Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хур сăмах пирĕн базăра пур.
хур (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Анук мӗн сӑлтавшӑн хӑйне ҫав тери хур кӳчӗ пулӗ?

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хӗрачана хур кӳме, кӗвӗҫме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунпала вӑл вилнӗ арӑмӗн ятне хур кӳнӗ пек шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан тив, вилсе выртиччен ман пуҫ ҫине тата хӑрушӑрах хур персе антӑр.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ мана, старостӑна, пӗтӗм ял шанакан ҫынна хур кӳме хӑятӑн-и? — кӑшкӑрса пӑрахрӗ те Платун Макҫӑма чышса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырӑ кӑмӑллӑ вырӑс ҫыннисем хур кӳме памӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук Миххана никам хур кӳменнине кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха ятлаҫса кайса хур кӳме тытӑннӑ пулсан, Анук ним шухӑшласа тӑмасӑрах Лукарье ятне асӑнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппана хур кӳнӗн туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, укҫине, сӑхманне, кӗпине тата ҫӗлӗкне ҫухатса, ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлчӗ, арӑмӗн хаклӑ та ырӑ ятне хур кӳчӗ, хӑйне пӗтӗм тӗнче умӗнче тӳсейми намӑса кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем те Богдановпа Ҫтаппана хур кӳрсе кӑшкӑрчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне хур кӳрсе пӑрахасшӑнччӗ, цирк хуҫи малалла калаҫни чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь юлташне инкек ҫапса ӳкерни тата подрядчик хур кӳрсе калани кӑмӑлӗсене пӑснипе кулакан пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнле майпа ҫав тери хур тӳсмелле ҫынна тухрӑм-ха эпӗ?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ ӑна пулӑшу пама мар, уншӑн чи хаклӑ ҫынна — упӑшкине чун тӳсейми хур кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малта тӑраканӗ ман ҫине шӑтарасла пӑхрӗ те: — Слышь, эсӗ… санпа калаҫатӑп. Вообщем, сирӗн кунта ыттисем пурте меммесем. Пӑхатӑп та — санпа калаҫма пулать пуль тетӗп. Кӗскен каласан итле, ачамккӑ: халӗ эпир каятпӑр, сана вара вун пилӗк минут паратпӑр. Вообщем, пӗр виҫӗ хӗр пирӗн валли тупса хур. Кайран, виҫӗ-тӑватӑ сехетрен, каялла илсе килсе яратпӑр. Ҫав сухалли (Изосимыч экспедици вӑхӑтӗнче хырӑнманччӗ) урӑх ман куҫӑма ан курӑнтӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Матӗрне аппа унран хӑйне валли пӗр тимӗр укҫа илчӗ те: «Ку темиҫе пусне сана пулӑшнӑшӑн илетӗп, ҫитменнине тата санӑн тавару хамӑн тесе санран вырӑн укҫине те тӳлеттермерӗм. Халӗ эсӗ укҫуна марля татӑкӗпе чӗрке те кутамккуна хур. Ӳсӗрсем сахал мар минресе ҫӳреҫҫӗ кунта, туртса илме те пултараҫҫӗ», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Пуҫтарса кӑна хур.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Пуҫу ҫине хупах хур.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

— Ачам, сурӑхӗсене эпӗ кайсан витерен кӑларса кӗтӗве ӑсатса ярӑн, хур чӗпписемпе чӑхсене апат парӑн, шултраланма пуҫланисене амӑшсемпе пӗрле ферма патне кӳлле ӑсатса яр.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех