Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑраканни (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ку хаҫат вара Румынире тухса тӑраканни мар-и?

«Значит, это не та газета, что издается в Румынии?

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вырӑнти тӗссӗр тата йӑласӑр, шухӑшсӑр, произведенире кӑтартнӑ ҫынсен характерӗсен нацилӗхӗсӗр пулса пыракан ӗҫсенче чӑн-чӑн пурнӑҫ пекки — чӑнлӑх пекки — ним те пулмасть, произведенире кӑтартнӑ ҫынсене туйӑнтарса тӑраканни те пулмасть.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

О, кунта чарса тӑраканни ним те пулма пултараймасть; эсир пур енче те тӳрккеслӗх, тӗттӗмлӗх куратӑр, — сирӗн ҫӗршывӑрта, сирӗн тӑван ҫӗршывӑрта, — тӳрлетрӗ вӑл акӑлчансем пек каланӑ пирвайхи сӑмахне, — кун пек каланӑшӑн каҫарӑр мана, анчах эпӗ хам та кунта ҫуралса ӳснӗ, ӑна хам ҫӗршыв вырӑннех хуратӑп, ҫавӑнпа та тӳрех калатӑп, — тӗрӗксен тӳрккеслӗхне, тӗттӗмлӗхне, японецсен ним тума пултарайманлӑхне куратӑр.

О, за этим не должно быть остановки; вы видите вокруг себя такое невежество, извините, что я так отзываюсь о вашей стране, о вашей родине, — поправил он свой англицизм, — но я сам в ней родился и вырос, считаю ее своею, потому не церемонюсь, — вы видите в ней турецкое невежество, японскую беспомощность.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Этемрен ҫӳлте тӑраканни ним те ҫук, нимӗн те ҫук хӗрарӑмран ҫӳлте тӑраканни.

Нет ничего выше человека, нет ничего выше женщины.

5 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах вӑл, яланхи пекех, пӗрре те лӑпланман, вӑл вилес умӗн савӑнтарма пултараканнине пурнӑҫлассишӗн кӑна тытӑнса тӑнӑ; пурӑнасси нумай юлманнине вӑл хӑй те курнӑ, унӑн туйӑмӗсене палӑртса тӑраканни те ҫак шухӑш кӑна пулнӑ, анчах тухтӑр ӑна хӑйне сыхламалла-ха тесе ӗнентернӗ; Крюкова хӑйне ӗненнинчен ытларах Лопухова ӗненмеллине пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл мӗн каланине итленӗ, Кирсанова шыраман.

Но она, как чаще всего случается, не успокоивалась, а только удерживалась от исполнения того, что могло доставить отраду ее концу; сама она видела, что ей недолго жить, и чувства ее определялись этою мыслью, но медик уверял ее, что она еще должна беречь себя; она знала, что должна верить ему больше, чем себе, потому слушалась и не отыскивала Кирсанова.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсӗ курайман сарӑ ҫынсем вӗсем — вырӑнти типсенчен пӗр типӗ ҫеҫ шутланать, вӑл тип пуринчен те ытларах сарӑлнӑ, анчах та пуҫпулса тӑраканни мар.

У нас блондинки, которых ты ненавидишь, только один из местных типов, — самый распространенный, но не господствующий.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӗсенчен чи хӑюллӑраххи, чылай инҫере тӑраканни, ҫинҫешке сасӑпа:

Самый смелый из них, держась на почтительном расстоянии, спросил писклявеньким голосишком:

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пушарта хушса тӑраканни Разметнов пулать, урӑх никам та мар…

А распоряжаться на пожаре будет Размётнов, больше некому…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Культура фронтӗнчи чи хастарлӑ, чи ҫирӗп, тӗрӗс ӗҫшӗн ӳксе вилме те хатӗррисен йышӗнче чи малта тӑраканни, ҫав фронтра тӑшман позицине аркатмаллах пырса ҫапаканни Лу Синь пулнӑ та ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Камччӗ-ха вӑл ӗнер Малашка Игнатенкопа ҫӗрле тӑкӑрлӑкра тӑраканни?

А кто с Малашкой Игнатенковой вчера на проулке ночью стоял?

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫултан-ҫулах Никита Хопров Лапшинова «пулӑшса» пурӑнчӗ: укҫасӑрах, ахалех сухаласа, сӳрелесе пачӗ, кӗлте парса тӑраканни пулса, Лапшиновӑн авӑн ҫапмалли машини ӑшне тулӑ кӗлтисене чиксе тӑратчӗ.

Из года в год «подсоблял» Лапшинову Никита Хопров; задаром пахал, волочил, совал лапшиновской молотилке лапшиновскую пшеницу, стоя зубарем.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӑхман айӗнчен мӑкӑрӑлса тӑраканни мӗн санӑн?

Это что у тебя под зипуном выпинается?

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак пурне те хупӑрласа тӑраканни айӗнче пуш-пушӑ вырӑн, пӗр япалана та кӑмӑлламанни пытаннӑ!

Под этой всеобъемлемостью кроется пустота, отсутствие симпатии ко всему!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Куртка айӗнчен мӑкӑрӑлса тӑраканни мӗн тата вӑл?

— А что тогда топорщится у тебя под курткой?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Вӑл Николай Антоныч Татаринов, халь приӗмнӑйрах эсир йышӑнасса кӗтсе тӑраканни.

 — Это Николай Антоныч Татаринов, который дожидается вас в приёмной.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара Петя Куликово уйӗн горизончӗ ҫинче ҫумӑр пӗлӗчӗ пек ҫакӑнса тӑраканни вуҫех пӗлӗт мар, вӑл хуллен ҫывхарса килекен халӑх ушкӑнӗ пулнине лайӑхах курчӗ.

Тогда Петя с полной ясностью увидел, что та низкая и темная туча, которая лежала на горизонте Куликова поля справа от вокзала, вовсе не туча, а медленно приближающаяся толпа.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Асатте пурнӑҫӗнче пулӑ тытас ӗҫрен малта тӑраканни урӑх нимӗнле ӗҫ те пулман.

Ведь ничего не было в жизни дедушки важнее рыбацкого ремесла.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл хыпӑнса сывларӗ те куҫне хупрӗ, каллех куҫне уҫрӗ те, ун куҫӗнче темӗнле урӑ та ытла ҫивӗччи, ҫак еккине янӑ чухне калакан сӑмахсенчен вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫетре тӑраканни йӑлтлатса илчӗ.

Он судорожно вздохнул и закрыл глаза. Потом открыл, и что-то очень трезвое, острое, бесконечно далёкое от этих страстных признаний мелькнуло в его быстром взгляде.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ сыхласа тӑраканни.

Я часом подглядел.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапах та сехрене хӑпартса тӑраканни — ҫакӑ.

Все же это было самое страшное.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех