Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫураҫнӑ хӗр

Автор: Мария Петрова

Ҫӑлкуҫ: «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Хушнӑ: 2019.07.21 01:39

Пуплевӗш: 224; Сӑмах: 1531

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Ҫулла. Утӑ уйӑхӗ. Тӳпе янкӑр тӑрӑ, пӗр пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмасть. Хӗвел хӑйӗн ӑшшине пӗр хӗрхенмесӗр ҫӗр ҫине сапалать. Унӑн хӗрӳлӗхӗ мӗнпур чӗрӗ чуна пурӑнма хавхалантарать, вӑй илме пулӑшать.

Ҫывӑхри вӑрманта куккук авӑтни илтӗнет. Те такамӑн кун-ҫулне шутлать ӗнтӗ вӑл, те ют йӑвари чӗпписене йыхӑрса сас парать.

Вӑрмантан инҫех мар пӗчӗк сукмак тӑсӑлса выртать. Унӑн икӗ енӗпех — тулӑ пусси. Унти утмӑлтурат чечекӗсем куҫа илӗртеҫҫӗ, иртен-ҫӳрене хӑйсем патне чӗнеҫҫӗ.

Сукмакпа пыракан хӗр аллинчи йывӑр чӑматанне ҫӗр ҫине лартрӗ те тулӑ пуссине кӗрсе чечек татма пуҫларӗ. Ачалӑхри кунсене аса илсе пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхас терӗ. Сап-сарӑ ҫӳҫлӗ, кӑн-кӑвак тӗслӗ кӗпе тӑхӑннӑскер хӑй те чечек пекех туйӑнать.

Сасартӑк шӑплӑха ҫурса пӗчӗк ача сасси янӑраса кайрӗ. Хӗр унталла-кунталла пӑхкаларӗ, ача йӗнӗ сасӑ еннелле ыткӑнчӗ. Инҫех те мар кипкепе чӗркенӗ чӑмӑркка выртнине асӑрхарӗ. Вера ҫыхӑ умне чӗркуҫленсе ларчӗ, ачана алла илчӗ. Те ҫын тытнине сисрӗ пӗчӗкскер, йӗме чарӑнчӗ. Хӗр чӗтрекен аллипе унӑн кипкине салатрӗ. Чӑп-чӑмӑр питлӗ, кӑн-кӑвак куҫлӑ 1–2 уйӑхри пӗчӗк ҫын ун ҫине чӑрлаттарса пӑхса выртать, тутине пӗр вӗҫӗм чаплаттарса илет.

— Эй, Турӑҫӑм! Мӗнле чунлӑ хӗрарӑм килсе пӑрахнӑ-ши сана ҫак улах вырӑна? Мӗн шухӑшланӑ-ши вӑл сана ҫут тӗнче парнеленӗ чухне? Кашкӑр та хӑйӗн ҫурине шеллет. Этем вара хӑйӗн тӗпренчӗкне пӗр хӗрхенмесӗр пурнӑҫран уйӑрма килсе пӑрахать. Ҫакӑнтан та пысӑк ҫылӑх пур-ши вара ҫӗр ҫинче? — тӗрлӗ ыйту канӑҫ памарӗ Верӑна.

Мӗн тумалла ӗнтӗ унӑн малалла? Ачана тупнӑ вырӑна хумалла е пӗрле илсе каймалла? Каҫ та пулса килет. Пӗр-пӗр выҫӑ чӗрчун ҫӑварне лекме пултарать-ҫке айӑпсӑр чун.

Хӗр нумай шухӑшласа тӑмарӗ, ачана йӑтрӗ те ҫул ҫине тухрӗ. Кӑштах сывлӑш ҫавӑрса янӑ хыҫҫӑн япалисене илсе ял еннелле утрӗ. «Мӗнлерех кӗтсе илӗ-ши мана ял-йыш, атте-анне? Коля тата мӗн калӗ?» — утнӑ май явӑнчӗҫ пуҫра шухӑшсем.

Шӑпах тепӗр эрнерен савнисем пӗр-пӗринпе ҫемье чӑмӑртас тесе сӑмах татнӑччӗ, хӗре ҫураҫса та хунӑ ӗнтӗ.

Кӗтӳ кӗртнӗ вӑхӑтра ҫитрӗ вӑл яла. Пӳрчӗ ял вӗҫӗнче ларнӑран самаях утмалла-ха унӑн. Кашни тӗл пулаканах Вера ҫине тинкерсе пӑхать. Ачаллӑ хӗр пурӑнакан ҫурт тӗлне ҫитрӗ. Хапха ҫумӗнчи сак ҫинче виҫӗ-тӑватӑ хӗрарӑм калаҫса лараҫҫӗ. Чӗнмесӗр иртсе кайма аван мар тесе хӗр вӗсене сывлӑх сунчӗ.

— Вера пулмарӗ-и ку? — ыйтрӗ Кольӑн амӑшӗ Наҫтук аппа.

— Эпӗ-ҫке. Отпуска таврӑнатӑп, — терӗ хӗр именчӗклӗн.

— Сана ҫураҫма пырсан ача пурри ҫинчен нимӗн те шарламарӑн-ҫке эсӗ, — сӑмах хушрӗ Тарье аппа, Кольӑсен кӳрши.

— Хальхи хӗрсен намӑс-симӗс ҫук. Качча каймасӑрах ачаллӑ пулаҫҫӗ, — сӑмах хушмасӑр юлас темерӗ пулӗ Матӗрне аппа та. Вера урӑх нимӗн те чӗнмерӗ, малалла утрӗ.

Акӑ тинех вӑл хӑйсен пӳрчӗ умне ҫитрӗ. Пахчари яштака хурӑнӑн кӑтра ҫулҫисем ҫилпе хумханса илеҫҫӗ. Тӑван киле ҫитнӗ ятпа саламлаҫҫӗ пулӗ вӗсем хӗре.

Ӗне сӑвакан амӑшӗ алӑк сассине илтсен пуҫне ҫӗклерӗ. Ачаллӑ хӗрне курсан сӗт витри ҫӗре ӳкрӗ.

— Чиперех-и, аннеҫӗм? Эпӗ таврӑнтӑм, — терӗ Вера. Лешӗ самантрах тӗпренчӗкӗ патне чупса пычӗ, хӗрне хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ.

— Сывах-ха, Верукӑм. Ку кам ачи вара санӑн? — ыйтрӗ вӑл чӑтӑмсӑррӑн.

Ачана ҫул ҫинче тупнине пӗлтерчӗ хӗр. Амӑшӗ кунпа лӑпланмарӗ, ҫине-ҫинех ыйту пачӗ.

— Хӗрӗм, пӳрте кӗр-ха. Ҫул ҫинче ывӑнтӑн пулӗ. Эпӗ ӗнене суса пӗтерем, кайран калаҫӑпӑр, — тесе Лисук аппа сарай еннелле утрӗ.

Вера пӳрте кӗчӗ, ачана кравать ҫине хучӗ. Пӗчӗкскер урипе тапкалашма та пуҫларӗ. Кипке ӑшӗнчен хут татки урайне вӗҫсе ӳкрӗ. «Ача ячӗ — Коля, икӗ уйӑхра. Ҫамрӑклӑха ачапа ҫыхӑнтарас килмест, савӑнса юлас тетӗп», — ҫырнӑ ун ҫине. «Хӗр ӗмӗрӗнче камӑн савӑнас килмӗ? Ӑна чыслӑн ирттерме ҫук-шим? Мӗнле чун-чӗреллӗ этем ҫапла хӑтланнӑ-ши? Нивушлӗ ӳкӗнмест вӑл кайран?» — ҫакнашкал шухӑшсем явӑнчӗҫ хӗр пуҫӗнче.

— Ӗнер ҫеҫ Коля кӗрсе тухса кайрӗ. Сан пирки ыйтрӗ. Кӗтсе илме станцӑна тухатӑп терӗ. Тӗл пулаймарӑр-им? — терӗ ӗне суса кӗнӗ амӑшӗ хӗрне.

— Эпӗ аслӑ ҫулпа килес терӗм. Хӑвах пӗлетӗн вӗт: ачаранпах килӗштеретӗп эпӗ ӑна.

— Ку ачапа мӗн тӑвӑпӑр? Ҫураҫнӑ хӗр-ҫке эсӗ, Вера. Кам ӗненӗ сана? Усал чӗлхесем элек сарас тесен каҫӑхсах каяҫҫӗ. Тен, хальччен Коля хӑлхине те кӗчӗ пулӗ.

— Эпӗ Кольӑна шанатӑп. Мана ӑнланатех вӑл. Эпӗ ун умӗнче таса.

Кӑн-кӑвак куҫлӑ, сарӑ ҫӳҫлӗ пепке йӗрмӗшме пуҫларӗ. Вера ӑна аллине тытрӗ. Унран сӗт шӑрши кӗрет. Хӗр сисмесӗрех пӗчӗкскере кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ, ӑшшӑн ҫупӑрларӗ, ачашларӗ. Шӑп ҫак самантра пӳлӗме Коля кӗрсе тӑчӗ. Лисук аппа ҫамрӑксене чӑрмантарас мар тесе кухньӑна васкарӗ.

Каччӑ хӗре сывлӑх та сунмарӗ, ытти пирки те ыйтса пӗлмерӗ.

— Тӗрӗсех калаҫҫӗ иккен сан пирки ялта. Ӗненмерӗм. Станцӑран таврӑннӑ-таврӑнманах кунта чупса килтӗм. Хӑҫан качча тухма ӗлкӗрнӗ вара эсӗ? Е хӗрле ҫуратрӑн-и? — шӑл витӗр калаҫрӗ Коля.

Унӑн сӑмахӗсем хӗр чӗрине хӗскӗч-пе хӗснӗн ыраттарчӗҫ. Чакӑр хура куҫӗ татах та чарӑлчӗ, тути чӗтрерӗ.

— Коля, кам каларӗ сана ку ман ача тесе? Эпӗ ӑна ҫул ҫинче тупрӑм. Пулӑшу ыйтса макӑратчӗ вӑл. Пӑрахса хӑварма пултараймарӑм, — терӗ хӗр каччӑ ҫине айӑпсӑр куҫӗпе тинкерсе.

— Ку сӑмаха мана мар, пӗр-пӗр пӗчӗк ачана каласа ӗнентер. Ҫул ҫинче тупнӑ иккен вӑл. Кам пӑрахса хӑварать-ши хӑйӗн пепкине? Мӗншӗн эпӗ мар, эсӗ тупнӑ ӑна? Пӗринпе савӑшса пурӑннӑ та теприн патне ҫырусем ҫырас терӗн-и?

Каччӑн сӑмахӗсем Верӑн чунне витерчӗҫ. Хӗр тӳсеймерӗ, макӑрса ячӗ.

— Мана куҫҫульпе хӑратса хӑв майлӑ ҫавӑрас тетӗн-и? Ан та шухӑшла. Ачаллӑ хӗр кирлӗ мар мана, — тесе алӑка шалт! хупса пӳртрен тухса кайрӗ.

Ҫураҫнӑ хӗр юпа пек хытса тӑрса юлчӗ. Кӑштахран ҫеҫ пуҫне хуллен ҫӗклесе ҫӗмӗрт куҫне хупрӗ. Вӑл куҫҫульпе тулнӑ. Сывлӑм евӗр тап-тасаскер пит тӑрӑх юхса анчӗ. Пӗчӗк Коля ҫине те ӳкрӗ пулас. Вӑл шари! кӑшкӑрса ячӗ. Ҫак сасӑ хӗре чун кӗртрӗ. Хӑйне хӑй хытарса куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ те ачана чуп туса илчӗ.

— Сана никама та кӳрентерме памастӑп. Ҫынсем хӑть мӗн шухӑшлаччӑр, хамах пӑхса ӳстеретӗп, — ҫирӗппӗн каларӗ хӗр.

Пӗчӗк кӗленчепе сӗт илсе килнӗ амӑшӗ хӗрӗ ҫине пӑхса пӗтӗмпех ӑнланчӗ. Коля мӗншӗн хӑвӑрт тухса кайнине те амӑш чӗрипе туйса илчӗ.

Ӑшӑ сӗт ӗҫнӗ хыҫҫӑн ача тутлӑ ыйха путрӗ.

Вера амӑшне Кольӑна усрава илесси ҫинчен пӗлтерчӗ. Лисук аппа малтанах ниепле те килӗшесшӗн пулмарӗ, ятласа та илчӗ. Вера пурпӗрех хӑйӗн шухӑшӗнчен чакмарӗ. Ача амӑшӗ пулма ҫирӗп тӗллев лартрӗ.

— Юрӗ эппин, хӗрӗм. Аҫуна ӳкӗте кӗртме тӑрӑшӑп. Вӑй ҫитнӗ таран хамӑр та пулӑшӑпӑр. Кольӑна тӑван мӑнук пекех юратса ӳстерӗпӗр, — килӗшрӗ хӗрарӑм.

Отпуск вӗҫленесси тепӗр эрне пек юлсан Вера хулана кайрӗ. Хваттере ачапа пырса кӗрсен тантӑшӗсем тӗлӗнчӗҫ. Ача шӑпине пӗлнӗ хыҫҫӑн ӑна шеллерӗҫ. Кашниех Кольӑна хӑйӗн аллине илесшӗн пулчӗ.

— Ан хурлан, тантӑшӑм, пӗрле ӳстерӗпӗр. Йывӑрлӑхра пӗччен хӑвармӑпӑр, — хавхалантарчӗҫ вӗсем ҫамрӑк амӑшне.

Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртрӗ. Тантӑшӗсем пурте ҫемьеллӗ ӗнтӗ, кашнийӗн икшер-виҫшер ача, уйрӑм хваттер. Вера та хӑйне тивӗҫлӗ мӑшӑр тупрӗ. Петя хулари пӗр заводра цех пуҫлӑхӗнче вӑй хурать. Ҫемьере вӗсен виҫӗ ача: Коля, Марина, Ваня. Хваттер, машина пур.

Ҫуллахи пӗр ӑшӑ кун Вера ҫемйипе яла таврӑнчӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вӗсене яланхи пекех тарават йышӑнчӗ.

Вера ял варринчи ҫӑла васкарӗ. Пусмапа анса валак умне ҫитсе тӑчӗ. Шыв шӑнкӑртатса юхнине савӑнса сӑнарӗ вӑл. Ачалӑхри телейлӗ те шухӑ кунсем аса килчӗҫ. Кунне миҫе хутчен анса хӑпарман-ши ҫӑл патне? Ҫуркунне юр кайсанах кӗпе чӳхеме те килнӗ кунта. Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче ятарласа ҫӑл шывӗпе ҫӑвӑнма ҫӳренӗ. Кольӑпа та пӗрремӗш хут ҫакӑнтах тӗл пулнӑ.

Хӗрарӑм тулли витресене йӑтса улӑхма пуҫланӑччӗ кӑна, Коля ҫӑл еннелле килнине асӑрхарӗ. Вӑл ҫав-ҫавах яштака та ҫӳллӗ, патвар хул-ҫурӑмлӑ.

— Сывӑ-и, Вера? — терӗ Коля ӗлӗкхи савнийӗпе танлашсан. Ырӑ та, усал та чӗнмерӗ хӗрарӑм. Тулли витрисемпе малаллах талпӑнчӗ. «Тахҫанхи кӳренӗве ниепле те манаймастӑп. Коля ман ача маррине пӗлнӗ хыҫҫӑн та каҫару ыйтмарӗ. Тен, ҫавӑнпах хирӗҫ пулсан та калаҫма кӑмӑл ҫук унпа», — хӑйпе хӑй калаҫрӗ хӗрарӑм.

Сакӑр ҫулти Коля амӑшне хирӗҫ чупса пычӗ. Питӗ ырӑ кӑмӑллӑ ача вӑл. Мӗн хушнине итлет. Шкулта та лайӑх вӗренет. Ҫулне кура мар ӑслӑ калаҫать. Верӑпа танлашсан тулли витресене илес терӗ, анчах амӑшӗ памарӗ.

— Йывӑр вӗсем, ывӑлӑм. Кӑштах ӳссен йӑтма пултаратӑн, — терӗ.

— Анне, эпӗ сирӗн тӑван мар ывӑл-им? — ыйтрӗ Коля кӑшт чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн.

— Ку сӑмахсене камран илтрӗн? — витрисене ҫӗре лартрӗ Вера, ывӑлӗ умне кукленчӗ.

— Пӳрт умӗнчи сак ҫинче ларакан хӗрарӑм каларӗ, — аллине тӑсса кӑтартрӗ ывӑлӗ.

— Коля эсӗ кукамай патне кай-ха, санпа кайран калаҫӑпӑр.

Палламан хӗрарӑм патне ҫитсен Вера витрисене ҫӗре лартрӗ те сак ҫине вырнаҫрӗ.

— Ывӑлӑма курас тесе ятарласа килтӗм. Паллашар: Инга ятлӑ. Кӳршӗ ялтан эпӗ. Тӗрӗсрех каласан, хулара пурӑнатӑп. Яла тӑвансем патне килкелетӗп. Сан ывӑлун чӑн-чӑн амӑшӗ эпӗ. Ашшӗ кам иккенне пӗлес килет-и?

— Ача чунне мӗншӗн амантрӑн эсӗ.

Сакӑр ҫултан тин аса илеҫҫӗ-и вара кун пирки?

— Итле-ха эсӗ малалла. Унӑн ашшӗ — Коля, сан каччу пулнӑскер. Эсӗ хулара чухне мана ӑсатма час-часах ҫӳретчӗ вӑл. Эпӗ йывӑр ҫын пулнине пӗлсен — пӑрахрӗ. Ачана ҫуратрӑм, анчах пӑхса ӳстереймерӗм. Икӗ уйӑх тултарсан тулӑ пуссине кайса пӑрахрӑм… Ыттине хӑвах пӗлетӗн. Эпӗ ҫемьеллӗ, анчах та ача ҫук пирӗн. Турӑ текех памарӗ. Пар мана хамӑн ачана. Сирӗн унсӑрӑн та иккӗ. Мӗн тума кирлӗ сана ют ача? — йӑлӑнчӗ этем чысне ҫухатнӑскер.

— Коля ют ача мар, хамӑрӑнах. Ашшӗ те, амӑшӗ те пур унӑн. Вӑл тӑлӑх мар. Сакӑр ҫул хушшинче ачу ҫинчен аса илтӗн-и? Вӑл уйра пӗччен макӑрса выртнӑ чухне чӗрӳ мӗнле тӳсрӗ?

— Эпӗ ӑна суд урлӑ сиртен пурпӗрех туртса илетӗп. Манӑн ача вӑл. Ӑна эпӗ ҫуратнӑ, эсӗ мар.

— Хӑйӗн тӗпренчӗкне эрех-сӑрапа, арҫынсемпе улӑштарнӑ хӗрарӑма суд ӑнланӗ-ши? Ку ыйтӑва Коля хӑй те татса парӗ, текех пӗчӗк ача мар вӑл, — терӗ те Вера тулли витрисене алла илчӗ. Инга та унран юлмарӗ.

Пӳрте амӑшӗпе пӗрле ют хӗрарӑм кӗрсе тӑрсан Кольӑн чӗри хӗссе ыратрӗ. Хӳтлӗх шыранӑн кукамӑшӗ ҫумне йӑпшӑнчӗ.

— Коля, эпӗ сана чӑн пулнине каласа паратӑп, тимлӗ итле, — терӗ Вера.

Пӳртре пӗр вӑхӑт шӑплӑх хуҫаланчӗ. Виҫӗ мӑшӑр куҫ арҫын ачана тинкерчӗ.

— Анне, кипке ӑшӗнчи ача эпӗ пулнӑ вӗт, — шӑплӑха сирсе куҫҫуль витӗр ыйтрӗ Коля.

— Эсӗ, ывӑлӑм. Эпир сана кун пирки кӑштах ӳссен пурпӗрех пӗлтереттӗмӗрччӗ. Чунна амантнӑшӑн каҫар мана. Ҫак хӗрарӑм санӑн тӑван аннӳ. Вӑл сана хӑйпе пӗрле илсе каясшӑн.

— Аннеҫӗм, тархасшӑн, ют хӗрарӑма парса ан яр мана, — чупса пырса уртӑнчӗ арҫын ача Вера мӑйӗнчен. Такам туртса илесрен хӑранӑн вӑл ывӑлне хӑйӗн ҫумне чӑмӑртарӗ. Ачан куҫҫульне чуптуса типӗтрӗ, ҫурӑмӗнчен ачашшӑн лӑпкарӗ.

Ачине ӗмӗрлӗхех ҫухатнине тинех ӑнланчӗ Инга, алӑк патнелле утрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех