Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсӑлчӗ (тĕпĕ: тӑсӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уяв парадпа тата «Вилӗмсӗр полк» уттипе тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Поэзи каҫӗ ҫур ҫӗрччен тӑсӑлчӗ.

Ночь поэзии продлилась до полуночи.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кун «Вӑрманти юмах» кану лагерӗн иккӗмӗш смени уҫӑлнине халалланӑ концертпа тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Уяв мероприятийӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале хутшӑннисен гала-концерчӗпе, фолк-дискотекӑпа малалла тӑсӑлчӗ, фейерверксен фестивалӗпе вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн туслӑхшӑн чикӗ ҫук // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Митинг хыҫҫӑн ӑшӑ тӗл пулу сӗтел хушшинче малалла тӑсӑлчӗ.

После митинга теплая встреча продолжалась за столом.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Кино нумая тӑсӑлчӗ, хӑшӗ-пӗри ӗшӗнчӗ те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Демонстраци Хӗрлӗ тӳремре малалла тӑсӑлчӗ, унта Михаил Игнатьев ҫынсене Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗпе саламларӗ, производствӑра малта пыракансене тӑрӑшуллӑ ӗҫшӗн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

9. Ҫавсенчен пӗринчен тепӗр мӑйрака шӑтса тухрӗ; малтан вӑл пӗчӗккӗччӗ, кайран ӳссе кайрӗ те кӑнтӑралла, тухӑҫалла тата илемлӗ ҫӗршыв еннелле тӑсӑлчӗ, 10. вӑл тӳпе ҫарӗ патнех ҫитрӗ, ҫав ҫарӑн тата ҫӑлтӑрсен пӗр пайне ҫӗр ҫине шӑлса пӑрахрӗ те таптарӗ вӗсене, 11. вӑл ҫав ҫарӑн Ҫулпуҫӗ патнех ҫӗкленчӗ, Ӑна куллен кӳмелли парнесемсӗр тӑратса хӑварчӗ, Унӑн сӑваплӑ вырӑнне ирсӗрлетрӗ.

9. От одного из них вышел небольшой рог, который чрезвычайно разросся к югу и к востоку и к прекрасной стране, 10. и вознесся до воинства небесного, и низринул на землю часть сего воинства и звезд, и попрал их, 11. и даже вознесся на Вождя воинства сего, и отнята была у Него ежедневная жертва, и поругано было место святыни Его.

Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вара курах кайрӑм: акӑ ман енне алӑ тӑсӑлчӗ, акӑ ҫак алӑра — ҫыру чӗркемӗ.

9. И увидел я, и вот, рука простерта ко мне, и вот, в ней книжный свиток.

Иез 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл икӗ уйӑха яхӑн тӑсӑлчӗ.

Это продлилось око двух месяцев.

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех