Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паллакан ҫынна тӗл пулсан, ырӑ та ҫепӗҫ кӑмӑлпа кулать, палламан ҫынна сиввӗн йышӑнать; анчах ӑна унпа паллаштарсанах, унӑн сивлӗхӗ кулӑпа улшӑнать, вӑл вара ҫав ҫын умӗнче яланах йӑлкӑшса кулать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл калама ҫук ҫепӗҫ кӑмӑллӑ, дамӑсем умӗнче нихҫан та туртмасть, пӗр ури ҫине теприне хумасть, ҫынсем умӗнче кресла ҫинче сарӑлса ларакан, чӗркуҫҫисемпе аттисене сӑмса таран ҫӗклесе ларакан ҫамрӑксене хытӑ ятлать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак пысӑк ҫемьене тытса тӑма ӑна питӗ йывӑр пулин те амӑшӗ хӑйне яланах хаваслӑ тытнӑ, ачисемпе ҫепӗҫ пулнӑ.Ей было нелегко с такой большой семьей, но она была веселой, ласковой.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кивеле пӗлмен авалхи лабрадор чулӗнчен тунӑ палӑк тавра ҫепӗҫ те хӑюсӑр курӑк тин ҫеҫ шӑткаланӑ.
29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫепӗҫ куҫ хӑрпаххисен айӗнче ун — куҫҫуль, куҫӗсем алчӑранӑн, пӑлханчӑклӑн мӑчлатаҫҫӗ.Растерянные, смятенные взоры из-под пушистых ресниц, на которых блеснула слеза.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Горький урамӗпе, нимӗн те пулман пек, шыв сапакан машина, ҫепӗҫ пӗрхӗмсемпе ҫунатланса майӗпен шӑвать.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Амед кашни ҫырӑвӗнчех хӑйӗн Дюльдялӗ ҫинчен калама ҫук юратса, ҫепӗҫ сӑмахсемпе ҫырать, хӑш чух ҫак ҫепӗҫлӗх мана кӑшт кӑна шӑртлантарать те…
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пурте тахҫанах пӗтнине, манӑҫа юлнине курах ӗнтӗ эпӗ ун патне шӑнкӑртаттарса пӑхма шутларӑм, мӗн пулать те мӗн килет тесе ҫепӗҫ те хамӑн ӑшӑма вӑркатман сӑмахсем шыраса хутӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Уйӑрлас умӗн ашшӗ Катьӑна ҫӳле-ҫӳле ывӑтса янӑ та хӑйӗн ҫепӗҫ аллисемпе, пысӑк аллисемпе тытса илнӗ.и он на прощание высоко подкинул Катьку и поймал своими добрыми большими руками.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пуҫне пӑртакҫӑ пӑрнӑ, «Фламмарион» каютинче ҫывӑрнӑ чухнехи пекех, унӑн халичченхи пек мар тураса якатнӑ ҫепӗҫ ҫӳҫне, икӗ куҫхарши хушшинчи хутламне, кулӑшларах тутисен ҫумӗнчи асап йӗрне эпӗ уҫҫӑн куратӑп.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Куласса вара — пӗр пек кулмаҫҫӗ хӑйсем: пӗри баспа ухлатать, тепри ҫухӑра-ҫухӑра ярать, виҫҫӗмӗш ахаль шӑл йӗрет, тӑваттӑмӗш ҫепӗҫ эхелтетет, пиллӗкмӗш вӗттен кулать, улттӑмӗш майӗпе, ҫавран-ҫавран, тутлӑн «ах-ха-ха-ха» тутарать, ҫиччӗмӗш вара, киленсе кайса, хӑртлатса тӑрать.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пайтахчен ним те чӗнмерӗмӗр эпир; унӑн ҫав тери хуйхӑллӑ пысӑк куҫӗсем манӑн куҫра темӗскер шанчӑк шыранӑ пек пӑхрӗҫ: шуралса кайнӑ тутисем ӑшшӑн куланҫи пулчӗҫ; чӗркуҫҫи ҫине хуҫлатса хунӑ ҫепӗҫ аллисем те ҫав тери ырхан та витӗрех курӑнаҫҫӗ, эпӗ ӑна ытла хӗрхентӗм.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӑна ҫӑмӑлтарах пулчӗ, вӑл ман алӑран вӗҫерӗнесшӗн туртӑнчӗ, анчах эпӗ унӑн ҫепӗҫ кӗлеткине тата хытӑрах ыталаса илтӗм; ман пит унӑн пит ҫӑмартине кӗҫех перӗнмест; унран вӗри ҫапать.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑпӑл-хапӑл ун патнелле пӗшкӗнтӗм те ҫепӗҫ кӗлеткине аллӑмпа ҫавӑрса тытрӑм.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл ман умра Грушницкипе ҫепӗҫ калаҫу пуҫарма хӑяймасть, ҫавӑнпа вӑл Грушницкий хӑтланчӑшӗнчен темиҫе хут та тӑрӑхласа кулкаларӗ, Грушницкий ун патне пырса тӑрсанах эпӗ йӑвашшӑн пӑхнӑ пек тӑватӑп та вӗсене иккӗшне ҫеҫ хӑваратӑп; малтан хӗр уншӑн хӗпӗртерӗ те, хӗпӗртенӗ пек кӑтартасшӑн кӑна пулчӗ-и вӑл, унтан хайхи мана ҫилленчӗ, каярахпа Грушницкие ҫилленсе ҫитрӗ.
Майӑн 29-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Шухӑшлама та кулӑшла, пӑхма эпӗ халь те ача, тейӗн: питӗм шуранкарах, ҫапах вӑл таса-ха, кӗлеткем ҫепӗҫ те яштака, ҫӑра кӑтра ҫӳҫ явӑнать, куҫсем ҫунаҫҫӗ, юн вӗрет…
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Юрататӑп эпӗ ҫавӑн пек йӑлкӑшман куҫсене: вӗсем ытла ҫепӗҫ, лӑпканӑ пек пӑхаҫҫӗ… тепӗр тесен, унӑн пит-куҫӗнче лайӑххи те урӑх ҫук пулас… шӑлӗсем мӗнле тата, йӑлтах шурӑ-и.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унтан икӗ ҫыруне те икӗ ҫунакан чӗре кӗлетки ӳкернӗ тата ҫепӗҫ сӑмахсем ҫырнӑ тульски пичет пусса, ҫутӑлас умӗн ҫеҫ вырӑн ҫине выртса тӗлӗрсе кайнӑ; анчах кунта та ӑна ҫӳҫентерекен шухӑшсем канӑҫ паман, вӗсем ӑна минутсерен тенӗ пекех ыйӑхран вӑрата-вӑрата аптӑратнӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ку ҫырусем вӑрӑмрах та ӑшӑрах пулса пычӗҫ, вӑрҫӑ пирки татӑлнӑ хӑюсӑр, ҫепӗҫ юрату Ольӑшӑн ӳссе ҫирӗпленсе пынӑ пек туйӑнчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ ак вӗсем пысӑк куҫлӑ хӗрарӑм чӗринчен ҫав тери ҫепӗҫ туйӑмпа шӑранса тухаҫҫӗ, вӗсенче ҫав тери пысӑк тунсӑх: Варя, пилеш пек пӗчченскер, хӑйӗн катари юман пек упӑшкишӗн тунсӑхланине Алексей питӗ лайӑх ӑнланса илчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950