Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл унчченхи пекех пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, сайра хутра ҫеҫ унӑн тӗссӗр те пӗркеленнӗ питҫӑмартийӗсем ҫинче темӗнле ӑрасна кулӑ палӑрчӗ.
XXXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Стахов хускалайми пуличченех самӑрланнӑ, сарӑ куҫӗсем хӗсӗк те ыйхӑллӑ, пичӗ мӑнтӑркка та сарӑ, тутисем тачка, тӗссӗр.
VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кунта иккен пӗтӗмпех урӑхла ӳкерчӗк, хамӑр тин ҫеҫ тухса килнӗ хула ҫумӗнче вӑл ытла та тӗссӗр курӑнать, хулапа нихӑш енчен те ҫыхӑнаймасть.Все это так не вязалось с городом, от которого мы только что отъехали.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Унӑн пуҫне пӗтӗмпех сӑнлӑхсем ҫавӑрса илчӗҫ, картинӑсем нихӑҫан асран кайми, алӑпа хыпаласа туяс пек уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ, анчах тепӗр чухне вӗсене хут ҫине ӳкерме йывӑр, йӗркесем тӗссӗр тухаҫҫӗ, вӗсенче вут-хӗм те, хӑват та ҫителӗксӗр, ҫакӑн пек чухне Корчагина творчествӑн йывӑрлӑхӗ тем териех асап кӳрет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Конфедератка-картузӑн ҫутӑ сӑмси айӗнчен хускалман тӗссӗр куҫӗсем пӑхаҫҫӗ.Из-под никелированного ободка козырька конфедератки — неподвижные, вылинявшие глаза.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫапла пӗр тӗссӗр, нимӗн тумасӑр, хӑвӑрт, питӗ хӑвӑрт вунӑ ҫул иртнӗ.Десять лет прошло таким образом, бесцветно, бесплодно и быстро, страшно быстро.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Йӑпӑлти чее кулӑ унӑн шӑлсӑр ҫӑварне уҫса ярать, тӗссӗр куҫӗсене хӗсӗнтерет.Приторно-лукавая улыбка растягивала ее ввалившиеся губы, ежила тусклые глазки.
XV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Вӗсен ҫав тӗссӗр хӗрсене култарма тата вӗсене итлеме уйрӑм пултарулӑх пур.Они имеют особенный дар заставлять смеяться и слушать этих бесцветных красавиц.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Юр хӳсе кайнӑ ҫӗршывра художник пур, финсем пурӑнакан ҫӗршывра, йӗп-йӗпе, пӗр тикӗс, тӳп-тӳрӗ, имшер сӑнлӑ, тӗссӗр тата тӗтреллӗ ҫӗршывра художник пур.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Унӑн айван кулли тутисене ытларах та ытларах сарать, тӑхлан пек куҫӗсенче тӗссӗр шӗвекрен урӑх нимӗн те ҫук.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ридлерӑн тӗссӗр куҫхаршисем ҫӗкленчӗҫ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӗсем ӗнтӗ хӑмаран тунӑ тӗссӗр стенасемлӗ пӗчӗк пӳлӗмре пулнӑ, унта тӗкӗрпе тӑракан пысӑках мар сӗтелсӗр, табуреткӑсӑр тата кӗтессене ҫакса тултарнӑ сӗтӗк-ҫатӑксӑр пуҫне урӑх нимӗн те пулман, лампа е ҫурта вырӑнне стена ҫумне ҫапса лартнӑ трубочка ӑшӗнче хӑйне евӗрлӗ ҫутӑ шарса тӑнӑ.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Сивӗ те тӗссӗр ҫумӑр пӗрӗхет, сарӑхнӑ йывӑҫсем хушшинче кӗрхи ҫил ашкӑнса иртӗхет, ҫулҫӑсене тата-тата илет те тӗксӗммӗн ҫуталакан йӗпе асфальт ҫине пӑрахать.
17 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Тӑван сӑн-пите юлашки хут лайӑхрах курса, астуса юлас тесе, Григорий чӗркуҫҫи ҫине кукленчӗ те хӑраса кайнипе тата йӗрӗннипе ирӗксӗр ҫӳҫенсе илчӗ: Пантелей Прокофьевичӑн сарӑхса кайнӑ тӗссӗр кӑвак пичӗ тӑрӑх, куҫ шӑтӑкӗсенче, питҫӑмартисенчи пӗркеленчӗксем хушшинче пыйтӑсем чупса ҫӳреҫҫӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вилӗм хӑйӗн тӗссӗр сарӑ мӗлкине ӳкерме ӗлкӗрнӗ ҫав питҫӑмарти тӑрӑх канӑҫсӑр кӑткӑсем йӑпӑртатса чупаҫҫӗ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан пӗр вӑхӑт пеме чарӑнчӗҫ те, Аксиньйӑшӑн чуна эпеклесе ачашлакан ҫывӑх сасӑсен тӗнчи уҫӑлчӗ: каврӑҫсен аял енчен ҫӳхе шурӑ мамӑк витсе илнӗ ешӗл ҫулҫисемпе шӑратса кӑларнӑ пек эреш чӗнтӗрлӗ юман ҫулҫисем чӗтренчӗклӗн вӗлтӗртетсе чӑштӑртатрӗҫ; ҫамрӑк ӑвӑссен ҫӑра чӑтлӑхӗнчен вӗҫӗ-хӗррисӗр кашланӑ сасӑсем юхса тӑчӗҫ; инҫетре-инҫетре, уҫӑмсӑр та салху сасӑпа, куккук такамӑн пурӑнса ҫитермен ҫулӗсене шутларӗ; кӳлленчӗк ҫийӗн вӗҫсе иртнӗ мӑйракаллӑ текерлӗк хистевлӗн: «Чӗрӗ-и? чӗрӗ-и?» — тесе ыйтрӗ; Аксиньйӑран пӗр-икӗ утӑмра сӑрӑ кӑвак тӗслӗ темле пӗчӗк кайӑк, пуҫне каҫӑрта-каҫӑрта, куҫне евӗклӗн хӗстеркелесе, ҫул лупашкинчен шыв ӗҫрӗ; ҫемҫе мамӑклӑ, тӗссӗр сарӑ тӗкӗлтурасем нӑрлатса вӗҫрӗҫ; улӑх чечекӗсен ҫеҫкисем ҫинче хӑмӑртарах сарӑ вӑрман пыл хурчӗсем чӳхенсе ларчӗҫ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун куҫӗсем, вутпа пӗрле сӳннӗ пек, типӗ те тӗссӗр пулнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
22-мӗшӗнче шуҫӑм ҫутипех тӳпене тӗссӗр кӑвак янкар карса илчӗ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дон хӗрринчи тирек йывӑҫҫисем хыҫӗнчен тӗссӗр шупка уйӑх йӑраланса хӑпарать.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шыв айне пулнӑ тӗссӗр шупка вулӑллӑ тирексен ҫара тураттисем ҫилпе силленеҫҫӗ, капӑр кӑчкӑсемпе элккеммӗн кӳпчесе мамӑкланнӑ хӗрлӗ ҫӳҫесем вара шыв ҫинче тураттисене вышкайсӑр ҫӑмӑл та симӗс пӗлӗт ластӑкӗсем пек шукӑллӗн кӑнтарса лараҫҫӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.