Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Ҫулс 9

Пай: Библи –> Ҫулсеренхи иккӗмӗш кӗнеке

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.05 17:44

Пуплевӗш: 30; Сӑмах: 658

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Савея ҫӗрӗн майра патши, Соломон мухтавӗ ҫинчен илтсе, ӑна тупмалли юмахсемпе сӑнаса пӑхмашкӑн Иерусалима килнӗ; вӑл питӗ пысӑк пуянлӑхпа ҫитнӗ: тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑлӑх, темӗн чухлӗ ылтӑнпа хаклӑ йышши чул тиенӗ пулнӑ. Ҫапла вӑл Соломон патне ҫитнӗ те унпа хӑй чӗрине мӗн канӑҫ паманни ҫинчен пурин ҫинчен те калаҫнӑ. 2. Соломон унӑн пур ыйтӑвне те хуравланӑ, Соломон хуравлама пултарайманни нимӗн те тупӑнман. 3. Ӗнтӗ Савея ҫӗрӗн майра патши Соломонӑн пӗтӗм ӑслӑлӑхне курнӑ, вӑл туса лартнӑ ҫурта, 4. ун сӗтелӗ ҫинчи ӗҫме-ҫимене, ун чурисем пурӑнакан ҫуртсене, ун кӗрнеклӗ тарҫисене, вӗсенӗн ҫипуҫне, ӑна эрех парса тӑраканӗсемпе вӗсенӗн ҫипуҫне, вӑл Турӑ Ҫуртне ҫӳрекен ҫула курсан шалтах тӗлӗннӗ, вара, урӑх чӑтса тӑма хал ҫитереймесӗр, 5. патшана ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн ҫӗрӗмре сан ӗҫӳсемпе ӑслӑлӑху ҫинчен мӗн илтнийӗ тӗрӗсех иккен, тенӗ, 6. анчах эпӗ хам килсе хам куҫӑмпа куриччен ҫакӑн ҫинчен сӑмахпа каланине ӗненменччӗ. Акӑ ӗнтӗ сӑмах вӗҫҫӗн мана ҫуррине те каламан иккен: ман хӑлхама ҫитнӗ сас-хура пӗлтернинчен нумай чаплӑрах эсӗ! 7. Телейлӗ санӑн ҫыннусем, телейлӗ ялан сан умӑнта тӑракан, сан ӑслӑлӑхна илтекен тарҫусем! 8. Сана Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче патша пулмашкӑн Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартма кӑмӑл тунӑ Ҫӳлхуҫа Турру мухтавлӑ пултӑр! Израиле юратнӑран, вӑл ӗмӗр тӗреклӗ тӑтӑр тесе, Хӑвӑн Турру сана унӑн патшине лартнӑ — тӳрӗ сут тума, тӗрӗссине тума лартнӑ, тенӗ Савея ҫӗрӗн патши. 9. Вара вӑл патшана ҫӗр ҫирӗм талант ылтӑн, темӗн чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх, хаклӑ йышши чул парнеленӗ; Соломон патшана унччен никам та Савея ҫӗрӗн майра патши парнеленӗ чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх парнелемен пулнӑ. 10. Офиртан ылтӑн турттарса килнӗ Хирам тарҫисемпе Соломон тарҫисем хӗрлӗ йывӑҫпа хаклӑ йышши чул та илсе килнӗ. 11. Патша ҫав хӗрлӗ йывӑҫран Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗ валли карлӑксем, юрӑҫсем валли цитрӑсемпе псалтирьсем тутарнӑ. Халиччен унта нихӑҫан та ҫавӑн чухлӗ хӗрлӗ йывӑҫ пулман, Иудея ҫӗрӗнче унччен курман япала пулнӑ вӑл. 12. Соломон патша Савея ҫӗрӗн майра патшине лешӗ мӗн кӑмӑлланине, мӗн ыйтнине пӗтӗмпех панӑ; вӑл ӑна хӑй патшана парнеленинчен те ытларах парнеленӗ. Майра патша вара пӗтӗм тарҫи-тӗрҫипе пӗрле каялла хӑйӗн ҫӗрне тухса кайнӑ.

13. Соломон аллине ҫулсерен ултҫӗр утмӑл ултӑ талант ылтӑн килсе тӑнӑ. 14. Кунсӑр пуҫне Соломона элчӗсемпе купсасем те, Арави ҫӗршывӗн пур патшипе ҫӗр пуҫлӑхӗсем те ылтӑнпа кӗмӗл парса тӑнӑ. 15. Туптанӑ ылтӑнран Соломон патша икҫӗр пысӑк хулкан тутарнӑ; кашни хулканне тума ултҫӗршер сикль туптанӑ ылтӑн кайнӑ, 16. тата туптанӑ ылтӑнранах виҫҫӗр пӗчӗк хулкан тутарнӑ, кашни хулканне виҫҫӗршер сикль ылтӑн кайнӑ; патша вӗсене кедртан тунӑ зал ӑшчиккине тӑратса тухнӑ. 17. Тата вӑл сӑлан шӑмминчен пысӑк кӑна аслӑ пукан тутарнӑ, ӑна таса ылтӑнпа виттернӗ; 18. аслӑ пукан патне улӑхма ултӑ картлашка пулнӑ, аслӑ пукан умӗнче ылтӑн ура сакки, ларкӑчӑн икӗ енӗнче чавса тӗревӗсем пулнӑ, вӗсемпе юнашар икӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ; 19. тата унта ултӑ картлашка ҫинче, икӗ енче те, вуникӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ. Ҫакӑн пек [аслӑ пукан] пӗр патшалӑхра та пулман. 20. Соломон патшанӑн ӗҫмелли савӑчӗсем пурте ылтӑн пулнӑ, ҫавӑн пекех Ливан йывӑҫӗнчен лартнӑ ҫуртри мӗнпур савӑт-сапа та таса ылтӑнран пулнӑ; Соломон вӑхӑтӗнче кӗмӗл ниме те тӑман: 21. патша карапӗсем Хирам тарҫисемпе пӗрле Фарсиса ҫӳренӗ, вӗсем унтан виҫӗ ҫулта пӗрре таврӑнса ылтӑнпа кӗмӗл, сӑлан шӑмми тата упӑтесемпе турткӑшсем иле-иле килнӗ.

22. Пуянлӑхӗпе, ӑслӑлӑхӗпе Соломон патша ҫӗр ҫинчи пур патшаран та малта тӑнӑ. 23. Унӑн чӗрине Турӑ хывнӑ ӑслӑлӑха итлесе пӑхасчӗ тесе, ҫӗр ҫинчи пур патша та Соломонпа курнӑҫма май шыранӑ. 24. Ҫапла вӗсем ӑна ҫулсеренех, кашнийӗ хӑй енчен, кӗмӗл савӑтсемпе ылтӑн савӑтсем, тумтирпе кӑрал, ырӑ шӑршӑлӑх, урхамахсемпе ашакла лашасем парнеле-парнеле панӑ. 25. Соломонӑн ут-урхамах валли тӑватӑ пин вите пӳлмекӗпе ҫар урапи, вуникӗ пин юланут пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисем тӑрӑх вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ; 26. Соломон Евфрат юханшывӗнчен пуҫласа Филисти ҫӗрӗпе Египет чикки таран пур патшашӑн та хуҫа пулса тӑнӑ. 27. Ҫавӑн чухне патша Иерусалимра [ылтӑнпа] кӗмӗле [ахаль] чулпа пӗр хака ӳкернӗ, кедр йывӑҫне вара, питех те нумаййине кура, айлӑмсенче ӳсекен сикомора йывӑҫӗпе пӗр хака хӑварнӑ. 28. Урхамахсене Соломон валли Египетран тата пур ҫӗртен те кӳрсе тӑнӑ.

29. Соломонӑн ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Нафан пророк ҫырса пынисенче, Силом ҫынни Ахия малашнехине пӗлтерсе каланинче тата Иоиль витӗркуран куҫне Нават ывӑлӗ Иеровоам пирки мӗн курӑннинче кӑтартса панӑ. 30. Соломон Иерусалимра Израиль патшинче хӗрӗх ҫул ларнӑ. 31. Соломон ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑй ашшӗн, Давидӑн, хулинче пытарнӑ. Унӑн вырӑнне патшана ун ывӑлӗ Ровоам ларнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех