Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑххӑрмӗш сыпӑк

Пай: Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Максим Данилов-Чалдун

Ҫӑлкуҫ: Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫул: 1948; Хушнӑ: 2020.06.15 18:34

Пуплевӗш: 148; Сӑмах: 1514

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Мускавра вӗсем темиҫе кун хушши пӗр учреждени архивӗн кладовойӗнче пурӑнчӗҫ, ҫав архивӑн пуҫлӑхӗ Корчагина клиникӑна вырнаҫтарма пулӑшрӗ.

Вӑй пур чухне ҫамрӑк чухне ҫирӗп тӑма ҫӑмӑл пулнине, анчах халӗ, пурӑнӑҫ тимӗр кӑшӑлпа хӗстерсе пынӑ чухне, тытӑнса тӑрасси — хисеплӗх ӗҫӗ иккенне Павел тин ӑнланса илчӗ.

— Пӗлетӗн-и, Павел, анне мана кунта тухса килес умӗн аттене кооперативран кӑларни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӑл стройкӑра, платник пулса ӗҫлет, — тесе пӗлтерет Тая Павела.

Корчагин архив кладовойӗнче ирттернӗ каҫранпа ҫулталӑк ҫурӑ иртрӗ. Вунсакӑр уйӑх — каласа парайми асапсем.

Клиникӑра Авербах профессор Павела тӳрех унӑн куҫне куракан тума май ҫук тесе пӗлтерчӗ. Хӑҫан та пулсан, куҫ ыратма чарӑнсан, куҫ шӑршине хирургсен операци туса пӑхмалла, терӗ. Куҫсене малалла кӳпчеме парас мар тесе, хирургиллӗ майсем йышӑнма сӗнчӗҫ.

Павелтан ҫакна тума килӗшни ҫинчен ыйтаҫҫӗ. Павел врачсем мӗн шутланине пурне те тума ирӗк пачӗ.

Операци тӑвакан сӗтел ҫинче паращитовиднӑй парсене касса кӑларнӑ чухне, мӑя ланцетсемпе чакаланӑ кушӑра, вилӗм ӑна хӑйӗн хура ҫуначӗсемпе виҫӗ хутччен пырса перӗнчӗ. Анчах Корчагинра пурӑнӑҫ ҫирӗп тытӑнса тӑрать. Тая хӑйӗн тусӗ хӑрушӑ сехетсем хыҫҫӑн кашнинчех вилнӗ ҫын пек шурӑхса кайнине курать, анчах Павел хӑйне яланах чӗрӗ, яланах лӑпкӑ тыткалать.

— Ан шиклен, хӗрӗм, мана вӗлерсе вырттарма ҫав териех ҫӑмӑл мар, вӗреннӗ эскулапсен арифметики шутласа хунине хирӗҫсе те пулин эпӗ пурӑнатӑпах. Вӗсем манӑн сывлӑх пирки пӗтӗмпех тӗрӗс шутлаҫҫӗ. Анчах мана ҫӗр проценчӗпех ӗҫлеме пултараймасть тесе документ ҫырнипе вӗсем йӑнӑшаҫҫӗ. Кунта эпир кам тӗрӗссине курӑпӑр-ха, — тет вӑл Тайӑна.

Павел ҫӗнӗ пурӑнӑҫ тӑвакансен ӗретне таврӑнмалли ҫула татӑклӑн палӑртса хучӗ.

Хӗл иртрӗ, ҫуркунне чӳречесене уҫса ячӗ. Юлашки операцинчен ҫӑлӑнса тухнӑ, юнсӑр тӑрса юлнӑ Корчагин хӑй текех лазаретра выртма пултарайманнине ӑнланса илчӗ. Йӗри-тавра асап та тарӑху, вилме пӳрнӗ ҫынсем йӑнӑшни, кӑшкӑрашни ҫакӑн пек ҫӗрте темиҫе уйӑх пурӑнасси вӑл хӑвӑн асӑпусене тӳсессинчен те йывӑртарах.

Ҫӗнӗрен операци тума кирли ҫинчен каласан, вӑл сиввӗн татса каларӗ:

— Ҫитет. Ӑслӑлӑхшӑн эпӗ хамӑн юнӑн пӗр пайне патӑм, юлни мана урӑх ӗҫ валли кирлӗ, — терӗ.

Ҫав кунах Павел хӑйне Мускавра, хӑйӗн тусӗ ӗҫлекен ҫӗрте юлма пулӑшу ыйтса, ЦК-на ҫыру ҫырчӗ. Мӗншӗн тесен малашне капла ҫапкаланса ҫӳренинчен нимӗн усӑ та пулас ҫук. Партирен вӑл пуҫласа пулӑшу ыйтрӗ. Унӑн ҫыруне илнӗ хыҫҫӑн Мускав хула Совечӗ ӑна пӳлӗм пачӗ. Павел вара лазаретран урӑх кунта тавӑрӑнас мар ӗмӗтпе тухса кайрӗ.

Кропоткин урамӗнчи лӑпкӑ кӗтесри тӑпӑл-тӑпӑл пӳлӗм ӑна ытах та чаплӑн туйӑнса кайрӗ. Павел час-часах ҫӗр варринче вӑранать те, унӑн лазаретри пурӑнӑҫӗ таҫта хыҫа юлнине ниепле те ӗненес килмест.

Тая парти членне куҫрӗ. Ӗҫре тимлӗскер, вӑл, хӑйӗн пурӑнӑҫӗнчи трагедие пӑхмасӑрах, ударницӑсенчен юлмасӑр ӗҫлет, ҫакна кура коллектив ҫак калаҫма юратман работницӑна пысӑк ӗҫ шанса пачӗ: Тайӑна фабком членне суйларӗҫ. Большевикленсе пыракан тусӗшӗн савӑнни Павелӑн йывӑр пурӑнӑҫне ҫемҫетет.

Ӑна командировкӑна килнӗ Бажанова пырса курчӗ. Нумай калаҫрӗҫ. Павел ӑна хӑй ҫитес вӑхӑтсенчех боецсен ӗретне тавӑрӑнмалли майсем ҫинчен хӗрсех каласа пачӗ.

— Бажанова Корчагинӑн тӑнлавӗ ҫинче ҫӳҫе кӑвакара пуҫланине курчӗ те хуллен каларӗ:

— Эсир сахалах мар тӳссе ирттернӗ. Анчах ҫапах та сӳнми хастарлӑха ҫухатман. Тата мӗн кирлӗ! Эсир пилӗк ҫул хушши хатӗрленнӗ ӗҫе пуҫӑнма шутлани аван. Анчах мӗнле ӗҫлӗр-ха эсир?

Павел лӑпкӑн кулса илчӗ:

— Ыран ман пата картонран каснӑ транспарант илсе килеҫҫӗ. Унсӑрӑн эпӗ ҫырма пултараймастӑп. Йӗрке ҫине йӗрке пырса кӗрет. Эпӗ нумайччен меслет шырарӑм, юлашкинчен тупрӑм, — картонран касса тунӑ япала манӑн кӑранташа йӗрке тӑрӑх тӳп-тӳрӗ илсе пымалла. Ху мӗн ҫырнине курмасӑр ҫырма йывӑр, анчах ҫапах та ҫырма май ҫук, тесе калама ҫук. Эпӗ ӑна лайӑхах сӑнаса пӗлтӗм. Малтанлӑха манӑн нимӗн те тухмастчӗ, халь акӑ хуллентерех ҫырма пуҫларӑм, кашни саспаллинех тӗплӗн ҫыратӑп та, аванах пулать.

Павел ӗҫлеме пуҫлать. Вӑл Котовскин паттӑр дивизийӗ ҫинчен повесть ҫырма шутласа хунӑ.

Ячӗ хӑй тӗллӗнех тупӑнать:

«Тӑвӑлра ҫуралнисем».

Ҫак кунран пуҫласа унӑн мӗнпур пурӑнӑҫӗ кӗнеке пырас ӗҫ ҫине куҫрӗ. Ерипен, йӗрке хыҫҫӑн йӗрке, страница хыҫҫӑн страница ҫуралаҫҫӗ. Унӑн пуҫне пӗтӗмпех сӑнлӑхсем ҫавӑрса илчӗҫ, картинӑсем нихӑҫан асран кайми, алӑпа хыпаласа туяс пек уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ, анчах тепӗр чухне вӗсене хут ҫине ӳкерме йывӑр, йӗркесем тӗссӗр тухаҫҫӗ, вӗсенче вут-хӗм те, хӑват та ҫителӗксӗр, ҫакӑн пек чухне Корчагина творчествӑн йывӑрлӑхӗ тем териех асап кӳрет.

Хӑй ҫырнине унӑн пӗтӗмпех, пӗр сӑмах юлмиччен асра тытмалла. Шухӑш йӗрне ҫухатни ӗҫе чӑрмантарать. Амӑшӗ хӑйӗн ывӑлӗн ӗҫӗ ҫине хӑра-хӑра пӑхкалать.

Ҫырнӑ май хӑшпӗр чухне унӑн страници-страниципе, хӑш чухне пӗтӗм сыпӑкӗпех те ӑсра вуласа тухма тивет, амӑшне вара хӑш чухне ывӑлӗ ухмаха ернӗ пек те туйӑнса каять. Вӑл ҫырнӑ чухне амӑшӗ ун патне пыма хӑяймасть, ҫӗре ӳкнӗ листисене пуҫтарнӑ чухне ҫеҫ вӑл шикленерех калать.

— Санӑн мӗн те пулин урӑх ӗҫпе йӑпанасчӗ, Павлуша. Ара, кам ҫав тери вӗҫӗмсӗр ҫырать…

Вӑл амӑшӗ шикленсе ӳкнинчен пӗтӗм чунтан кулать, карчӑка хӑй «картран пӗтӗмпех тухса ӳкменни» ҫинчен каласа ӗнентерет.

Ҫырма шутланӑ кӗнекен виҫӗ сыпӑкӗ пулса ҫитрӗ. Павел вӗсене Одессӑна, ватӑ котовецсем патне, хак пама ячӗ те часах вӗсенчен лайӑх отзыв илчӗ. Анчах алҫырӑвне, каялла килнӗ чухне, почта ҫухатать. Ҫапла вара ултӑ уйӑх ӗҫлени ахалех пӗтет. Ку Павелшӑн пысӑк инкек пулса тӑрать. Хӑйне валли копи хӑвармасӑр пӗртен-пӗр алҫырӑвне янӑшӑн пит те кулянчӗ вӑл. Хӑйӗн ҫухатӑвӗ ҫинчен вӑл Леденева каласа пачӗ.

— Мӗншӗн ҫапла асӑрхамасӑр хӑтланатӑн? Лӑплан, халӗ нимӗн ятлаҫмалли те ҫук ӗнтӗ. Ҫӗнӗрен пуҫла.

— Анчах, Иннокентий Павлович! Ултӑ уйӑх ӗҫленӗ ӗҫе вӑрларӗҫ-ҫке. Вӑл вӗт кашни кун сакӑршар сехет хушши пуҫа ҫӗмӗрсе шухӑшланӑ ӗҫ! Акӑ ӑҫта вӗсем, паразитсем, виҫӗ хутчен ҫӗр ҫӑтса антарасшӗсем!

Леденев ӑна лӑплантарма тӑрӑшать.

Каллех ҫӗнӗрен пуҫламалла пулчӗ. Леденев ӑна хут тупса парать. Ҫырнине машинкӑпа ҫапма пулӑшать. Уйӑх ҫурӑран пӗрремӗш сыпӑк ҫӗнӗрен ҫуралать.

Вӗсемпе пӗр хваттерте Алексеевсен ҫемьи пурӑнать. Аслӑ ывӑлӗ, Александр, хулари комсомолӑн пӗр райкомӗн секретарӗнче ӗҫлет. Унӑн вунсакӑр ҫула ӗнтӗ Галя ятлӑ йӑмӑкӗ пур, вӑл фабзавучран вӗренсе тухнӑ. Галя савӑнӑҫлӑ хӗр. Павел хӑй амӑшне ҫав хӗрача «секретарь» вырӑнне пулӑшма килмӗ-ши тесе калаҫса пӑхма хушрӗ. Галя хаваслансах килӗшрӗ. Вӑл Павел повесть ҫырнине пӗлсенех:
— Эпӗ сире пулӑшма пит хавас, Корчагин юлташ. Ку атте валли хваттерсенче тасалӑх тытасси ҫинчен кичемлӗ циркулярсем ҫырасси мар, — тесе хучӗ.

Ҫак кунран тытӑнса литература ӗҫӗсем икӗ хут хӑвӑртрах пулса пыма пуҫларӗҫ. Уйӑх хушшинчех тем тӗрлӗ нумай ӗҫлесе пӑрахнине кура Павел хӑй те тӗлӗнсе кайрӗ. Галя хаваслансах ӗҫлесе, Павелӑн ӗҫне чӗре патне хывса, ӑна пулӑшса пырать. Унӑн кӑранташӗ хут тӑрах хуллен чӑштӑртатать, вӑл ӗҫ малалла кайнине кура савӑнать, хӑйне килӗшнисене темиҫешер хут вуласа тухать. Павел ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пуласса шанаканни пӗтӗм килӗпе те пӗр вӑл ҫеҫ теме юрать, ыттисем нимӗн тухасса та шанмаҫҫӗ, вӗсене Павел ӗҫсӗр аптранӑ енне ҫеҫ ҫырнӑ пек туйӑнать.

Леденев командировкӑран Мускава тавӑрӑнчӗ, вӑл малтанхи сыпӑксене вуласа пӑхрӗ те каларӗ:

— Ӗҫле, тусӑм. Ҫӗнтерӳ пирӗн алӑра. Саншӑн малашне пысӑк савӑнӑҫсем пулмалла, Павел юлташӑм. Эпӗ хытах шанса тӑратӑп: санӑн ҫӗнӗрен строя тӑрас ӗмӗтӳ часах пурӑнӑҫа кӗрет. Хӑвӑн шанчӑкна ан ҫухат, ывӑлӑм.

Старик Павел патӗнчен яланах тулли кӑмӑлпа тухса каять: Павелра вӑл тулли тимлӗх пуррине курать.

Унтан акӑ Галя килет, унӑн каранташӗ хут тӑрӑх чӑштӑртатса шума пуҫлать, вара каллех асран кайми кунсем ҫинчен сӑмах хыҫҫӑн сӑмах, йӗрке хыҫҫӑн йӗрке тухса пыма тытӑнать. Тепӗр чухне Павел шухӑша каять, ӑна асаилӳсем ҫавӑрса илеҫҫӗ, ҫакӑн пек самантсенче Галя унӑн куҫхаршисем чӗтренине, шухӑшран шухӑша куҫнӑ май куҫӗсем улшӑннине курать те, унӑн Павел суккӑр иккенне ӗненес те килми пулса каять: ара унӑн тап-таса куҫшӑрҫисенче пурӑнӑҫ вылять-ҫке.

Ӗҫлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн Галя кун тӑршшӗнче ҫырнине вуласа парать. Павел тинкерсе итлет, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе унӑн пичӗ тӗксӗмленсе илет.

— Мӗншӗн салхулантӑр эсир, Корчагин юлташ? Лайӑх ҫырнӑ вӗт?

— Ҫук, Галя, начар.

Ӑнӑҫлах тухайман страницӑсем хыҫӗнчен вӑл хӑй ҫырма тытӑнать. Ансӑр йӗрлӗ транспарант унӑн аллине ҫыхса лартать те тепӗр чухне вӑл, чӑтайманнипе, каллех пӑрахать. Кун пек чухне вара вӑл, хӑйне куҫсӑр тӑратса хӑварнӑ пурӑнӑҫ ҫине тарӑхнипе, кӑранташа хуҫкаласа пӑрахать, унӑн хӗстерсе ҫыртнӑ тутисем ҫине юн тумламӗсем пӑчӑртатса тухаҫҫӗ.

Ӗҫ вӗҫнелле ҫывхарса пынӑҫем халиччен пусарса усранӑ кирлӗ мар шухӑшсем час-часах тапа-тапа туха пуҫлаҫҫӗ. Пусарнӑ шухӑшӗсем хушшинче — хурланас кӑмӑл тата кашни ҫыннах тивӗҫлӗ, анчах та ӑна ҫеҫ тивӗҫмен хӗрӳ те ачаш туйӑмсем пулнӑ. Ҫаксенчен пӗрин хыҫҫӑн ҫеҫ кайнӑ пултӑрччӗ вӑл, вара ӗҫ трагедипе ҫеҫ пӗтнӗ пулӗччӗ. Тая фабрикӑран кашни кунах ҫӗрле тин тавӑрӑнать те, Мария Яковлевнӑпа шӑппӑн пӗр-икӗ сӑмах калаҫса илсе, ҫывӑрма выртать.

Юлашки сыпӑкӗ ҫырӑнса пӗтрӗ. Галя повӗҫе темиҫе кун хушши Корчагина вуласа пачӗ.

Ыран алҫырӑвӗ Ленинграда Обкомӑн культпроп пайне каймалла. Кӗнекене унта «пурӑнӑҫа кӗмелли ҫул» парсан, ӑна издательствӑна яраҫҫӗ — вара…

Чӗре канӑҫсӑр тапать. Вара… темиҫе ҫул хушши тем тӗрлӗ тӑрӑшса ӗҫленипе тупӑннӑ ҫӗнӗ пурӑнӑҫ пуҫланса каять.

Кӗнеке кунҫулӗ Павел кунҫулне татса парать. Алҫырӑвне аркатса тӑкни Павелӑн юлашки кун ӗнтрӗкӗ пулать. Анчах, хӑшпӗр тӗлӗшрен ҫеҫ ӑнӑҫсӑр пулас пулсан, вӑл ҫитменлӗхсене тӳрлетме май пур пулсан, Павел каллех ҫӗнӗ наступлени пуҫласа ярать.

Амӑшӗ йывӑр хут тӗркине почтӑна илсе кайрӗ. Тӳсеймесӗр кӗтекен кунсем пуҫланаҫҫӗ. Корчагин хӑйӗн ӗмӗрӗнче нихӑҫан та ҫыру килессе ҫакӑн пек асаплӑн кӗтмен. Вӑл ирхи почтӑна кӗтсе ҫеҫ пурӑнать. Анчах Ленинград сас памасть.

Издательство ответ паманни шиклентерме пуҫлать. Кунсеренех ӗҫ тухасса шанманни ӳссех пырать. Корчагин хӑй пуҫӗнче кӗнекене пачах хурласа пӑрахни — пурӑнӑҫӑм пӗтесси пулать тесе шутлать. Малалла пурӑнма пулмасть. Нимӗнле ӗмӗт те ҫук.

Кун пек минутсенче вӑл тинӗс хӗрринчи, хула хыҫӗнчи парка аса илет те, ун умне каллех:
— Тимӗр карта ӑшӗнчен ҫӑлӑнса тухса ҫӗнӗрен строя тӑрас тӗлӗшпе, хӑвӑн пурӑнӑҫна усӑллӑ тӑвас тӗлӗшпе мӗн тумаллине пӗтӗмпех турӑн-и эсӗ? — тенӗ ыйту тухса тӑрать.

Ку ыйтӑва хирӗҫ ҫавӑнтах ответ парать.

— Ҫапла, пӗтӗмпех турӑм пулас!

Пӗрре, чылай кунсем иртсе малашне кӗтме те вӑй пӗтсе ҫитнӗ хыҫҫӑн, амӑшӗ, ывӑлӗнчен те каях мар хумханса, пӳрте кӗчӗ те:
— Ленинградран почта килчӗ!!! — терӗ.

Ку — Обкомран килсе телеграмма. Бланк ҫинче темиҫе татӑк сӑмах: «Повеҫӗ хӗрӳллӗн ырларӗҫ. Пичетлеме тытӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ тунипе саламлатпӑр».

Чӗре хӑвӑрт тапса илчӗ. Акӑ вӑл тахҫантанпа шухӑшра пулнӑ, халӗ пурӑнӑҫа кӗнӗ ӗмӗт! Тимӗр ункӑ татӑлчӗ ӗнтӗ. Павел ҫӗнӗ хӗҫпӑшалпа каллех строя тӑрать, пурӑнӑҫра хӑйӗн вырӑнне йышӑнать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех