Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Ӗнтӗ халӑх хушшинче пӗри теприне, кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хӗсӗрлеме пуҫлӗ; намӑса пӗлмен яш ача ваттинчен, ниме тӑман этем аслӑ ҫынран аслӑрах пулса тӑрӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ниме тӑман парнӗрсене текех илсе ан килӗр: тӗтӗм тӗтӗрни те йӗрӗнтерет Мана; ҫӗнӗ уйӑх уявӗпе шӑматкунсене, уяв пухӑвӗсене тӳсме пултараймастӑп: саккуна хирӗҫле ӗҫсем — ҫав хушӑрах уявсем!
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Илияна ҫавраҫил ҫавӑрса илсе кайнӑ, унӑн хӑватне Елисей илсе юлнӑ, 13. пурӑнан кунӗнче вӑл пуҫлӑх умӗнче чӗтресе тӑман, ӑна никам та хӑратайман; 14. ӑна нимӗн те ҫӗнтереймен, вилсессӗн те, унӑн ӳчӗ пророкла пӗлтерсе тӑнӑ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Усӑсӑр ӗҫ тӑвакан ҫав тӑмранах ниме тӑман турӑ ҫӑрса тӑвать, хӑй вара, нумаях пулмасть тӑпраран ҫуралнӑскер, хӑйне ӑҫтан илнӗ, кӗҫех ҫавӑнта кайӗ, ӗнтӗ унран чунӗн парӑмне шыраса илӗҫ.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ ӑна патшалӑх туйипе патша пуканӗнчен маларах хутӑм, унпа танлаштарсассӑн, пуянлӑха нимӗн вырӑнне те хумарӑм; 9. хаклӑ чула унпа танлаштармарӑм: унӑн умӗнче мӗнпур ылтӑн — ниме тӑман хӑйӑр ҫеҫ, кӗмӗл те, унпа танлаштарсассӑн, — пылчӑк ҫеҫ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Куҫӑма ниме тӑман япала енне ан пӑхтар; Хӑвӑн ҫулу ҫинче мана чӗрӗлӗх пар.37. Отврати очи мои, чтобы не видеть суеты; животвори меня на пути Твоем.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Моисей — Хӑйӗн суйласа илнӗ ҫынни — [вӗсене] пӗтересрен Унӑн хаярлӑхне сиресшӗн Унӑн умне, Унпа халӑх хушшине, тӑман пулсассӑн, Вӑл вӗсене пӗтеретчӗ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Эй Ҫӳлхуҫа, этем ӗмӗрне асна илсемччӗ: Эсӗ пӗтӗм этем ывӑлне ниме тӑман пурӑнӑҫ валли пултарнӑ-и вара?48. Вспомни, какой мой век: на какую суету сотворил Ты всех сынов человеческих?
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Усал ҫынсенӗн канашне ҫӳремен, ҫылӑхлӑ ҫынсенӗн ҫулӗ ҫине тӑман, астаракан ҫынсенӗн пухӑвӗнче ларман ҫын телейлӗ; 2. вӑл пӗтӗм чунӗпе Турӑ саккунӗ енне ӑнтӑлать, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн саккунӗ ҫинчен шухӑшлать!
Пс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫыннӑн асаппа пухӑннӑ мулне ҫӑтса яраймӗ, каялла тавӑрса парӗ; пурлӑхне кура тавӑру пулӗ, савӑнсах тӑраймӗ: 19. вӑл ҫынна пусмӑрласа пурӑннӑ, чухӑнсене пуш алӑпа янӑ, ҫын лартнӑ ҫурт-йӗре турта-турта илнӗ; 20. унӑн хырӑмӗ тӑрана пӗлмен, ӗмӗтсӗрскер, ниме те уяса тӑман вӑл.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иудифь пурӑннӑ вӑхӑтра, вӑл вилнӗ хыҫҫӑн та чылай вӑхӑт хушши Израиль ывӑлӗсене урӑх никам та хӑратса тӑман.25. И никто более не устрашал сынов Израиля во дни Иудифи и много дней по смерти ее.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗн пулса иртнине илтсен, чатӑрти ҫынсем пурте хӑраса ӳкнӗ, 2. вӗсен ӗнтӗ сехри хӑпса тухнӑ, пӗри те тӑванӗн куҫӗ умӗнче тытӑнса тӑман, вӗсем пурте тарма пуҫланӑ, айлӑмри тата ту-сӑрт ҫӗршывӗнчи пур ҫул тӑрӑх ҫын чупнӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Соломон патшанӑн ӗҫмелли савӑчӗсем пурте ылтӑн пулнӑ, ҫавӑн пекех Ливан йывӑҫӗнчен лартнӑ ҫуртри мӗнпур савӑт-сапа та таса ылтӑнран пулнӑ; Соломон вӑхӑтӗнче кӗмӗл ниме те тӑман: 21. патша карапӗсем Хирам тарҫисемпе пӗрле Фарсиса ҫӳренӗ, вӗсем унтан виҫӗ ҫулта пӗрре таврӑнса ылтӑнпа кӗмӗл, сӑлан шӑмми тата упӑтесемпе турткӑшсем иле-иле килнӗ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Каштисем вӑрӑм пулнӑ, вӗсен вӗҫӗсем сӑваплӑ пӳлӗмренех курӑнса тӑнӑ, анчах тулаллах тухса тӑман; вӗсем мӗн паянхи кунчченех ҫавӑнта.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Ассири патши каялла кайнӑ, Израиль ҫӗрӗ ҫинче тытӑнса тӑман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Соломонӑн ватлӑх кунӗсенче арӑмӗсем ун чӗрине урӑх турӑсем еннелле ҫавӑрнӑ; ӗнтӗ унӑн чӗрийӗ хӑй ашшӗн Давидӑн чӗри пек пулман: Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗмпех парӑнса тӑман.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Соломон патшанӑн ӗҫмелли савӑчӗсем пурте ылтӑн пулнӑ, ҫавӑн пекех «Ливан вӑрманӗ» теекен керменри мӗнпур савӑт-сапа та таса ылтӑнран пулнӑ; кӗмӗлтен туни нимӗн те пулман, мӗншӗн тесессӗн Соломон вӑхӑтӗнче кӗмӗл ниме те тӑман; 22. патшанӑн тинӗсре, Хирам карапӗпе пӗрле, Фарсис карапӗ пулнӑ; вӑл виҫӗ ҫулта пӗрре ылтӑнпа кӗмӗл, сӑлан шӑмми тата упӑтесемпе турткӑшсем кӳрсе тӑнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Каштисем вӑрӑм пулнӑ, вӗсен вӗҫӗсем Сӑваплӑ пӳлӗмренех курӑнса тӑнӑ, анчах тулаллах тухса тӑман; вӗсем мӗн паянхи кунчченех ҫавӑнта.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Давид хӑйӗн килне пиллеме таврӑнсан, Саул хӗрӗ Мелхола ӑна хирӗҫ тухнӑ [та ӑна саламласа] ҫапла каланӑ: паян Израиль патши хӑйне еплерех чапа кӑларчӗ, ниме тӑман ҫын ҫарамасланнӑ пек, хӑйӗн чурисен арӑмӗсем умӗнче ҫарамасланчӗ! тенӗ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Акӑ ӗнтӗ Давид тарҫисем Иоавпа пӗрле ҫапӑҫуран таврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле пысӑк тупӑш илсе килнӗ; Авенир ун чухне Хевронра Давидпа пӗрле пулман ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн Давид ӑна чарса тӑман та, вӑл ыррӑн-сыввӑн тухса кайнӑ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.