Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кают-компанири, кубриксенчи, каютӑсенчи ҫынсем — карап ҫинче кам пур, ҫавсем пурте — самантрах палуба ҫине чупса хӑпарчӗҫ.Все, кто были на корабле — в кают-компании, кубриках, каютах, — мгновенно выскочили на палубу.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Ҫавсем валли, — хихиклетсе илчӗ тантӑшӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Каллех ҫавсем!
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Авӑ пирӗннисем тӑраҫҫӗ, кай та ҫавсем патне пӗтӗмпех пӗлӗн.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Симӗс пурҫӑн абажур пурччӗ, ун ҫумне Иван Иваныч хулӑн хутран ӑста тӗрлесе каснӑ шуйттан ҫурисене тире-тире лартнӑччӗ — ҫав абажур сӗтел тӗлӗнчех ҫакӑнса тӑратчӗ, Катьӑпа иксӗмӗре ҫав асран кайми каҫхине мӗн курни халӗ те куҫ умӗнче ункӑн-ункӑн курӑннӑ пек симӗс абажурӑн хӗрри палӑрнӑ евӗрлӗ, хамӑра мӗн тарӑхтарнӑ та мӗн тертлентернӗ, ҫавсем пурте инҫетри тӗттӗм кӗтессене кӗрсе пытанаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Епле каласа парас иккен тӗл пулнӑ чухнехи пирвайхи минутсене, ун пит-куҫӗнчен пӑхса хам ӑсран кайса тӑнине, чуптунӑ хыҫҫӑн каллех пит-куҫне пӑхса тӑнине, ыйтма тытӑнсах хама-хам пӳлнине епле каласа парас-ши, эпӗ мӗн ҫинчен ыйтни тахҫан, пин ҫул каялла пулса иртнӗ-ҫке, вӑл Ленинградра пурӑннӑ чух мӗнле асапланса выҫӑхни питӗ хӑрушӑ пулнӑ пулсан та, мана курасса шанчӑкне ҫухатнӑ пулсан та, ҫавсем пурте иртнӗ ӗнтӗ, ҫухалнӑ, акӑ халь вӑл ман умра, эпӗ ӑна каллех ыталаса илме пултаратӑп — тупата, кӑна ӗненме те кансӗр!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хум кӑларса пӑрахнӑ вӑрӑм пробка, француз клейми ҫапнӑскер, тата шывра шуралса кайнӑ лимон татӑкӗ — ҫавсем пурте темиҫе кун каярах ку тӗлтен ют ҫӗршыв парохочӗ иртсе кайнине нимӗн иккӗленмелле мар кӑтартса панӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хуҫисем аванс илес вырӑнне ҫинчех манӑн тип-варла ҫимелли паёкӑма пая кӗчӗҫ, ватӑ бухгалтер вара, тав тӑвас кӑмӑлӗпе, хӑйӗн шут ӗҫӗнчи пурнӑҫне темиҫе кун хушши вӗҫӗмсӗр кала-кала кӑтартрӗ, унта ӗнтӗ унӑн савӑнӑҫӗ те пур, еккине яни те, ҫавсем вара пӗтӗмпех пур ӗҫне те шӑпах вӑхӑтра тӑвассипе трест директорне тӗлӗнтернипе пӗтеҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл мана пулма пултаракан «рандева-вырӑнсене» кӑтартрӗ, Англипе Америка карапӗсем вӑрттӑн курнӑҫмалли вырӑнӗсем иккен ҫавсем, унтан вара вӗсен карапӗсене епле майпа пире сыхлама пани ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унта-кунта ҫавра симӗс тӗмӗсем курӑнкалаҫҫӗ, ҫавна кура эпӗ ӗнер хӗрсем епле ҫавсем ҫине пуса-пуса иртнине асӑма илтӗм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн ӗлӗкхи пуҫлӑхӗсем халӗ пысӑк начальниксем пулнӑ иккен, ҫавсем ӑна Мускава чӗнтернӗ.Прежнее начальство, которое теперь стало крупным военным начальством, вызвало его в Москву.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Прожекторсем тӗлӗнмелле кӗскелсе те вӑрӑмланса хӗресленеҫҫӗ, ҫавсем хӗресленнӗ ҫӗрте пӗр пӗчӗк самолет мӗлтлетет пек.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗншӗн тесен ҫавӑнтан вара пӗр виҫ-тӑват сехет иртсенех, пӗтӗмпе — иксӗмӗр савӑнса шыва кӗни те, тӗлӗрсе тӑран кӳлӗ те, унӑн чечен ҫыранӗсем те, аллине ала тытнӑ ача та, тата пиншер ытти шухӑш, туйӑм, асаилӳсем — ҫавсем пурте сасартӑк таҫта виҫҫӗрминне путрӗҫ, пуҫхӗрлӗн тытса пӑхнӑ бинокльти пек мӗн курӑнаканни ытла та пӗчӗккӗ пек, вӗҫӗмсӗр инҫетре пек туйӑнчӗ…
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ну, лешсем мӗн мурла ҫавсем… — ӑнлантарма пуҫларӗ Жмырев, — хай, утрав ҫине чавса хунисем, гороскоп-и, масар-и, ятне пӗлейместӗп…— Ну, эти… как их… — пояснил Жмырев, — которые на острове-то зарыты были, горископы, что ли.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑй те вӑл тӑрлавсӑр, ҫавӑнпа пӗрлех кӑткӑс ҫын та — ҫавсем унӑн ачалла тӑраткаланса тӑракан хӑлхаллӑ питкуҫне пӑхсанах курӑнаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӳҫӗ ҫукчӗ-ха унӑн, пӳрнисем ҫинче ҫеҫ ача мамакӗ пек пайӑркасем тӑра-тӑра юлнӑччӗ, ҫавсем ҫине вӑл тарӑхса тӗлӗннӗ пек пӑхрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫак Ромашов кунта килнӗренпе, — терӗм эпӗ, — сехет ҫурӑ пулать, вӑл мана акӑ мӗн тума сӗнчӗ: пӗрремӗшӗ, эсир Татаринов капитанӑн экспедицине вӑрланӑ, иккӗмӗшӗ, хӑвӑр пурнӑҫӑрта тахҫан тата темӗн-темӗн туса хӑтланнӑ, вӗсем ҫинчен эсир анкетӑрсем ҫинче кӑтартмасӑр хӑваратӑр, Ромашов мана ҫавсем ҫинчен тӗрес кӑтартса паракан материалсене пӑхса тухма сӗнчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫавсем вӗреҫҫӗ!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Тӗлӗнмелле, пурте ҫавсем пурӑна-киле пӗр калӑп пулаҫҫӗ.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тусӗсем хӑйне мӗнле ҫыратчӗҫ, вӑл та ҫавсем пекех ҫырса яратчӗ.Подругам она писала как раз то же самое, что ей писали подруги.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951