Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫире (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗри-тавра ман ҫире шурӑ ҫуртсем, шурӑ юпасем курӑнаҫҫӗ; пурте ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатса лараҫҫӗ.

Палаты какие-то белые надо мной, и столбы белые, и на всем блестки блестят.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кирек те мӗнле тум ан пултӑр ҫире, — буржуй ҫӗтӗк-ҫурӑкӗ витнӗ пире.

Во что б ни обулись, что б ни надели — обноски буржуев у нас на теле.

Маруся наркӑмӑш ӗҫсе вилнӗ // Александр Алга. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 65–72 с.

Ман ҫире пур кофтӑсем те ҫурӑлаҫҫӗ.

На мне все кофты трещат.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эпӗ ҫире ӑнлантӑм пулсан, дуэль ҫине теори тӗлӗшпе хуть те мӗнле пӑхсан та, практикӑпа кӑмӑлӑра канӑҫтармасӑр хӑвӑра хӑвӑр хур тума парас ҫук, теесшӗн-и эсир?

— То есть вы хотите сказать, если я только вас понял, что какое бы ни было ваше теоретическое воззрение на дуэль, на практике вы бы не позволили оскорбить себя, не потребовав удовлетворения?

XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Аякра йывӑр пӗлӗт кӳмерккисем ҫаплах капланса тӑраҫҫӗ-ха, хушӑран ҫиҫӗм вӑрӑммӑн ялтӑртатса илет; ҫапах пирӗн ҫире тӗксӗм кӑвак тӳпе курӑнать, хӑвӑрт шуса иртекен сайра пӗлӗтсем витӗр ҫӑлтӑрсем мӗлтлетеҫҫӗ.

В отдалении еще толпились тяжелые громады туч, изредка вспыхивали длинные молнии; но над нашими головами уже виднелось кое-где темно-синее небо, звездочки мерцали сквозь жидкие, быстро летевшие облака.

Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.

Вӑл мана паллаймарӗ, эпӗ хам та паллаттарас мар тесе ытларах пӗркенме тӑрӑшрӑм; мӗншӗн тесен ман ҫире кивӗ фасонпа ҫӗленӗ вараланса пӗтнӗ шинель кӑначчӗ.

Она не узнала меня, да и я сам нарочно старался закутаться как можно более, потому что на мне была шинель очень запачканная и притом старого фасона.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Ҫире вӑл мӗншӗн кирлӗ?

А вам зачем?

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫире пур ман халӗ, анне…

А я беременная зараз, маманя…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ унта хырӑмпа шуса ҫитнӗ-ҫке-ха, сывлӑмпа ҫире мӗн пурри йӑлтах пӑрсан шыв тухмалла йӗпеннӗ, шӑрпӑк пуҫӗсене те нӳрӗ ҫапнӑ.

Я ведь на брюхе полз, мокрый от росы был — хоть выжми, головки отсырели.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫире мӗн пулнӑ, ҫав кӑна юлчӗ.

Что на мне было, то и осталось.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫире вӗсен — уяв кунӗсенче тӑхӑнмалли формӑсем, хӑюсем, ылтӑн тӗслӗ тӳмесем, пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ шалпар шӑлаварсем.

На них праздничная форма, ленты, золото пуговиц, широкий клеш, захлюстанный в грязи.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пӗтӗм чунтан калатӑп, Стефан Петрович, — терӗ вӑл хумханса, — ку Ылтӑн Ҫӑлтӑр сирӗн ҫире пӗрре кӑна ан пултӑр.

— От души желаю вам, Стефан Петрович, — волнуясь, говорил Меркушев, — чтобы эта Золотая Звезда была не последней.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗн чухлӗ вӑй кирлӗ, Анфисӑн хӑйӗн — эсӗ, ывӑлӑм, ан шарла, эпӗ сана хам ывӑл тесе ҫеҫ калатӑп — ҫире пур, ҫулла ҫуратса парать…

Какую силу нужно, а Анфиса — ты только, сынок, молчи, уже затяжелела Анфиса, к лету будем ждать внучонка…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анюта ҫӳллӗ мар, анчах тулли ӳтлӗ пирки ун ҫире пурри палӑрмасть те.

Анюта была невысокого роста, и при ее полноте даже беременность мало что изменила в ее фигуре.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫире тупӑпа та вӑратаймӑн, ваше сиятельство.

— Да вас хоть из пушек буди, ваше сиятельство.

«Ку-ку-ре-кук!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Унтан эпӗ ку таранчченех хам ҫире пулнӑ пальтона хыврӑм, вара, чӑлха вӗҫҫӗн ҫемҫен пусса, унталла утрӑм.

Потом я снял пальто, которое все время было на мне, и, мягко ступая в одних чулках, пошел туда.

XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ман ҫире качака тирӗнчен ҫӗленӗ куртка, пуҫра ҫӑмламас ҫӗлӗк, ҫумра йӗнӗсӗр хӗҫ, пиҫиххи хушшинче икӗ пистолет, кашни хулпуҫҫи ҫинче пӗрер пӑшал.

На мне была моя грубая куртка из козьего меха и огромная мохнатая шапка, у бедра торчала обнаженная сабля, за поясом были два пистолета, на каждом плече по ружью.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Вӑл ман ҫире тарпа пӗтӗмпех ҫӗрсе кайрӗ.

— Она на мне вся сопрела от пота.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫире колхозниксен пуххи ячӗ-и?

Вас колхозное собрание послало?

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Опись тӑрӑх ман ҫире шутланса тӑракан пурлӑха сана парса яма пултараймастӑп-ҫке-ха эпӗ!

Не могу же я отдать тебе имущество, раз оно у меня по описи числится!

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех