Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унсӑрӑн (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ҫывӑрманни ҫинчен манса кайрӗ пулмалла, унсӑрӑн пӑтара тӑракан аннен бархат жакеткине хӑйӗн кутамккине чикмен пулӗччӗ вӑл.

Должно быть, он забыл, что я не сплю, иначе, пожалуй, посовестился бы сорвать с гвоздя и сунуть туда же, в мешок, мамину бархатную жакетку.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лайӑх ҫын тупӑнсассӑн ӗнтӗ аванччӗ, унсӑрӑн ак каччӑ кӗтсе ларсах хӗр ӗмӗрне ирттерӗн», — тет.

Хорошо, коли найдется добрый человек; а то сиди себе в девках вековечной невестою».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кайӑпӑр ун хыҫҫӑн, Еремеич; ӑна ҫыхса пӑрахмаллах, унсӑрӑн

Пойдем за ним, Еремеич, надо его связать, а то…

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ кунта ҫынсен чӑн ячӗсене пурне те улӑштартӑм пулин те, кунта кам ҫинчен каланӑ, ҫавсем хӑйсене палласа илме пултарӗҫ тата кунти тӗнчерен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ ҫыннӑн тивӗҫсӗр ӗҫӗсене тӳрре кӑларӗҫ-и, тен, унсӑрӑн вӗсем халичченех ӑна ҫеҫ айӑпланӑ пулӗччӗҫ-ха: эпир вӗт мӗн ӑнланнине кирек хӑҫан та тенӗ пекех каҫаратпӑр.

Хотя я переменил все собственные имена, но те, о которых в нем говорится, вероятно себя узнают, и, может быть, они найдут оправдания поступкам, в которых до сей поры обвиняли человека, уже не имеющего отныне ничего общего с здешним миром: мы почти всегда извиняем то, что понимаем.

Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Каларӑм-ҫке сире, — терӗ вӑл, — паян ҫанталӑк пӑсӑлать тесе; васкамалла пирӗн, унсӑрӑн вӑл пире Крестовайра хуса та ҫитӗ».

«Я говорил вам, — воскликнул он, — что нынче будет погода; надо торопиться, а то, пожалуй, она застанет нас на Крестовой.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унсӑрӑн ӳсӗрлсе каятӑр та, мӗн пулать вара сирӗнпе?

а то охмелеете, что с вами будет?

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Унсӑрӑн эпӗ ӑна тарӑнрах пӗлме пултарайман пулӑттӑм.

Если бы их не было, я не мог бы узнать его глубже.

Ҫынсем тата II-мӗш марионеткӑсем (Панкрац) // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Е конспираци йӗркисене ҫирӗп тытса пырӑр, е ӗҫе пӑрахӑр, унсӑрӑн эсир хӑвӑра та, ыттисене те хӑрушлӑх умне тӑрататӑр.

Или соблюдайте правила конспирации, или бросайте работу, иначе вы подвергаете опасности себя и других.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Саша ура ҫине тӑчӗ те, каллех ачана ҫыхланчӗ: — Эсӗ мана вӗчерен ҫавӑрса илтӗн, унсӑрӑн мана эсӗ нихӑҫан та ӳкереес ҫукчӗ.

Саша успел вскочить и оправиться: – Ты меня схватил под силки, – сказал он, – а то бы никогда меня не повалил.

XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Упа ҫинчен эпӗ илтмен те, — терӗ Дефорж, — анчах яланах ҫумра пистолет чиксе ҫӳретӗп, мӗншӗн тесен, хам званине пула унсӑрӑн каҫару ыйттараяс ҫуккине пӗлсе, эпӗ хама мӑшкӑлама, кӳрентерме парасшӑн мар.

– Я не слыхивал о медведе, – отвечал Дефорж, – но я всегда ношу при себе пистолеты, потому что не намерен терпеть обиду, за которую, по моему званью, не могу требовать удовлетворения.

VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Консерва юлашкине, ҫу сийӗпе витӗннӗ темиҫе аш тӗпренчӗкне, Алексей ирхинех ҫисе яма шутларӗ, мӗншӗн тесен унсӑрӑн вӑл хӑй ура ҫине тӑраяс ҫуккине сисрӗ.

Жалкие остатки консервов – несколько волоконцев покрытого ароматным салом мяса – Алексей решил съесть утром, так как почувствовал, что иначе ему не подняться.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Унсӑрӑн вӑл ниепле те лӑпланма пултарайман.

Без этого он никогда не чувствовал себя совершенно спокойным.

22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Унсӑрӑн парикмахер юлташа ӗҫлеме кансӗр пулать.

А то товарищу парикмахеру неловко будет работать.

17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Обществӑлла транспортпа ҫӳреме те алӑра чӗрӗ укҫа кирлӗ, унсӑрӑн чарӑну павильонӗнчех тӑрса юлмалла пулӗ.

Чтобы ездить в общественном транспорте нужны наличные деньги, иначе можно остаться в остановке павильона.

Карттӑ та, алӑри укҫа та кирлӗ // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Тата унсӑрӑн пуҫне никӗсӗ ҫирӗп пулмалла — урайра ҫурӑк пулсан тӗтӗмӗ пӳлӗме тулӗ-ҫке.

Кроме того, надо, чтобы основание было крепким — дым из щели в полу может в помещение попасть.

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Сирӗн унсӑрӑн та иккӗ.

У вас и без него двое.

Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Библире те несӗлсен ырӑ йӑлисене ҫичӗ сыпӑк таран лайӑх пӗлмелле, унсӑрӑн турра юрӑхлӑ ҫын пулаймӑн тени пур.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Унсӑрӑн вӗсем пыл пуҫтармаҫҫӗ, ҫӑвӑр яраҫҫӗ.

Иначе они не будут собирать мед, выбросят.

Тухaҫа ӳстерме // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№

Унсӑрӑн ӑна манса та кайма пултаратпӑр.

Иначе мы можем его и забыть.

Ӗҫлерӗмӗр те, вӗрентӗмӗр те // Ульяна АНДРЕЕВА. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Унсӑрӑн май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех