантарнине! Эпӗ манман!» Ҫапла шухӑшласа, урай варрине, Макарихӑна хирӗҫ ура ярса пусрӗ те Чернявкин, хӑй хавасланнине пытарса тӑраймасӑр:

— Кӗтменччӗ-и? — тесе ыйтрӗ.

— Ҫук, кӗтменччӗ, — полицай умӗнче йӑпӑлтатасшӑн пулманнине палӑртса, лӑпкӑн та кӑмӑлсӑррӑн каларӗ Макариха. — Ефим, сана кӗтекенсем пулсан та, леш тӗнчере ҫеҫ кӗтеҫҫӗ пулӗ. Кама кирлӗ эсӗ ку тӗнчере? Анчах эсӗ ҫут тӗнчере нумайччен пурӑнаймастӑн пулас. Ҫуратнӑ сана аннӳ, халь акӑ ҫӑва шӑтӑкӗ те йышӑнмасть. Ну, ан хуйхӑр, йышӑнатех!

— Ун пек ан шухӑшла, — хирӗҫ тавӑрчӗ Чернявкин, — леш тӗнчере эпӗ часах пулмӑп. Эсӗ манран маларах унта пулӑн!

— Кам пӗлет вӗт, Ефим!

— Вулатӑр эппин? Сӳтсе яватӑр пулать?

— Ҫапла, вулатпӑр… — унчченхи пекех лӑпкӑн, хӑй пӑлханнине палӑртмасӑр, каларӗ Анфиса Марковна. — Сӳтсе явассине кайран сӳтсе явӑпӑр, эсӗ чӑрмантартӑн… Ну, лар! — Анфиса Марковна Марийкӑна пуҫ сулса илчӗ. — Тӑр-ха эсӗ, хӑнана вырӑн пар.

Ефим Чернявкин савӑнчӗ, хӑй ӑшӗнче Макарихӑран мӑшкӑлласа кулчӗ. Вӑл нимле мерӑсем йышӑнма та васкамарӗ. Мӗншӗн васкамалла? Халь Макарихӑпа пӗр шухӑшлисем ун аллинче вӗт, пулас хаяр асапран вӗсене ним те хӑтарма пултараймасть. Ҫакӑн пек килсе тухнӑ ӗҫ ун пӗрремӗш хут пулчӗ-ха, халь Ефим Чернявкин хӑйӗн влаҫӗпе кӑмӑлӗ туличченех киленме, иртӗнсе кайнӑ Макарихӑна тата хӑйне уҫҫӑнах курайман ытти хӗрарӑмсене те хӑйӗн службӑри талантне кӑтартма пултарать. Мӗншӗн васкамалла?

Кӗрӗкӗн аркине сирсе, Чернявкин сӗтел хушшине ларчӗ, ҫӗлӗкне хӑйпе юнашар хучӗ, кусем пурте — вӑл васкаманнине тата мӗн тӑвас тенине те вӑраха хӑварасшӑн мар пулнине палӑртаҫҫӗ.

— Апла пулсан, калаҫатпӑр эппин? — ыйтрӗ вӑл.

— Халех калаҫатпӑр… — Анфиса Марковна пукан ҫине, полицая хирӗҫ ларчӗ те ун хутне кӗнӗ пек астутарчӗ:  — Эсӗ, Ефим, паян темшӗн сахалтарах ӗҫнӗ пулас? Мӗне пӗлтерет ку?

— Урӑх ҫук, пӗтрӗ…

— Ӗҫетӗн-и, эпӗ тултарса паратӑп? Ун чухне вара калаҫу та кал-калрах кайӗ. Ма чӗнместӗн?

«Аха, йӑпӑлтатма тытӑнчӗ! Ҫук, йӑпӑлтатса ху енне ҫавӑраймастӑн мана, ватӑ тухатмӑш! Эрехне, паллах, ӗҫетӗп», — шухӑшларӗ Ефим Чернявкин. Унтан хӑйшӗн ку пурпӗрех пулнӑ пек:
— Пур-и вара? — тесе ыйтрӗ.

— Сан валли ҫитет.

Хӗрарӑмсем пурте кӗтесселле хӗсӗнчӗҫ, Макариха мӗн тунине ӑнланса илеймесӗр сӑнаса тӑчӗҫ. Тӑваттӑмӗш хут улшӑнчӗ кӗҫӗр ҫак ҫуртра шухӑш-кӑмӑл! Кичем шӑплӑхран — хурлӑхлӑ та куҫҫуллӗ юрӑ ҫине куҫрӗ, унтан — хаваслӑх ҫине, халь вара — нимсӗр иртес ҫук шиклӗх ҫине. Ҫак улшӑнусене пурте пӗр евӗрлӗ тӳссе ирттерчӗҫ. Пӗр Анфиса Марковна ҫеҫ уйрӑм туйӑмсемпе, хӑй килӗнчи ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗсене пӑхӑнмасӑр пурӑннӑ пек туйӑнать.

Умӗнче ҫур литр эрех ларнине курсан, Ефим Чернявкин, хӑйшӗн пурпӗрех пулнине кӑтартасшӑн пулса, епле тӑрӑшрӗ пулсан та, сӑмси ҫунаттисем, кроликӑнни пек, сиккеленнине чарма пултараймарӗ.

— Чӑнахах та «Московски-и» вара?

— Юлашки, — терӗ Анфиса Марковна. — Кӗрӳ валли тесе упраттӑм.

— Ку вара вырӑнсӑр! — Чернявкин ахӑлтатса кулса ячӗ. Ку хӑй каланӑ сӑмахсенчен кулни мар, кӗтмен ҫӗртен эрех лартса панӑшӑн хӗпӗртенипе ҫеҫ пулчӗ пулӗ. — Ахалех кӗрӗвӳ валли упранӑ, ахалех! Ун ҫинчен ман ӗнтӗ! Урӑххине шыра!

Чӑлантан Марийка пуҫне кӑларчӗ.

— Сана лартса пачӗҫ пулсан, эсӗ кӳп, ҫын ӗҫне ан хутшӑн! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл. — Кур-ха эс ӑна, вӗрентме тытӑнчӗ! Канашсем парать!

— Калаҫ, калаҫ, — мӑкӑртатрӗ Чернявкин.

— Мӗн вара, хӑратӑп тетӗн-и?

— Марийка, кай кунтан! — тесе хушрӗ те амӑшӗ, кирлӗ мар хирӗҫӗве пӗтерме васкаса, стаканпа эрех тултарса пачӗ. — Ӗҫ!

Ефим Чернявкинӑн мулкачӑнни пек пысӑк та хӗрлӗрех куҫӗсем, сивчир тытнӑ чухнехи пек, ҫуталса илчӗҫ. Вӑл нумайранпа ӗнтӗ пӑтранчӑк, шӑршлӑ ханша кӑна ӗҫет, кунта вара — бутылка тулли чӑн-чӑн эрех, куҫҫуль пекех тасаскер! Ухмаха ерӗн! Чернявкин сасартӑк ӑнланса илчӗ: вӑл эрехе пӗтӗмпех ӗҫсе пӗтермесӗр те Макариха килӗнчен тухса кайма вӑй ҫитереес ҫук. Тепӗр тесен, ӑҫта васкамалла-ха? Макариха халь хӑть мӗнле тӑрмашсан та ун аллинчен вӗҫерӗнеймест!

Чернявкин стакана сывлӑш ҫавӑрмасӑр тӗппипех ӗҫсе ячӗ, хӑйне такам ҫурӑмран патакпа ҫапнӑ евӗр хыттӑн ахлатрӗ, пуҫне сулкаларӗ, — васкавлӑн пысӑк шурӑ кӑмпа илсе ҫӑварне хыпрӗ.

Анфиса Марковна хӑна пурнӑҫӗшӗн куляннӑ пек пулса, сӗтел ҫине чавсаланнӑ аллисем ҫине тӗрӗнчӗ те, ҫапла ыйтрӗ:

— Ма-ха эсӗ, Ефим, яланах ӗҫетӗн, яланах курми пулатӑн? Е халӑх ҫине пӑхма намӑсланатӑн-и?

— Сирӗнпе ӗҫӗн! — лӑпкӑн каларӗ Чернявкин. — Сӑмахран, калӑпӑр, мӗнле шутлатӑн: вырӑна лартнӑ пулсан, ӗҫне тумалла-и? Тумалла! Сирӗн хыҫҫӑн ял тӑрӑх чупсах халтан каятӑн!

— Ҫапла, йытӑ ӗҫӗ санӑн, Ефим, ку тӗрӗс, — килӗшрӗ Анфиса Марковна. — Хурланма та кирлӗ мар пулас: сирӗн, Чернявкинсен йӑхӗ ҫавнашкал, пурте пӗлеҫҫӗ. Эсӗ аҫуна пӑхнӑ, аҫу — йытта…

— Эсӗ мӗн? Каллех намӑслантарасшӑн-и? — кӳренчӗ Чернявкин. — Санӑн халь шарламасӑр лармалла, хӑвӑн пуҫу ухмах мар пулсан, урӑхла калаҫнӑ пулӑттӑн…

— Хӑна та тумаллаччӗ-и?

— Хӑна та тумаллаччӗ…

— Эсӗ мӗн, васкатӑн-им? Ме, ӗҫ!

Ефим тепӗр стакан ӗҫрӗ, палӑрмаллах ӳсӗрӗлсе, калаҫма пуҫларӗ:

— Санӑн халех ҫӑварна хупмалла, эсӗ хӑвах пӗлетӗн: сан ӗҫ халь питӗ начар, акӑ мӗн! Эсӗ халь манӑн пилӗк пӳрне хушшинче вӗт! Мӗн тӑвас килнӗ ҫавна тӑватӑп. Кур-ха эс ӑна, мӗнле ӑслӑ, ватлӑхӗнче политикӑпа аппаланма пуҫланӑ! Калаҫусем ирттерет, большевиксен листовкине вулать! Эсӗ ху мӗн тунине ӑнланатӑн-и хӑвӑн ухмах пуҫупа?

Ефимӑн куҫӗсем мӗнле алчӑраса кайнине Анфиса Марковна курчӗ тата полицай эрехе ӗҫсе пӗтермесӗр те тухса кайма пултарайманнине шанса тӑчӗ.

— Эпӗ, Ефим, хам мӗн тунине ӑнланатӑп, — хирӗҫ тавӑрчӗ Макариха. — Хам мӗн тунишӗн эпӗ нихҫан та ӳкӗнес ҫук, ватлӑхӑмра тунӑ ӗҫсемшӗн мухтанатӑп кӑна! Акӑ вӑт сан пеккисем, Ефим, ӳкӗнӗҫ, ай, мӗнле ӳкӗнӗҫ! Эсӗ тӑхта-ха, ӗҫ, шалтах ӗҫсе яр, анчах мана ан пӳл! Тултар та ӗҫ, ҫавӑн пек килсе тухрӗ-тӗк, хӑвна йывӑр пулсан та, мӗн каланине итле!

Марийкӑпа Фая пӗр харӑс:
— Анне! — тесе кӑшкӑрса ячӗҫ.

Хӗрарӑмсем хыпӑнса ӳкрӗҫ. Лайӑх пӗлеҫҫӗ вӗсем Макарихӑн никама пӑхӑнман кӑмӑлне, анчах вӑл асӑрханма пултарни те вӗсемшӗн паллӑ. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек хӑрушӑ вӑхӑтра Анфиса Марковна хӑйне ҫапла тытни вӗсене тӗлӗнтерчӗ ҫеҫ мар, тарӑн шухӑша та ячӗ. Хӗрарӑмсем вара Анфиса Марковна хӑйшӗн кӑна мар, вӗсемшӗн пуриншӗн те пӗтӗм чӗререн шикленнине пула, хӑйӗн ӗлӗкхи йӑлине кӗнӗ тирпейлӗхне ҫухатса, ӑна каялла тавӑрма пултараймасӑр мӗнле те пулин вырӑнсӑр ӗҫ туса хума та хатӗр тесе шутларӗҫ. Кӗтессенчен кӑшкӑрашнисем илтӗнчӗҫ:

— Анфиса Марковна, урӑх ан калаҫ!

— Шухӑшласа пӑх, кума, ма вӑрҫтаратӑн ӑна?

— Марковна, чарӑн, пире хӗрхен!

— Ҫук, хӗрарӑмсем, эсир мана ан чӑрмантарӑр, — ҫирӗппӗн те лӑпкӑн хирӗҫлерӗ Анфиса Марковна. — Манӑн хамӑн ӑс, мӗн тунине пӗлетӗп. Эсир лӑпланса ларӑр та, эпӗ мӗн каланине итлӗр.

— Каласа пӗтерес тетӗн эппин? — ӳсӗрӗлнӗ Ефим Чернявкин ахӑлтатса кулса ячӗ те аллине каллех бутылка енне тӑсрӗ. — Апла пулсан каласа пӗтер! Ахалех эрехне ӗҫрӗм тесе кайран ӳпкелешмелле ан пултӑр.

— Эрехшӗн эпӗ ӳпкелеместӗп, йӑлтах ӗҫсе яр!

Чернявкин юлашки эрехе стакана тултарчӗ, анчах ӗҫмерӗ, ӳт-пӗвӗ ӑшӑнса кайнипе киленсе, калаҫӑва кӗтсе ларчӗ.

— Ҫапла ҫав, Ефим, — калаҫма пуҫларӗ Анфиса Марковна, — санпа чылайччен палкаса ларма манӑн уйрӑм интерес ҫук. Пирӗн санпа иксӗмӗрӗн ял тулашӗнчи хурӑн айӗнче пулса иртекен юратуллӑ калаҫу мар. Акӑ мӗн каласшӑн эпӗ сана: эсӗ мӗншӗн яланах ӗҫнине эпӗ пӗлместӗп тесе шутлатӑн, ҫапла-и? Ҫук, Ефим, пӗлетӗп, пӗлетӗп! Ҫакӑн пек ҫын ялта эсӗ ху ҫеҫ пӗччен пулнине куратӑн, ҫавӑнпа хӑраса ӗҫетӗн те! Хӑрушӑ мар-и? Суятӑн, хӑрушӑ! Эсӗ пӗлетӗн: пирӗн халӑх хӑй влаҫӗшӗн тӑнӑ, малалла та ҫаплах пулать, никам та ним тӑваймасть пирӗн халӑха. Сана вара — хӑрушӑ! Ӗҫ, Ефим, куҫусем сиксе тухиччен ӗҫ, санӑн пӗр ҫул!

Ефим Чернявкин вара Анфиса Марковнӑпа пӗтӗмпех килӗшсе пынӑ пек юлашки эрехе сарлака ҫӑварне ӳпӗнтерчӗ те, апат ҫыртмасӑрах, тачка тутисемпе чаплаттарса илчӗ. Анчах унӑн сӑн-пичӗ, хӑлхисем тата мӑйӗ хӗрелсе кайрӗҫ, тӑнлавӗ тӑрӑх, пысӑк хӑлхисем ҫумӗпе тар шапӑртатса юхма пуҫларӗ.

— Малалла кала! — терӗ вӑл пӳлӗнсе хӑйӑлти сассипе.

— Малалла акӑ мӗн, — масар ҫинчи пек шӑплӑха сирсе, лӑпкӑн та пӗр тикӗс калаҫма пуҫларӗ Анфиса Марковна. — Акӑ эсӗ халӑхшӑн ҫапӑҫасшӑн мар пулса ҫартан тарса юлтӑн, вилӗмрен хӑрарӑн, хӗрарӑм патне, акӑ, чупсах килтӗн… Халӑх ҫинче, Ефим, ҫапла калаҫҫӗ: хӗрарӑм арки ҫинче виличчен, ҫапӑҫу хирӗнче вил, теҫҫӗ. Пирӗн хушӑра сан евӗрлисем пуррине вӑрҫӑ кӑтартса пачӗ… Сахал вӗсем, ҫапах та пур. Ҫӗлен урӑх тир ӑшӗнче пулсан та чӗри унӑн ҫавах, тесе яланах вӗрентнӗ пире пирӗн ҫулпуҫсем. Анчах эпир, ухмахсем, хамӑр ҫемҫе чӗремӗре пула, хӑшпӗр чух сан пеккисене каҫарнӑ. Халь вӑрҫӑ халӑха тӗрлӗ ирсӗрсенчен питӗ лайӑх тасатать, эпир вара ун чухне сирӗнсӗр лайӑх та ирӗк пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлӑпӑр!

Ефим Чернявкин сасартӑк харлатма пуҫларӗ, йынӑшса ярса икӗ чӑмӑрӗпе те сӗтеле ҫапрӗ те сиксе тӑчӗ; вӑл ҫӑварне карса пӑрахрӗ, хӗп-хӗрлӗ хӗрелнӗ куҫӗсемпе Макариха ҫине пӑхса йывӑррӑн та хӑвӑрттӑн сывларӗ. Кӗтессенче хӗрарӑмсем кӑшкӑрашма, макӑрма тытӑнчӗҫ. Чернявкин Анфиса Марковна патне сиксе ӳксе, ӑна хӗнесе пӗтерессе кӗтрӗҫ вӗсем, анчах леш, унӑн тинкерсе пӑхакан куҫӗсене парӑнтараймасӑр, ҫӗлӗкне ярса тытрӗ те сулланкаласа пӳртрен тухрӗ. Хӗрарӑмсем пӗр харӑс кӑшкӑрса макӑрма пуҫларӗҫ; вӗсем ӑнланчӗҫ: Чернявкин халех аслӑ полицай Лозневой патне кайса, ӑна Анфиса Марковна мӗн каланине каласа кӑтартать.

— Хӗрарӑмсем, шӑпланӑр! — пурне те пӑхӑнтармалла каларӗ Анфиса Марковна. — Листовка камра?

— Манра, — терӗ Фая ӗсӗклесе.

— Пар кунта!

Анфиса Марковна лӳчӗркеннӗ листовкӑна илсе, сӗтел ҫинче тирпейлӗн якатрӗ, лампӑна майларӗ. Марийкӑна куҫӗсемпе шыраса тупрӗ те чӗнсе илчӗ:

— Кил кунта! Лар! Вула!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех