Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хуҫи хур пуҫне чашӑк патне пусса сӑмсине шыва чикрӗ, хур апла та ӗҫмерӗ, пуҫӗ чашӑк ҫинчех юлчӗ, ҫуначӗсене сарсах пӑрахрӗ.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Вӑл, хаҫатпа чӗркенӗ фарфор турилкке ҫине хурса, ҫур хур тушки илсе килнӗ.Он принес Травкину полгуся на завернутой в газету фарфоровой тарелке.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Юбкине силлекелесе, вӑл аллине картлашка умӗнче тапкаланса выртакан пуҫсӑр хур ами патнелле тӑсрӗ, анчах ҫав хушӑра крыльца таврашӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳрекен сарӑ вӗшле йытӑ аҫи хур мӑйӗнчен палкасах юн тапса юхнине асӑрхарӗ те, ҫурӑмӗ ҫинчи шӑртне чашӑлах тӑратса, сасартӑк сиксе ӳкрӗ.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вара ҫурри чӗрӗ, ҫурри вилӗ хур амине Лапшинов карчӑккин шӑмӑллӑ хыткан аллисенчен туртса илес тенӗ чухне, хур амин ҫирӗп мар мӑйӗ патӑртах татӑлса кайрӗ, Лапшинов карчӑкки, сараппанӗ аркипе пуҫӗ урлах витӗнсе, крыльца ҫинчен кутӑн-пуҫӑн аялалла кӗмсӗртетсе анчӗ.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл пӗр аллине кунтӑк йӑтнӑ, кунтӑкӗнче чӗпӗ кӑларма пуслӑха хунӑ хур ҫӑмартисем выртаҫҫӗ, тепӗр аллине тӳлекленсе ларнӑ, шап-шурӑ юрпа тата хӗвелпе алчӑраса кайнӑран курми пулнӑ хур амине тытнӑ.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Вӑл килти хурсем хушшине ютран килсе кӗнӗ ирӗкри хур аҫи евӗрлех, яланах хӑйне ҫынсенчен уйрӑм тыткалать, аяккарах пӑрӑнса ҫӳрет.— Он, как дикий гусак середь свойских, все как-то на отшибе держится, на отдальке.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Мӗнле суйнисене илтетӗн, куратӑн, — тепӗр аяк ҫине ҫавӑрӑнса выртнӑ майӑн каласа ячӗ, — ҫав суяна чӑтса пурӑннӑшӑн кайран санах ухмах тесе хураҫҫӗ, кӳрентерсе хунисене, хур туса хунисене тӳссе ирттеретӗн, ху тӳре, ирӗклӗ ҫынсем енчине уҫҫӑн каласа памашкӑн хӑяймастӑн, ху та суятӑн, йӑл-йӑл кулкалан, — йӑлтах ҫак ҫӑкӑр татӑкӗшӗн, ӑшӑ кӗтесшӗн, пӗр-пӗр ним хак тӑман чиншӑн пулса пырать ӗнтӗ, — ҫук, текех капла пурӑнма май пулмасть!
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Паллах, килӗшнӗ: ҫак хисеп унӑн хур пулнӑ кӑмӑлне тултарнӑ, ӑна, хур пулнӑскере, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн каллех ҫӳле ҫӗкленӗ; пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн унӑн мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫуралнӑ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Этажерка ҫинче, чӑнах та, хаҫат, ик-виҫ кӗнеке уҫӑлса выртать, ҫыру сӗтелӗ ҫинче чернил кӗленчи, хур тӗкӗсем пур; анчах уҫса хунӑ кӗнекесен страницисем тусанланса, сарӑхса кайнӑ; вӗсене тахҫанах пӑрахнӑ пулас; хаҫачӗ пӗлтӗрхискер, чернильницӑран, чернил пуҫас пулсан, хӑраса ӳкнӗ шӑна ҫеҫ сӗрлесе вӗҫсе тухнӑ пулӗччӗ-и тен.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ ак ҫак хур тӗкӗпе пӗрре ҫеҫ сулам, — тет вӑл, шухӑшлӑн утса ҫӳренӗ май, сӗтел ҫинчи хур тӗкне икӗ пӳрнипе тытса, — пӗрре анчах сулам ҫак тӗкпеле.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӑрнасемпе хур кайӑксем самолет хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пырасшӑн, ахӑртнех, тимӗр кайӑка ҫул пуҫӗ вырӑнне хураҫҫӗ.
Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18
Хур аҫи амисене таптанине те куркалатӑп, — терӗ Энтри урайӗнче хӑвасенчен хур йӑви маҫтӑрласа лараканскер.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Пусма ларнӑ чӑхха - 7-11, хур амине - 13-17, кӑрккана 17-19 ҫӑмарта хурса параҫҫӗ.
Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№
Е Турра ӗненекенсене вырӑна хумасӑр ҫук ҫынсене хур тӑвас тетӗр-и?
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иисус вуникӗ вӗренекенне аяккарах чӗнсе илнӗ те каланӑ вӗсене: акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ ҫинчен пророксем ҫырса хуни пӗтӗмпех вырӑна килӗ: 32. Ӑна суя тӗнлӗ ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна мӑшкӑллӗҫ, Ӑна хур тӑвӗҫ, Ун ҫине сурӗҫ, 33. хӗнӗҫ, вӗлерӗҫ Ӑна; Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Маккавей хӑйпе пӗрле пулнисене ултӑ пин ҫын пухнӑ та вӗсене: тӑшманран ан хӑрӑр, пирӗн ҫине усалпа килекен суя тӗнлисем йышлӑн пулнинчен ан сехӗрленӗр, 17. вӗсем сӑваплӑ вырӑна сӗмсӗррӗн хур тунине, мӑшкӑл кӑтартнӑ хулана аркатса хӑварнине, аттемӗрсем хунӑ йӗркесене пӑснине куҫ умӗнче кура тӑркач паттӑррӑн ҫапӑҫӑр, тесе ӳкӗтленӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тафнисра Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 9. пысӑк чулсем ил те вӗсене иудейсен куҫӗ умӗнче Тафнисра фараон ҫуртне кӗнӗ вырӑнта картишӗнче тӑм ӑшне пытарса хур, 10. вара вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ кунта Хамӑн чурана Навуходоносора, Вавилон патшине, илсе килӗп, Хам пытарса хунӑ ҫак чулсем ҫине унӑн аслӑ пуканне лартӑп, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн хӳхӗм чатӑрне карса лартӗ, 11. вара килӗ те Египет ҫӗрне аркатса тӑкӗ, вилме пӳрни вилӗм аллине лекӗ; тыткӑна лекмелли тыткӑна кайӗ; хӗҫ айне пулмалли хӗҫ айне пулӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: 28. урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур; 29. вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн; 30. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ; 31. Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 2. хут чӗркемӗ ил те ун ҫине Эпӗ сана Израильпе Иуда ҫинчен, пур халӑх ҫинчен мӗн каланине — Иосия кунӗсенчен пуҫласа паянхи кунччен каланӑ сӑмахсене — ҫырса хур; 3. тен, Иуда килӗ Эпӗ вӗсене мӗнешкел хӗн-хур кӑтартма шухӑшласа хуни ҫинчен ӑнланса илӗ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ, вара Эпӗ вӗсен тӗрӗс мар ӗҫӗсене, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Калас сӑмахна хатӗрлесе хур — вара итлӗҫ сана; хӑвна ӑс панине чӗрӳ ҫумнех ҫыхса хур та — хуравла.4. Приготовь слово - и будешь выслушан; собери наставления - и отвечай.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.