Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк

Пай: Чайка –> Иккӗмӗш пай. Куҫа-куҫан

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.05.08 09:40

Пуплевӗш: 370; Сӑмах: 3098

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Уйӑх тухрӗ. Шӑплӑхра часовой ури сассисем кӑна илтӗнеҫҫӗ; Тимофей тӑпра купи ҫинче ури ҫине тӑма шутламасӑр ларчӗ: нимӗҫсем ӑна килсенех «ҫаптарса илнӗ». Ун чӗрине усал кӳрентерӳ ҫунтарать — хӑйне хӑй намӑслантарни тата ыраттарнине тӳссе ирттерни ахалех пулчӗ: хӑлхинче халь те хавасланса усаллӑн кулни янӑраса тӑрать. Ҫӳҫӗ нӳрленсе, хӑй шӑнма пуҫланине туйсан, Тимофей пуҫне ҫӗклерӗ. Тӳперен юр ӳккелет — кӑҫалхи пӗрремӗш юр.

Тимофее темшӗн юр ҫуни тӗлӗнтерчӗ. Вӑл алтупанне тӑсса хучӗ те, юр ирӗлнине пӑхса тӑрса, кулса ячӗ.

Пурнӑҫ хӑй йӗркипе шӑвать, калӑн ҫав унта ял куллине юлнӑ йӗксӗк Тимофей ҫук тесе.

Ҫӗрте таптанса выртнӑ картузне илсе силлерӗ те шӑл витӗр йынӑшса, тӑпра купи ҫинчен шуса анчӗ. Ҫулпа мар, вӑрманпа кайма шутларӗ вӑл: тӳрӗрех, паллакансене те тӗл пулмастӑн. Вӗсемпе пӗччен ҫеҫ, нимӗҫсемсӗр хирӗҫ пулсан, хӑйне каҫарас ҫуккине вӑл халь лайӑх пӗлӗт ӗнтӗ.

Йывӑҫсенчен такӑнкаласа малалла утрӗ вӑл. Пӗҫерсе тӑракан пичӗ ҫине юр ӳкет те ирӗлсе куҫҫуль пек юхса анать. Ольшанкӑна каякан аслӑ ҫултан инҫех мар чарӑнса тӑчӗ. Малалла кайма хевти те пӗтрӗ, каясси те килмест — ӑҫта каймалла, мӗн тума… Вӑл хыр йывӑҫне ыталаса илчӗ те ун ҫумне пуҫӗпе тӗртӗнчӗ, мамӑк пек юр тӑкакан хура пӗлӗт ҫинелле пӑхрӗ.

Тимофее ӗнтӗ вӑрман та, халӑх майлах, курайман пек туйӑнчӗ, хырсен шавӗнче те: «Акӑ вӑл, нимӗҫсен йытти, акӑ вӑл!» тенӗн илтӗнчӗ ӑна. Тимофей строительствӑран тухнӑшӑн пӑшӑрханчӗ; «пӗреххут унтах лармаллаччӗ ҫӗр каҫиччен, унта ҫапах та нимӗҫсем, пулеметсем, танксем… Каялла каяс-и?.. — Ҫук!»…

Тӑнӑҫемӗн ытларах шиклене пуҫларӗ вӑл, ура ярса пусма мар, хускалма та хӑрушӑ пулчӗ ӑна.

Таҫта, Аслӑ Дрогали енче пулас, сывлӑша темӗн сирпӗннӗ евӗр, йывӑррӑн кӗмсӗртетсе илчӗ. Тимофей сыхланса ҫеҫ хыр ҫумне ларчӗ те пуҫне аллисемпе хӗстерчӗ.

«Улталантӑм. Йӑнӑшрӑм!» — тесе шухӑшларӗ ӗнтӗ вӑл.

Шухӑшӗсем ӑна ӗлӗкхи савӑнӑҫлӑ вӑхӑта аса илтерчӗҫ. Унӑн ҫавӑн пек вӑхӑт пулнине кунта, ҫак пӑрлӑ куҫлӑ шуйттан Макссӑр пуҫне, урӑх никам та пӗлмест.

Тимофей пуҫӗ ҫине мамӑк пек юр ӳкет, хӑй вӑл ларнӑ ҫӗртех Воронеж таврашӗнчи анлӑ ҫеҫенхире курать. Ҫак ҫеҫенхирте тулӑ шавласа ларать, колхозӑн мар, хӑйӗн! Тырра тарҫӑсем выратчӗҫ, тата хӑйне парӑма кӗнӗ кӳршисем пуҫтарса кӗртсе паратчӗҫ. Ура патне ӳксе йӑваланса макӑр тенӗ пулсан, — ҫынсем йӑваланатчӗҫ, макӑратчӗҫ. Хӑй умӗнче ташлаттарас тесен — вӗсем ташласа та паратчӗҫ. Ҫӗр улпучӗ пек пурӑннӑ… Кайран нимсӗр тӑратса хӑварнӑ! Тӑван ҫӗршывран тарса, кунта куҫса килчӗ… Вырӑн ҫӗнӗ, чунӗ — кивӗ; курайманлӑхпа ҫилли пӗтмерӗ унӑн, пурне те ҫухатнӑшӑн чӗри ыратни те тӳрленмерӗ. Пуринпе те уйрӑлмалли, туртса илнисем ытлашшипех тавӑрмалли кун ҫитессе чунӗ туйрӗ. Ҫак сехет хӑҫан килессе пӗлмерӗ, анчах Христос иккӗмӗш хут килессинчен ытларах ҫав вӑхӑт ҫитессе ӗненнӗ вӑл, кӗтнӗ ӑна. Ҫакна кӗтнипе пурӑннӑ та ӗнтӗ. Шӑпланнӑ, урӑх тум тумланнӑ, — ӑна колхоз хуҫалӑхне шанса панӑ, лайӑх йӗркелесе пынипе вӑл ыттисемшӗн примерлӑ ҫын пулса тӑнӑ. Тӗл пулсан Зимин хӑй малтан алӑ панӑ, канашлусене чӗннӗ. Унта пырсан вара кирлӗ чухне кулнӑ, кирлӗ чухне тӗксӗмленнӗ. Чӗри вара ҫунса тӑнӑ. «Бомбӑ пӑрахса сире пурне те мур шӑтӑкне ярасчӗ», тесе шухӑшланӑ вӑл. Волгинӑна та пӗр хутчен кӑна мар тирпейлӗ хуҫалӑх тӑрӑх илсе ҫӳренӗ, хирсене кӑтартнӑ. Тырпул ҫинчен калаҫнӑ чух ҫав тери вырӑнлӑ сӑмахсем тупнӑ, ӗлӗк пулсан вӑл хӑй те хӑйне киленсех итленӗ пулӗччӗ… Чӗри ҫапах та ыратнӑ: ҫав тырра тымарӗ-мӗнӗпех ҫӑлса илсе Катьӑн сенкер куҫлӑ питӗнчен аллисем ывӑнса ҫитичченех ҫаптарасси килнӗ унӑн. Ҫӗр ҫинчен вӑл куҫҫульпе калаҫнӑ, анчах ҫӗре те, вӑл колхозӑн пулнӑшӑн, таптаса лапчӑтасшӑн мар, ҫук, татӑкӑн-татӑкӑн ҫурса тӑкасшӑн пулнӑ, ҫӗр йынӑшнине илтесси килнӗ… Ывӑҫласа ҫӗклемӗ-ҫӗклемӗпе таврана ывӑтса, пӗлӗте ҫитиех сапаласа пӑрахасси, пурне те сывлӑшсӑр пӑнчӑхтарасси килнӗ унӑн; йӗри-таврана тӗттӗмлетсе хурасси, ҫав тӗттӗмре хӑй кӑна юлса: «ҫапла кирлӗ сире, шуйттансем, ҫапла кирлӗ!» тесе йӗкӗлтесе кӑшкӑрасси килнӗ. Аяккинчен пӑхсан каламалла ӗнтӗ: тата мӗн кирлӗ ҫынна? темелле. Пуҫлӑхсем хисеплеҫҫӗ, ял ҫыннисем чыслаҫҫӗ. Хӑйне хисепленӗрен ӑна ура тупанне ҫитиех намӑс пӗҫертсе илнине тепри пӗлме пултарать-и-ха? Хисеп… Чыс… Мӗншӗн-ха? Колхозра лайӑх тарҫӑ пулнӑшӑн-и?.. Ӗлӗк кӳршӗсем ӑна курсан аякранах картуз хыватчӗҫ, халь вӑл, Тимофей Стребулаев, колхоз тарҫи!.. Чӑнах та, ӗҫ кунӗсем пуҫне нумай панӑ, ӗҫмелли-ҫимелли пурте ҫителӗклӗ пулнӑ, анчах вӑл хӑйӗн мар, тарҫӑра ӗҫлесе илнӗскер пулнӑран унӑн кашни турамӗ пырне ларнӑ.

Ун ҫинчен хаҫатсем ҫине ҫырнӑ, грамотӑсем панӑ… Уншӑн вӑл йӑл кулса тав тунӑ, чӑн-чӑн куҫҫульне типӗтмешкӗн вара… килне васканӑ, килӗ уншӑн хӑйне-хӑй пулма пултарнӑ пӗртен-пӗр вырӑн пулнӑ. Кунта вӑл чӳречи хупписене хупнӑ, алӑкӗсене питӗрсе илсе арӑмӗпе ачине вӗлерес пекех хӗненӗ. Хӗненӗ, ывӑнса ҫитсен, пӳлӗнсе: «Мӗншӗн? Тимофей Стребулаев чӗрӗ иккенне пӗлччӗр! Чӗрӗ!» тесе кӑшкӑрашнӑ.

Нимӗҫсем чикӗ урлӑ каҫсан унӑн чӗри хаваслӑн тапма пуҫланӑ, анчах шансах пӗтерменни пулнӑ-ха: халӑх ӗлӗкхи мар вӗт, ҫирӗпленчӗ.

Хӑй пултарнӑ таран вӑл нимӗҫсене пулӑшсах тӑнӑ: лашасене чир ертнӗ, машинӑсене ҫӗмӗрнӗ, анчах ячӗшӗн тесе лайӑх, кӑтартуллӑ ӗҫленӗ: сыхланнине тур сыхлать вӗт. Нимӗҫ тупписем пени хутора илтӗне пуҫласан текех шанмасӑр тӑни те иртнӗ, вӑл вара сӑхсӑхса илнӗ: «Манӑн вӑхӑт ҫитрӗ!» Районта ҫапӑҫу пӗтессе кӗтсе тӑма пултарайман. Хӑй хушнипе арӑмӗ праҫникре тӑхӑнакан кӗпине, шӑлаварӗпе аттине илсе панӑ, вӑл вара тумланнӑ, хӑйӗн айван карчӑкне чуптунӑ та, Степкӑна хулпуҫҫинчен ҫупӑрласа илсе, нимӗҫсем патне кайнӑ. Ку йӑнӑшни пулнӑ та ӗнтӗ.

Уйӑрса илмелле мар шикленӳ строительствӑра пӗрремӗш кун «ӗҫленӗ» чухнех пуҫланнӑ унӑн, ӗнер вара, уйрӑммӑнах хӑйне ҫаптарнӑ чух, хӑйӗн шӑпине вӑл тӗкӗр ҫинче курнӑ пекех, курнӑ: вӑл йӑнӑшнӑ иккен!

Темиҫе ҫул хушши чӑтса ӑслӑн кӗтрӗ вӑл, халь акӑ сасартӑк пӗтӗмпех хуратса тӑкрӗ. Старостӑна лармалла пулман, шӑпланмалла, кӗтмелле пулнӑ… Пӗр уйӑх, иккӗ, тен виҫҫӗ те… Нимӗҫсем Мускава тытса иличченех. Халь ӑҫтан сыхлаччӑр-ха ӑна, вӗсем хӑйсене хӑйсем те кирлӗ таран сыхлама пултараймаҫҫӗ: кашни тӗм хыҫӗнченех вӗсене пӑшалпа переҫҫӗ… Нимӗҫсем сыхлани ҫук ӗнтӗ, «ялйыш» тесен… хӗрхенес ҫук, вӗлереҫҫӗ, ку вӑл уҫҫӑнах курӑнса тӑрать: ыран мар пулсан, тепӗр кун, эрнерен мар пулсан, икӗ эрне иртсен пӗтереҫҫӗ… Вара иртнӗ савӑнӑҫпа та киленесси пулмасть, ӑна кӗтсе унӑн чӗри те ала пек шӑтӑкланса пӗтрӗ пулӗ ӗнтӗ. Вӑл ватӑ мар-ха, ҫирӗп. Нумай ҫул хушши пурӑннӑ пулӗччӗ-ха… Халиччен мӗн чухлӗ пурӑнса ирттернӗ, ҫавӑн чухлех пурӑннӑ пулӗччӗ.

Ҫывӑхра юр кӑчӑртатни илтӗнсе кайрӗ. Тимофей шартах сикрӗ: ун патнелле красноармеец шинельне тӑхӑннӑ винтовкӑллӑ икӗ каччӑ пынӑ.

«Турӑ пулӑшсан курмасӑрах иртӗҫ-ха», — чӗтрекен аллипе кӗрӗк кӗсйинчен револьверне кӑларса шухӑшларӗ вӑл, анчах унӑн куҫӗсене электрохунар ҫути йӑмӑхтарса ячӗ, халхи вара хӑрушӑ сӑмахсем илтрӗ:
— Кам пулатӑн эс? — тесе ыйтнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.

— Этем.

— Эпир те этемсем.

Килнисенчен пӗри ахӑлтатса кулса ярсан, Тимофей ҫак «ҫынсем» ӳсӗр иккенне ӑнланса илчӗ. Вӗсем ун ҫывӑхнех пырса тӑчӗҫ. Пысӑккин, хӑйне хунарпа ҫутатаканнин, тутисем мулкач тути пек, пит-куҫӗ ҫамрӑках мар; иккӗмӗшӗ ӑна винтовкӑран тӗллесе тӑраканскер, ҫамрӑк ача кӑна.

— Партизансем-и?

Мулкач туталли малалла тухрӗ.

— Пытар теттӳне!

Тимофей револьверне хытӑрах чӑмӑртарӗ.

— Тетте кансӗрлемест-ха. Халь унсӑр вӑрманта ҫӳреме юрамасть. Сирӗн — вӑрӑмми, манӑн — кӗски, — терӗ вӑл. Ҫаксем мӗнле ҫынсем пулнине пӗлесшӗн тата вӗсен умӗнче шанчӑклӑ пуласшӑн шухӑшласа ҫапла ыйтрӗ: — ачасем, ӗҫесчӗ… сирӗн кӑшт тупӑнмасть-ши?

— Хамӑрӑн иккен. Ахальскер… Санӑн эрех, манӑн пыр, мухмӑрӗ ҫурмалла, — терӗ ҫамрӑкки, сӑмахсене тытӑнчӑклӑрах каласа.

— Салтӑн! — кӗскен хушрӗ тепри.

Тимофей револьверне аллинчен пӑрахмасӑрах ҫӳлти тӳмине тытрӗ.

— Эпир сире, йытӑсене, нимӗҫсем патӗнче мӗнле ӗҫлемеллине кӑтартӑпӑр-ха! — терӗ мулкач туталли хаваслӑн. — Ҫаппа-ҫарамас юличчен салтӑн!

Тимофей чӗркуҫленсе ларчӗ.

— Каҫарӑр, юлташсем!

— Сана каҫарма, эсӗ манӑн кум-и вара? Салтӑн халех, унсӑрӑн персе ӳкеретпӗр те вилсен те хывса илетпӗр.

— Эпӗ хам ирӗкпе ӗҫлеместӗп вӗт, юлташсем, ыттисем пекех… Эпӗ… Мана парти лайӑх пӗлет. Лексей Митрич Зимин юлташ та, Катерина Ивановна Волгина юлташ та пӗлет.

Калаҫма ӑна куҫҫуль кансӗрлерӗ, пуҫӗнчен вара пӗр шухӑш тухма пӗлмерӗ: «Пӗтрӗм! Иртнине текех курас ҫук ӗнтӗ — савӑнас ҫук… Чӗрем сисрӗ те — тухмалла марччӗ ҫав строительствӑран, кайнӑ пулсан та ҫулпа утмаллаччӗ: халь вӗт хресченсем пурте килӗсенче, ҫул ҫинче е урамра пӗр чун та ҫук. Ах, турӑҫӑм! Татах йӑнӑшрӑм!»

Ҫамрӑксем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ.

— Зиминпа, Волгинӑпа паллашса пуранатӑн-и? — терӗ мулкач туталлӑ каччӑ хавасланса. — Ҫакӑн пек кайӑк пире интереслентерет-ха… Кам пулатӑн? — ыйтрӗ вӑл хыттӑн.

— Стребулаев эпӗ… Тимофей.

— Стребулаев? — Каччӑ сассинче хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнни илтӗнчӗ. — Ӑҫтан эсӗ?

— Хӗрлӗ Полесьерен.

— Пӑх-ха! Санӑн Степан ятлӑ ывӑлу ҫук-и?

Тимофей шӑпланчӗ. «Ҫук», тесе каласшӑн пулчӗ, анчах: «Усӑсӑр. Ху ятна каларӑн пулсан, ывӑл пуррине тунсан, отряда пӗрле йӗрленӗ тесе калама пултараҫҫӗ», — тенӗ шухӑш пуҫӗнче вӗлтлетсе иртрӗ унӑн.

— Пур. Нимӗҫсен тӗрминче… Халӑхшӑн асап тӳссе ирттерет.

— Пӑх-ха! — Мулкач туталлӑ каччӑ хӑлхи хыҫне хыҫса илчӗ те: — Витька, пар-ха, пӑртак ӗҫтӗр, — терӗ юлташне.

— Ӗҫнӗ хыҫҫӑн, тӑванӑм, юрпа ҫырткала, — кулса ячӗ
Витька, кӗсйинчен бутылка кӑларса.

— Ним те мар. — Тимофей темиҫе сыпкӑм турӗ те бутылкине каялла пачӗ. — Аван-ха тӗл пултӑмӑр, вӑрманта пӗр-пӗччен кичем.

Мулкач туталлӑ каччӑ йӑл кулса илчӗ.

— Кунта ҫынсем нумай.

— Мӗнле ҫынсем?

— Тӗрлӗрен. Сӑмахран, Зимин ҫыннисем.

— Эсир вара?

— Эпир-и… — Каччӑ иккӗленсе тӑчӗ.

— Эпир, — терӗ Витька — «лару-тӑру мӗнлине пӑхса» кунта пурӑнатпӑр, — хамӑр командир каларӗшле, — уру кӗлисене ҫу сӗр текен ушкӑн, три-та-та текен паспортпа ҫӳретпӗр.

— Ҫакӑн пекрех, — ҫирӗплетрӗ мулкач туталли. Витька, хӑюланса, Тимофее хулпуҫҫинчен ҫапса илчӗ.

— Пурӑнатпӑр, тӑванӑм, хӑмла ҫырли пек. Нимӗҫсем те пӗлеҫҫӗ, ҫырлине татмаҫҫӗ. Вӑрманта социализмла пурӑнатпӑр: «Гоп со смыком — это буду я!…» Степан ашшӗ эппин?

— Ҫапла, — ҫирӗппӗнрех ответлерӗ Тимофей. Хӑй вара: «Ку мӗне пӗлтерет-ха?» — тесе ытларах та ытларах тӗлӗнчӗ.

Мулкач туталлӑ каччӑн пит-куҫӗ кулкаласа илчӗ.

— Апла пулсан — Христос чӗрӗлсе тӑтӑр!

Вӑл Тимофее ыталарӗ те хӑйӗн сӗлекеллӗ тутипе чуптуса илчӗ.

— Витька! Тата ӗҫтер… Пӗр тӑвансем вӗт! Эпир, аттем, пӗрремӗш маркӑллӑ специалистсем: йӗпелле те типӗлле те ӗҫлеме пултаратпӑр, сана та вӗрентме хатӗр.

Вӑл Тимофее бутылкине тыттарчӗ.

— Ӗҫ! Нимӗн те хӗрхенместӗп. Ӗҫ, тетӗп, пирӗн ку япала нумай!

Тимофей тата сыпрӗ. Унтан мулкач туталли бутылкӑна силлекелесе илчӗ те пуҫне каҫӑртса юлашкине ӗҫсе ячӗ. Вӑл ӗҫнӗ вӑхӑтра тӗттӗмрен тата тепӗр ҫын, красноармеец шинеллӗскер, тухрӗ. Тимофей каялла, чакрӗ: ун умӗнче Степка тӑра парать. «Мӗнле чӗнмелле-ха халь ҫак шуйттана?» — шухӑшласа илчӗ вӑл. Ывӑлӗ вара унӑн шухӑшне вуласа пӗлнӗ пекех йӑл кулса:
— Степан Тимофеевич, атте, — терӗ.

— Степан Тимофеевич, — терӗ Тимофей ун хыҫҫӑн пӗр туйӑмсӑр. — Кам пулатӑн-ха эсӗ кунта? — Вӑл Витька ҫине куҫ хӳрипе пӑхса илчӗ те: — ҫапкаланчӑк-и? — тесе ыйтрӗ.

Степка кукӑр урисемпе пӗр вырӑнта уткаласа кулса ячӗ.

— Уйрӑм отрядӑн командирӗ пулатӑп, атте.

— Ҫапла… — терӗ Тимофей мӗн каламаллине пӗлме-сӗр аптраса. Степкӑран эрех шӑрши перет. — Ӑҫтан эрех, илетӗр?

— Йывӑҫран тумлать, — терӗ Витька.

Степка ашшӗ патне ҫывӑхах пынипе, вӗсен куҫӗсем? тӗл пулчӗҫ.

— «Хам куҫсем пекех», — тӗлӗнсе асӑрхарӗ Тимофей.

«Ӗлӗкхи пекех куҫӗсем, кашкӑрӑнни евӗр, — шухӑшларӗ Степка. — Тен, ӑна кунта шаккаса пӑрахсан — урӑх ним те кирлӗ мар. …Хуҫалӑх вара пӗр тавлашусӑр пӗтӗмпех ман ҫине куҫать…»

Инҫетре такам кӑшкӑрчӗ, хыттӑн шӑхӑрни илтӗнчӗ, Тимофей хӑй пӗччен юлнине курса та ӗлкӗреймерӗ. Йӗри-тавра лапсӑркка вӑрмӑн, ура айӗнче — хура ҫӗр, пуҫ тӳпинче — хура пӗлӗт, унтан ҫаплах юр тӑкӑнать.

Вӑрӑ-хурахсем, эрех, салтак шинельне тӑхӑннӑ Степка — ҫаксем пурте чӑнах пулчӗҫ-ши? Тен, куҫа ҫеҫ курӑнчӗ пуль. Йывӑҫсем умӗнче чӗркуҫленсе тӑтӑм! Эрех вара — ӑҫтан?

«Йывӑҫран тумлать», — аса илчӗ вӑл Витька сӑмахне.

Тимофей йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ, хыр турачӗсем сулланаҫҫӗ, вӗсенчен, тумланӑ евӗр, юр тӑкӑнать. «Турӑҫӑм! Ухмаха ерместӗп-ши эпӗ».

Унӑн куҫӗсем чарӑлса пысӑкланчӗҫ, мӗнпур ӳт-пӗвӗ вӑрӑ-хурахсемпе тӗл пулнӑ чухнехи пек кӳтсе кайрӗ. Чӗрине татах: «Вӗлереҫҫӗ! Ыран мар пулсан — тепӗр кунне, тепӗр эрнерен», текен туйӑм хыпса илчӗ.

Вӑрӑ-хурахсемпе Степка чупса кайнӑ енчен пулӑшу ыйтса кӑшкӑракан хӗрарӑм сасси илтӗнчӗ. Виҫӗ хутчен пӑшал пени кӗрлесе кайрӗ. Ун хыҫҫӑн кӑшкӑрашни те чарӑнчӗ. Тимофей чӗрӗ те мар, вилӗ те мар. Пӑшал пени ӑна хӑйне пенӗ пекех илтӗнчӗ. Вӑл кӗрӗкне хыврӗ те, унпа пуҫ ҫинчен пӗркенсе, хӑвӑртрах вӑрмантан тухас тесе чупса кайрӗ.

Аслӑ ҫул ҫине тухсан тин сывлӑш ҫавӑрса ячӗ вӑл, унтан тавралӑха пӑхса илчӗ те ҫӳҫӗ вирелле тӑрса кайрӗ: юр хӳсе кайнипе ҫул пачах курӑнмасть, икӗ енче те хырсем: «Акӑ вӑл! Кунта вӑл!» тенӗ пек усаллӑн шавласа лараҫҫӗ.

Лере, вӑрманта, йывӑҫ ҫумне лӑпчӑнса пытанма пулатчӗ, кунта уҫӑ вырӑнта-ҫке, кашни йывӑҫ хыҫӗнчех «лешсенчен» пӗри пытанса тӑма пултарать. Тимофей ури патне тӗксӗм ҫутӑ ӳкрӗ. Вӑл пӗлӗт ҫине пӑхса илчӗ: тӳпе теттӗм, ҫав тӗттӗмрен юр ҫунӑ хушӑра кӑштах уйӑх ҫутатать.

Тен, нимӗҫсене сутӑннӑ Тимофей Стребулаев ҫине турӑ хӑй пӑхса илесшӗн пулчӗ пуль? — шухӑшларӗ вӑл. Вара сывлӑшӗ те пӳлӗнчӗ. «Мӗншӗн! Мӗнле ҫылӑхсемшӗн? Турӑҫӑм! Эпӗ вӗт кивӗ пурнӑҫа ҫеҫ каялла тавӑрасшӑнччӗ!..»

Вӑл, йӗпеннӗ хура пуҫне каҫӑртнӑскер, хӑйне хӑй серепене кӗрсе ӳкнӗ кашкӑр пек туйрӗ.

Тӳпери «куҫ» пӗчӗкленсех пычӗ, юлашкинчен пачах сӳнсе ларчӗ. Паҫӑрхинчен те ытларах тӗттӗмленсе ҫитрӗ.

Тимофей утасшӑн пулчӗ, анчах урисем хускаласшӑн мар.

«Вӗсен умӗнче ӳкӗнсен мӗн пулӗ-ши?» — шухӑшласа илчӗ вӑл. Ку шухӑш ӑна ӑнас пек туйӑнчӗ, апла тума та ҫӑмӑлтарах пек. Кулагина карчӑк патне каять те хӗрне ҫапла калама хушать: Тимофей Стребулаев отряда паха ӗҫ ҫинчен пӗлтересшӗн, тет. Зиминпа е Волгинӑпа тӗл пулса: ҫапла, ҫапла, нимӗҫсенчен ҫавӑн пек: сӗнӳ илтӗм, хама хӑтарас тесе тата партизансене усӑллӑ пулас тесе вӗсемпе килӗшрӗм, нимӗҫсем чӑн-чӑн сутӑнчӑксене ярсан сире пӗлтерсе тӑма… Акӑ вӑт халӑх ӑнланмарӗ, йытта кӗтнӗ пек, ӑна, Тимофее, кашни утӑмрах вилӗм кӗтет… Ҫакӑн пек вӑхӑтра унтах юлмалла-и, е тармалла-и, мӗнле канаш паратӑр? темелле. Юлмалла пулсан вара сирӗн ҫынсем кӗпер тунӑ ҫӗрте эпӗ йытӑ марри ҫинчен калаччӑр, — эпӗ чӑтса тӳссе ирттеретӗп, анчах мана хӑратма пӑрахчӑр. Паллах ӗненеҫҫӗ, Зиминпа Волгина ҫапла тӑваҫҫех, вӑл вӗсенчен ӑслӑрах пулма тӑрӑшӗ: Россия лӑпланса ҫитиччен никама та тытса памӗ, тур ҫырлахтӑрах! Нимӗҫсене те ҫак вӑхӑтра аташтарса ҫӳрӗ: ҫук, тейӗ, партизансем ҫинчен нимӗн те калаҫмаҫҫӗ — пӗлместӗп, тейӗ, апла пулсан… Ҫапла майпа партизансемпе нимӗҫсем хушшинче шӑвӑнкаласа ҫӳресен, тен, вӑл хӑйӗн сехетне те кӗтсе илӗ.

Тимофей ҫак шухӑшсемпе йӑлтах хавасланса кайнӑччӗ, анчах ун асӗнче Ридлер сасси янӑраса кайрӗ: «Эсӗ пирӗн шанчӑка кӗрес тесе нимӗн те тумарӑн-ха. Васкама канаш паратӑп», тенӗччӗ вӑл. Хӑй «экскурсант» шучӗпе пулса курнӑ асаплантаракан камерӑна та аса илчӗ, ҫурӑмӗ тӑрӑх каллех вара темен сивӗ сӑрлатса кайрӗ.

«Хӑтӑлса тухма ҫук… Йӑнӑшрӑм! Лешсем пулмасан, кусем вӗлереҫҫӗ! Ах, шуйттанне!»

Вӑл чӑмӑрне хытӑрах чӑмӑртарӗ те малалла утрӗ. Аслӑ ҫулӑн сулахай енчен сасӑсем янӑрама тытӑнчӗҫ, кустӑрма чӗриклетни илтӗнсе кайрӗ. Тимофей сылтӑмалла сикрӗ, темле шӑтӑка кӗрсе ӳкрӗ те шӑпланса выртрӗ.

Аслӑ ҫул ҫине тӑватӑ пушӑ лав тухрӗ. Малти лашана Васька тытса пырать.

Михеич, икӗ Залесски хӗрарӑмӗ тата кӗрӗклӗ ҫамрӑк ача, партизансемпе лавсем хыҫҫӑн пыраҫҫӗ.

Йӗри-тавра пӑхса Михеич ассӑн сывласа илчӗ:

— Халь… ачасем, сывпуллашар.

Ҫил-тӑман витӗр калаҫкаланӑ сасӑсем, пӗр-пӗрне чуптунисем илтӗнсе кайрӗҫ.

Михеич хӑй ыталаса илнӗ Катя ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗ. Унӑн тутисем хускалкаларӗҫ, вӑл тем ҫинчен ыйтасшӑн пулчӗ пулас, анчах шухӑшласа илсе аяккинелле пӑхма пуҫларӗ.

— Авӑ мӗн чухлӗ юр хӳнӗ… Ик-виҫӗ сехет хушшинчех хӳсе лартрӗ, хӗлле.

— Хӗлле… — терӗ ун хыҫҫӑн Катя та.

Катя тӑхӑннӑ кӗрӗкӗн ҫаннине Михеич ҫемҫен шӑл- . каласа илчӗ.

— Тӑхӑн! Ашӑ пулӗ!.. Карчӑк ҫӗленӗ чухнех миҫе хутчен хушрӗ: асту, Никита, хӑйнех пар, тет. Пачах манса кайман — ҫухин шал енче палла пур, икӗ саспалли: «X» тата «Ч». «Хаклӑ Чайкӑна», тени пулать ӗнтӗ. Вӑл ҫапла кирлӗ те.

— Тавтапуҫ, — пӑшӑлтатрӗ Катя.

— Иккӗмӗш хут, чӗрӗ пулсан, тепӗр эрнерен илсе килетпӗр. — Михеич аллине илчӗ те: — Ну, юрӗ… Ҫыхса пӑрахӑр мана, Катерина Ивановна… — терӗ татӑклӑн.

Унпа пӗрле икӗ хӗрарӑм ача ҫул ҫине выртрӗҫ. Партизансем вӗсене хупӑрласа илсе, хӑйсен пиҫиххийӗсене, тутӑрӗсене васкавлӑн салтма пуҫларӗҫ.

Михеича Люба Травкинӑпа Николай Васильев ҫыхса пӑрахрӗҫ. Люба унӑн аллисене пиҫиххипе ҫыхнӑ чух, куҫҫульне типӗтме тӑрӑшса, ҫапла ыйтрӗ:

— Никита Михеич, эпӗ мӗн каланине аннене пӗлтер вара… Маншӑн чупту ӑна, тата кала…

— Чуптӑватӑп. — Михеич хӑйӗн урисене пиҫиххипе ҫыхакан Николай Васильев ҫине куҫ хӳрипе пӑхса илчӗ, — Хытӑрах турт, чӑнласа ҫыхнӑ пек пултӑр… Кӗрӗке те ҫурӑр.

Люба унӑн кӗрӗкне туртса ҫӗввинчен ҫурчӗ.

— Юлташсем, вӗсене урапасем ҫине хурӑпӑр-и? — терӗ Катя. — Кам пӗлет, тен, вӗсене нумай вӑхӑт выртма тивӗ…

— Ун пек юрамасть, — сиввӗн каларӗ Михеич.

— Чӑнах та-ҫке, «ун пек юрамасть»: чухласа илме
пултараҫҫӗ, — килӗшрӗ Катя та.

— Шӑнса каймӑпӑр, — лӑплантарчӗ ача Катьӑна. Ӑна ҫыхса пӑрахнӑ ӗнтӗ, вӑл хӑй валли пирус чӗртекен Верунька Никоновӑн пӳрнисем ҫине пӑхса выртать. — Часах ҫутӑла пуҫлать, ку ҫулпа кӗпер тунӑ ҫӗре ҫӳреҫҫӗ.

Михеич патне пысӑк тутӑр тытнӑ Васька пӗшкӗнчӗ.

— Сывӑ пул, Василь Филиппыч, сывӑ пул, ывӑлӑм, — кӑмӑллӑн каларӗ старик.

— Ну, мӗншӗн-ха, «сывӑ пул? » — Васька сасси чӗтренсе илчӗ. — Тӗл пулӑпӑр-ха, тен. Эпӗ сана, атте, ҫӑварна…

— Ҫӑвара чиксе хур, тӑванӑм.

Васька унӑн ҫӑварне тутӑр вӗҫӗ чике пуҫларӗ, анчах старик пуҫне сулкаласа илчӗ, тутӑра сурса кӑларчӗ те пуҫне Николай Васильев енне ҫавӑрса:
— Кӑмӑла тултар, ҫамрӑк ҫыннӑм… Ҫап-ха сӑмсаран… — ыйтрӗ Михеич.

Николай аяккинелле пӑрӑнчӗ. Михеич партизансен юрпа витӗннӗ кӗлеткисем ҫине пӑхса илчӗ.

Ман сӑмса ҫемҫе, кӑшт тивертсенех юн каять. Партизансем хускалмасӑр тӑчӗҫ.

— Эх эсир те ҫав! — ҫиленчӗклӗн каларӗ Михеич:  — Партизансем тетӗр!..

Вӑл ҫаврӑнса ӳпне выртрӗ, унтан кӑкӑрӗпе тӗренсе ҫӗкленчӗ те мӗнпур вӑйпа пичӗпе юр ҫине ҫапӑнчӗ.

— Вӑт халь аван, — терӗ вӑл майӗпен ҫеҫ. — Кирлӗ пекех пулчӗ. Чик ӗнтӗ ҫӑвара, Василь Филиппыч.

— Манран пулмасть… — Васька сасси куҫҫуль витӗр тухрӗ. — Чикейместӗп…

Николай унран тутӑрне илсе Михеич ҫумне чӗркуҫленчӗ. Катя юнашар ларчӗ. Николай вара старик ҫӑварне тутӑр тӗрткелесе чикнӗ чухне старике питӗнчен ачашларӗ.

«Акӑ вӑл, ҫак ватӑ ҫын, нумай пулмасть: «Шӑпа — вӑл эпӗ!» тесе мӑнаҫлӑн калаканскер, хӑй ҫӗрӗ ҫинче ураран та алӑран та ҫыхса пӑрахнипе сӑмсинчен юн юхтарса выртать…»

Куҫҫуль пыра ларать, йывӑрлантарать.

— Чӑт, Никита Михеич. Эпир вара, сана эпӗ тупа тӑватӑп, мӗн вӑй ҫитнӗ таран… Халӑх нимӗҫсен айӗнче пулмасть!

Михеич канӑҫсӑр йӑшӑлтатса илчӗ, темӗн мӑкӑртатрӗ. Катя ӑна ҫамкинчен чуптурӗ те ура ҫине хӑвӑрт тӑчӗ.

Партизансем лашасене тӑварчӗҫ. Катя сыхланса тӑчӗ: инҫетрен мотор кӗрленӗ сасӑ илтӗнет. Танксем!..

— Хӑвӑртрах… урапасене ҫул урлӑ лартӑр, ҫынсене канав хӗррине, — хушрӗ те Катя, Михеича ҫӗклерӗ. Унӑн ӳт-пӗвӗ тӑрӑх сивӗ сӑрлатса илчӗ: танксем кунтан пӗр минут маларах иртсе пынӑ пулсан, вӗсем Залесски ҫыннисене лапчӑтса кайнӑ пулӗччӗҫ.

Партизансем лашасене хӑваласа йывӑҫсем хушшине кӗрсе ҫухалчӗҫ. Хыр ҫумне лӑпчӑнса тӑнӑ Катя ҫул кукӑрӗнчен икӗ танк ҫаврӑнса тухнине курчӗ. Малти танк икӗ урапана хӑй айне туса хучӗ, унтан ҫутатса ячӗ те чарӑнса тӑчӗ.

Люкран Макс фон Ридлер тухрӗ.

Катя хаярланса кайрӗ. Акӑ вӑл — халӑха асап кӑтартакан, Федьӑна вӗлерекен ҫын. Вӑл хулпуҫҫине ярса тытрӗ — винтовки ҫук. Михеича йӑтса кайнӑ чухне вӑл ӑна ҫӗр ҫумне вырттарса хунине астуса илчӗ. Тарӑхнипе аран-аран йынӑшасран сыхланса ҫаврӑнса пӑхрӗ: хыҫалта сӗм тӗттӗм. Юлташӗсем ӑна пӗр ҫӗр утӑмра кӗтсе тӑраҫҫӗ; майӗпен чӗнсен — илтмеҫҫӗ, кӑшкӑрма юрамасть.

Иккӗмӗш танк люкӗнчен салтаксем тухрӗҫ.

Ридлер шӑпах хаярланнӑ вӑхӑт пулнӑ. Партизансем поезда сирпӗнтерсе ватнӑ ҫӗрте пулнӑ вӑл. Хӑй интенданствӑра тархасланӑ пек ыйтса илнӗ цемент пӗтӗмпех пӗтнӗ ӗнтӗ. Строительство ҫапах та вӑхӑтра ӗлкӗреймест. Вӑл ҫыхса пӑрахнисем патне пычӗ, Михеича палласа илсен пурне те салтса яма хушрӗ.

Михеич йывӑррӑн ҫӗкленчӗ, юнланнӑ питне шӑлса илчӗ.

— Мӗн пулнӑ кунта? — сиввӗн ыйтрӗ Ридлер.

Старик вӑрман енне хаяррӑн чышкипе юнаса илчӗ.

— Партизансем!.. — кӑшкӑрчӗ вӑл хӑйӑлтатакан сассипе. — Лашасене те, ваше благородие, хӑваласа кайрӗҫ… Мур илесшӗсем! Лашасене!

— Нумай пулать-и?

— Пӗлместӗп те ӗнтӗ, ӗмӗрӗпех выртатпӑр пулӗ тесе шутларӑм.

«Хӑйне питӗ ӑслӑ тытать», — шухӑшласа илчӗ Катя.

Туратсем ҫатӑртата пуҫларӗҫ. Тӗттӗм вӑрмантан партизансем хуса кайнӑ тӑватӑ лашаран пӗри, кӑвакки ӗрӗхсе тухрӗ, унӑн аяккинче хура ҫаврашкасем пур.

Вӑл Катя ҫумӗнченех чупса иртрӗ те аслӑ ҫул ҫине тухрӗ.

— Акӑ пӗри! — хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ Михеич. Вӑл лаша патне чупса ҫитрӗ, ӑна йӗвенӗнчен ярса тытрӗ. Михеич унӑн йӗвенне тытрӗ, унтан ҫурӑмӗ тӑрӑх шӑлса тухрӗ, лаши тинех пуҫне ухма чарӑнчӗ.

Ридлер темӗн каласан, Михеич умӗнче тӑракан салтак старикрен чӗлпӗрне туртса илсе, лаша ҫине сиксе утланчӗ. Лаша кӗҫенсе ячӗ, вара, кӑмӑлламан юланутҫа пӑрахса хӑварасшӑн пулнӑ пек, аслӑ ҫул тӑрӑх сиккипе чупса кайрӗ.

— Ваше благородие! — кӑшкӑрчӗ Михеич. — Эсир сӑмах патӑр…

— Тырӑ тиесе килсен пама пултӑм.

— Тиесе пыратӑп. Тепре пуҫтарса илсе пымасан, ҫакӑнтах ҫӗр ҫӑтса ятӑр. — Михеич сӑхсӑхса илчӗ.

— Ун чухне вара лаша та илӗн, — виртлесе каларӗ Ридлер. — Ҫапса ҫӗмӗрнӗ пит-куҫушӑн… — Вӑл кӗсйинчен пӗр ҫыхӑ хут укҫа кӑларса, икӗ хутне уйӑрса илчӗ те, Михеич урисем патне ывӑтрӗ.

Михеич тавтуса пуҫ тайрӗ, укҫана пӗшкӗнсе илчӗ.

Ридлер вӑрман ҫине пӑхрӗ. «Лаша тарса килчӗ пулсан партизансем те килме пултараҫҫӗ, вӗсемпе кунта хирӗҫ пулсан…»

Вӑл хӑй танк патнелле утрӗ; салтаксем люк хуппине ҫӗклерӗҫ.

Михеич шалтӑртатса каякан танксем куҫран ҫухаличчен пӑхса тӑчӗ, кайран нимӗҫ маркисене лӳчӗркесе пӑрахрӗ те аллине юрпа ҫурӗ.

— Тухатмӑш чӗппи!.. Кайрӑмӑр! — терӗ вӑл хӑй ҫыннисене.

Аслӑ ҫул пушанса юлчӗ. Пӑртак выртсан Тимофей те шӑтӑкран тухрӗ.

— Вӗсемпе… Халь манӑн вӗсемпе кӑна пулмалла.. Турӑ, айӑп ан ту! — пӑшӑлтатрӗ вӑл.

Тимофей хыпашласа юр ҫине пӑрахнӑ маркӑсене тупсан шӑрпӑк ҫутса пӑхрӗ.

— Ҫапса юнлантарнӑ пит-куҫшӑн хаклах тӳлемеҫҫӗ ҫав, — терӗ вӑл шӑл витӗр.

Ҫутӑлса ҫитме инҫе-ха… — Тимофей укҫана кӗсйине чиксе каялла утса кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех