Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3 Пат 11

Пай: Библи –> Патшасен 3-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.04 14:25

Пуплевӗш: 40; Сӑмах: 875

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Фараон хӗрӗсӗр пуҫне Соломон тата ют ҫӗршыв хӗрарӑмӗсене нумай хӗрарӑма — Моав, Аммон, Эдом, Сидон, хет ҫыннисен хӗрӗсене — юратнӑ, 2. ҫав халӑхсем ҫинчен Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене: «вӗсем патне ан кӗрӗр, вӗсем те сирӗн патӑра ан кӗччӗр, ҫапла вӗсем сирӗн чӗрӗре хӑйсен туррисем еннелле ан ҫавӑрайччӑр» тесе каланӑ. Соломон ӗнтӗ ҫавсен хӗрарӑмӗсене кӑмӑлласа пӑрахнӑ. 3. Ҫапла унӑн ҫичҫӗр арӑм, виҫҫӗр ҫум-арӑм пулнӑ; арӑмӗсем унӑн чӗрине пӑсса янӑ. 4. Соломонӑн ватлӑх кунӗсенче арӑмӗсем ун чӗрине урӑх турӑсем еннелле ҫавӑрнӑ; ӗнтӗ унӑн чӗрийӗ хӑй ашшӗн Давидӑн чӗри пек пулман: Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗмпех парӑнса тӑман. 5. Соломон ҫапла Сидон йӗрӗхне Астартӑна, аммонсен йӗрӗнчӗкне Милхома пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ. 6. Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ Соломон; хӑйӗн ашшӗ пекех, Турӑ ҫулӗпе ҫӳрекен Давид пекех, пулайман. 7. Соломон ӗнтӗ Иерусалим умӗнчи сӑрт ҫине Хамос кӗлеткин, Моав йӗрӗнчӗкӗн, ҫуртне туса лартнӑ, аммонсен йӗрӗнчӗкӗ Молох валли те ҫурт тунӑ. 8. Ют ҫӗршывсенчен илнӗ пур арӑмӗ валли те ҫапла тунӑ вӑл; лешӗсем ӗнтӗ хӑйсен туррисем умӗнче тӗтӗрсе, чӳк туса тӑнӑ. 9. Ҫӳлхуҫа вара Соломон хӑй чӗрине Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турринчен сивӗтнӗшӗн ҫилленнӗ. Турӑ ӑна икӗ хутчен курӑннӑ, 10. ӑна урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайма чарнӑ; анчах вӑл Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хушнине туман. 11. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Соломона каланӑ: ҫапла тунӑшӑн, Манӑн халалӑмпа Манӑн йӗркемсене уяманшӑн, хӑвна мӗн хушнине астуса тӑманшӑн санран патшалӑха туртса илетӗп те хӑвӑн чуруна паратӑп; 12. анчах Давидшӑн, санӑн аҫушӑн, ҫакна Эпӗ сан ӗмӗрӳнте тумӑп, патшалӑхна сан ывӑлу аллинчен туртса илӗп; 13. пӗтӗм патшалӑхнех туртса илмӗп: Давид чурамшӑн, Хам суйласа илнӗ Иерусалимшӑн пӗр йӑхне сан ывӑлна парӑп, тенӗ.

14. Ҫӳлхуҫа вара Соломона хирӗҫ тӑшман — Адера, Эдом патшисен йӑхӗнчен тухнӑ Идумея ҫыннине — кӑларнӑ. 15. Унччен, Давид Идумейӑра пулнӑ чухне, унта Иоав ҫарпуҫ вӑрҫӑра вилнисене пытарма пынӑ пулнӑ, Идумейӑра вӑл пӗтӗм ар халӑха вӗлерсе тухнӑ, 16. Иоавпа Израиль ҫыннисем унта ултӑ уйӑх, Идумейӑри пӗтӗм ар халӑха тӗппипе пӗтериччен, пурӑннӑ, 17. ҫавӑн чухне ҫак Адер хӑй ашшӗ патӗнче ӗҫлесе тӑнӑ темиҫе идумейпа Египет ҫӗрне тухса тарнӑ; Адер ун чухне ача кӑна пулнӑ-ха. 18. Мадиан ҫӗрӗнчен тухса кайса вӗсем Фаран пушхирне ҫитнӗ, унта хӑйсемпе пӗрле ҫынсем илнӗ те Египет ҫӗрне фараон патне, Египет патши патне, ҫитнӗ. [Адер фараон патне кӗнӗ,] лешӗ ӑна ҫурт панӑ, пурӑнма мӗн кирлине хунӑ, тата ҫӗр те панӑ. 19. Адер фараон кӑмӑлне тупнӑ, фараон ӑна хӑй арӑмӗн йӑмӑкне, Тахпенеса майра патша йӑмӑкне, качча панӑ. 20. Тахпенеса йӑмӑкӗ Адера ывӑл ача ҫуратса панӑ, ӑна Генуват ятлӑ хунӑ. Тахпенеса ӑна фараон ҫуртӗнче пӑхса усранӑ; Генуват ҫапла фараон ҫуртӗнче фараон ывӑлӗсемпе пӗрле пурӑннӑ. 21. Адер, Давид хӑйӗн канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешни ҫинчен итсессӗн, Иоав ҫарпуҫ та вилни ҫинчен илтсессӗн, фараона каланӑ: ирӗк парсамччӗ мана, эпӗ хамӑн ҫӗршыва каям, тенӗ. 22. Фараон ӑна каланӑ: хӑвӑн ҫӗршывна каясчӗ тетӗн, темӗн ҫитмест-им сана ман патӑмра? тенӗ. Лешӗ хуравланӑ: пурте ҫителӗклӗ, ҫапах ярсамччӗ мана, тенӗ. [Ҫапла Адер хӑйӗн ҫӗршывне таврӑннӑ.] 23. Ҫӳлхуҫа Соломона хирӗҫ тепӗр тӑшман — Разона, Елиада ывӑлне, Сува патшинчен Адраазартан тарса кайнӑскере — кӑларнӑ. 24. Давид Адраазара ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн ҫав Разон, хӑй тавра ҫынсем пухса, эшкер пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ; вара вӗсем Дамаск хулине кайнӑ та, унта вырӑнаҫса, пӗтӗм Дамаска хӑйсен аллинче тытса пурӑннӑ. 25. Разон ӗнтӗ Соломонӑн пӗтӗм ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Израиль тӑшманӗ пулнӑ. Адер усал тунисӗр пуҫне ҫакӑ та Израиле ялан сӑтӑр кӳрсе тарӑхтарнӑ, унтан Сири патши пулса тӑнӑ. 26. Тата Нават ывӑлӗ Иеровоам та — Ефрем ҫынни, Цареда хулинче ҫуралнӑскер — патша ҫине алӑ ҫӗкленӗ, ун амӑшӗ, тӑлӑх арӑма юлнӑскер, Церуа ятлӑ пулнӑ. 27. Вӑл патша ҫине алӑ ҫӗклесси акӑ мӗнрен пуҫланнӑ: Соломон Милло теекен вырӑна тутарнӑ, Давид хулин хӳмине сиплеттернӗ. 28. Иеровоам паттӑр ҫын пулнӑ. Соломон, ҫак ҫамрӑк ҫын ӗҫ тума пӗлнине асӑрхаса, ӑна Иосиф йӑхӗнчен килнӗ хырҫӑ тӳлекен ӗҫлевҫӗсене астуса тӑракан пуҫлӑха лартнӑ. 29. Ҫав вӑхӑтра пӗррехинче Иеровоамӑн Иерусалимран кайса килмелли ӗҫ тупӑннӑ; ҫул ҫинче ӑна Силом хули ҫынни Ахия пророк тӗл пулнӑ, ун ҫийӗнче ҫӗнӗ тумтир пулнӑ. Вӗсем уйра ҫапла иккӗшех тӑнӑ. 30. Ахия ҫири ҫӗнӗ тумтирне хывса вуникӗ татӑка ҫурса вакланӑ та 31. Иеровоама каланӑ: вунӑ татӑкне ху валли ил, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: акӑ эпӗ патшалӑха Соломон аллинчен туртса илетӗп, сана вунӑ йӑхне паратӑп, тет, 32. пӗр йӑхӗ вара# Хамӑн Давид чурамшӑн, Эпӗ Израилӗн пӗтӗм йӑхӗнчен суйласа илнӗ Иерусалим хулишӗн унрах юлӗ. 33. Акӑ мӗншӗн ҫавӑн пек тӑватӑп: вӗсем, Мана пӑрахса, Сидон йӗрӗхне Астартӑна, моавсен туррине Хамоса, аммонсен туррине Милхома пуҫҫапма пуҫларӗҫ; вӗсем Давид пек, Соломон ашшӗ пек, пулаймарӗҫ: Ман ҫулпа ҫӳремерӗҫ, Мана юрӑхлӑ ӗҫсем тумарӗҫ, Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн ӳкӗтӗмсене уямарӗҫ. 34. Эпӗ патшалӑха ун аллинчен пӗтӗмпех туртса илместӗп, Эпӗ ӑна — Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑнӑ, Хам суйласа илнӗ Давид чурамшӑн — мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех патшара хӑваратӑп; 35. патшалӑха ун ывӑлӗн аллинчен туртса илӗп, ҫавӑнтан вунӑ йӑхне сана парӑп; 36. унӑн ывӑлне вара — Давид чурамӑн ҫутаткӑҫӗ ӗмӗрех Хам сӑнӑм умӗнче, Хам ятӑм валли суйласа илнӗ Иерусалим хулинче юлтӑр тесе — пӗр йӑх паратӑп. 37. Эпӗ сана суйласа илетӗп, эсӗ мӗн кӑмӑл тунине пурне те ху аллунта тытса тӑрӑн, Израиль патши пулӑн; 38. эхер те эсӗ Эпӗ мӗн хушнине пурне те уяса пурӑнсассӑн, Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн ӳкӗтсене тытса тӑрса, Давид чурамӑм тунӑ пек, Ман ҫулпа ҫӳресе Мана юрӑхлӑ ӗҫсем туса тӑрсассӑн, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, сана, Давида туса панӑ пек, тӗреклӗ кил туса йӗркене кӳртсе парӑп, сана Израиле парӑп; 39. Эпӗ ҫакӑншӑн Давид йӑхне йӑвашлантарӑп, анчах ӗмӗрлӗхех мар, тет Турӑ, тенӗ Ахия пророк. 40. Соломон ӗнтӗ Иеровоама вӗлересшӗн пулнӑ; анчах Иеровоам Египет ҫӗрне Сусаким, Египет патши, патне тухса тарнӑ, вара вӑл Соломон виличченех Египетра пурӑннӑ.

41. Соломонӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн тунине пурне те, унӑн ӑслӑлӑхне те Соломон ӗҫӗсен кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. 42. Соломон Иерусалимра Израиль патшинче хӗрӗх ҫул ларнӑ. 43. Ӗнтӗ Соломон канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна ашшӗн Давидӑн хулинче пытарнӑ, унӑн вырӑнне патшана ун ывӑлӗ Ровоамларнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех