Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑл сăмах пирĕн базăра пур.
шӑл (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сумлӑ чиновниксене шӑл витмест текен стереотип сирӗлсе пырать тейӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Ачисемшӗн шӑл ҫемми пулса тӑнӑ вӗренӳ хатӗрӗшӗн ашшӗ-амӑшӗ те питӗ савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Минхаус! — терӗ вӑл шӑл витӗр сӑрхӑнтарса.

Минхаус! — процедил он сквозь зубы.

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Директор хӑй шӑл хӑйраса ҫӳрет.

Директор на меня тоже зуб имеет.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Вӑл хаярланса шӑл шаккамасть, хӑратмасть…

Он не рычал, не пугал…

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Вӗсем иккӗшӗ тӗл пулчӗҫ те вӑхӑта питӗ аван ирттерчӗҫ: ытти шкул ачисемпе «канал астуса тӑракансемпе» тата «шӑл йӗрсе ҫӳрекенсемпе» пӗрле вылярӗҫ.

Том побежал к ней, и вместе со своими одноклассниками они наигрались до упаду в «палочку-выручалочку» и в другие игры.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Томӑн ӑшчикки пӑшӑрханни хуллен-хулленех иртсе кайрӗ; ӑна шӑл ыратасси те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ҫавӑнпа вӑл ӑна пӑрахӑҫа кӑларчӗ.

Понемногу Том успокоился, зубная боль ему надоела, и он ее отменил.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, лайӑхрах сӑлтав тупса, аяккалла шӑвӑнчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара, шӑл ыратать тесе, пӗр эрне хушши тенӗ пек вӑл ҫывӑрма выртас умӗн ямах шӑммине тутӑрпа туртса ҫыха-ҫыха лартрӗ.

Том постарался как можно скорее избавиться от его общества и после того целую неделю жаловался на зубную боль и на ночь подвязывал зубы платком.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Атте хӑшпӗр чухне унта сыснасемпе пӗрле ҫӗр каҫкалатчӗ, анчах шӑл ытла та хытӑ харлаттарать, — тӗреклӗрех тӑмасан, ураран та ӳкерӗ.

Отец там ночевал иногда вместе со свиньями; только, бог с тобой, он храпит так, что, того гляди, крышу разнесет.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр самант ҫеҫ иртрӗ — шӑл кравать пуҫӗнчен ҫыхнӑ ҫип ҫинче ҫакӑнса та тӑчӗ.

Зуб выскочил и повис, болтаясь на ниточке.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Полли мӑнаккӑшӗ пурҫӑн ҫип вӗҫне ункӑ турӗ, ӑна ыратакан шӑл ҫине тӑхӑнтарса хытӑ туртӑнтарса лартрӗ, тепӗр вӗҫне кравать пуҫӗнчен ҫыхрӗ; унтан ҫунакан вутпуҫҫине ярса тытрӗ те ӑна ачан сӑмси патнех илсе пычӗ.

Тетя Полли сделала из шелковой нитки петельку, крепко обмотала ею больной зуб, а другой конец нитки привязала к кровати, потом, схватив пылающую головню, ткнула ею чуть не в самое лицо мальчику.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав вӑхӑтра шӑл тӑпӑлтармалли япалисем те килсе ҫитрӗҫ.

Орудия для удаления зуба были уже наготове.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Шӑл?

— Зуб?

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Чӑнах та, Полли мӑнанка, мана пӳрне йӑлтах хӑрса кайнӑ пекле туйӑнчӗ, ҫав тери ыратрӗ те, эпӗ шӑл ҫинчен манса та кайрӑм.

— Тетя Полли, мне показалось, что это гангрена, и было так больно, что я совсем забыл про свой зуб.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ку ӗнтӗ питех вырӑнлӑ пулчӗ, вӑл йынӑшсӑ яма тӑнӑччӗ ҫеҫ, унан пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: шӑл ыратать тесе ҫӑвар уҫсанах, мӑнакка ҫавӑнтах шӑла тӑпӑлтарса кӑларать, — ку, паллах, ыраттарать ӗнтӗ.

Поздравив себя с удачей, Том уже собрался было застонать для начала, как вдруг ему пришло в голову, что, если он явится к тетке с такой жалобой, она просто-напросто выдернет ему зуб, а это очень больно.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Айвансем вӗсем сахалах пулмарӗҫ: арҫын ачасем пӗрмаях хӳме патне пыра-пыра тӑчӗҫ, — шӑл йӗрсе калаҫмашкӑн пычӗҫ те ӗҫлеме тӑра-тӑра юлчӗҫ.

За ними дело не стало: мальчики ежеминутно пробегали по улице; они подходили, чтобы посмеяться над Томом, — и оставались белить забор.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сӑнарлӑ тӑвас тенӗ пулӗ те автор, анчах сӑмах купи ҫеҫ пулса тухнӑ: «Усал кӑмӑлӗ Антун арӑмне (?) йӗнерлесе утланчӗ те: атя шӑл ҫыртса, алӑ чӑмӑртаса, харкашма каятпӑр!» — тесе тинкине кӑларчӗ» (8 стр.).

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

«Сивӗ шатрипе» чирлесе шӑл шаккатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Шӑл тунисем чирлӗ пулсан ҫӑвара алоэ сӗткенӗн 50 процентлӑ шӗвекӗпе чӳхемелле е тин юхтарнӑ 1 чей кашӑкӗ сӗткенне сӗтпе хутӑштарса кунне 3 хут ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Хе-хе-хе, — те шӳт турӗ, те шӑл ерчӗ Яков.

— Хе-хе-хе, — то ли шутил, то ли откровенно смеялся над ней Яков.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех