Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хур сăмах пирĕн базăра пур.
хур (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мускав ҫывӑхӗнче вӑл та вырӑс сиввинчен хур тӳснӗ тесе каласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Тарӑн варта хур пусрӑм, Вӑрӑ тесе ан калӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӑхра ӑна Чӑвашсен Кайӑк хур Ҫулӗ тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ырӑ кӑмӑлна ан улӑштар, яланах ҫыншӑн кӑмӑллӑ ӗҫ тума тӑрӑш, ҫынсем сума сунине вырӑна хур, сӑмсуна ан каҫӑрт!

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Пирӗн республика лартмалли сухан тата хур ашӗ енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен регион шутланать.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Пуҫ туришӗн индеецсем икшер хур панӑ, кӗленче катӑкӗшӗн темиҫе ҫынна тӑранмалӑх пулӑ панӑ.

За гребешок индейцы отдавали пару гусей, за кусок стекла — столько рыбы, что хватало на питание нескольких человек.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпӗ те, ман арӑм та культ личности тенинчен тӳррӗнех хур курман.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫыруне сӗтел ҫине хур.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чӑн та, эсӗ мана шелленӗ пек пулса каҫаратӑн, амнисти паратӑн, мӗншӗн тесен эпӗ хам та вӑл вӑхӑтра хур курнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хупне майлаштарса хур

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑрланӑ пулсан, халех вырӑнне пырса хур.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑт, туса хур ӗнесене ҫӳретмелли план-карттӑ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Чиксех хур.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хур-ха, хур.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ан сарах ас маншӑн ҫемҫе вырӑн, Мамӑках минтер ан хур мана…

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Иртрӗ мӑшкӑл, иртрӗ хур: Чыслӑ сумлӑ сан яту.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

«Тӑршшӗ пӗр чике, сухалӗ пӗр хур старик юмаххи» текстра Чике старик (кунта вӑл йӑх пуҫне калӑпласа тӑракан сӑнар) вӑтӑр ывӑлне валли вӑтӑр хӗрлӗ ҫын шырать:

В тексте «Сказка о старике в локоть, бородой в два локтя» Чигестарик (здесь он, вероятно, олицетворяет главу рода) для своих тридцати сыновей ищет человека с тридцатью дочерьми:

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

7. Ҫиччӗмӗш уйрӑм ушкӑна вун тӑватӑ текст кӗчӗ: «Тӑршшӗ пӗр чике,сухалӗ пӗр хур старик юмаххи», «Тӗнчери мӗнпур чечексенчен пуҫтарса тунӑ кӗпе», «Майра патша хӗрӗ», «Старикпа карчӑк ҫинчен», «Ухмах Иван патша хӗрне качча илни», «Лазар Лазарчпа Иван Иванч патша», «Ҫынна пулӑшакана Турӑ пулӑшать», «Улӑп», «Йӑван тата виҫӗ аслӑ хӗрӗ», «Паттӑрсем», «Кӑвак Сӑкман», «Чоста Йӑван», «Пӑрҫа паттӑр», «Тӗклемес Ҫӗрменти».

7. Следующую группу составили четырнадцать текстов: «Сказка о старике в локоть, бородой в два локтя», «Рубашка, сшитая из всех цветков мира», «Дочь царицы», «О старике и старухе», «Как Иван-дурак женился на царевне», «Лазар Лазарч и царь Иван Иванч», «Помогающему людям Бог помогает», «Улып», «Йыван и его три старшие сестры», «Батыры», «Синий Кафтан», «Чоста Йыван», «Пырзя-батыр», «Теклемес Серменди».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Чике старик хур сухал хыҫҫӑн йӗрлесе кайса ҫӗр айӗнчи шӑтӑка анать, Чике старикпе ҫапӑҫать, ӑна вӗлерет те хӗрсене ирӗке кӑларать.

Следуя за Чиге-стариком, батыр попадает в подземный мир, вступает с ним в бой, убивает его и освобождает девушек.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Чике старик хур сухал (ытти тӗрӗк халӑхӗсен юмахӗсенче: иргаил, гифрит, ифрит т. ыт. те) сӑнарӗ вырӑс юмахӗсенчи «мужичок с ноготок, борода с локоток» текен героя ҫывӑх илтӗнет.

Образ Чиге-старика (Чике старик хур сухал, букв.: «старик в локоть, а борода в два локтя»; в сказках других тюркских народов: иргаил, гифрит, ифрит и др. ) близок в русских сказках к герою «мужичок с ноготок, а борода с локоток».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех