Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыратнӑ (тĕпĕ: ырат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗри ҫапах та ыратнӑ: ҫав тырра тымарӗ-мӗнӗпех ҫӑлса илсе Катьӑн сенкер куҫлӑ питӗнчен аллисем ывӑнса ҫитичченех ҫаптарасси килнӗ унӑн.

А душу когти скребли: хотелось вырвать весь этот хлеб с корнями, и пучками стеблей хлестать, хлестать по ее голубоглазому лицу до тех пор, пока руки напрочь не отвалятся.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Капарин питне-куҫне ыратнӑ чухнехи пек пӗркелентерчӗ, ҫурма сасӑпа хушса хучӗ:

Капарин сморщился, как от боли, сказал вполголоса:

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лодьӑн вар ыратнӑ пек пулчӗ.

У Лоди что-то сжалось в животе.

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

Вӑл урине антарчӗ те, унтан хырӑмӗ ыратнӑ чухнехи пек, пӗкӗрӗлсе кӗчӗ, чӗтрекен сассипе такӑна-такӑна вулама тытӑнчӗ:

Он опустил ногу, согнулся, точно у него болел живот, и стал торопливо читать дрожащим голосом, то и дело сбиваясь:

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Федюшка ӑна кайри урисенчен тытса верстак айӗнчен туртса кӑларнӑ та, ҫав тери тӗлӗнмелле фокуссем тунӑ, унӑн куҫӗсем симӗссӗн куракан пулнӑ тата пӗтӗм сыпписем ыратнӑ.

Он вытаскивал ее за задние лапы из-под верстака и выделывал с нею такие фокусы, что у нее зеленело в глазах и болело во всех суставах.

II. Темӗнле палламан ҫын // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Пуҫне хыҫалалла ывӑтнӑскер те пит-куҫне ыратнӑ чухнехи пек пӗркелентернӗскер, Сергей пӗр хут ҫӑтрӗ, тепре, чӑнтӑхса илчӗ, унтан, йӗрӗнчӗ пулин те, шӑлӗсемпе курка ҫумне шаклаттара-шаклаттарах эрехе ӗҫсе ячӗ.

Запрокинув голову и как-то болезненно сморщившись, Сергей сделал глоток, другой, поперхнулся и, стуча зубами о край кружки, с отвращением выпил водку.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Сурансем ыратнӑ чух луччӑ ҫӑмӑлтарахчӗ.

Когда раны болели, легче было.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Сергей пит-куҫне ыратнӑ чухнехи пек пӗркелентерсе илчӗ, калаҫма чарӑнчӗ.

Сергей болезненно сморщил лицо и умолк.

8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Мӗн урса кайнӑ пек хӑвалатӑн? — урапа ӳречисенчен ҫатӑрласа тытрӗ Ильинична, хытӑ силленипе питне-куҫне ыратнӑ чухнехи пек пӗркелентерсе.

Чего ты скачешь как оглашенный? — говорила Ильинична, вцепившись в ребра арбочки, страдальчески морщась от тряски.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мажаровӑн чунӗ ыратнӑ, вӑл ашшӗ ӗмӗчӗсенчен, ашшӗ ӑна хӑйӗн вилӗмӗпе халалласа хӑварнинчен инҫетре тӑнине ӑнланса илнӗ.

С душевной болью Мажаров понял, как далек он от того, что было завещано ому всеми помыслами отца и даже самой его смертью.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Проектсенче» нихҫан та нимӗнле ҫитменлӗх те пулман, мӗншӗн тесен пуҫлӑхсем яланах мӗн те пулин ҫӗннине кӑларса тӑратнӑ, вӗсен кирек хӑҫан та мӗншӗн те пулин «чӗри ыратнӑ», ҫавӑнпа ҫӗнӗрен шухӑшласа кӑларнӑ пӗр-пӗр ӗҫе ырлани, ӑна мухтаса, кун пек ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫа кӗртни нихҫан пулман ҫитӗнӳ тума май парать, тесе шантарни кирлӗ пулнӑ.

В «проектах» недостатка никогда не было, так как начальство постоянно чем-нибудь увлекалось, «болело», и важно было вовремя подхватить очередную затею, расхвалить ее и уверить, что введение такого новшества даст небывалый результат.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тахҫан Корней хӑй те ҫавӑн пекех хӗрӳ те чарусӑр ҫын пулнӑ, унӑн пуриншӗн те чунӗ ыратнӑ, колхоза сиен кӳрекен ӗҫе курмасӑр иртме пултарайман, тирпейсӗрлӗхшӗн, хуҫасӑрлӑхшӑн, кахал-наян пулнишӗн кирек кама та пӑсӑрлантарса илнӗ, тӗрӗссине бригадира та, председателе те куҫранах калама хӑраса тӑман.

Ведь и сам Корней когда-то тоже был такой же горячий и неуемный, за все болел душой и никогда не проходил мимо того, что считал во вред колхозу, распекал любого за нерадивость, бесхозяйственность и лень, не боялся сказать правду в глаза ни бригадиру, ни председателю.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл ҫӑлтӑрсем ҫине мӗншӗн пӑхнине Арина хай те пӗлмен, ун ҫинчен шухӑшламан та, ҫапах та пӗрех май куҫа илмесӗр вӗсем ҫине пӑхнӑ, куҫҫулсем пӗрехмай питҫӑмартисем тӑрӑх юхнӑ, чунӗ тем пек хуйхӑрса ыратнӑ.

Зачем она глядела на них, Арина не думала, не глядела долго и пристально, а слезы все плыли по щекам, и материнское сердце ныло и болело.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Поликарп!.. — питне-куҫне ыратнӑ чухнехи пек пӗркелентерсе, кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярас пек кӑшкӑрса ячӗ тӑрантас ҫинче выртакан офицер.

Поликарп!.. — болезненно морщась и чуть не плача, закричал лежавший на дрожках офицер.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юн тӗслӗрех ҫутӑ хӗрлӗ, лайӑх хырӑнӑ кӗре сӑн-пит, ҫӑт чӑмӑртанӑ ҫирӗп те ҫӳхе тута; хӑй — ҫӳллӗ, анчах кӑвакарчӑн пек йӑрӑс та тӑпӑл-тӑпӑл; пушӑ аллине ним сулламан пек утса пырать, питне-куҫне темӗн ыратнӑ пек пӗркелентернӗ, куҫ хӗррисенче — ватӑ ҫын пӗркеленчӗкӗсен каркаланчӑкӗ.

Смуглое бритое лицо с плитами кровяно-красного румянца, тонкий мужественный рот, сам — высокий, но складный, как голубь; идет, почти не махая свободной рукой, и все как-то болезненно морщится, а в углах глаз — паутина старческих морщин.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗвӗпе малалла ӳпӗнсе, куҫ харшисене ыратнӑ чухнехи пек чалӑштарса пӑхать Пантелей Прокофьевич нимӗҫ учӗсен чӗрнисем казаксен ҫӗрне ҫӗнтерӳллӗн ташла-ташла таптанине, унтан вӑрахчен, кӗлеткине пӗкӗртсе, салхуллӑ шухӑшсемпе сӗмленет, сарлака ҫурӑмӗпе чӳречене хирӗҫ ларса, йывӑррӑн мӑшлатса сывлать.

Клонясь вперед, страдальчески избочив бровь, глядел Пантелей Прокофьевич, как копыта немецких коней победно, с переплясом попирают казачью землю, и долго после понуро горбатился, сопел, повернувшись к окну широкой спиной.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах пӗтӗм ӳт-пӗвӗ пӗҫернӗ, шӑммисем ыратнӑ, пуҫӗ ҫаврӑннӑ.

Только все тело жжет, в костях ломит, голова кругом.

Раҫҫей салтакӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пӗтӗм шӑм-шака вӗрилентерсе ярса, пӗҫӗре чӑтма ҫук туртса ыратнӑ пирки халӗ ниҫта тапранма ҫук.

Горячая плещущаяся резь мешала двигаться.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ҫавӑнтах вӗткеленсе ӳкрӗ, чӑматанне хӑвӑрт хатӗрлесе, ҫиеле амӑшӗ ҫуса хатӗрленӗ аялти кӗпе-йӗмне хучӗ, питне ыратнӑ чухнехи пек пӗркелентерсе, пальто тӑхӑнчӗ.

И Бунчук засуетился, быстро собрал чемодан, кинул сверху пару выстиранного матерью белья, — болезненно морщась, натянул пальто.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Федор Лукич, тем ыратнӑ пек, питне пӗрчӗ.

И Федор Лукич поморщился, точно от боли…

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех