Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ӗҫлерӗмӗр те, вӗрентӗмӗр те

Автор: Ульяна АНДРЕЕВА

Ҫӑлкуҫ: Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Хушнӑ: 2019.07.12 19:24

Пуплевӗш: 24; Сӑмах: 204

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Вӗренӳ

Ӗҫпе кану юнашар пулнине лайӑх пӗлетпӗр. Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫӗнче эпир ҫуллахи каникула мӗнле ирттерес пирки нумай шухӑшларӑмӑр. Класс ертӳҫи Екатерина Ивановна Григорьева тӗллевсемпе паллаштарчӗ. Июль уйӑхӗн вӗҫӗнче шкула ҫуллахи практикӑна тухмаллине пӗлсен питех те савӑнтӑмӑр. Ара юратнӑ шкулсӑр тунсӑхлама вӑхӑчӗ те самай иртрӗ-ҫке. Тантӑшсене те курас килет, вӗрентекенсене те тӗл пулас ӗмӗтлӗ.

Тинех кӗтнӗ кун ҫитрӗ. Эпир шкул ҫумӗнчи сӑнав лаптӑкне тулли кӑмӑлпа ҫӳреме тытӑнтӑмӑр. Практика вӑхӑтӗнче мӗн кӑна тума ӗлкӗрмерӗмӗр-ши! Йӑрансене ҫумкурӑкран тасатрӑмӑр, шкул таврашӗнчи утма ҫулсене тирпейлерӗмӗр. Клумбӑсенчи чечексем те пирӗн ӗҫченлӗхрен тӗлӗнчӗҫ пулас: тӗрлӗ-тӗрлӗ чечек вутлӑн-хӗмлӗн сарӑлса ҫеҫкере ларать.

Пурте пӗрле ӗҫленине нимӗн те ҫитмест. Пире пулӑшма яла кукашшӗсемпе кукамӑшӗсем, аслашшӗсемпе асламӑшӗсем патне хуласенчен килнӗ мӑнукӗсем те хаваспах ҫӳрерӗҫ. Кирилл Кудрганова пулӑшма Никита Смирнов хаваспах килӗшрӗ. Никита ялта ҫитӗнмен пулин те пур ӗҫе те пӗлсе турӗ. Ахальтен мар вӑл ялти тӑванӗсене яланах хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе савӑнтарать.

Канупа юнашар вӗренӳ те пырать. Эпир Екатерина Ивановнӑна тав тӑвас тетпӗр. Пире ӗҫленӗ хушӑрах хутлав таблицине те аса илтерсех тӑчӗ. Унсӑрӑн ӑна манса та кайма пултаратпӑр. Кӗҫех вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан, ак, шкула кайӑпӑр та эпир таблицӑна маннине туссем сисме те пултарӗҫ. Аван мар пулса тухӗ ун пек чухне. Ҫавӑнпа та вӑхӑтра ӗҫе тумалла. Канӑва ӗҫпе те, вӗренӳпе те ҫыхӑнтарса питех те тӗрӗс тунишӗн хамӑр та савӑнтӑмӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех