Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмастӑп (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗлӗк ман хваттерте вунпӗр пӳлӗмччӗ, ӑна эпӗ пытарса-туса тӑмастӑп, анкетӑсенче те ҫаплах ҫыратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ халӑха нумай усӑ кӳнӗ.

Прежде у меня была квартира в одиннадцать комнат, и я этого не скрываю, а, наоборот, пишу в анкете, потому что принёс много пользы народу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ваноканра хамӑра кӗтсе илни ҫинчен, виҫӗ пӳртре сӑмаварсем саланса кайни, тӑваттӑмӗшӗнче сӑпкари ача тухса ӳкни, тухтӑрӑн ӑна ҫийӗнчех сыватма тӳрӗ килни, хамӑра семгапа кукӑльсемпе хӑналани, хам модельнӑй кружок туса пионерсене самолетпа ярӑнтарни ҫинчен каласа тӑмастӑп эпӗ.

Не стану рассказывать и о том, как нас встречали в Ванокане, как в трёх домах распаялись самовары, а в четвёртом выпал из люльки ребёнок, которого доктору тут же пришлось лечить; о том, как нас закармливали сёмгой и пирогами; о том, как я организовал модельный кружок и катал пионеров на самолёте.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ваноканра мӗнле анса ларни ҫинчен те каласа тӑмастӑп эпӗ.

Не стану рассказывать, как мы садились в Ванокане.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ванокана ҫитиччен мӗнле вӗҫни ҫинчен, хамӑр штурман вӗҫӗ-хӗррисӗр шурӑ юрпа витӗннӗ тӳремлӗхе географи карттине вуланӑ пек вуласа пыни ҫинчен каласа та тӑмастӑп эпӗ.

Не стану рассказывать, как мы летели до Ванокана, как поразил меня наш штурман, читавший однообразную снежную равнину, как географическую карту.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тундрӑра, Пясина ҫыранӗнчен инҫех мар, виҫӗ талӑк хушши пурӑнни ҫинчен каласа та тӑмастӑп эпӗ.

Не стану рассказывать о тех трёх сутках, которые мы провели в тундре, недалеко от берегов Пясины.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑр поход ҫинчен тата Пугачев вӑрҫи мӗнле пӗтни ҫинчен ҫырса тӑмастӑп.

Не стану описывать нашего похода и окончания Пугачевской войны.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хама ҫав вӑхӑтра мӗнле туйӑм ҫавӑрса илнине ҫырса тӑмастӑп.

Что чувствовал я, того не стану описывать.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хамӑр поход ҫинчен тата вӑрҫӑ мӗнле пӗтни ҫинчен ҫырса тӑмастӑп.

Не стану описывать нашего похода и окончания войны.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Каллех ӗнтӗ эп, яланхи пекех, шкул ачи кӑна, шкулта никамран та нимӗнпе те уйрӑлса тӑмастӑп, ыттисем мӗнле — эпӗ те ҫавах.

Вот я снова самая обыкновенная школьница, ничем от других не отличающаяся, такая же, как все в нашем классе.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ниме те тӑмастӑп.

Никуда я, верно, не гожусь.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Ытах ҫакна ҫывӑх этем е аслӑ ӗҫ ыйтать пулсан, иккӗленсе тӑмастӑп».

«Если этого требует близкий человек или дело, то, конечно, да».

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Оренбурга Пугачев ҫарӗ епле хупӑрласа тӑни ҫинчен ҫырса тӑмастӑп та; вӑл — ҫемье хучӗсем ҫине ҫырса тӑмалли япала мар, истори ӗҫӗ.

Не стану описывать оренбургскую осаду, которая принадлежит истории, а не семейственным запискам.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эп унтан ыйтса та тӑмастӑп.

— Стану я его спрашивать!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗҫех сирӗнпе курнӑҫассине шанса тӑнипе, юхакан пӑрсем хушшинче ҫулҫӳренине, ҫав тери пысӑк асаппа Франц-Иосиф ҫӗрӗ ҫине ҫитсе ӳкни ҫинчен каласа та тӑмастӑп.

Надеясь вскоре увидеться с Вами, не буду рассказывать о вашем тяжелом путешествии на Землю Франца—Иосифа по плавучим льдам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аташма пуҫларӑн тӑк, хӗрхенсе тӑмастӑп, тытатӑп та ак ҫак пуленкепе тӑрслаттаратӑп пуҫунтан.

Если начнешь валять дурака, не пожалею, прямиком в голову вот этим поленом, ударю и не пожалею.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кури тете, ватӑ тесе пӑхса тӑмастӑп, ак парап пуҫунтан вут пуленкипе!

Дядя Гурий, ведь не посмотрю на твои годы, тресну поленом по голове.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Мана сирӗн мухтамаллаччӗ, хам нимӗне тӑмастӑп пулин те, «аслӑ апостолсенчен» эпӗ нимӗнрен те кая мар.

Вам бы надлежало хвалить меня, ибо у меня ни в чем нет недостатка против высших Апостолов, хотя я и ничто.

2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫакӑн хыҫҫӑн виҫҫӗмӗшне асаплантарма тытӑннӑ, чӗлхӳне пар-ха тесессӗн, вӑл ӑна тӳрех кӑларнӑ, пӗр хӑрамасӑр аллисене те малалла тӑснӑ, 11. вара хӑюллӑн каланӑ: «ҫакна мана тӳпе панӑ, ҫавӑнпа та Унӑн саккунӗсемшӗн ӑна хӗрхенсе тӑмастӑп, ӑна Унранах каялла илессе шанатӑп» тенӗ.

10. После того третий подвергнут был поруганию, и на требование дать язык - тотчас выставил его, неустрашимо протянув и руки, 11. и мужественно сказал: от неба я получил их и за законы Его не жалею их, и от Него надеюсь опять получить их.

2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Халӗ ӗнтӗ, пусмӑр вӑхӑтӗнче, манӑн хамӑн пурӑнӑҫӑма хӗрхенсе тӑни ан пултӑр — эпӗ тӑванӑмсенчен уйрӑлсах тӑмастӑп.

5. И ныне да не будет того, чтобы я стал щадить жизнь мою во все время угнетения, ибо я не лучше братьев моих.

1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Илия каланӑ ӑна: кай та каялла таврӑн, эпӗ сана чарса тӑмастӑп, тенӗ.

Он сказал ему: пойди и приходи назад, ибо что сделал я тебе?

3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех