Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVII

Пай: Крейцер сонати

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хушнӑ: 2020.01.20 05:25

Пуплевӗш: 140; Сӑмах: 1602

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Чи малтан эпӗ атта хыврӑм та, чӑлха вӗҫҫӗн кӑна тӑрса юлнӑскер, диван ларакан стена патне пытӑм — унта манӑн пӑшалсемпе кинжалсем ҫакӑнса тӑратчӗҫ — вара халиччен пӗрре те усӑ курман дамасски кинжала, питӗ ҫивӗчскере, вӗҫертсе илтӗм. Эпӗ ӑна йӗннинчен кӑлартӑм. Йӗнни, астӑватӑп-ха, диван хыҫне ӳкрӗ, эпӗ, каллех астӑватӑп, хама хам ҫапла каларӑм: «Кайран ӑна унтан илес пулать, унсӑр ҫухалма пултарать». Унтан эпӗ ку таранчченех хам ҫире пулнӑ пальтона хыврӑм, вара, чӑлха вӗҫҫӗн ҫемҫен пусса, унталла утрӑм.

Шӑппӑн йӑпшӑнса пырса, эпӗ сасартӑк алӑка уҫса ятӑм. Вӗсем мӗнле пӑхса тӑнине лайӑх астӑватӑп. Ҫакна эпӗ астӑватӑп, мӗншӗн тесен вӗсен сан-пичӗ ун пек пулни мана асаплӑн савӑнтарса ячӗ. Вӗсем иккӗшӗ те хӑраса кайнӑччӗ. Мана ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ пулнӑ та. Вӗсем мана курсан малтанхи секундӑра иккӗшӗ те епле сехӗрленсе ӳкнине эпӗ нихҫан та манмастӑп. Вӑл сӗтел хушшинче ларатчӗ пулас, анчах мана курсанах е илтсен, ура ҫине сиксе тӑчӗ те ҫурӑмӗпе шкап еннелле ҫаврӑнчӗ. Унӑн пит-куҫӗнче хӑранисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫукчӗ. Арӑм сӑн-пичӗ те ҫавӑн пекехчӗ, анчах кунта тата урӑххи пурччӗ. Ҫав урӑххи мар пулсан, мӗн пулса иртни, тен, пулмастчӗ те пуль; анчах унӑн сӑн-питӗнче юратма тата хӑй ерӗшкипе пӗрле телей курма чӑрмантарнишӗн кӑмӑлсӑрланни, кӳренни сисӗнчӗ — сисӗнмерӗ пулсан та, чи малтанхи самантра мана ҫавӑн пек туйӑнчӗ. Ҫав самантра ӑна хӑйне телейлӗ пулма чӑрмантарни ҫеҫ кирлӗ пулман. Ҫак туйӑм та, тепри те вӗсен сӑн-питӗнчен часах ҫухалчӗ. Хӑрасси вырӑнне Трухачевские ҫавӑнтах урӑх шухӑш пырса кӗчӗ пулас: суйма юрать-и, юрамасть-и? Юрать пулсан, пуҫламалла. Юрамасть пулсан, урӑххи мӗн те пулин пуҫланмалла. Анчах мӗн? Вӑл арӑм ҫине ыйтуллӑн пӑхса илчӗ. Арӑмӑн кӳренни, тарӑхни иртсе кайрӗ пулас, вӑл ун ҫине пӑхса илчӗ те уншӑн тӑрӑшма хатӗрленчӗ. Ҫавӑн пек туйӑнчӗ мана.

Пӗр самантлӑха эпӗ, кинжала ҫурӑм хыҫӗнче тытса, алӑк урати ҫинчех чарӑнса тӑтӑм. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑл кӑшт ҫеҫ кулса илчӗ те ним пулман пекех лӑпкӑн (кулӑшла!) ҫапла пуҫларӗ:

— Эпир акӑ музыкӑпа йӑпантӑмӑр-ха…

— Эпӗ вара эс килессе кӗтменччӗ те, — Трухачевский майлах пуҫларӗ арӑм та.

Анчах вӗсем пӗри те каласа пӗтереймерӗҫ: эпӗ пӗр эрне каялла урса кайнӑ чухнехи пекех урса кайрӑм. Каллех манӑн ҫӗмӗрес, пӑхӑнтарас, урса кайса хавхаланас килчӗ. Эпӗ хама чармарӑм.

Иккӗшӗ те каласа пӗтереймерӗҫ. Трухачевский манран хӑранӑччӗ, вӗсене каласа пӗтерме мӗн чарчӗ, ҫавӑ пуҫланчӗ. Арӑма кӑкӑртан аяларах айӑкран чикме Трухачевский ан чӑрмантартӑр тесе, кинжала эпӗ ҫаплах кӑтартмарӑм, хам вара арӑм патне сиксе ӳкрӗм. Ӑҫтан чикмеллине эпӗ чи малтанах палӑртса хутӑм. Эпӗ ун патне сиксе ӳкнӗ чухне Трухачевский кинжала курчӗ те — куна эпӗ пачах та кӗтменччӗ — мана алӑран ярса тытрӗ, вара:
— Тӑна кӗрӗр, мӗн тӑватӑр эсир! Ҫынсем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Эпӗ алла туртса илтӗм те ним чӗнмесӗр ун ҫине сиксе ӳкрӗм. Унӑн куҫӗсем ман куҫпа тӗл пулчӗҫ, сӑнӗ сасартӑк шур пир пек шурса кайрӗ, куҫӗсем темле ялтраса илчӗҫ, вара вӑл — куна та эпӗ ниепле те кӗтменччӗ — фортепиано айне кӗрсе кайрӗ те алӑк патне сирпӗнчӗ. Эпӗ ун хыҫҫӑн тапса сикрӗм, анчах ман сулахай алӑ ҫине темӗн йӑтӑнса анчӗ. Ку вӑл — арӑм пулчӗ. Эпӗ хытӑ туртӑнтӑм. Вӑл пушшех те йывӑррӑн ҫакӑнчӗ, мана вӗҫертмерӗ. Кӗтмен ҫӗртен ҫапла чӑрмантарни, вӑл ҫакӑнни, ман ҫумма киревсӗррӗн сӗртӗнни мана пушшех уртарса ячӗ. Эпӗ хам йӑлтах урса, тискерленсе кайнине лайӑх туйрӑм, уншӑн савӑнтӑм. Эпӗ сулахай алӑпа мӗнпур вӑйран султӑм та чавсапа ӑна шӑп кӑна питӗнчен лектертӗм. Вӑл кӑшкӑрса ячӗ, ман алла вӗҫертрӗ. Эпӗ Трухачевские хӑвалама тытӑнасшӑнччӗ, анчах арӑм еркӗнӗ хыҫҫӑн чӑлха вӗҫҫӗн чупма кулӑшлине туйса илтӗм, манӑн вара кулӑшла пулас килмен, манӑн хаяр, тискер пулас килнӗ. Чӑтма ҫук урса кайнӑ пулин те, эпӗ хам ыттисемшӗн мӗнле пулнине тӑршшӗпе туйса тӑтӑм, ку ҫеҫ те мар, ҫак туйӑм мана мӗн тумаллине хӑй кӑтартса пычӗ. Эпӗ арӑм енне ҫаврӑнтӑм. Вӑл кушетка ҫине ӳкрӗ, эпӗ суранлатнӑ куҫӗсене аллипе тытса, ман ҫине пӑхрӗ. Унӑн сӑнӗнче хӑрани, мана тӑшманла курайманни курӑнчӗ, капкӑна лекнӗ йӗкехӳре ҫавӑн пек пулать. Эпӗ унӑн сӑнӗнче ҫав хӑранипе мана курайманнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмарӑм. Урӑх ҫынна юратсан ҫеҫ ҫавӑн пек хӑрама, ҫапла кураймасӑр пӑхма пулать. Вӑл чӗнмен пулсан, эпӗ, тен, хама тытса чарнӑ пулӑттӑм, мӗн тунине туман та пулӑттӑм, анчах вӑл сасартӑк калаҫма, манӑн кинжал тытнӑ алӑран тытма пуҫларӗ.

— Тӑна кӗр! Мӗн эсӗ? Мӗн пулнӑ сана? Нимӗн те пулман, нимӗн те, нимӗн те… Тупа тӑватӑп!

Эпӗ тӑхтаса та тӑнӑ пулӑттӑм-и, тен, анчах унӑн юлашки сӑмахӗсем мана хурав пама йыхӑрчӗҫ. Ҫак сӑмахсене эпӗ пачах тепӗр май — пулман мар, пулнӑ, тесе — ҫавӑрса хутӑм. Хуравӗ вара манӑн кӑмӑл-туйӑм мӗнлипе, вӑл ҫаплах crescendo пынипе, малашне татах ҫӗкленсе пымаллипе килӗшсе тӑмалла пулнӑ. Урса кайнин те хӑйӗн саккунӗсем пур.

— Ан суй, юрӑхсӑрскер! — мӗкӗрсе ятӑм та эпӗ сулахай алӑпа ун аллинчен ярса тытрӑм, анчах вӑл вӗҫерӗнчӗ. Унтан эпӗ ҫапах та, кинжала пӑрахмасӑр, сулахай алӑпа ӑна пыртан ярса илсе месерле вырттартӑм, пӑвма пуҫларӑм. Мӑйӗ мӗнле хытӑччӗ… Вӑл икӗ аллипе те ман алӑсенчен ярса тытрӗ, пырне вӗҫертесшӗн тӑрӑшрӗ, эпӗ ҫакна ҫеҫ кӗтнӗччӗ пулас — кинжала мӗнпур вӑйран сулса ятӑм та ӑна сулахай айӑкран, аяк пӗрчинчен аяларахран чикрӗм.

Урса кайнӑ вӑхӑтра ҫынсем хӑйсем мӗн тунине астумастпӑр тесе калани — тӗрӗс мар. Эпӗ пӗтӗмпех астурӑм, пӗр секундлӑха та манӑҫа каймарӑм. Мӗн чухлӗ ытларах урса пытӑм, манӑн ӑс-тӑн ҫавӑн чухлӗ ытларах ҫуталса пычӗ, ҫавӑн чух эпӗ хам мӗн тунине астумасӑр тӑма пултарайман. Хам мӗн тунине эпӗ кашни секундӑрах пӗлсе тӑнӑ. Хам мӗн тӑвассине малтанах пӗлсе тӑнӑ тесе калама пултараймастӑп, анчах ҫав секундӑра, хам мӗн тунӑ вӑхӑтра, кӑшт маларах та-ха, кайран кӳренме, «эпӗ чарӑнма та пултарнӑ» тесе калама май пултӑр тенӗ пекех, хам мӗн тунине эпӗ йӑлтах пӗлсе тӑнӑ. Эпӗ аяк пӗрчинчен аяларах чикнине те, кинжал ӳт ӑшне кӗнине те пӗлтӗм. Ҫакна тунӑ вӑхӑтра хам темле хӑрушӑ та нихҫан туман ӗҫ тунине туйсах тӑтӑм, чиксен кайран мӗн пулассине те ӑнлантӑм. Анчах ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани манӑн ҫиҫӗм ҫиҫсе илнӗ евӗр хӑвӑрт иртсе кайрӗ, эпӗ вара тӳрех чикрӗм. Хам чикнине те эпӗ питӗ лайӑх пӗлсе тӑтӑм. Корсетпа урӑх темле япала кӑшт ҫеҫ чӑрмантарнине, унтан кинжал ҫемҫе ӳт ӑшне кӗнине эпӗ лайӑх астӑватӑп. Аллисемпе ярса тытнипе кинжал ун аллисене те касса ячӗ, анчах вӑл ӑна чарса лартаймарӗ. Кайран тӗрмере, хамӑн шухӑш-кӑмӑл йӗркисем йӑлтах тепӗр майлӑ ҫаврӑнса ҫитсен, эпӗ ҫав минут ҫинчен чылай шухӑшларӑм, мӗн аса илме май пур, ҫавна аса илтӗм. Чикес умӗн пӗр самантлӑха, питӗ кӗске самантлӑха, эпӗ ҫынна, хӳтлӗхсӗр хӗрарӑма, хамӑн арӑма вӗлерессине пӗтӗмпех ӑнланса илтӗм. Ҫак хӑрушӑ туйӑма эпӗ астӑватӑп, ҫавӑнпа та иккӗленмесӗрех калама пултаратӑп, калама ҫеҫ мар, тӗтреллӗн астӑватӑп та: кинжала чиксе янӑ-яманах хам мӗн туса хунине тӳрлетес, чарӑнас тесе, эпӗ ӑна тӳрех каялла туртса кӑлартӑм. Мӗн пулассине кӗтсе, мӗн тунине тӳрлетме май ҫук-и тесе, эпӗ секундлӑха хускалмасӑр тӑтӑм. Вӑл сиксе тӑчӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

— Няня! вӑл мана вӗлерчӗ!

Шӑв-шава илтсе килнӗ няня алӑк умӗнче тӑратчӗ. Мӗн пулассине кӗтсе, ӗненмесӗр, эпӗ ҫаплах-ха хам вырӑнтах тӑтӑм. Вара тин ӑнланса илтӗм: нимӗн те тӳрлетме май ҫук. Анчах ҫавӑнтах: «Тӳрлетме кирлӗ те мар, эпӗ шӑпах ҫапла тӑвасшӑнччӗ, манӑн ҫакна тумалла пулнӑ та», — тесе шухӑшларӑм. Вӑл ӳкиччен тата няня: «Аннеҫӗм!» тесе кӑшкӑрса яриччен тӑтӑм та кинжала айккинелле ывӑтрӑм, вара пӳлӗмрен тухса кайрӑм.

«Ан пӑшӑрхан, ху мӗн тунине ху пӗл», — ун ҫине те, няня ҫине те пӑхмасӑр шухӑшларӑм эпӗ. Няня кӑшкӑратчӗ, горничнӑй хӗре чӗнетчӗ. Эпӗ коридорпа пытӑм та, хӗре унта кайма хушса, хамӑн пӳлӗме кайрӑм. «Мӗн тулалла ӗнтӗ халь?» — хамран хам ыйтрӑм эпӗ, унтан ҫавӑнтах мӗн тумаллине ӑнланса илтӗм. Кабинета кӗрсен, тӳрех стена патне пырса тӑтӑм, унтан ҫакӑнса тӑракан револьвера вӗҫертсе илтӗм, ӑна пӑхрӑм — вӑл авӑрланӑскерччӗ — вара сӗтел ҫине хутӑм. Унтан диван хыҫӗнчен кинжал йӗннине илсе, диван ҫине лартӑм.

Ҫапла эпӗ нумайччен лартӑм, ним ҫинчен те шухӑшламарӑм та, аса та илмерӗм. Унта тем аппаланни ҫеҫ илтӗнчӗ мана. Такам лашапа ларса килчӗ, унтан каллех тепӗр ҫын. Унтан вара Егор манӑн карҫина кабинета йӑтса кӗнине куртӑм. Кама та пулин кирлӗ пуль ӗнтӗ вӑл!

— Мӗн пулнине пӗлетӗн-и-ха эсӗ? — терӗм эпӗ, — дворнике кала, полицие пӗлтерччӗр.

Вӑл ним каламасӑрах тухса кайрӗ. Эпӗ тӑтӑм та алӑка питӗртӗм, унтан, пируспа шӑрпӑк илсе, туртма пуҫларӑм. Пируса туртса пӗтеричченех мана ыйхӑ пусса илчӗ, эпӗ ҫывӑрса кайнӑ. Эпӗ икӗ сехетсем ҫывӑрнӑ пулас. Тӗлӗкре курнине астӑватӑп-ха: эпир унпа туслӑ пурӑнатпӑр, вӑрҫса кайнӑ, анчах килӗштеретпӗр пек. Килӗштерме тем кӑштах чӑрмантарать, анчах эпир — туслӑ. Эпӗ алӑка шакканине илтсе вӑранса кайрӑм. «Полици килчӗ — вӑраннӑ май шухӑшларӑм эпӗ. — Эпӗ ҫын вӗлернӗччӗ пулмалла-ха? Тен тата, ку вӑл арӑм пуль, эпӗ вара ним те туман пулать». Алӑка каллех шаккарӗҫ. Вӗлернӗ-и эпӗ е вӗлермен-и тесе шухӑшланӑ май эпӗ сасӑ памарӑм. Ҫук, вӗлернӗ. Корсет чӑрмантарнине тата ҫӗҫӗ ӳт ӑшне кӗнине аса илтӗм те, манӑн ҫурӑм тӑрӑх сивӗ чупса иртрӗ. «Ҫапла, вӗлернӗ. Халь хама вӗлермелле ӗнтӗ», — терӗм эпӗ ӑшра. Ҫапла каласса каларӑм, анчах хама вӗлермессине эпӗ пӗлсех тӑтӑм. Ҫапах та эпӗ тӑтӑм та пистолета илтӗм. Анчах та тӗлӗнмелле япала: унччен, сӑмахран, ҫав кун чугун ҫул ҫинче, эпӗ час-часах хама хам вӗлересси патнех ҫитеттӗм, ҫавна тума мана йывӑр мар пекчӗ, арӑма тӗлӗнтерсе ӑнран ярас тенипех йывӑр мар пек туйӑнатчӗ. Халь вара эпӗ хама хам вӗлерме мар, ун ҫинчен шухӑшлама та пултараймарӑм. «Мӗншӗн вилмелле ман?» — хамран хам ыйтрӑм эпӗ, ҫакна хирӗҫ ним калама та пултараймарӑм. Алӑка каллех шаккарӗҫ. «Малтан кам шакканине пӗлмелле. Ӗлкӗретӗп-ха». Эпӗ револьвера хутӑм та ӑна хаҫатпа витрӗм, вара алӑк патне пырса, ҫаклатмаллине вӗҫертрӗм. Ку вӑл арӑм аппӑшӗ, тӑлӑха юлнӑ ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм пулчӗ.

— Вася! мӗн ку? — терӗ те вӑл, унӑн яланах юхма хатӗр куҫҫулӗ юхса та анчӗ.

— Мӗн кирлӗ? — тӳрккессӗн ыйтрӑм эпӗ. Унпа ҫавӑн пек тӳрккес калаҫма кирлӗ маррине туйрӑм пулин те, эпӗ урӑхла сасӑпа калаҫма пултараймарӑм.

— Вася, вӑл вилет! Иван Федорович каларӗ. — Иван Федорович вӑл — тухтӑр, унӑн тухтӑрӗ, канаш параканни.

— Вӑл килчӗ-им-ха? — ыйтрӑм эпӗ, вара арӑма каллех курайми пулса кайрӑм. — Ну мӗнех вара?

— Вася, ун патне кай эсӗ. Ах, мӗн тери хӑрушӑ ку, — терӗ вӑл.

«Ун патне каймалла-и?» — хамран хам ыйтрӑм эпӗ. Вара ҫавӑнтах каймалла тесе йышӑнтӑм. Упӑшки арӑмне, ман пек, вӗлерет пулсан, яланах ҫапла тӑваҫҫӗ пулас, ун патне каймаллах пулас. «Ун пек тӑваҫҫӗ пулсан, каймалла, — терӗм эпӗ хама хам. — Каймалла пулсан вара, яланах ӗлкӗретӗп-ха», — перӗнсе вилесси ҫинчен шухӑшласа ун хыҫҫӑн утрӑм эпӗ. «Халь ӗнтӗ унта сӑмахсем, пит-куҫа апла та капла вылятасси пуҫланать, анчах эпӗ пурпӗрех пӑхӑнмастӑп», — шухӑшларӑм эпӗ.

— Тӑхта, — терӗм эпӗ аппӑшне, — атӑсӑр ҫӳрени тӑмсайла пулса тухать, хӑть туфли те пулин тӑхӑнса ярам.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех