Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хваттерӗ (тĕпĕ: хваттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Разметнов Давыдов хваттерӗ умне правлени ӑйӑрӗсенчен пӗрне кӳлнӗ ҫӑмӑл урапапа пырса тӑчӗ.

Размётнов подъехал к квартире Давыдова на одном из правленческих жеребцов, запряженном в дрожки.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов хваттерӗ тӗлне ҫитсе тӑчӗҫ.

Подошли к квартире Нагульнова.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл никамран малтан Давыдова пырса тӗртрӗ, лешӗ вара кӑмӑллӑнах, анчах ерипен хӑйӗн хваттерӗ еннелле утрӗ.

Она первая толкнула Давыдова, и тот охотно, но медленно зашагал по направлению к своей квартире.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан тухсан, Давыдов хӑй хваттерӗ тӗлне ҫитичченех Андрейрен тӑрӑхласа пычӗ:

Давыдов вышел и до самой квартиры подтрунивал над Андреем:

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Калаҫкаласа пӗр квартал кайрӗҫ, анчах Давыдов хваттерӗ патнелле пӑрӑнса кӗмелли ҫӗрте Разметнов уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан Лукашка Чебаков килӗ умӗнче тӑпах чарӑнса тӑчӗ, Давыдова хулпуҫҫинчен тӑк тӗртсе илчӗ те пӑшӑлтатса: — Кур-ха! — терӗ.

Разговаривая, прошли они квартал, но на повороте к квартире Давыдова Размётнов остановился против база единоличника Лукашки Чебакова, тронул плечо Давыдова, шепнул: — Гляди!

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хваттерӗ тесен, пырать, ача-пӑча таврашӗ ҫук, вулама никам та чӑрмантармасть тата ытти енчен те…

А квартира ничего, детей нет, можно без помехи читать и вообще…

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тӳррипех кала, хӑналама сӑлтавӗ те пур, — терӗ Тарантьев; — ҫурту ҫӗрсе каятчӗ, ҫапах ун пек ҫынна хваттерӗ яраймӑттӑн.

— Признайся, есть за что и угостить, — отозвался Тарантьев, — дом сгнил бы, а этакого жильца не дождался.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хваттерӗ ӑҫта?

— А квартира где?

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хваттерӗ типӗ, ӑшӑ; кунта лӑпкӑ: мӗн пурӗ те пӗр хутчен ҫеҫ ҫаратрӗҫ!

Квартира сухая, теплая; в доме смирно: обокрали всего один раз!

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ашшӗ действительнӑй статски советник, вунӑ пин парать, хваттерӗ хыснан.

отец действительный статский советник; десять тысяч дает, квартира казенная.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Иосиф Карлович хваттерӗ кунта-и?

— Здесь квартира Иосифа Карловича?

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсен хваттерӗ виҫҫӗмӗш хутра.

Их квартира находилась в третьем этаже.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл литейнӑй кӗпер патӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра, лайӑх хваттерте пурӑнать, хваттерӗ, паллах ӗнтӗ, вӑрҫӑ ҫулӗ хушшинче йӗркерен тухнӑ та, ҫапах та унта пӗр-пӗр артист хваттерӗ пек темӗнле поэтла кӑмӑл уҫӑлчӗ.

Он жил у Литейного моста, в новом доме, в просторной квартире, разумеется запущенной за год войны, но в которой чувствовалось что-то поэтическое, точно это была квартира артиста.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хваттерӗ питӗрӗнчӗк пулнӑ унӑн, вара вӑл хам телефонпа калаҫас умӗн икӗ минут маларах ҫеҫ хваттерне кӗнӗ, унта та пулин Ленинградран нумайлӑха тухса каяс майпа кӑна.

Квартира была запечатана, и он распечатал её и зашёл к себе две минуты назад, и то лишь потому, что надолго уезжает из Ленинграда.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Больницӑран таврӑннӑ ҫӗре Розалия Наумовна хваттерӗ пушах пулнӑ имӗш.

А когда она вернулась, квартира Розалии Наумовны уже стояла пустая.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч шухӑшӗпе 2-мӗш Тверской-Ямскойри хваттерӗ «Татаринов капитанӑн музейӗ» пулмалла пулнӑ иккен.

Квартира на 2-й Тверской-Ямской должна была, по мысли Николая Антоныча, превратиться в «Музей капитана Татаринова».

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хваттерӗ валли вӑл Мускав тӑрӑх уйӑх хушши сӗтел-пукан тавраш хай суйласа ҫӳренӗ.

Целый месяц он разъезжал по Москве — выбирал мебель.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Людмила вара, эпӗ калама пуҫличченех тӗлӗнсе тӑрса, ырми-канми темӗн те пӗр тӗпчет: Расщепейӗн пурнӑҫӗ, хваттерӗ мӗнле, Ирина Михайловна мӗн тӑхӑнать — ӑна пурте кирлӗ.

Людмила неутомимо, заранее уже готовая восторгаться, расспрашивала, как живет Расщепей, какая у него квартира, какие платья носит Ирина Михайловна.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Нацизм пӗтни — вӑл хӑй пӗтнине те, унӑн ырӑ пурнӑҫӗ, унӑн ҫав тери япӑх хваттерӗ тата хӑй лайӑх тумланса ҫӳрени те пӗтессине пӗлтерет (сӑмах майӗн каласан, вӑл вӗлернӗ чехсен тумтирӗсене те тиркесе тӑмасть).

Падение нацизма означает и его падение, конец его благополучию, конец его великолепной квартире и его элегантному виду (между прочим, он ничуть не гнушается одеждой казненных чехов).

Смотритель // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Командир хваттерӗ вырӑнаҫнӑ тӗле пӗлме пулакан нумай паллӑсем тӑрӑх, разведчиксен йӑлипе никамран ыйтмасӑрах Ваня Солнцев капитан Енакиевӑн блиндажне хӑех хӑвӑрт шыраса тупрӗ.

По множеству мелких признаков, которые всегда отличают место, где находится командирская квартира, Ваня Солнцев, никого, по обычаю разведчиков, не расспрашивая, сам быстро нашёл блиндаж капитана Енакиева.

19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех