Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 17

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.05 19:51

Пуплевӗш: 20; Сӑмах: 225

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Палатӑна килсе кӗчӗ те Кузнецов: — Ну, Сережа, — терӗ, сассине ятарласа хӑпартлантарса, — пирӗн уйрӑлас сехет ҫитрӗ те ак! Паян консилиум пулчӗ. Сан ыйтӑвна шута илсе, эпир ҫапла йышӑнтӑмӑр: сана больницӑран кӑларма юрать пулӗ, терӗмӗр. — Григорий Васильевич Сергей ҫине пӑхмасӑрах палата тӑрӑх утса ҫаврӑнчӗ, чӳрече патне пычӗ, ҫапла тӑнӑ маях татӑклӑн та илтӗнмелле хушса хучӗ:  — Эпӗ сире чи-чи лайӑххине, ҫирӗплӗхпе юрату, телей сунатӑп. — Вӑл чӳрече умӗнчен хӑвӑрттӑн ҫаврӑнчӗ, Сергей патне васкаса утса пычӗ, ӑна хулпуҫҫийӗсенчен хыттӑн пӑчӑртарӗ. Йывӑр килсен — ҫыр… ҫыр, Сережа… Вара васкаса палатӑран тухса кайрӗ.

Сивӗ те тӗссӗр ҫумӑр пӗрӗхет, сарӑхнӑ йывӑҫсем хушшинче кӗрхи ҫил ашкӑнса иртӗхет, ҫулҫӑсене тата-тата илет те тӗксӗммӗн ҫуталакан йӗпе асфальт ҫине пӑрахать. Больница патӗнче халӑх кӗпӗрленсе тӑнӑ. Хӑшӗ кунта панӑ кӑвак халатпа, теприсем хулпуҫҫийӗсем ҫине васкаварлӑн пальто ывӑтнӑ. Пурте вӗсем аяккалла кайса пыракан икӗ ҫын кӗлетки ҫине пӑхнӑ, вӗсем пӗри те шарламаҫҫӗ.

Сергей курпунне кӑларса, уксахласа пырать, пуҫне аялалла уснӑ. Таня, пӗчӗк те имшерскер, юнашар утать, хӑй пӗр вӗҫӗмсӗр, вӑлах-и ку, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑскер, тенӗ евӗр, чӑннипех те ӗненесшӗн пулнӑ пек, ун пит-куҫне пӑхасшӑн тӑрӑшать. Вашлатса килнӗ ҫил хумӗ Сергейӑн сӑрӑ хӗрлӗ пальтин пушӑ ҫаккисене ҫилӗллӗн лӑскать.

Таня хыҫалалла ҫаврӑнчӗ, сывпуллашса аллине сӗлтрӗ. Сергей чарӑнчӗ, хӑйне ӑсатакан ҫынсем ҫине пӑхрӗ. Таня, ун куҫӗнче куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатнине курса, ӑна лӑпкӑн кӑна хулпуҫҫинчен сӗртӗнчӗ, вара вӗсем кайрӗҫ.

— Ҫапла-а-а… — шухӑшлӑн тӑстарчӗ ӑсатакансен ушкӑнӗнче пӗри. — Ӗмӗр сакки питӗ сарлака, уй урлӑ каҫасси кӑна мар…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех