Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ыттисенчен ухмахах марччӗ, чунӗ таса та ҫутӑччӗ, кантӑк пек; ырӑ кӑмӑллӑччӗ, ачашчӗ, ҫапах — пӗтрӗ!— А был не глупее других, душа чиста и ясна, как стекло; благороден, нежен, и — пропал!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ыран-и, виҫмине-и, ҫапах та куратпӑр!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах та эпӗ илсе каятӑп сана, хӑвна шанманшӑнах илсе каятӑп…А все-таки я увезу тебя, именно потому и увезу, что подозреваю…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах унӑн сӑнӗ яланах пӗр пек телейлӗ, ҫав телей — тулли, ӑна урӑх ним те кирлӗ мар, апла пулсан ун пек телей питӗ сайра, ытти ӑс-хакӑллӑ ҫынна тивӗҫес те ҫук.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольгӑн тӗтреллӗ тунсӑхӗпе ыйтӑвӗсем ҫумне урӑхла, инҫетре пулин те, ҫапах уҫӑмлӑ, паллӑ та хӑрушӑ тӗлӗксем шӑппӑн хушӑнчӗҫ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫӳҫенчӗ, вӑйран кайрӗ, ҫапах ҫав ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫине хӑюллӑн тӗпчесе пӑхрӗ, ӑна хӑраса сӑнарӗ, хӑйӗн вӑйне виҫсе пӑхрӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫапах та сӑлтавӗ пулма кирлӗ, манра мар, сан тавра та мар пулсан, санра хӑвӑнта пулма кирлӗ.— Однако ж должна быть причина, если не во мне, не кругом тебя, так в тебе самой.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, ҫук! — хирӗҫлерӗ вӑл юри лӑпкӑ сасӑпа, ҫапах ҫав сасӑра тунсӑх пур пек сисӗнчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак халиччен пулман, ҫӗнӗ, ҫапах паллӑ асапсене Штольц пӗлсен, Ольга ун умӗнче мӗнлерех япӑхланнӑ пулӗччӗ!Как она падет, когда откроются перед ним эти новые, небывалые, но, конечно, известные ему страдания!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц юрату, авлану ыйтӑвӗпе вылямарӗ, укҫашӑн, палла-тӑран пулӑшӑвӗшӗн, ӗҫшӗн вакланма шут тытмарӗ, ҫапах вӑл, турист, негоциант пулнӑскер, килтен тухмасӑр мӗнлерех пурӑнма пултарасси ҫинчен шухӑшлакаларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах ҫав ӗмӗт мӗлки ун пуҫӗнчен тухма пӗлмен.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле-ха ку: ҫутҫанталӑк саккунӗсене пула этем ҫапла пултарулӑхсӑр ҫуралать-и? — шухӑшланӑ Штольц: — е ку хатӗрленментен, вӗренментен килет-и? — Ӑҫта-ха ҫав хӑйӗн илӗртӳне нихҫан ҫухатман, кулӑшла пулман, улшӑнакан, ҫапах та сӳнме пӗлмен кӑмӑл-туртӑм?
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна пудра сӗрнӗ, чӗнтӗрлӗ ҫухавиллӗ, ӑссӑр куҫлӑ, аскӑнла кулакан маркизсем курӑннӑ; унтан перӗнсе, ҫакӑнса, пӑвӑнса вилнӗ Вертерсем курӑннӑ; малалла — шанса кайнӑ хӗрсем, ялан юратса йӗрекенскерсем, мӑнастире хупӑннӑскерсем, тилӗрекен ҫулӑмлӑ куҫлӑ, уссиллӗ геройсем, айван та чее Дон-Жуансем, савнийӗсене ӗненмен, ҫапах хӑйсен ключницисемпе пурӑнакан ӑслисем… пурте, пурте курӑннӑ!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Андрей хӑйӗн туйӑмӗсене педантла путарса пыман, ирӗклӗн ӗмӗтленме те пултарнӑ, ҫапах ытлашши усӑсӑр ӗмӗтсене парӑнман, ҫав ӗмӗт-туйӑмсене вӑл кайран, хӑйӗн нимӗҫ ӑс-хакӑлӗпе, тӗплӗ сӳтсе явса вывод тунӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ҫак тӗрлӗ ӗмӗрсенчи сӗтел-пукан, картинӑсем хушшинче никамшӑн та ним тӗшне тӑман, ҫапах Ольгӑпа Штольца телейлӗ сехете, асран кайми саманта аса илтерекен япаласем хушшинче, тем чухлӗ кӗнекесемпе нотӑсем хушшинче вӗсен ӑшӑ пурнӑҫӗ сисӗннӗ, вӗсен ӑсӗпе эстетикӑллӑ туйӑмӗ киленнӗ; йӗри-тавра ӗмӗрхи ҫутҫанталӑк илемӗ йӑлтӑртатнӑ пекех, ҫакӑнта пур ҫӗрте те лӑпланма пӗлмен шухӑш пурри сисӗннӗ, е этем ӑсӗн илемӗ йӑлтӑртатса тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, Андрей, — терӗ вӑл: — эпӗ юратуран та, кулешӳрен те хӑрамастӑп, ҫапах та сирӗн пата пымастӑп.— Нет, Андрей, — сказал он, — не любви и не ревности я боюсь, а все-таки к вам не поеду.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах вӑл ҫак пурнӑҫа юратать: хура куҫҫулӗ юхтарать пулин те, канӑҫа пӗлмест пулин те, вӑл ӑна ӗлӗкхи лӑпкӑ пурнӑҫпа улӑштарас ҫук; ун чухне вӑл Обломова пӗлменччӗ, сиксе вӗрекен, ҫатӑртатса ҫунакан кастрюльсем, ҫатмасем, чӳлмексем таврашӗнче хуҫаланатчӗ, Акулинӑна, дворнике ӗҫ хушатчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Халлӗхе хӑймастӑп… — пӑлханнӑран питне аллисемпе хупласа, ҫапах телейлӗн пӑшӑлтатрӗ Ольга.— Еще не смею… — шептала она, закрывая лицо руками, в волнении, но счастливая.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга ҫӗрелле пӑхрӗ, тутине пӑчӑртарӗ, ҫапах куҫ хӑрпӑкӗсем витӗр ҫутӑ пайӑркисем курӑнчӗҫ, тути кулса ячӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫапах та ку пулма кирлехчӗ пулас: уншӑн халӗ эпӗ мӗнлерех лӑпкӑ та… мӗнлерех телейлӗ! — киленсе хушса хучӗ вӑл.— Но, видно, это было неизбежно: зато как я покоен теперь и… как счастлив! — с упоением прибавил он.