Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Смотритель

Пай: Асаплӑ вилӗм умӗнхи сӑмах –> VII сыпӑк

Автор: Леонид Агаков

Ҫӑлкуҫ: Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Хушнӑ: 2019.08.10 22:31

Пуплевӗш: 16; Сӑмах: 240

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫӳлӗ нар, яланах лайӑх тумланнӑ, — штатски тумтир е унтер-штурмфюрер формине тӑхӑнсан та ҫавах, — йӗркеллӗ ҫын пек курӑнать, мӑнаҫлӑ, йытӑсене, сунара тата хӗрарӑмсене юратаканскер. Ку — унӑн икӗ питлӗ чунӗн пӗр енӗ, — пире вӑл енӗ нимӗне те кирлӗ мар.

Тепӗр енӗ (Панкрац ӑна ҫак енчен ҫеҫ пӗлет) ҫакӑн пек: вӑл — хаяр, чунсӑр, сахал пӗлекен тискер кайӑк, нацистсен чӑн-чӑн вӗҫкӗнчӗкӗ, хӑйне упраса хӑварасшӑн хать кама та пӗтерсе хума хатӗрскер. Унӑн хушамачӗ — Соппа (ӑна ӗмӗрлӗх астумалла туса хӑварма кирлӗ пулсан)» Польшӑра ҫуралса ӳснӗскер. Вӑл тимӗрҫӗ ӗҫне вӗреннӗ, теҫҫӗ, анчах ҫав хисеплӗ професси ун ҫинче нимӗнле йӗр те хӑварман. Гитлеровецсем патӗнче службӑра вӑл нумайранпа тӑрать ӗнтӗ, суйлав умӗнхи агитатор пулнӑ чух питӗ тӑрӑшнӑшӑн ӑна хальхи вырӑна панӑ. Вӑл ҫав вырӑнта ларасшӑн пур вӑйпа тӑрӑшать, ҫавӑншӑнах, этем туйӑмӗсене ҫухатса, никама та хӗрхенсе тӑмасть: заключеннӑйсене те, служащисене те, ачасене те, стариксене те. Панкрацри нацистсем пӗр-пӗринпе туслашса пурӑнмаҫҫӗ, анчах Соппа ку тӗлӗшрен рекорд лартать. Вӑл кӑштах хак хуракан, ыттисенчен час-часрах калаҫакан пӗртен-пӗр ҫын — тӗрмери фельдшер, полици фельдфебелӗ Вайснер. Анчах та Вайснер ӑна хӑйне юратсах каймасть пулас.

Вӑл хӑйне ҫеҫ асӑрхать, хӑйне усӑ кӳмешкӗн вӑл ҫак вырӑна кӗме тӑрӑшнӑ, хӑйне усӑ кӳресшӗн вӑл чи юлашки минутченех нацизмшӑн тӑрӑшать ӗнтӗ. Ҫӑлӑнса юлмалли пӗр-пӗр май ҫинчен пӗр вӑл кӑна мар шухӑшлать пулӗ. Ҫӑлӑнса юлмалли май ҫуккине вӑл пӗлет. Нацизм пӗтни — вӑл хӑй пӗтнине те, унӑн ырӑ пурнӑҫӗ, унӑн ҫав тери япӑх хваттерӗ тата хӑй лайӑх тумланса ҫӳрени те пӗтессине пӗлтерет (сӑмах майӗн каласан, вӑл вӗлернӗ чехсен тумтирӗсене те тиркесе тӑмасть). Пӗтет. Ҫапла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех