Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑварӗнчен (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ывӑлӗн ҫӑварӗнчен «ушки» сӑмаха илтсенех, ашшӗ пушшех хӗрсе кайрӗ.

Но, услышав слово «ушки» из уст сына, отец вскипел еще пуще.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

«Эх, мӗнле лайӑх патӑм эпӗ экзамена!» — тесе кӑшкӑрасшӑн пулчӗ Петя, анчах сӑмахӗсем унӑн ҫӑварӗнчен те тухаймарӗҫ.

«Ух, как я ловко выдержал экзамен!» — хотел было крикнуть Петя, но слова эти застряли у него в горле.

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑй ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларать, нимӗн пӗлмен кӑвак куҫӗсемпе Гаврик ҫине шӑтарас пек пӑхать.

А сам пускал крупные пузыри, уставясь на Гаврика бессмысленно голубыми глазками.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Гаврик аслашшӗ ҫӑварӗнчен эрехӗн пылакрах шӑрши кӗнине туйрӗ.

Гаврик почувствовал изо рта дедушки сладковатый запах водки.

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫавӑнтах витӗр курӑнакан шыв вӗреме пуҫларӗ, кӗленче ҫӑварӗнчен тӗтӗм тухса таврана чӑн-чӑн фиалка чечекӗн тутлӑ шӑршине сарчӗ.

И тотчас прозрачная вода закипела, а из горлышка пошел легкий дымок, действительно распространивший нежнейший аромат самой настоящей фиалки.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Бутылка ҫӑварӗнчен палкаса сарӑ кӑпӑк юхса тухать.

Рыжая пена лезет из горлышка длинными буклями.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Гаврик тапаланакан пысӑк пуҫлӑ пулӑсене аллипе янаххисенчен хытӑ тытать те, ҫӑварӗнчен вӑлтине ҫӑмӑллӑн кӑларса, пулӑсене хума хатӗрленӗ ҫӗре пӑрахать.

Гаврик крепко брал головастую трепещущую рыбку за скользкие жабры, ловко выдирал крючок из хищных челюстей и бросал ее в садок, спущенный в море.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Ҫитет пуль ӗнтӗ, — щеткине ҫӑварӗнчен кӑларса, Амеда йӑл кулса ӳкӗтлет Курбан.

— Уже было довольно, — умоляюще глядя на Амеда, говорил Курбан.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Кам кунта сирӗн вожатӑй? — кӑшкӑрчӗ пӗри, чердак ҫӑварӗнчен йӑраланса тухаканскер.

— Кто здесь у вас вожатая? — закричал человек, вылезая из люка чердака.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, нӳхреп ҫӑварӗнчен тытса, аллӑмсем ҫинче йӑтӑнтӑм.

Я подтянулась на руках, держась за кромку погреба.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Нӳхреп ҫӑварӗнчен шӑвӑҫ арча сиксе тухрӗ.

И из люка вылетела жестянка.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр урине хуҫлатса, ун чӗркуҫҫийӗ ҫине тепӗрне хурса, вӑл сандали сӑмсипе пӗлӗт ҫине хӑй ҫеҫ ӑнланакан, пӗр хӑйне ҫеҫ паллӑ вензельсем ҫырать, ҫӑварне хыпнӑ курӑка ӗмет, ӑна, икӗ пӳрни хушшине, сигара тытнӑ пек хӗстерсе тытса, ҫӑварӗнчен илет, тутисене тӑсать, питҫӑмартисене хӑпартать, ҫӑвар тулли тӗтӗм кӑларнӑ пек тӑвать.

Поставив одну ногу, положив на ее колено другую, Игорек носком сандалии вычерчивает в небе воображаемые, одному ему понятные вензеля, сосет травинку, вынимает ее изо рта, зажав между двумя вытянутыми пальцами, как сигару, надув щеки, шумно выпускает подразумеваемый дым и говорит.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ носилкӑна карета ҫине лартнине, карчӑк чӗтӗрекен аллисемпе Марья Васильевна урисене чӑрканине, кашнин ҫӑварӗнченех, таҫтан кӗнеке туртса кӑларса алӑ пусма ыйтакан санитарпа куҫлӑх витӗр тарӑхса пӑхакан, кӗнеке ҫине алӑ пусакан Николай Антоныч ҫӑварӗнчен те сывлӑш тухнине хытса кайса картишӗнче пӑхса тӑтӑм.

С убитым сердцем я стоял во дворе и смотрел, как носилки вкладывали в карету, как старушка дрожащими руками закутывала Марье Васильевне ноги, как у всех шел пар изо рта — и у санитара, который вынул откуда-то книгу и попросил расписаться, и у Николая Антоныча, который, болезненно заглядывая под очки, расписался в книге.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗкхи пекех, Катьӑн ҫӑварӗнчен пӑхса вӑл хушнине итлеме юратать.

По-прежнему она смотрела Кате в рот и слушалась каждого слова.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Картишӗнче темӗнле хӗрарӑм выртать, Даша инке ӑна ҫӑварӗнчен вӗрет.

Какая-то женщина лежала на дворе, и тетя Даша громко дула ей в рот.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӑварӗнчен унӑн пӑс, сӗлттесе тӑракан кадилинчен кӑвакрах тӗтӗм тухать.

Изо рта у него шел пар, а из кадила, которым он помахивал, – синеватый дымок.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, хамӑн пуҫӑм ҫаврӑнса кайичченех унӑн ҫӑварӗнчен вӗртӗм пулин те, ӑна мӗн пулӑшнине пӗлеймерӗм.

и неизвестно, в конце концов, что помогло ему, хотя дул я просто отчаянно, так что и у меня самого голова закружилась.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче эпӗ анне ӑнран кайса выртнине, Даша инке ӑна ҫӑварӗнчен вӗрнине курнӑччӗ.

Мне случилось видеть однажды, как мать лежала в обмороке и тетя Даша дула ей в рот.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑнӗ тӗксӗмленнӗ, шупка курӑнать, йӑлтӑртатакан куҫӗсем тата ҫӑварӗнчен тухакан ҫӑра тӗтӗм ӑна чӑн-чӑн шуйттан пекех кӑтартать.

Мрачная бледность, сверкающие глаза и густой дым, выходящий изо рту, придавали ему вид настоящего дьявола.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Уҫӑ ҫӑварӗнчен сарӑхса кайнӑ ватӑ асавӗсем, ҫапах та тӗреклӗскерсем, курӑннӑ тата юхса аннӑ ҫӑра сӗлекен ҫинҫе ҫиппи ҫилпе силленсе тӑнӑ.

Из приоткрытого рта, в котором виднелись старые, желтые, но еще могучие клыки, свисала и покачивалась на ветру тоненькая ниточка густой слюны.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех