Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсӑлчӗ (тĕпĕ: тӑсӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савӑнӑҫпа тулнӑ Сергей акаци ҫулҫине татасшӑн пулса тӑсӑлчӗ.

Сергей потянулся сорвать лист акации.

8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Тул ҫутӑлса ҫитиччен тӑсӑлчӗ кичем ӗҫкӗ.

До утра продолжалась невеселая гулянка.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ял хутлӑхӗн, районӑн ертӳҫисем саламласа сӑмах каланӑ хыҫҫӑн уяв ялти клубра тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Анчах хальхинче тӗрӗслев темшӗн вӑраха тӑсӑлчӗ, ҫак пӗтӗм ӗҫе ертсе пыракан Иннокентий Анохин часах колхозран кайрӗ те темӗнле Мажарова, райкомӑн ҫӗнӗ работникне, хӑварчӗ, малашне мӗн пулассине никам та путлӗ пӗлмест.

Однако на этот раз проверка почему-то затягивалась, возглавлявший всю эту работу Иннокентий Анохин скоро уехал, оставив какого-то Мажарова, нового работника райкома, и никто толком не знал, что же будет дальше.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӑрса хунӑ винтовка штыкӗсем ҫинче апат-ҫимӗҫ тултарнӑ пир хутаҫҫисем сулланса пычӗҫ, ҫил ҫинче ҫеҫенхир юррисем чапӑр шӑрши пек салхуллӑн вӑркӑшса юхрӗҫ, казаксем хушшинчи калаҫу сӳрӗккӗн сӳтӗлсе тӑсӑлчӗ

На привинченных штыках винтовок болтались холщовые сумочки с харчами, по ветру веялись грустные, как запах чабреца, степные песни, вялый тянулся промеж казаков разговор…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Усть-Невинскинчен пӗренесем виҫӗ еннелле кайнӑ: пӗр обозӗ, икӗ километра тӑсӑлса, Рощенски ҫулӗпе кайса, часах ҫеҫенхирте курӑнми пулчӗ; тепри Кубань хӗррипе, Родниковски еннелле кайрӗ; виҫҫӗмӗшӗ хӗвеланӑҫ еннелле, Шурӑ Мечеть патнелле тӑсӑлчӗ, — сӑртсем ҫинче, калча ҫинче, хура пусӑра сарӑ улӑп пек юпасем выртса тухрӗҫ.

От Усть-Невинской бревна уходили по трем маршрутам: один обоз, растянувшись километра на два, взял курс на Рощенскую и вскоре потерялся в степи; другой двинулся по берегу Кубани — до Родниковской; третий направился на запад, в Белую Мечеть, — великанами лежали желтовато-серые столбы и по зеленям, и по холмам, и по зяби.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӳртрен ӳкекен мӗлке хапха патнелле тӑсӑлчӗ.

Тени от дома потянулись к воротам.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пуху производство ыйтӑвӗсем енне сулӑннипе питӗ нумая тӑсӑлчӗ.

Собрание, приняв чисто производственный характер, затянулось допоздна.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Трасса километр ҫурӑ тӑсӑлчӗ

Трасса растянулась на полтора километра…

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Поезд станцире тӑрать, кӗҫ анса ларас пек, хӗп-хӗрлӗ уйӑх чӳречерен пӑхать; хунар ҫути иртсе кайрӗ, рельссем тӑрӑх мӗлке тӑсӑлчӗ

Поезд стоит на станции, в окно смотрит огненно-красная луна на закате; промелькнул огонек фонаря, по рельсам протянулась тень…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак сӑмахсӑр сцена темиҫе ҫекунд анчах тӑсӑлчӗ, анчах ҫав тери вӑйлӑ пулса иртрӗ, ун чухне чун та вылярӗ, юн та вӗрерӗ — мӗнле пулса иртнине автор сӑмахпа каласа пама та пӗлеймест…

Эта немая сцена длилась всего несколько секунд, но зато была настолько сильна по своей выразительности, в ней было столько проявлено душевных чувств и взволнованности, что передать эту сцену словами автору не под силу…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Калаҫу каҫченех тӑсӑлчӗ.

Разговор затянулся до вечера.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Контратака пӗр сехете яхӑн тӑсӑлчӗ.

…Около часа продолжалась эта контратака.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Истрӑшӑн пыракан ҫапӑҫу пилӗк талӑк хушши тӑсӑлчӗ; унта темиҫе тӗрлӗ соединенисемпе чаҫсем ҫапӑҫрӗҫ.

Бой за Истру, в котором участвовало несколько различных соединений и частей, продолжался пять суток.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑтӑр сехет ытла тӑсӑлчӗ кашни лаптӑк ҫӗршӗн пынӑ хӑрушӑ ҫапӑҫу.

Более тридцати часов шла смертная, тягостно туманящая воображение борьба за каждый клочок земли.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Чӗнмесӗр ларасси нумая тӑсӑлчӗ, ҫавӑнпа Савва, чей сыпа-сыпа, — хӑйӗн кучерне, ирхине хайне илме ҫунапа килмеллескерне, темшӗн ырласа мухтама пуҫларӗ.

Молчание затянулось, и Савва, прихлебывая чай, начал расхваливать своего кучера, который должен утром приехать за ним на санях.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Курсри заняти, яланхи пекех, вӑрӑма тӑсӑлчӗ те ҫӗр чылая кайсан пӗтрӗ.

Занятия курсов, как обычно, затянулись и кончились поздно вечером.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Докладсем тӑрӑх тухса каланисен, тухса калас текеннисен списокӗ ӳссех пычӗ, вара прени кунӗпех тата кун-каҫах тӑсӑлчӗ.

Или выступления по докладам, — список желающих высказаться рос и рос, и прения продолжались с перерывами более пяти часов

XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Калаҫу хӑй тӗллӗнех хӗрсе пырса, вӑрӑма тӑсӑлчӗ; унӑн тӗп шухӑшӗ, кӗскен каласан, каллех: тырпула пухса кӗртес ӗҫе ирттерме, гидростанци тума, ҫеҫенхире шыв кӗртме е вӑрмансем лартса ӳстерме, станицӑсене улӑштарса ҫӗнетме е шоссе ҫулӗ хывма ҫӑмӑл марри ҫинчен, анчах хальхи ҫынсене пулас ҫынсем пулма вӗрентсе ӳстерме ҫак ӗҫсене тӑвассинчен те йывӑртараххи ҫинчен пулчӗ.

Беседа, сама по себе оживившись, затянулась, и смысл ее в кратких словах сводился все к тому же: нелегко провести уборку урожая или построить гидростанцию, обводнить степь и вырастить леса, обновить станицы или проложить шоссе, но еще труднее из людей нынешних растить и воспитывать людей будущего.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑрҫӑ тӑсӑлчӗ, пурнӑҫ йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрланса, хӑрушӑланса пырать.

Война затягивалась, жизнь становилась все трудней и опасней.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех