Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн ҫире тӳпе те тӗттӗмччӗ, уйӑх тухманччӗ-ха.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Инҫетрен бухтӑри ӗҫ шавӗ илтӗнет, анчах бухтӑна эпир курмастпӑр: пиртен сылтӑмра тинӗс хӗррине пысӑк та йывӑр шурӑ ҫуртсем купаласа тултарнӑ хула ларать, сулахайра — тинӗс, пирен ҫире те — вӑлах; вӑл темле тӗлӗнмелле те ҫепӗҫ, куҫпа чуна ачашлакан, тӗрлӗ тӗссемпе илемленнӗ пирки ниепле курса-пӗлсе ӑнланмалла мар сӑрсем ҫепӗҫҫӗн пӗрлешсе юмахри сӑнсем пулса тӑнӑ ҫӗрелле инҫете-инҫете тӑсӑлса каять…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вырсарникун Обломов кил хуҫи арӑмӗ патӗнче хӑнара пулчӗ, кофе ӗҫрӗ, вӗри кукӑль ҫире; кӑнтӑрлахи апат тӗлне Захара ачасем валли канфет, мороженӑй илме Нева тепӗр енне ячӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку мӗнле шлафрок сирӗн ҫире?
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пирӗн ҫире сивӗ сывлӑшра тӑрсан-тӑрсан темӗскер чӑвлатса каять, каҫхи нӑрӑ пек, йывӑҫ ҫумне суккӑрӑн пырса тӑрӑнать, шартлатса ҫурӑлать, хӑй лекнӗ туратсене ҫапса антарать.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ман ҫире ҫаптарса ҫӗлетнӗ брюки, пиншакӗ те ҫавах, пуҫра — мулахай.
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсен тумӗ те хӑйсен евӗр: пӗчӗк козырёклӑ тӑвӑр кепка, ҫире — тельняшка, тӑвӑр кунчаллӑ атти ҫине чӗркуҫҫирен аяларах усӑнтарнӑ брюки.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Расщепей юлташ, — терӗ вӑл тӳп-тӳрӗ тӑсӑлса тӑрса, — ҫире мӗнпур ачасенчен пысӑкран та пысӑк ыйту.— Товарищ Расщепей, — сказал он, вытянувшись во фронт, — превеликая к вам просьба от всех ребят.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
3) айӑплава пурнӑҫлакан учрежденисене тата ҫул ҫитменнисене, ҫире пур хӗрарӑмсене тата ачисем юсану учрежденийӗсенчи ача ҫурчӗсенче пурӑнакан хӗрарӑмсене тытса тӑракан следстви изоляторӗсене кӗрсе ҫӳреме;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №34 от 07 мая 2019 г.
Ултҫӗр аллӑлӑх кӗмӗл укҫана хамӑр ҫире йӑтса ҫӳреҫси чылаях йывӑр пулать вӑл.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Ӳпкен вӑраха кайнӑ чирӗсемпе, чӗрепе юн тымарӗсен, эндокрин чирӗсемпе аптракансен, аслӑрах ӳсӗмрисен, 2 ҫула ҫитмен ачасен, ҫире пур хӗрарӑмсен хӗвел ҫинче нумай вӑхӑт пулма юрамасть.
Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Ҫав вӑхӑтра мачча, йӗри-таврари кӗнеке шкапӗсем куҫран ҫухалчӗҫ, ман ҫире — ҫӑлтӑрлӑ тӳпе.В тот момент из моих глаз исчезли потолок, окружающие книжные шкафы, надо мной — звездное небо.
Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
17. Вара ҫапла пулчӗ: сасӑ илтӗнсессӗн, эпӗ ура ҫине тӑтӑм та тӑнларӑм — акӑ калаҫакан сасӑ, шавӗ унӑн — вӑйлӑ шыв кӗрленӗ пек, 18. ҫапла каларӗ: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пырса пӑхас кунсем ҫитсе килеҫҫӗ, Эпӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхаратӑп; 19. ун чухне Эпӗ хӑйсен тӳрӗмарлӑхӗпе усал ӗҫ тунисенчен шыраса илӗп, Сион ун чухне виҫи туличчен мӑшкӑл курӗ, 20. ун чухне, иртекен ӗмӗре пичет пуснӑ чухне, Эпӗ кӑтартакан паллӑсем ҫаксем пулӗҫ: тӳпе умӗнче кӗнекесем уҫӑлса кайӗҫ те, вӗсене пурте курӗҫ; 21. ҫулталӑкри ачасем калаҫма пуҫлӗҫ, ҫире пур хӗрарӑмсем хӑйсен аталанса ҫитеймен ачисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхранах ҫурата-ҫурата парӗҫ, ачисем ҫапах та чӗрӗ юлӗҫ, тӗреклӗленӗҫ; 22. акса хӑварнӑ хирсем кӗтмен ҫӗртен акман хирсем пулса тӑрӗҫ, тулли кӗлетсем пуш-пушӑ пулӗҫ; 23. ун хыҫҫӑн трупа шавлӑн кӑшкӑртса ярӗ те, ҫавна илтсессӗн, пурте сасартӑках сехӗрленсе ӳкӗҫ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сана йӑвашлантарас тесе, санӑн чӗрӳнте мӗн пуррине, эсӗ Унӑн ӳкӗчӗсене упрассипе упрамассине тӗрӗслесе-сӑнаса пӗлес тесе Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, акӑ ӗнтӗ хӗрӗх ҫул хушши сана пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗ, эсӗ ҫак пӗтӗм ҫула асӑнта тыт; 3. Вӑл сана йӑвашлантарса тӑчӗ, выҫӑпа тертлентерчӗ, унччен эсӗ хӑв та, аҫусем те пӗлмен манна ҫитерсе усрарӗ: ҫапла сана этем ҫӑкӑрпа ҫеҫ пурӑнманнине, этем Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан пур тӗрлӗ [сӑмахпа та] пурӑннине кӑтартса пачӗ; 4. хӗрӗх ҫул ӗнтӗ сан ҫире тумтирӳ кивелмерӗ, уру шыҫӑнса аптӑратмарӗ.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.