Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑл сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑл (тĕпĕ: ҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шырасан-шырасан таса ҫӑл патӗнче тупӑнать хайхи, чиркӗве кайса парать.

Куҫарса пулӑш

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Ишеке кайсан ҫӑл патӗнчи йывӑҫ ҫине хӑю ҫыхса хӑваратех ӗнтӗ вӑл: ҫут ҫанталӑк хӑвачӗсене арӑмне чӗртме ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Ӗҫ тухмасан, шалтӑрах каяҫҫӗ, хӑйсене хӑйсем ӑсӑнса пӗтнӗ ҫӑл вырӑнне хураҫҫӗ.

И если дело не выходит, они уже чувствуют себя исчерпанными до дна.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑш типсе ҫитнӗ, ҫул хӗрринче пӗр тарӑн ҫӑл ҫырми пур, ҫавӑнта шыв ӗҫме чупса антӑмӑр.

Во рту у нас пересохло, мы спустились с дороги к ручью, чтобы напиться.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ахальтен мар ҫав Нарзана паттӑр ҫӑл куҫӗ теҫҫӗ.

Недаром Нарзан называется богатырским ключом.

Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хваттерне юнашар ил; эпир ҫӑл патӗнчи пысӑк ҫуртра, мезонинра пурӑнатпӑр, аялта Лиговская княгиня пулать, ҫав ҫурт хуҫийӗнех тепӗр ҫурт пур, ҫавӑнпа юнашар, ӑна йышӑнман-ха халь…

Найми квартиру рядом; мы будем жить в большом доме близ источника, в мезонине; внизу княгиня Лиговская, а рядом есть дом того же хозяина, который еще не занят…

Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Часовойсем сасӑ пани ҫӗрле юхса выртма уҫнӑ вӗри ҫӑл куҫӗсен кӗрлевӗпе хутшӑнать.

Оклики часовых перемежались с шумом горячих ключей, спущенных на ночь.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Грушницкий шӑпах ҫӑл патӗнче тӑрать.

Грушницкий стоял у самого колодца.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Княжна юлашки стаканне ӗҫсе янӑ пулас та, ҫӑл патӗнче шухӑша кайса, уткаласа ҫӳрет.

Княжна, вероятно допив уж последний стакан, прохаживалась задумчиво у колодца.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Йӳҫ кӳкӗртлӗ ҫӑл куҫӗ патӗнчен иртнӗ чух, сулхӑнра сывлӑш ҫавӑрса илес тесе, эпӗ галлерея патӗнче чарӑнса тӑтӑм, ҫакӑнта ларнӑ чух манӑн пӗр кӑмӑла каймалли сцена курма тӗл килчӗ.

Проходя мимо кислосерного источника, я остановился у крытой галереи, чтоб вздохнуть под ее тенью, это доставило мне случай быть свидетелем довольно любопытной сцены.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫак вӑхӑтра майрасем ҫӑл патӗнчен пӑрӑнса пирӗнпе танлашрӗҫ.

В это время дамы отошли от колодца и поравнялись с нами.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫав самантра ҫӑл патнелле хамӑр ҫумранах икӗ майра иртсе кайрӗҫ: пӗри ҫамрӑк темелле, тепри вара ҫамрӑк та кӗрнеклӗ.

В эту минуту прошли к колодцу мимо нас две дамы: одна пожилая, другая молоденькая, стройная.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Акӑ хайхи ҫӑл та…

Наконец вот и колодец…

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ансӑр сукмакпа Елисаветински Ҫӑл куҫӗ патнелле хӑпарнӑ май, эпӗ арҫын ушкӑнӗнчен иртсе кайрӑм, вӗсен хушшинче штатскисемпе ҫар ҫыннисем те пур, кайран пӗлтӗм эп вӗсем симлӗ шывшӑн ҫунакан этемсем хушшинче хӑйне евӗр уйрӑм виҫере тӑраҫҫӗ иккен.

Подымаясь по узкой тропинке к Елизаветинскому источнику, я обогнал толпу мужчин, штатских и военных, которые, как я узнал после, составляют особенный класс людей между чающими движения воды.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Елисаветински Ҫӑл куҫ пайне каятӑп, шывпа сывалма килнисем ирпеле унта пурте пухӑнаҫҫӗ теҫҫӗ.

Пойду к Елизаветинскому источнику: там, говорят, утром собирается все водяное общество.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӗвеланаҫӗнче пилӗк тӑрӑллӑ Бешту кӑвакарса ларать, «палланӑ тӑвӑлӑн юлашки пӗлӗчӗ» пек, ҫурҫӗр енче перссен ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ евӗрлӗ Машук тӑвӗ ҫӗкленет, ҫак енчи тӳпене вӑл пӗтӗмӗшпех хупӑрласа илнӗ; хӗвелтухӑҫнелле пӑхма савӑнӑҫлӑрах: ман умра аяларахра вӗр-ҫӗнӗ хула тӗрленсе ларать, симлӗ ҫӑл куҫӗсем юхаҫҫӗ, тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑх шавлать, — лере тата, катара, амфитеатр пек кӗпӗрленсе, кӑвакарса, тӗтреленсе тусем тӑсӑлаҫҫӗ, тавра курӑм хӗрринче юрпа витӗннӗ ту тӑррисен кӗмӗл тӗпекӗ тӑсӑлать.

На запад пятиглавый Бешту синеет, как «последняя туча рассеянной бури»; на север поднимается Машук, как мохнатая персидская шапка, и закрывает всю эту часть небосклона; на восток смотреть веселее: внизу передо мною пестреет чистенький, новенький городок, шумят целебные ключи, шумит разноязычная толпа, — а там, дальше, амфитеатром громоздятся горы все синее и туманнее, а на краю горизонта тянется серебряная цепь снеговых вершин.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Шӑпах тӑракан ҫӑл куҫӗ ҫине чул пӑрахнӑ пек, эпӗ вӗсен канӑҫлӑхне пӑлхатрӑм, хам та, ҫав чул пекех, кӗҫ-вӗҫ шыва анса каяттӑм.

Как камень, брошенный в гладкий источник, я встревожил их спокойствие и, как камень, едва сам не пошел ко дну!

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӳртсем умӗнчи пӗчӗк пахчасенчи тусанланнӑ ҫӗмӗртсемпе ырханкка улмуҫҫисен турачӗсем ҫийӗпе темиҫе провод ҫиппи тӑсӑлнӑ, вӗсем ҫӑл тарасисемпе тӗкме карти шалчисенчен явӑнкаласа тӑнӑ.

Несколько ниток проводов тянулось по запыленным ветвям черемух, по тощим яблонькам, торчавшим в палисадниках, обвивало серые рогатки колодезных журавлей, столбы тынов.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Сӑра ҫӑл пек юхнӑ.

Пиво лилось.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Архипушка, — йӑлӑнса ыйтать Егоровна, — ҫӑл, вутран тухма пулӑш ҫав эсрелӗсене, уншӑн сана турӑ ырӑ кунҫул парӗ.

– Архипушка, – говорила ему Егоровна, – спаси их, окаянных, бог тебя наградит.

VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех