Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

элеклесе (тĕпĕ: элекле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗре тинех телейлӗ чун кӗчӗ тейӗн, ҫынсем ирӗксӗрех ӑна тинкерчӗҫ; анчах вӗсенчен нумайӑшӗ ӑна ырӑ сунмасть, хӑшӗ-пӗри хурлас кӑмӑл та хывать, мӗншӗн тесен иртнӗ кунсенче Рада пирки тем те пӗр элеклесе сӑмах-юмах юптарчӗҫ.

Девушка расцвела от счастья и притягивала к себе все взгляды; но многие из них были недоброжелательны, иные даже исполнены презрения, потому что в последние дни о Раде стали говорить очень нехорошо.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав Ровоама хаджи мӗн те пулин элеклесе панӑ пулсан ҫеҫ.

Скорей всего это Хаджи Ровоама наплела ему про нас.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Турӑ ҫӑлса хӑвартӑрах та, енчен ман пирки халӑха пӑлхатать тесе элеклесе парсан, мӑнастире те терт кӑтартӗҫ!..

А если, упаси бог, на меня наклепают, что я, дескать, народ бунтую, тогда и монастырь пострадает!..

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сан ҫинчен элеклесе пачӗ-ха вӑл мана.

— Жаловалась на тебя соседка.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗпкуҫ ҫути каҫ тӗттӗмне шӗветет, амӑшӗ, шӑнасран витӗнкӗҫпе витӗнсе вырӑн ҫинче выртать, кӳршӗ арӑмӗ унӑн ури вӗҫӗнче, Татьяна Родионовнӑна элеклесе ларать.

Острый коготок коптилки царапал темноту, мать лежала в постели, зябко кутаясь в одеяло, соседка сидела у нее в ногах и жаловалась на Татьяну Родионовну.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Девяткин пӗрре амӑшне элеклесе пама шутланӑ, эпир вара ӑна хамӑртан уйӑрса ятӑмӑр…

А Девяткин как-то матери вздумал пожаловаться, так мы его потом от всех игр отлучили…

9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ вӑл малтан кучерпа улпутсем ҫинчен элеклесе, хурласа калаҫнисене, тӗлӗнмелле ним пӑшӑрханмасӑр аса илсе каларӗ.

Тут он с удивительною точностью повторил все клеветы и злословия о господах, почерпнутые им из прежних бесед с кучером.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ҫапла, элеклесе ҫырнӑ хут ҫинче.

— Да, в доносе.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Заявленире мар, элеклесе ҫырнӑ хут ҫинче пулать ӗнтӗ?

— То есть получается не в заявлении, а в доносе?

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӳррипе каласан, сире кунта курасса сунманччӗ эпӗ, Николай Иваныч, — терӗм эпӗ старике, вӑл хӑй театртан кайран психиатрическине те гардероб ӗҫне тума кӗни ҫинчен пӗлтерсен; ӑна унтан та кӑларнӑ иккен, мӗншӗн тесен «ӑнран кайнӑ ҫынсен ӑна, каҫсерен шӳрпе вӑрласа ҫиет, тесе завхоза элеклесе панӑ».

— Признаться, я никак не ожидал встретить вас здесь, Николай Иваныч, — сказал я, когда старик сообщил, что после театра он поступил в психиатрическую, тоже в гардероб, и его уволили, потому что «сумасшедшие незаконно объявили завхозу, что он крадёт суп и кушает его по ночам».

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытти ачасен умӗнче ӑна хам чуптусан вӑл халӗ вӑтанать ӗнтӗ, вӑл маркӑсем пуҫтарать, нӑйка Витька Котелкова, лешӗ амӑшне «элеклесе панӑшӑн» кураймасть.

Он уже стесняется, когда я целую его при других ребятах, он собирает марки и презирает Витьку Котелкова за то, что тот плакал и «ябедает» маме.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Яланах ҫаплаччӗ ҫав, шкулта чухнех, ачасем Николай Антоныч ҫинчен мӗн калаҫатчӗҫ, ҫавна пурне те итлетчӗ те ӑна элеклесе паратчӗ.

Так было всегда, ещё в школе, когда он подслушивал, что ребята говорили о Николае Антоныче, а потом доносил ему.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн тӑвас тен, Николай Антоныч мана чи ирсӗр элекпе, этем ывӑлӗ-хӗрӗ мӗн таран элек тума пултарать, ҫав таранах элеклесе пӗтерчӗ, «вӑл таса мар юнлӑ ача», «ун пирки санӑн аннӳ вилсе выртрӗ» тесе те ӗнентерчӗ пулӗ ӗнтӗ.

Что ж, наверно, Николай Антоныч уже успел уверить её в том, что я оклеветал его «самой страшной клеветой, которая только доступна человеческому воображению», и что я — «мальчишка с нечистой кровью», из-за которого умерла её мать.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана та Овод пекех элеклесе пӗтерчӗҫ.

Так же, как Овод, я был оклеветан,

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫак ҫын мана чи ирсӗр майпа элеклесе пӗтерчӗ.

 — Это человек, оклеветавший меня самой страшной клеветой,

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ак ҫапла каларӗ вӑл мана: «Ромашка кӗнеки ҫине ҫырса пырать, унтан Николай Антоныча элеклесе парать. Элеклет-элеклет те, ун ҫинченех мана каласа парать. Эпӗ хӑлхасене хуплатӑп, вӑл ҫапах каласа ларать».

Он мне буквально сказал: «Ромашка записывает в книжечку, а потом доносит Николаю Антонычу, что о нем говорят. Донесет, а потом мне рассказывает, Я уши затыкаю, а он рассказывает».

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ачасем Николай Антоныч ҫинчен мӗн калаҫнине Ромашев итлесе тӑрать, унтан ӑна элеклесе парать, тетӗн.

 — Ты говоришь, Ромашов подслушивает, что ребята говорят о Николае Антоныче, а потом ему доносит.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку кӑна та ҫитмест, вӑл тата ачасем Николай Антоныч ҫинчен мӗн-мӗн калаҫнисене итлесе тӑрать, кайран лешне элеклесе парать.

Во-вторых, он подслушивает, что ребята говорят о Николае Антоныче, а потом ему доносит.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан Николай Антоныча элеклесе парать, — салхуллӑн каларӗ Валька.

а потом доносит Николаю Антонычу, — печально продолжал Валька.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман ҫинчен элеклесе пӗлтересси пӗр уншӑн ҫеҫ усӑллӑ, мӗншӗн тесен, ҫак майпа пуҫланма пултаракан тӗпчев тӑрӑх, вӑл мана крепӑҫрен пӑрса, комендант ҫемьинчен уйӑрасшӑн.

Он один имел выгоду в доносе, коего следствием могло быть удаление мое из крепости и разрыв с комендантским семейством.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех