Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Карттӑ та, алӑри укҫа та кирлӗ

Автор: Н.НИКОЛАЕВА

Ҫӑлкуҫ: Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Хушнӑ: 2019.07.25 01:56

Пуплевӗш: 23; Сӑмах: 242

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Экономика

Хальхи вӑхӑтра лавккара та, ытти ҫӗрте те тӗрлӗ услугӑшӑн, вӑл шутра пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ услугӑсемшӗн те, е карттӑпа, е онлайн мелпе тӳлеме пулать.

Анчах та карттӑпа кӑна пурӑнма пулать-и-ха?

Хальлӗхе тӗрлӗ сӑлтава пула Шӑмӑршӑра пур тӳлеве те карттӑпа тума пулмасть, апла пулин те унпа чӑнах та меллине хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ туять.

Хулари лавккасенче ку тӗлӗшпе пӑтӑрмах ҫук. Килетӗн, тавар суйлатӑн, кассӑра ҫӑмӑллӑнах карттӑпа тӳлетӗн. Пулчӗ те.

Хӑш-пӗр лавккара карттӑпа тӳлев тума май пулманни е Интернет ҫыхӑнӑвӗпе, е пачах та электричество ҫуккипе кӑна ҫыхӑннӑ. Ку - сайра хутра.

Апла пулин те шӑп та лӑп укҫа илнӗ вӑхӑтра электричество сӳнтереҫҫӗ пулсан, банкомат, сӑмахран, карттӑна «ҫӑтса яма» пултарать. Ун пек чухне кӗсьере укҫа ҫук пулсан вара йывӑртарах килӗ.

Пасара карттӑпа кӑна каймалла мар - нимӗн те туянаймӑн. Алӑра чӗрӗ укҫа е смартфонри онлайн тӳлев приложенийӗ пулсан ҫеҫ япала туянма пулать. Алӑра укҫа ҫук чухне кунти сутуҫӑсем онлайн тӳлевпе ӗҫлени пулӑшать - банкомата укҫа илме каймалла мар.

Столовӑйсемпе кафесенче вара карттӑпа тӳлеме аван - черетри ҫынсен эсӗ тата кассир укҫа шутланине кӗтмелле мар.

Обществӑлла транспортпа ҫӳреме те алӑра чӗрӗ укҫа кирлӗ, унсӑрӑн чарӑну павильонӗнчех тӑрса юлмалла пулӗ.

Такси те чӗрӗ укҫана килӗштерет. Ҫапах та хӑш-пӗр такси водителӗсем онлайн тӳлевпе те ӗҫлеҫҫӗ. Паллах, ку лайӑх.

Банк карттипе тӳлевсем тума ансат та меллӗ. Ӑна ҫухатни те укҫа ҫухатниех мар: ҫухатсан, унӑн ӗҫне чарса лартма пулать, укҫи вара счет ҫинчех юлать. Апла пулин те банк карттин даннӑйӗсене никама та пӗлтермелле маррине асра тытмалла. Укҫа енчӗкӗнче вара, картта пур пулсан та, чӗрӗ укҫа чиксе ҫӳрени ытлашши мар.

Н.НИКОЛАЕВА хатӗрленӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех