Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗлӗнсе хытса кайнӑ, куҫлӑх тӑхӑннӑ господина тата унӑн икӗ хӑраса ӳкнӗ ачине курсан, вӑл тутисене хускатса илнӗ — те каҫару ыйтнӑ, те вӗсене тав тунӑ.
V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӑна шыраса, вӑл пушӑ аврипе ҫул хӗрринчи тусанлӑ тӗмескесене хускатса ҫӳрет.В поисках его ходил по дороге, шарпая кнутовищем по придорожным, седым от пыли кустикам полыни.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Каҫӗ хамӑр сисмесӗрех иртрӗ; ҫӗрпе пӗлӗт хутшӑннӑ сӗртен, куҫа палӑрми пӑтрашӑннӑ ҫута витӗр заниткӑсене пытарса тӑран йывӑҫ тӗмӗсене хускатса, хирсем урлӑ вӗрсе иртен уҫӑ ҫил пек сасартӑк таса ир сӑнарӗ ҫапрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗрре, ҫӑлтӑрсем ҫинчен каласа панӑ чух, сасартӑк пӗр вунӑ ҫулхи хӗр ача, кунта нумай пулмасть кӑна килнӗскер, шӑппӑн та хурлӑхлӑн, пӗтӗм чун-чӗрене хускатса: — Эп ӗнтӗ нихҫан та ҫӑлтӑрсене курас ҫук… — тесе хучӗ.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫакна эпӗ хамшӑн тутарасшӑн марччӗ, енчен пулма пултарайманни пулас пулсан, Саньӑпа аттешӗн тутарасшӑнччӗ; пулма пултараймасси ҫинчен вара пӗрмай кӗвӗ-юрӑ хускатса пыракан кустӑрмасен пӗр саслӑ музыкинче тӗлӗрсе пынипе ҫеҫ шухӑшлама пултарнӑ эпӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пирӗн вӑхӑтра юла-юпса авланма та пулать пек эсир интрига хускатса ятӑр!Вы затеяли интригу, как будто в наше время на девушках женятся с помощью каких-то идиотских интриг!
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чысшӑн, ятшӑн мар, вӗренес ӗҫ маншӑн темӗнле хӑйне уйрӑм тивӗҫ пулса тӑнипе те мар, ахаль, Александр Дмитриевич хамра темӗнле вӑй-хӑват хускатса янипе.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ку ҫыру манӑнне тӗрлӗрен туйӑм-шухӑшсене хускатса ячӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Паллах ӗнтӗ, эпӗ хайхи сӑмаха хускатса малалла тӗплӗреххӗн калаҫса татӑласшӑн пултӑм.Разумеется, при первом удобном случае я принялся за прерванное объяснение.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Кӑмӑлӑма вырӑнтан хускатса, ним чӗнмесӗр айӑпӑмшӑн ӳкӗнсе, ӗнерхи учительпе сывпуллашмасӑр тата унпала хӑҫан та пулин тӗл пуласси ҫинчен шухӑшламасӑр-мӗнсӗр, эпӗ Чӗмпӗртен тухса кайрӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Есаула унпа сӑмах хускатса яма хушрӑм та алӑк патне виҫӗ казак тӑратрӑм, хам паллӑ тусанах алӑка ҫӗмӗрсе мана пулӑшма хатӗр пулӑр, терӗм.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ун патне вӑл вӗҫен кайӑкран ҫӑмӑлтарах чупса ҫитрӗ, пӗшкӗнчӗ, стаканне илчӗ те, вара пӳ-сине ҫав тери илемлӗн хускатса, стаканне ун аллине тыттарчӗ; унтан вӑл калама ҫук хӗрелсе кайрӗ; галлерейӑ ҫинелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, амӑшӗ нимӗн те курманнине тавҫӑрсан, ҫав сехетрех лӑпланчӗ пулас.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӳлӗме таса сывлӑш хыттӑн вӑркӑшса кӗчӗ те, пӗтӗм тусана хускатса ҫӗклерӗ, пӳлӗмре кӑвак тӗтре тулнӑ пек пулчӗ.Свежий воздух рванулся в комнату, сдул улежавшуюся пыль так, что поднялся серый туман.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ун патӗнчен иртсе пынӑ чух Зина ӑна курмӑш пулчӗ, хулпуҫҫисене хаяррӑн хускатса илчӗ ҫеҫ.Когда Алексей проходил мимо, она сделала вид, что не видит его, и только гневно повела плечиком.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпӗ хулпуҫҫисене хускатса илетӗп.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те ҫӑвара темиҫе катӑк юр хыпрӗ, вара, ӗнтӗркесе хытма пуҫланӑ шӑмшакне хускатса, кӗсьерен тутӑхнӑ банкӑна кӑларчӗ, ӑна нимӗҫ ҫӗҫҫипе касса уҫрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫил каллех хырсен лӑсӑллӑ йывӑр турачӗсене хускатса шавласа илчӗ.Снова порывисто шумнул ветер в тяжелой хвое сосновых вершин.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Каламастӑп, — терӗ ача тутисене аран хускатса.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Мӗн унта, Кузьма? — шӑппӑн, тутисемпе хускатса ҫеҫ ыйтрӗ Биденко.– Что там такое, Кузьма? – тихо, одними губами спросил Биденко.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Илтӗнет-и? — тутисене хускатса ҫеҫ ыйтать Егоров.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948