Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тухaҫа ӳстерме

Автор: Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх

Ҫӑлкуҫ: Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№

Хушнӑ: 2019.07.12 19:33

Пуплевӗш: 17; Сӑмах: 140

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Вӗллесене ҫӑвӗпех пӗр вырӑнта тытсан хуртсем пур чухне те пыл пуҫтарса ӗлкӗреймеҫҫӗ. Сад, улӑх-ҫаран чечеке ларнӑ чухне пыл хурчӗсене йӗркеллӗ ӗҫлеме условисем туса памалла. Унсӑрӑн вӗсем пыл пуҫтармаҫҫӗ, ҫӑвӑр яраҫҫӗ.

Хуртсем вӗҫӗмех пыл пухчӑр тесен ӳсен-тӑран чечеке ларнӑ вӑхӑтра вӗллене вырӑнтан вырӑна куҫармалла. Ҫакӑ пыл пуҫтарас ӗҫе лайӑхлатать. Вӗсене тепӗр вырӑна куҫарма лайӑх хатӗрленмелле. Шӑрӑх ҫанталӑкра та хӑйсене аван туйччӑр. Карас юрӑхсӑра тухни те вӗсене сиенлеме пултарать. Вӗллери карас татӑласран йывӑр рамӑсене кӑларса илмелле, ҫурма туллисене кӑна хӑвармалла. Хуртсене ҫакӑ чӑрмантармасть, утарҫӑна та вӗллесене тиеме-пушатма ҫӑмӑлрах пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗрен тунисене те киввисемпе, ҫирӗпреххисемпе улӑштармалла.

Куҫарнӑ чухне вӗлле пыл хурчӗпе тулмасан та ҫав-ҫавах рамӑсене туллиех вырнаҫтармалла. Вӗсем пӗр-пӗрин ҫумне тачӑ ҫыпҫӑнса тӑччӑр. Хӗрринчи рамӑсене вара пӑтапа е шуруппа хытармалла.

Сивӗрех ҫанталӑкра рамӑсем ҫине михӗ е сывлакан материал хумалла, вӗсем ӳкесрен мӗнпе те пулин хӗстермелле.

Ӑшӑ ҫанталӑкра ҫемьесем пӑчӑхма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа вентиляцие пысӑклатмалла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех