Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXIV

Пай: Ашшӗсемпе ывӑлӗсем

Автор: Феофан Савиров

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫул: 1949; Хушнӑ: 2020.05.16 20:15

Пуплевӗш: 474; Сӑмах: 4303

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Икӗ сехет иртсен, вӑл Базаров алӑкне шаккарӗ.

— Ӑслӑлӑх ӗҫӗсене ӗҫлеме чӑрмантарнӑшӑн эпӗ каҫару ыйтма тивӗҫ, — пуҫларӗ вӑл чӳрече умӗнчи пукан ҫине ларса, икӗ аллипе те вӗҫне слон шӑмми тӑхӑнтарнӑ илемлӗ туя ҫине тӗревленсе (вӑл халиччен туясӑрах ҫӳренӗ): — анчах манӑн ирӗксӗрех сирӗнтен маншӑн пилӗк минут уйӑрма ыйтмалла пулать… унтан ытла мар.

— Пӗтӗм вӑхӑтӑмпах сире пулӑшма хатӗр, — тавӑрчӗ Базаров, Павел Петрович алӑк урлӑ каҫсанах хӑй пичӗ тӑрӑх темӗскер чупса кайнӑ пек туйса.

— Мана пилӗк минут та ҫитет. Эпӗ сире пӗр ыйту пама килтӗм.

— Ыйту? Мӗнле ыйту?

— Акӑ, итлеме кӑмӑл тӑвӑр. Эсир ман шӑллӑм патӗнче пурӑнма пуҫласанах, эпӗ ун чухне сирӗнпе калаҫма хирӗҫ пулман. Эсир нумай япаласем ҫинчен калаҫнине итлеме тӗл килчӗ манӑн; анчах иксӗмӗр хушшӑмӑрта, хам пур чухне те нихӑҫан та калаҫу пӗр-пӗринпе тытӑҫасси ҫинчен, пӗтӗмӗшпе илсен, дуэль ҫине кӗрсе кайман пек астӑватӑп. Пӗлме ирӗк парӑр: эсир ун ҫинчен мӗнле шухӑшлатӑр?

Павел Петровича хирӗҫ тӑнӑ Базаров, сӗтел хӗррине ларчӗ те, аллисене хӗреслетрӗ.

Акӑ мӗнле шухӑшлатӑп эпӗ, — терӗ вӑл. — Теори енчен дуэль юрӑхсӑр япала; ну, практика енчен илсен вара — урӑх ӗҫ.

— Эпӗ ҫире ӑнлантӑм пулсан, дуэль ҫине теори тӗлӗшпе хуть те мӗнле пӑхсан та, практикӑпа кӑмӑлӑра канӑҫтармасӑр хӑвӑра хӑвӑр хур тума парас ҫук, теесшӗн-и эсир?

— Эсир ман шухӑшӑмсене питӗ тӗрӗс тавҫӑрса илтӗр.

— Питӗ аван. Сирӗнтен кӑна илтни савӑнтарать мана. Сирӗн сӑмахӑрсем мана паллӑмарлӑхран илсе тухаҫҫӗ.

— Хӑюсӑрлӑхран кӑлараҫҫӗ, теесшӗн пуль эсир.

— Ку пурпӗрех; эпӗ хама ӑнланччӑр тесе калаҫатӑп; эпӗ… семинари йӗкехӳри мар. Сирӗн сӑмахӑрсем мана хӑш-пӗр хурлӑхлӑ пулмалла япаларан хӑтараҫҫӗ. Эпӗ сирӗнпе ҫапӑҫма шут тытрӑм.

Базаров куҫӗсене чарса пӑрахрӗ.

— Манпала-и?

— Шӑпах сирӗнпе.

— Мӗншӗн-ха? ҫырлахсамӑр.

— Эпӗ сӑлтавне те ӑнлантарса пама пултарнӑ пулӑттӑм, — пуҫларӗ Павел Петрович. — Анчах эпӗ ун ҫинчен шавламасӑр хӑварма шутлатӑп. Эсир ман шутпа кунта ытлашши; сире чӑтма пултараймастӑп; сире кураймастӑп, ку та ҫитмест пулсан…

Павел Петровичӑн куҫӗсем йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ. Базаровӑн та куҫӗсем ялкӑшса кайрӗҫ.

— Питӗ аван, — терӗ вӑл. — Малалла ӑнлантарма кирлӗ мар. Сирӗн пуҫӑра ман ҫинче хӑвӑрӑн рыцарьла вӑй-хавалӑра сӑнаса пӑхас фантази килсе кӗнӗ. Эпӗ сирӗн ҫак кӑмӑлӑра хирӗҫ пулма та пултарнӑ пулӑттӑм, анчах та ӑҫта каймасть!

— Чӗререн тав сире, — ответлерӗ Павел Петрович, — халь ӗнтӗ манӑн чӗнӗве ирӗксӗрле майсемпе усӑ курмасӑрах йышӑнасса шанма пултаратӑп.

— Е, юптармасӑр каласан, ҫак патакпа усӑ курмасӑр-и? — асӑрхаттарчӗ сивӗ кӑмӑлпа Базаров. — Ку питӗ вырӑнлӑ. Сирӗн мана нимӗн чухлӗ те кӳрентерме кирлӗ мар. Вӑл тата пачах хӑрушӑсӑр та мар. Эсир джентльменлах шутланма пултаратӑр. Сирӗн чӗнӗвӗре те джентльменлах йышӑнатӑп.

— Питӗ шеп, — терӗ Павел Петрович та, туйине кӗтессе тӑратса. — Халӗ хамӑрӑн дуэль условийӗсем ҫинчен темиҫе сӑмах калӑпӑр; анчах, чӗнӳ сӑлтавӗ вырӑнне пӗр-пӗр пысӑк мар харкашу туса, унпа ӗҫе формӑлама кӑмӑлӑр пурри-ҫукки ҫинчен пӗлес килет манӑн.

— Ҫук, формальноҫсӑр авантарах.

— Эпӗ хам та ҫапла шухӑшлатӑп. Хамӑр хирӗҫӗвӗн тӗп сӑлтавӗсене пӗлни те вырӑнсӑр тесе шутлатӑп. Эпир пӗрне-пӗри чӑтаймастпӑр. Урӑх мӗн?

— Урӑх мӗн? — терӗ тепӗр хут юптарса Базаров.

— Тытӑҫу условийӗсене илес пулсан, пирӗн секундантсем пулмаҫҫӗ, ӑҫтан тупас вӗсене?

— Ӑҫтан тупӑпӑр вӗсене?

— Апла эпӗ сире ҫакна сӗнме тивӗҫлӗ; ыран ирех, сӑмахран, ултӑ сехетре, раща хыҫӗнче пистолетсемпе ҫапӑҫмалла; барьер — вунӑ утӑмран…

— Вунӑ утӑмран? Ку ҫапла; ҫак хушӑра пӗр-пӗрне кураймастпӑр.

— Сакӑр утӑм та юрать, — асӑрхаттарчӗ Павел Петрович.

— Мӗн вара: юрать!

— Икӗ хут пемелле; суд-йӗр тӗлӗшӗпе кирек мӗн килсе тухасран, кашниех кӗсьине хӑй пӗтнӗшӗн хӑйне айӑпласа ҫырнӑ ҫырусем чикмелле.

— Кунпа вара эпӗ килӗшсех каймастӑп, — терӗ Базаров. — Пӑртакках французла роман майлӑ пек тухать, ӗненмелле мар пек.

— Пулма пултарать. Ҫапах та килӗшӗр. Ҫынна вӗлернӗшӗн ҫын ҫине куҫ ӳкерни аван мар вӗт-ха?

— Килӗшетӗп. Анчах кун пек хурлӑхлӑ ӳпкелешӳрен хӑтармалли май та пур. Секундантсем пулмаҫҫӗ пирӗн, анчах свидетель пулма пултарать.

— Кам вара, пӗлме ирӗк парӑр-ха?

— Петр, ара.

— Мӗнле Петр?

— Сирӗн шӑллӑрӑн камердинерӗ. Вӑл хальхи пӗлӳсен шайӗнче тӑракан ҫын, хӑйӗн рольне вӑл кун пек ӗҫре пӗтӗм йӗркесемпе пурӑнӑҫа кӗртме пултарать.

— Милостивый государь, эсир шӳт тунӑ пек туйӑнать мана.

— Нимӗн чухлӗ те. Манӑн сӗнӳ ҫинчен шутласа пӑхсан, эсир вӑл тӗрӗс шухӑшлӑ, ҫӑмӑл пулнине ӗненме пултаратӑр. Аптӑрине михӗре пытараймӑн — Петра кирлӗ пек хатӗрлеме, ҫапӑҫу вырӑнне илсе пыма хам ҫине илетӗп.

— Эсир ҫаплах шӳт тӑватӑр, — терӗ тенкел ҫинчен тӑрса Павел Петрович. — Анчах, хӑвӑр хатӗррине кӑмӑллӑн пӗлтернӗ хыҫҫӑн, сирӗнпе килӗшмесӗр юлма право ҫук манӑн… Ҫапла ӗнтӗ, пӗтӗмпех майланнӑ… Унтан тата, сирӗн пистолетсем ҫук-и?

— Ӑҫтан пулччӑр манӑн пистолетсем, Павел Петрович? Эпӗ ҫарҫынни мар вӗт.

— Апла пулсан, сире хам пистолета сӗнетӗп. Ӗненме пултаратӑр, унпа эпӗ пилӗк ҫул пемен.

— Ку питӗ лӑплантаракан хыпар. Павел Петрович хӑйӗн туйине илчӗ…

— Ҫакӑн хыҫҫӑн, милостивый государь, манӑн сире ырӑ сунса хӑвӑр ӗҫӗре ӗҫлеме хӑварасси кӑна юлать. Тивӗҫлӗн тав тӑватӑп сире.

— Кӑмӑллӑн тӗл пуличчен, милостивый государь, — терӗ Базаров хӑнана ӑсатса.

Павел Петрович тухрӗ. Базаров алӑк умӗнче тӑркаларӗ те, сасартӑк ҫакӑн пек кӑшкӑрса ячӗ: «Ха, мур, илесшӗ! Мӗнле илемлӗ те епле айван! Мӗнле комеди хуҫса хутӑмӑр! Вӗреннӗ йытӑсем кӑна ҫакӑн пек кайри урисем ҫинче ташлаҫҫӗ. Йышӑнмасӑр тӑма май пулмарӗ: вӑл вӗт мана, ырринех ан кӗт, ҫапнӑ та пулӗччӗ, — вара… (Базаров ҫак пӗр шухӑшпах кӑвакарса кайрӗ, унӑн пӗтӗм мӑнкӑмӑллӑхӗ вирелле тӑчӗ). Вара ӑна, кушак ҫурине пӑвнӑ пек, пӑвса вӗлермелле кӑна пулатчӗ». Вӑл хӑйӗн микроскопӗ патне пычӗ, анчах чӗри йӑшӑлтатма пуҫларӗ, сӑнав тума кирлӗ лӑпкӑлӑх та ҫухалчӗ. «Вӑл пире паян курчӗ», шухӑшларӗ вӑл: «анчах та е шӑлнӗшӗнех ҫавӑн пек хута кӗчӗ-ши вӑл? Мӗнех вара вӑл чуптуни? Кунта мӗн те пулин урӑххи пур. Ха! Хӑй юратса кайман-и вӑл? Паллах, юратса кайнӑ; ку кун ҫути пекех паллӑ. Калӑн, мӗнле пӑтрашу!.. Япӑх!» шухӑшларӗ вӑл, юлашкинчен: «Кирек хӑш енчен пӑхсан та, япӑх. Пӗрремӗшӗ, ҫамкана пырса тӑратас пулать те, кирек мӗнле пулсан та, тухса каяс пулать; унтан Аркадий… Ҫав турӑ чӗрчунӗ Николай Петрович. Япӑх, япӑх».

Кун, темӗнле, уйрӑммӑнах шӑппӑн та юлхавлӑн иртрӗ. Феничка, тӗнчере ҫук пекех, курӑнмарӗ: вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче, шӑши ҫури шӑтӑкра ларнӑ пекех, ларчӗ. Николай Петровичӑн сӑн-пичӗ шухӑшлӑ пулчӗ. Ӑна хӑй питӗ шанса тӑнӑ тулӑ анине вутпуҫҫи пуснӑ тесе пӗлтернӗ. Павел Петрович хӑйӗн пӑр пек сивӗ тирпейлӗхӗпе Прокофьича та пусӑрӑнтарса хучӗ. Базаров ашшӗ патне ҫыру ҫырма пуҫларӗ, анчах ҫурса тӑкрӗ те, сӗтел айне пӑрӑхрӗ. «Вилсен — пӗлӗҫ», шухӑшларӗ вӑл: — «анчах эпӗ вилместӗп. Ҫук, тӗнчере эпӗ нумайччен сулланӑп-ха». Вӑл Петра хӑй патне тӗпӗр кунне кӑшт ҫутӑлсанах питӗ кирлӗ ӗҫ пирки пыма хушрӗ; Петр вӑл ӑна хӑйпе пӗрле Петербурга илсе каясшӑн тесе шухӑшларӗ. Базаров ҫывӑрма час выртмарӗ, ҫӗр каҫах ӑна усал тӗлӗксем асаплантарчӗҫ. Ун умӗнче Одинцова ҫавӑрӑнса ҫӳрерӗ, вӑлах унӑн амӑшӗ пулчӗ, ун хыҫҫӑн хура уссиллӗ кушак ҫӳрерӗ, вӑл кушак Феничка пулчӗ. Павел Петрович ӑна пысӑк вӑрман пек курӑнчӗ, унпа Базаровӑн ҫапах та ҫапӑҫмалла пулнӑ. Петр ӑна тӑватӑ сехетре вӑратрӗ; вӑл ҫавӑнтах тумланчӗ те, унпа пӗрле тухрӗ.

Ир — аван та уҫӑ пулчӗ; пӗчӗк пӗлӗт татӑкӗсем шупка-ҫутӑ шурӑмпуҫӗ ҫинче кӑтраланса тӑраҫҫӗ. Ҫулҫӑсемпе курӑксем ҫине вӗтӗ сывлӑм ӳкнӗ, эрешмен картисем ҫинче вӑл кӗмӗллӗн йӑлтӑртатать. Нӳрӗ, тӗттӗм ҫӗр ҫине шурӑмпуҫӑн хӗрлӗ-кӗрен сӑнӗ юлнӑ тейӗн. Пӗтӗм пӗлӗт тӑри юррисемпе янӑрать. Базаров ращана ҫитрӗ, уҫланкӑра сулхӑна ларчӗ, вара кунта тин Петра хӑйӗнчен мӗнле пулӑшу кӗтни ҫинчен каласа пачӗ. Вӗреннӗ лакей вилес пек хӑраса ӳкрӗ; анчах Базаров ӑна, инҫетрен пӑхса тӑнисӗр пуҫне, нимӗн те тумалла мар, нимӗнле ответ та тытмалла мар, тесе лӑплантарчӗ. «Ҫав вӑхӑтрах», хушса хучӗ вӑл: «шухӑшласа пӑх, мӗнле чаплӑ роль пулать санӑн умӑнта!» Петр аллисене сулкаласа илчӗ, пуҫӗпе сӗнкрӗ те, пӗтӗмпех кӑвакарса кайса, хурӑн ҫумне таянчӗ.

Марьинӑран килекен ҫул вӑрман тавра ҫавӑрӑнса каять. Ун ҫинче ҫемҫе, ӗнертенпе урапа та, ура та перӗнмен тусан выртать. Базаров ирӗксӗрех ҫав ҫул ҫине пӑхать, курӑк тӑпӑлтарса ларать, ӑшӗнче пӗрмаях: «Эккей, айванлӑх!» — тет. Ирхи сулхӑн ӑна пӗр-икӗ хутчен ҫӳҫентерсе илчӗ… Петр ун ҫине салхуллӑн пӑхрӗ, анчах Базаров кулса кӑна ячӗ: вӑл хӑраман.

Ҫул ҫинче лаша урисем тапӑртатни илтӗнсе кайрӗ… Йывӑҫсем хыҫӗнче мужик курӑнчӗ. Вӑл икӗ тӑлланӑ лашана хӑваласа пырать; Базаров патӗнчен иртнӗ чухне, ун ҫине темӗнле тӗлӗнсе пӑхса, ҫӗлӗкне хывмасӑр иртрӗ. Петра ку, ырра мар пӗлтернӗ пек пулса, пӑлхантарса ячӗ пулмалла, «Ку та ир тӑнӑ акӑ», — шухӑшларӗ Базаров: — «Ҫапах та ӗҫпе; эпир вара?»

— Вӗсем килеҫҫӗ пулас, — пӑшӑлтатрӗ Петр.

Базаров пуҫне ҫӗклерӗ те Павел Петровича курчӗ. Ҫӳхе тӑваткал тӗрӗллӗ пиншакпа юр пек шурӑ шӑлавар тӑхӑннӑскер, вӑл ҫулпа хытӑ утса пырать, хул айне вӑл симӗс сукнапа чӗркенӗ ещӗк ҫӗкленӗ.

— Каҫарӑр, кӗттертӗм пулас, — терӗ вӑл, малтан Базарова, унтан ҫак самантра секундант вырӑнне шутланнӑ Петра пуҫ тайса. — Эпӗ хамӑн камердинера вӑратасшӑн пулмарӑм.

— Нимех те мар, — тавӑрчӗ Базаров. — Эпир хамӑр та тин кӑна килтӗмӗр-ха.

— Апла пулсан, ку авантарах та! — Павел Петрович йӗри-тавра ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. — Никам та курӑнмасть, никам та чӑрмантармасть. Пуҫлама пултаратпӑр-и?

— Пуҫлӑпӑр.

— Ҫӗнӗрен ӑнлантарма ыйтмӑр, тесе шутлатӑп эпӗ?

— Ыйтмастӑп.

— Хӑвӑрӑн авӑрлама кӑмӑл пур-и? — ыйтрӗ Павел Петрович, ещӗкрен пистолетсем кӑларса.

— Ҫук; хӑвӑр авӑрлӑр, эпӗ утӑмсем виҫем. Манӑн урасем вӑрӑмрах, — хушса хучӗ Базаров кулкаласа. — Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ…

— Евгений Васильевич, — аран пакӑлтатса каларӗ Петр (хӑй сивӗ чир тытнӑ пек чӗтӗрет): — сирӗн ирӗкӗр, эпӗ кайса тӑратӑп.

— Тӑваттӑ… пиллӗк… Кайса тӑр, тӑванӑм, кайса тӑр; йывӑҫ хыҫнех тӑма та, хӑлхасене хуплама та пултаратӑн, куҫсене анчах ан хуп; кам та пулсан кайса ӳксен — ҫӗклеме чуп. Улттӑ… ҫиччӗ… саккӑр,. . — Базаров чарӑнса тӑчӗ те: — Ҫитет-и? — терӗ Павел Петровича: — е тата икӗ утӑм хушас-и?

— Мӗнле шутлатӑр, — терӗ лешӗ иккӗмӗш пуллине шаккаса кӗртсе.

— Ну, тата икӗ утӑм хушӑпӑр. — Базаров атӑ пуҫӗпе ҫӗр ҫине йӗр турӗ. — Акӑ барьер. Каласах хӑварӑр; пирӗн кашнийӗн барьертан миҫе утӑмра тӑмалла? Ку та кирлӗ ыйту. Ӗнер ун ҫинчен дискусси пулмарӗ.

— Эпӗ вунӑ утӑм чакмалла тесе шутлатӑп, — тавӑрчӗ Павел Петрович икӗ пистолетне те парса. — Суйласа илме кӑмӑл тӑвӑр.

Кӑмӑл тӑватӑп. Килӗшӗр, Павел Петрович, пирӗн тытӑҫу кулӑшла пекех тӗлӗнмелле вӗт? Эсир пирӗн секундант сӑн-сӑпатне кӑна пӑхӑр.

— Сирӗн пӗрмай шӳт тума кӑмӑл пур, — ответлерӗ Павел Петрович. — Эпӗ тытӑҫу тӗлӗнмелле пулнӑ пирки хирӗҫ мар, анчах сире малтанах асӑрхаттарас тетӗп: эпӗ чӑннипех ҫапӑҫма шутлатӑп. А bon entendeur, salut!

— Эпир пӗр-пӗрне пӗтерме шухӑш тытни ҫинчен иккӗленместӗп эпӗ; анчах мӗншӗн-ха кулӑшса utile dulci пӗрлештермелле мар? Ҫапла ҫав, эсир мана французла, эпӗ сире латынла.

— Эпӗ чӑнласах ҫапӑҫатӑп, — терӗ те тепӗр хут Павел Петрович, хӑй вырӑнне кайрӗ. Базаров та барьертан вунӑ утӑм шутласа илчӗ те чарӑнса тӑчӗ.

— Эсир хатӗр-и? — ыйтрӗ Павел Петрович.

— Пӗтӗмпех хатӗр.

— Ҫывхарма пултаратпӑр.

Базаров хуллен малалла утрӗ, Павел Петрович та ун патнелле сулахай аллине кӗсьине чиксе, пистолет кӗпҫине ерипен ҫӗклесе пыра пуҫларӗ… «Вӑл мана тӳрех сӑмсаран тӗллет», — шухӑшларӗ Базаров: «куҫне мӗнле тӑрӑшса хӗсет, усал хурах! Ҫапах та ку килӗшӳллӗ туйӑм мар. Унӑн сехет вӑчӑрӗ ҫине пӑхӑп…» Сасартӑк Базаровӑн хӑлхи ҫумӗнчех темӗскер ҫивӗччӗн шӑхӑрса иртни тата ҫав самантрах пӑшал сасси илтӗнсе кайрӗ. — «Илтрӗн пулсан, нимех те мар», — вӗлтлетсе кайрӗ унӑн пуҫӗнче. Вӑл тата тепӗр утӑм турӗ те тӗллемесӗрех пружина ҫине пусрӗ.

Павел Петрович кӑшт чӗтресе илчӗ те, аллипе пӗҫҫинчен ярса тытрӗ. Унӑн шурӑ панталонӗсем тӑрӑх юн юхса анчӗ.

Базаров пистолетне пӑрахрӗ те, хӑйӗн тӑшманӗ патне пычӗ.

— Эсир аманнӑ-и? — терӗ вӑл.

— Сирӗн мана барьер патне чӗнме право пулнӑ, ну, ку нимех те мар. Услови тӑрӑх кашниех тепрер пеме пултарать, — терӗ Павел Петрович.

— Ну, каҫарӑр, ку тепӗр вӑхӑта юлтӑр, — тавӑрчӗ те Базаров, кӑвакарма пуҫланӑ Павел Петровича ҫавӑрса тытрӗ. — Халь эпӗ дуэлист мар, тухтӑр — пуринчен малтан манӑн сирӗн сурана пӑхмалла. Петр! Кил-ха кунта, Петр! ӑҫта пытаннӑ ҫав?

— Ку пӗтӗмпех ӑҫтиҫук кӑна! Мана никам пулӑшӑвӗ те кирлӗ мар, — терӗ Павел Петрович сӑмахсене таткаласа; — тата… халь… кирлӗ… — текелесе хучӗ. Вӑл хӑйне уссисенчен туртасшӑнччӗ, анчах та алли вӑйсӑрланчӗ, куҫӗсем ҫавӑрӑнса кайрӗҫ, тӑнран тухрӗ.

— Ак ҫӗнӗ япала! Тӑнран тухрӗ! Мӗншӗн-ши? — ирӗксӗрех кӑшкӑрса ячӗ Базаров, Павел Петровича курӑк ҫине вырттарса. — Пӑхӑпӑр, мӗнле япала? Унтан вӑл тутӑр кӑларчӗ, унӑн юнне тасатрӗ, суранне хыпашласа пӑхрӗ… «Шӑмӑ ҫӗмӗрӗлмен», — мӑкӑртатрӗ вӑл шӑл витӗр, — «пуля тарӑнах кӗмен, пӗр vastus externus мускул витӗр кӑна тухса кайнӑ. Тепӗр виҫӗ эрнеренех ташла! Ҫапах тӑнран тухрӗ! Ох, ку нервӑллӑ ҫынсемпе! Ха, тирӗ мӗнле ҫӳхе».

— Вилчӗ-и? — пӑшӑлтатрӗ унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче Петрӑн чӗтревлӗ сасси.

Базаров ҫавӑрӑнса пӑхрӗ.

— Чуп-ха часрах шыв патне, тӑванӑм, вӑл иксӗмӗртен те ытларах пурӑнать.

Анчах вӗренсе ҫитнӗ тарҫӑ унӑн сӑмахӗсене ӑнланман пулас, вырӑнтан та хускалмарӗ. Павел Петрович хуллен куҫӗсене уҫрӗ. «Виле пуҫларӗ» — пӑшӑлтатрӗ Петр сӑхсӑхма пуҫласа:
— Эсир тӗрӗс… Эккей, айван сӑн-сӑпат! — терӗ аманнӑ джентльмен, ирӗксӗррӗн куларах.

— Кай-ха ара шыв илме, мур! — кӑшкӑрчӗ Базаров.

— Кирлӗ мар… Ку минутлӑх vertige кӑна пулчӗ… Пулӑшӑр-ха ларма… ак ҫапла… Ку чӗрмеленӗ йӗре мӗнпе те пулсан ҫавӑрса ҫыхсан, ҫуранах киле ҫитетӗп, апла мар пулсан, мана илме лав яма юрать. Дуэль, сире кирлӗ пулсан, ҫӗнӗрен пуҫланмасть. Эсир йӗркеллӗн хӑтлантӑр… паян, паян — астӑвӑр.

— Иртни ҫинчен аса илме кирлӗ мар, — тавӑрчӗ Базаров: — малашнехине илсен, ун ҫинчен каллех пуҫа ватма кирлӗ мар, мӗншӗн тесен эпӗ пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах тухса шума шутлатӑп. Парӑр-ха, сирӗн урӑра ҫыхса ярам; суранӑр хӑрамалла мар, юна чарсан авантарах пулать. Анчах малтан ҫак вилӗмлӗ ҫынна чӗртмелле.

Базаров Петра ҫухинчен тытса силлерӗ те лав илме ячӗ.

— Асту, шӑллӑма ан хӑрат, — терӗ ӑна Павел Петрович: — ӑна каласа пама ан шухӑшла.

Петр вӗҫтерчӗ. Вӑл лав илме чупнӑ вӑхӑтра тӑшмансем иккӗш те чӗнмесӗрех ларчӗҫ. Павел Петрович Базаров ҫине пӑхмасӑр ларма тӑрӑшрӗ, анчах ӑна каҫарма вӑл ҫапах та килӗшмен; вӑл хӑй чӑркӑш пулнӑшӑн, хӑйӗн ӗҫӗ ӑнманшӑн намӑсланнӑ, ку ӗҫ ҫакӑнтан лайӑхрах пӗтме пултарайманнине пӗлнӗ пулин те, хӑй пуҫарса янӑ ӗҫшӗн вӑтаннӑ. «Кунта курӑнса тӑмӗ хуть текех», лӑплантарнӑ вӑл хӑйне: «уншӑн та тавтапуҫ». Йывӑр та аван мар шӑплӑх тӑсӑлчӗ. Иккӗшне те аван мар пулчӗ. Вӗсем кашниех хӑйсем пӗр-пӗрне ӑнланнине пӗлнӗ. Туслӑ ҫынсемшӗн пулсан — кӑна пӗлни аван, анчах тӑшмансемшӗн кун пек туйӑм, уйрӑммӑнах каласа ӑнлантарма та, уйӑрӑлса кайма та май ҫук чухне, питех те аван мар.

— Урӑра хытӑ ҫыхмарӑм-и? — ыйтрӗ юлашкинчен Базаров.

— Ҫук, нимех те мар, питӗ аван, — ответлерӗ Павел Петрович, вара, пӑртак тӑхтасан, ҫакӑн пек хушса хучӗ: — шӑллӑма улталама ҫук, ӑна политика пирки харкашса кайрӑмӑр темелле.

— Питӗ шеп, — терӗ Базаров. — Эсир ман ҫинчен вӑл пӗтӗм англомансене ятлаҫрӗ, тесе калама пултаратӑр.

— Питӗ лайӑх. Эсир мӗнле шухӑшлатӑр, мӗн шухӑшлать ӗнтӗ пирӗн ҫинчен ҫак ҫын? — терӗ малалла Павел Петрович, дуэль пуличчен темиҫе минут маларах ҫеҫ Базаров патӗнчен икӗ тӑлланӑ лашана хӑваласа кайнӑ, халь, — каялла тавӑрӑннӑ чухне, пуҫне тайса «улпутсене» ҫӗлӗк хывса чысласа иртнӗ мужик ҫине кӑтартса.

— Кам пӗлет ӑна? — ответлерӗ Базаров. — Пуринчен тӗрӗсрех каласан, нимӗн те шухӑшламасть пулмалла. Вырӑс мужикӗ — тахҫан ӗлӗк ун ҫинчен Ратклифф госпожа ҫав тери нумай ӑнлантарса панӑ паллама ҫук ҫын вӑл. Кам ӑнлантӑр ӑна? Вӑл хӑйне хӑй те ӑнланмасть.

— А! акӑ мӗнле эсир! — калаҫма пуҫланӑччӗ Павел Петрович, анчах сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ: — пӑхӑр-ха, сирӗн айван Петр мӗн туса хунӑ? Шӑллӑм вӗҫтерсе килет вӗт.

Базаров ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те, лавпа чуптарса килекен Николай Петровичӑн кӑвакарса кайнӑ сӑнне курчӗ. Вӑл лашисем чарӑничченех лавӗ ҫинчен сиксе анчӗ те, пиччӗшӗ патнелле ывтӑнса пычӗ.

— Мӗне пӗлтерет ку? — терӗ вӑл пӑлханнӑ сасӑпа. — Евгений Васильевич, ҫырлахсамӑр, мӗне пӗлтерет ку?

— Нимӗн те мар, — ответлерӗ Павел Петрович: — сана ахалех чӑрмантарнӑ. Эпир Базаров господинпа кӑштах харкашса илтӗмӗр те, манӑн уншӑн кӑштах тӳсмелле пулчӗ.

— Ара, мӗнрен тухса кайрӗ ку, турӑшӑн та?

— Мӗнле калас сана? Господин Базаров сэр Роберт Пил ҫинчен хисеплемесӗр калаҫрӗ. Калам: кунта пӗтӗмпех пӗр эпӗ кӑна айӑплӑ — господин Базаров хӑйне питӗ лайӑх тытрӗ. Эпӗ чӗнтӗм ӑна.

— Ҫырлахсам, ара, санӑн юн юхать-ҫке!

— Эсӗ ман юн тымарӗсенче шыв тесе шутланӑ-и-мӗн? Анчах мана ҫакӑн пек юн юхтарни усӑллӑ та. Тӗрӗс мар-и, тухтӑр? Мана лав ҫине ларма пулӑш та, ҫемҫелсе ан кай. Ыранах сывӑ пулатӑп. Ак ҫапла: питӗ шеп. Яра пар, кучер.

Николай Петрович лав хыҫҫӑн кайрӗ; Базаров хыҫала юлнӑччӗ…

— Эпӗ сире, хуларан урӑх тухтӑр илсе киличчен, пиччене пӑхма ыйтатӑп, — терӗ ӑна Николай Петрович. Базаров чӗнмесӗр пуҫне усрӗ. Тепӗр сехетрен Павел Петрович, урине бинтпа лайӑх ҫыхнӑ хыҫҫӑн, вырӑн ҫине выртрӗ. Пӗтӗм ҫурт хускалчӗ; Феничка аптӑраса ӳкрӗ. Николай Петрович шӑппӑн хӑйӗн аллине хуҫкалама тытӑнчӗ, Павел Петрович кулчӗ, шӳт турӗ, уйрӑммӑнах Базаровпа кӑмӑллӑ пулчӗ. Вӑл ҫӳхе батист кӗпе, ирхине тӑхӑнакан хӳхӗм курткӑпа феска тӑхӑнчӗ, чӳрече шторӗсене антарма памарӗ, апат ҫиесрен тытӑнса тӑма кирли ҫинчен йӑпанчӑклӑн ӳкӗтлерӗ.

Ҫапах та, каҫ пуласпа вӑл вӗриленсе кайрӗ, пуҫӗ ыратма пуҫларӗ. Хуларан тухтӑр ҫитрӗ. (Николай Петрович пиччӗшне итлемерӗ; Базаров хӑй те кӑна кӑмӑл туни пулнӑ; сарӑхса, хаярланса кайнӑскер, вӑл кунӗпех хӑй пӳлӗмӗнче ларнӑ, кӗске вӑхӑта кӑна чирлӗ ҫын патне чупса кӗрсе тухнӑ; пӗр-икӗ хутчен унӑн Феничкӑна тӗл пулма тӳрӗ килнӗ, анчах Феничка унран шикленсех сике-сике пӑрӑннӑ…) Ҫӗнӗ тухтӑр сивӗтекен тутлӑ шывсем ӗҫме канаш пачӗ, ҫав хушӑрах вӑл Базаров нимӗнле хӑрушлӑх та курӑнмасть тенине ҫирӗплетрӗ. Николай Петрович ӑна: пиччӗшӗ хӑйне хӑй асӑрхамасӑр амантнӑ, терӗ; кӑна хирӗҫ вӑл: «гм!» тесе кӑна ответлерӗ, анчах, ҫавӑнтах аллине 25 тенкӗ кӗмӗлпе илсен:
— Калӑр-ха! кун пекки час-часах пулкалать-ҫке, тӗрӗс! — тесе хучӗ.

Килте никам та салтӑнмарӗ те, выртмарӗ те. Николай Петрович пиччӗшӗ патне пӗрмаях чӗрне вӗҫҫӗн кӗре-кӗре тухрӗ. Лешӗ манӑҫа путнӑ, шӑппӑн ахлатнӑ, французла: «Соuchez-vous», — тенӗ те ӗҫме ыйтнӑ. Николай Петрович пӗрре Феничкӑна ӑна пӗр стакан лимонад кайса партарчӗ; Павел Петрович ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ те тӗппипех ӗҫсе ячӗ. Ир енӗпе вӑл пӑртак вӗрелсе кайрӗ, кӑштах аташма пуҫларӗ. Малтанах Павел Петрович ҫыхӑнусӑр сӑмахсем каларӗ; унтан вӑл, сасартӑк куҫӗсене уҫрӗ те, вырӑнӗ патӗнче шӑллӗ пӗшкӗнсе тӑнине курчӗ, вара ҫапла каларӗ:

— Феничкӑпа Нелли хушшинче темӗскерле пӗрпеклӗх пур, тӗрӗс мар-и, Николай?

— Мӗнле Нелли, Паша?

— Мӗнле ыйтатӑн эсӗ ҫак? Р… княжнапа. Уйрӑммӑнах пичӗн ҫӳлти пайӗнче. C`est de la meme famile.

Николай Петрович нимӗн те тавӑрмарӗ, анчах та ҫыннӑн кивӗ туйӑмӗсем нумайччен пурӑннинчен тӗлӗнчӗ.

«Акӑ хӑҫан ҫиеле тухрӗ», — шухӑшларӗ вӑл.

— Ах, епле юрататӑп ҫав пушӑ чӗрчуна! — йӑнӑшса ячӗ Павел Петрович хурлӑхлӑн, аллине пуҫӗ хыҫнелле тытса. — Эпӗ ун ҫумне мӗнле те пулин ирсӗр перӗнме хӑйнине чӑтас ҫук… — терӗ вӑл темиҫе самантран.

Николай Петрович йывӑррӑн сывларӗ кӑна: вӑл ку сӑмахсем кама тивнине чухлаймарӗ те.

Базаров ун патне тепӗр кунне, сакӑр сехетсенче пычӗ. Вӑл пуҫтарӑнма, хӑйӗн шаписене, хурт-кӑпшанкисене, кӑйӑкӗсене ирӗке кӑларса яма та ӗлкӗрнӗ.

— Эсир манпа сывпуллашма килтӗр-и? — терӗ Николай Петрович ӑна хирӗҫ тӑрса.

— Тӗрӗс, ҫапла.

— Эпӗ сире ӑнланатӑп тата сирӗнпе пӗтӗмпех килӗшетӗп. Манӑн мӗскӗн пиччем, паллах, айӑплӑ: ҫавӑншӑн тӳсмелле пулчӗ те унӑн. Вӑл мана хӑех сире урӑхла пулмалла мар условие лартни ҫинчен каласа пачӗ. Эпӗ эсир хӑвӑр шухӑшӑрсем пиркиех пӗр-пӗринпе тытӑҫса ҫапӑҫасран хӑтӑлма май килменнине ӗненетӗп. (Николай Петрович хӑйӗн сӑмахӗсене пӑтратнӑ.) Ман пичче — ӗлӗкхи вӗри чӗреллӗ, кӑра та тӳрккес ҫын…. Кӗрешӳ каплах пӗтнӗшӗн, мухтав турра. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен ҫынсене пӗлтерес мар тесе пурне те турӑм…

— Пӗр-пӗр истори тухас пулсан, эпӗ сире хамӑн адреса хӑваратӑп, — тирпейсӗррӗн асӑрхаттарчӗ Базаров.

— Нимӗнле истори те тухмасса шанатӑп эпӗ, Евгений Васильевич… Эсир ман ҫуртра пурӑнни ҫакӑн пек ӗҫсемпе вӗҫленнӗшӗн питӗ кӳренетӗп. Эпӗ куншӑн ҫав тери кӳренетӗп, мӗншӗн тесен Аркадий…

— Эпӗ ӑна куратӑп пулмалла-ха, — тавӑрчӗ, тӗрлӗрен «ӑнлантарусене», «пӗлтерӳсене» чӑтма юратман Базаров: — кураймасан, ман ятпа салам калама, эпӗ питӗ пӑшӑрханнине пӗлтерме ыйтатӑп.

— Эпӗ те ыйтатӑп… — тавӑрчӗ Николай Петрович пуҫне тайса. Анчах Базаров вӑл каласа пӗтерессине кӗтсе тӑмасӑрах тухрӗ.

Базаров каясси ҫинчен пӗлсен, Павел Петрович та ӑна курасшӑн пулчӗ, унӑн аллине чӑмӑртарӗ… Анчах Базаров кунта та пӑр пекех сивӗ пулчӗ, вӑл Павел Петрович ырӑ кӑмӑлланасшӑн пулнине ӑнланчӗ. Феничкӑпа сывпуллашма май килмерӗ: вӗсем пӗр-пӗрне чӳрече витӗр кӑна пӑхса илчӗҫ. Унӑн пичӗ Базарова хурлӑхлӑн курӑнса кайрӗ. «Пӗтет пулмалла», — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче… «Ну, мӗнле те пулин ҫӑлӑнӗ». Петр ҫав тери ҫемҫелсе кайрӗ, вӑл Базаров: «Сан куҫусем йӗпе вырӑнта мар-и?» — тесе ыйтса сивӗтичченех хӑй пуҫне унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине хурса макӑрчӗ. Дуняшӑн, хӑй пӑлханнине пытарас тесе, ращана тарса пытанмалла пулчӗ. Мӗнпур хуйхӑшӑн айӑплӑ ҫын, урапа ҫине улӑхса ларчӗ те сигара туртса ячӗ, вара тӑваттӑмӗш ҫухрӑмра, ҫул пӑрӑннӑ ҫӗрте, Кирсановсен пӗр касӑпа тӑсӑлса кайнӑ именийӗ тата ҫӗнӗрен лартнӑ улпут ҫурчӗ юлашки хут курӑнса ҫухалсан, вӑл сурчӗ те: «Ылханлӑ улпут чӗпписем», — тесе мӑкӑртатса илчӗ, унтан шинельпе ҫӑттӑнрах чӗркенсе ларчӗ.

Павел Петрович часах сывлӑхӗ ҫӑмӑлланнине туйрӗ; ҫапах вырӑнӗ ҫинче ун эрнене яхӑн выртмалла пулчӗ. Вӑл, хӑй каланӑ пек, тыткӑнри пурӑнӑҫа чылай чӑтӑмлӑн ирттернӗ, анчах туалетпа питӗ нумай аппаланнӑ, ҫаплах одеколонпа пӗрӗхме хушнӑ. Николай Петрович ӑна журналсем вуласа панӑ, Феничка ӗлӗкхи пекех пӑхнӑ: шӳрпе, лимонад, шӗвӗлле пӗҫернӗ ҫӑмартасем, чей иле-иле пырса панӑ; анчах унӑн пӳлӗмне кӗмессеренех ӑна вӑрттӑн хӑрушлӑх ҫавӑрса илнӗ. Павел Петрович кӗтмен ҫӗртен капла хӑтланни килти ҫынсене пурне те хӑратса пӑрахнӑ, Феничкӑна вара пуринчен ытларах хӑратнӑ; пӗр Прокофьич ҫеҫ ҫаплипех юлнӑ, вӑл каланӑ тӑрӑх, ун вӑхӑтӗнче те господинсем ҫапӑҫнӑ, «анчах ҫапӑҫасса ырӑ господасем хӑйсем пеккисемпе кӑна ҫапӑҫнӑ, кун пек сӗтӗрӗнчӗксене чӑрсӑрла калаҫнӑшӑн витене илсе кайса ҫаптарма хушнӑ».

Феничка ытлашшипех пӑшӑрханман, анчах вӑхӑчӗпе вӑл харкашу сӑлтавӗ ҫинчен шухӑшласа асапланнӑ. Ҫак хушӑрах Павел Петрович та ун ҫине темӗнле тӗлӗнмелле пӑхнӑ… Ун енне ҫурӑмӗпе ҫавӑрӑнсан та, вӑл хӑй ҫине Павел Петрович тинкернине туйса тӑнӑ. Хӑй ӑшӗнче татти-сыпписӗр пӑлханнӑ пирки, вӑл ырханланса кайрӗ, анчах кун пек чухне, ялан пулнӑ пек, тата хитререх курӑна пуҫларӗ.

Пӗррехинче — ку ӗҫ ирхине пулчӗ — Павел Петрович ҫӑмӑлланарах пачӗ те, вырӑн ҫинчен диван ҫине куҫрӗ; Николай Петрович унӑн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ те анкартине тухса кайрӗ. Феничка пӗр стакан чей илсе пырса, ӑна сӗтел ҫине лартса тухса кайма тӑчӗ, анчах Павел Петрович ӑна чарчӗ.

— Ӑҫта ҫав тери васкатӑр, Федосья Николаевна, — пуҫларӗ вӑл: — е ӗҫ пур-и сирӗн?

— Ҫук… Унта чей тултармалла.

— Кӑна Дуняша сирӗнсӗрех тӑвӗ; ларӑр-ха кӑштах чирлӗ ҫынпа. Май килнӗ пек чухне манӑн та сирӗнпе калаҫса илмелли пур.

Феничка чӗнмесӗр кресло хӗррине ларчӗ.

— Итлӗр-ха, — терӗ те Павел Петрович, хӑйӗн мӑйӑхне турткаларӗ. — Эпӗ сирӗнтен тахҫанах ыйтасшӑнччӗ; эсир манран хӑратӑр пулас?

— Эпӗ-и?

— Эсир ҫав. Эсир ман ҫине, кӑмӑлӑр таса мар пек, нихӑҫан та пӑхмастӑр.

Феничка хӗрелсе кайрӗ те, Павел Петрович ҫине пӑхса илчӗ. Вӑл ӑна темӗнле тӗлӗнмелле пек курӑнса кайрӗ, унӑн чӗри хуллен чӗтресе илчӗ.

— Сирӗн кӑмӑлӑр таса вӗт-ха? — ыйтрӗ вӑл Феничкӑран.

— Мӗншӗн таса пулмалла мар-ха унӑн? — пӑшӑлтатрӗ вӑл.

— Сахал-и мӗншӗнни! Ҫапах та, кам умӗнче айӑплӑ пулма пултаратӑр-ха эсир? Ман умра-и? Ку пулма пултараймасть. Килти урӑх ҫынсем умӗнче тесен? Ку каллех пулма пултарайман ӗҫ. Шӑллӑм умӗнче пулсан ҫеҫ? Анчах эсир юрататӑр вӗт ӑна?

— Юрататӑп.

— Пӗтӗм чунран, пӗтӗм чӗререн-и?

— Николай Петровича эпӗ пӗтӗм чӗререн юрататӑп.

— Чӑнах-и? Пӑхӑр-ха ман ҫине, Феничка (вӑл ӑна кун пек пуҫласа чӗнчӗ…) Пӗлетӗр — суйни пысӑк ҫылӑх!

— Эпӗ суймастӑп, Павел Петрович. Николай Петровича юратмасан, манӑн вара пурӑнма та кирлӗ мар!

— Эсир ӑна никампа та улӑштармастӑр-и?

— Кампа улӑштарма пултарам-ха эпӗ ӑна?

— Сахал-и кампа? Акӑ ҫак тухса кайнӑ господинпа пулсан та.

Феничка тӑчӗ. — Турӑҫӑм, тур-рӑмҫӑм, Павел Петрович, мӗншӗн асаплантаратӑр эсир мана? Мӗн тунӑ эпӗ сире? Мӗнле юратӑр-ха капла калама?..

— Феничка, — терӗ хуйхӑллӑ сасӑпа Павел Петрович: — эпӗ куртӑм вӗт…

— Мӗн куртӑр эсир?

— Ара лере… беседкӑра.

Феничка ҫӳҫӗсем таран, хӑлхисем таран, пӗтӗмпех хӗрелсе кайрӗ.

— Анчах эпӗ мӗнпе айӑплӑ-ха унта? — терӗ вӑл аран-аран.

Павел Петрович тӑчӗ.

— Эсир айӑплӑ мар-и? Нимӗн чухлӗ те-и?

— Эпӗ тӗнчере пӗр Николай Петровича анчах юрататӑп, ӗмӗрех юратӑп та! — терӗ вӑл сасартӑк килнӗ вӑйпа, пӗтӗм пырӗпе ӳлесе ярас пек: — эсир мӗн курни ҫинчен эпӗ хам вилсен турӑ умӗнче те калама пултаратӑп: унта ман айӑп ҫук, пулман та. Эхер те мана шанмаҫҫӗ пулсан, хама ырӑ тӑвакан Николай Петрович умӗнче эпӗ… халех вилсе выртни аванрах маншӑн…

Анчах кунта Феничка сасси пӳлӗнсе ларчӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл Павел Петрович хӑйӗн аллине ярса илсе чӑмӑртанине те сисрӗ… Феничка Павел Петрович ҫине пӑхрӗ те, чул пек хытса кайрӗ. Вӑл халичченхинчен те ытларах шуралса кайрӗ, куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, пуринчен ытларах ӑна Павел Петрович питҫӑмарти тӑрӑх пӗр йывӑр куҫҫуль тумламӗ юхса анни тӗлӗнтерчӗ.

— Феничка! — терӗ вӑл темӗнле тӗлӗнмелле пӑшӑлтатса: — юратӑр, юратӑр манӑн шӑллӑма! Вӑл ҫав тери кӑмӑллӑ, ырӑ ҫын! Ӑна тӗнчере никампа та ан улӑштарӑр, никам сӑмахӗсене те ан итлӗр! Шухӑшлӑр-ха, ху юратсан, хӑвна юратманнинчен хӑрушӑраххи мӗн пулма пултарать? Нихӑҫан та ан пӑрахӑр манӑн мӗскӗн Николая!

Феничкӑн куҫӗсем типрӗҫ, хӑрани те иртрӗ — вӑл ҫав тери хытӑ тӗлӗнчӗ. Анчах Павел Петрович, шӑпах Павел Петрович хӑй, унӑн аллине хӑйӗн тутисем патне илсе пырсан, ун ҫумне чуптуса мар, сайран тытамаклӑн чӗтресе, йывӑррӑн сывласа ҫыпҫӑнсан, мӗн кӑна пулчӗ-ши ӑна…

«Турӑҫӑм! — шухӑшларӗ вӑл, — тытса пӑрахмарӗ-ши ӑна?»

Ҫак самантра Павел Петрович ӑшӗнче пӗтӗм пӗтнӗ пурӑнӑҫ чӗтӗренме тытӑннӑ мӗн.

Хӑвӑрт утакан урасем айӗнче пусма чӗриклетрӗ… Вӑл Феничкӑна хӑй патӗнчен тӗртсе ячӗ те, пуҫне минтер ӑшне чикрӗ. Алӑк уҫӑлчӗ те, савӑнӑҫлӑ, хӗрелсе кайнӑ Николай Петрович кӗрсе тӑчӗ. Митя та, ашшӗ пекех чӗрӗ те хӗрелсе кайнӑскер, унӑн кӑкӑрӗ ҫинче пӗр кӗпе вӗҫҫӗн, ҫара урисемпе унӑн ялти пальто ҫинчи пысӑк тӳмисене ҫаклаткаласа, сиккелесе ларать.

Феничка ун патне ыткӑнчӗ те, аллисемпе ӑна та, ывӑлне те ыталаса илсе, пуҫне ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ. Николай Петрович тӗлӗнсе кайрӗ: вӑтанакан тата сӑпай пулнӑ Феничка виҫҫӗмӗш ҫын умӗнче нихӑҫан та ун патне пырса ачашланман.

— Мӗн пулчӗ сана? — терӗ вӑл, унтан, пиччӗшӗ ҫине пӑхса, Митяна Феничка аллине пачӗ. — Вӗрӗлмерӗн пуль-ҫке эсӗ? — тесе ыйтрӗ Павел Петрович патне пырса.

Лешӗ питне батист тутӑр ӑшне чикрӗ.

— Ҫук, ахаль кӑна… Нимех те мар… Мана аванрах та.

Ахалех диван ҫине куҫма васкарӑн. Эсӗ ӑҫталла? — хушса хучӗ Николай Петрович Феничка енне ҫавӑрӑнса, лешӗ ӗнтӗ хӑй хыҫҫӑн алӑка хупма та ӗлкӗрнӗ. — Эпӗ сана хамӑн паттӑрӑма кӑтартма илсе килнӗччӗ; вӑл хӑйӗн мучӗшне курасшӑн тунсӑхланӑ. Мӗншӗн илсе тухса кайрӗ-ха вӑл ӑна? Ҫапах, мӗн пулнӑ сана? Сирӗн кунта мӗн те пулсан пулмарӗ пуль-ҫке?

— Шӑллӑм! — савӑнӑҫлӑн каласа ячӗ Павел Петрович.

Николай Петрович чӗтресе илчӗ. Шикленсе ӳкрӗ, анчах мӗншӗнне хӑй те ӑнланмарӗ.

— Шӑллӑм, — терӗ тепӗр хут Павел Петрович: — манӑн пӗр ыйтӑва пурӑнӑҫа кӗртме сӑмах пар.

— Мӗнле ыйту? Кала.

— Вӑл питӗ кирлӗ; унран, эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, сан пурӑнӑҫун пӗтӗм телейлӗхӗ килет. Эпӗ ку вӑхӑтра пӗтӗмпех халь калас текен япала ҫинчен шухӑшларӑм… Шӑллӑм, хӑвӑн парӑмна, тӳрӗ те ырӑ ҫын парӑмне пурӑнӑҫа кӗрт; ху, лайӑх ҫынсенчен пӗри, кӑтартса пурӑнакан ултавлӑхпа начар сӑнлӑха пӗтер!

— Мӗн каласшӑн эсӗ, Павел?

— Качча ил Феничкӑна… Вӑл сана юратать; вӑл санӑн ывӑлун амӑшӗ.

Николай Петрович пӗр утӑм чакрӗ те, аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ.

— Кӑна эсӗ калатӑн-и, Павел? Эсӗ, яланах ҫакӑн пек авланусене хирӗҫ пыракан ҫын тесе шутланӑскер, кӑна эсӗ калатӑн-и! Анчах эпӗ хам та ку манӑн парӑм тенине, сана хисепленипе ҫеҫ эпӗ ӑна пурӑнӑҫлаймасӑр тӑнине пӗлместӗн-и вара эсӗ!

— Анчах кӑлӑхах хисепленӗ эсӗ мана, апла пулсан, — тавӑрчӗ Павел Петрович хурлӑхлӑн кулса. — Эпӗ Базаров мана аристократ тесе ӳпкелешнине тӗрӗс пулнӑ тесе шутлама пуҫларӑм. Ҫук, юратнӑ шӑллӑм, ҫитӗ ӗнтӗ пире хуҫкаланса общество пурӑнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлама: эпир ӗнтӗ ватӑ та лӑпкӑ ҫынсем; тӗрлӗрен хыпкаланса ҫӳрессине аяккинелле пӑрма та вӑхӑт ӗнтӗ пирӗн, шӑп та шӑпах эсӗ каланӑ пек, хамӑр парӑма тума тытӑнар; вара пӑх та кур — ҫийӗнчен телейлӗ те пулӑпӑр.

Николай Петрович хӑйӗн пиччӗшне ыталама пикенчӗ.

— Эсӗ манӑн куҫсене пӗтӗмпех уҫрӑн! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Ахалех мар тӗнчере эсӗ чи ырӑ та ӑслӑ ҫын тесе шухӑшланӑ эпӗ; халь акӑ, эсӗ пысӑк ӑслӑ пулнӑ пекех, ырӑ кӑмӑллӑ пулнине те куратӑп.

— Хуллен, хуллен, — пӳлсе хучӗ ӑна Павел Петрович. — Хӑвӑн аллӑ ҫула ҫитнӗ, анчах та, прапорщик пек, дуэльре ҫапӑҫнӑ ырӑ ӑслӑ пиччӳн урине ан тӗшӗрсе пӑрах. Ҫапла вара, ку ӗҫ татӑлнӑ: Феничка манӑн… belle-soeup пулать.

— Хаклӑ Павелӑм! Анчах Аркадий мӗн калӗ-ха?

— Аркадий-и? Ҫырлахсам, вӑл хӗпӗртесе кӑна ӳкӗ! Авланасси унӑн принсипӗсем шутне кӗмест, анчах пӗртанлӑх туйӑмне тивет ку. Чӑнах та, вунтӑххӑрмӗш ӗмӗрте мӗнле кастӑсем пулма пултарччӑр-ха?

— Ах, Павел, Павел! Пар-ха, тата тепӗр хут чуптуса илем сана. Ан хӑра, эпӗ асӑрханса.

Пиччӗшпе шӑлнӗ ыталанчӗҫ.

— Мӗнле шухӑшлатӑн? Хӑвӑн шухӑшна халех пӗлтерес мар-ши ӑна? — ыйтрӗ Павел Петрович.

— Мӗншӗн васкас? — тавӑрчӗ Николай Петрович. — Е сирӗн калаҫу пулнӑ-и?

— Пирӗн калаҫу-и? Мӗншӗн ун пек шухӑш?

— Ну, питӗ шеп… Пуринчен малтан сывал, ку пирӗнтен тармӗ. Лайӑхрах шухӑшлас пулать…

— Анчах эсӗ килӗшрӗн вӗт-ха?

— Паллах, килӗшнӗ, сана чунтан тав тӑватӑп. Халь сана хӑварам ӗнтӗ; санӑн канас пулать; сана пӑлханни сиенлӗ… Анчах калаҫӑпӑр-ха эпир. Ҫывӑр, чунӑм, турӑ сывлӑх патӑр сана!

«Мӗншӗн мана капла тав тӑвать вӑл?» — шухӑшларӗ Павел Петрович пӗччен юлсан. — «Ку хӑйӗнчен килмен пек! Эпӗ вара, вӑл авлансанах, ӑҫта та пулин инҫете, Дрездена е Флоренцине тухса кайӑп та, виличченех унта пурӑнӑп».

Павел Петрович ҫамкине одеколонпа йӗпетрӗ те куҫӗсене хупрӗ. Унӑн кун ҫутипе ҫуталнӑ илемлӗ, ырханланнӑ пуҫӗ шурӑ минтер ҫинче вилнӗ ҫын пуҫӗ пек выртать… Вӑл чӑнах та вилнӗ ҫынах пулнӑ ӗнтӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех