Шырав
Шырав ĕçĕ:
Давид вара Авенира чарса тӑман, лешӗ ыррӑн-сыввӑн тухса кайнӑ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Анчах Ҫӳлхуҫа умӗнче манӑн юн ҫӗр ҫине тӑкӑнас ҫук: Израиль патши ӗнтӗ, тусем тӑрӑх хир чӑххине хӑваланӑ пек, ниме тӑман пӗр чӗрчуна, пӑрҫана, шырама тухнӑ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вилӗ йытӑ хыҫҫӑн, ниме тӑман чӗрчун, пӑрҫа, хыҫҫӑн.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара леш пилӗк ҫын малалла кайнӑ, вӗсем Лаис хулине ҫитнӗ, унти халӑха курнӑ, вӑл, Сидон ҫыннисен йӑлипе, лӑпкӑ та ним шухӑшсӑр пурӑннӑ, ку ҫӗрте никам та никама кӳрентермен, пӑхӑнтарса тӑман: вӗсем Сидон хулинчен аякра пурӑннӑ, никампа та ҫыхӑну тытман.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те 20. каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем; 21. вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп; 22. ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать; 23. вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп: 24. выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп; 25. тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иуда хӑйӗн ашшӗне Израиле каланӑ: кӗҫӗн ачуна манпа пӗрле яр, эпир тӑрӑпӑр та кайӑпӑр, эпир те, эсӗ те, пирӗн ачамӑрсем те сывӑ пулӑпӑр, вилмӗпӗр; 9. уншӑн эпӗ явап тытӑп, ӑна эсӗ манӑн аллӑмран ыйтса илӗн; эпӗ ӑна сан патна илсе килмесессӗн, ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн, эпӗ санӑн умӑнта пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп; 10. чӑрманкаласа тӑман пулсассӑн, ӗнтӗ икӗ хут та кайса килнӗ пулӑттӑмӑр, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫывӑх ҫынни хӑй вӑхӑтӗнче «Комсомольская правда» хаҫатӑн штатра тӑман корреспонденчӗ те пулнӑ.
Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18
Икӗ хӗрарӑм нумай шухӑшласа тӑман — ачасене курма кайнӑ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Хӑй вӑхӑтӗнче тата «Комсомольская правда» хаҫатӑн штатра тӑман корреспонденчӗ те пулнӑ.
Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Асар-писер тӑман талӑкӗпе вӗҫтернӗ чух урамсене хырса-тасатса ӗлкӗрме йывӑррине такам та ӑнланать.Все понимают, когда целыми сутками на улице метель, возникают трудности уборкой снега.
Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html
3-мӗш курсра вӗренекенсем тунса тӑман: ку машинӑна вӗсемпе пӗр техникумра ӑс пухакан каччӑ, 1-мӗш курс студенчӗ, илсе килнӗ-мӗн.
Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Кӗскен каласан, ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман шухӑ ача пулнӑ.Короче говоря, бедовый парень ничем не отличается от других.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Икӗ ют ҫынна ҫӑлас тесе; ху та ҫавӑн пек ӗҫрен хӑраса тӑман.
IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ганко, ӗҫне пӗтернӗ май, кӑпӑкне ҫуса тасатрӗ, тирпейлӗх хакне тӑман пит шӑллипе питне шӑлса илчӗ те Базуняка ҫӗмрӗк куҫ кӗски парса: — Ну, сывлӑхна пытӑр! — терӗ.
VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чӑнах та, хӗрӗпе авланма хатӗрленекен каччӑ текенни яланах ун куҫӗ умӗнче пулман вӗт; унпа пӗрле пӗр пӳлӗмре ларнинчен ытларах вӗсем урӑх пӳлӗмре е урӑх пӳлӗмсенче ларнӑ, ҫӳренӗ; анчах вӗсен калаҫӑвӗ унта та нимпе те уйрӑлса тӑман.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кун пек ӑнланусем Полозовшӑн ниме тӑман, пули-пулми япаласем ҫеҫ пулнӑ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Халӗ пулсан, кана придворнӑй бал теме пулатчӗ, хӗрарӑмсем вара ытла та чаплӑ тумланнӑ, ҫапла, вӑхӑчӗ урӑх ҫав, платьесене урӑхла ҫӗленинченех паллӑ. Пирӗнни пек платьесем тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем те курӑнкалаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫапла ахаль ҫеҫ, шӳтшӗн кӑна тумланнӑ; ҫапла, вӗсем ахаль ҫеҫ иртӗхеҫҫӗ, хӑйсен тумӗсенчен шӳтлесе кулаҫҫӗ; ыттисем ҫинче урӑхла костюмсем, темли те пур: хӗвелтухӑҫ енче тӑхӑнаканни те, кӑнтӑр енче тӑхӑнаканни те, анчах пурте вӗсем пирӗннинчен чипертерех, ҫыпӑҫуллӑрах; анчах чи паллӑ вӑхӑтри Афинӑра пурӑннӑ гречанкӑсем тӑхӑнса ҫӳренӗ тум евӗрлӗ питӗ ҫӑмӑл та ирӗк костюмсем ытларах; арҫынсем те пилӗк тӗлӗнче тытса тӑман, манти е иманти евӗрлӗ шалпар кӗпесем тӑхӑннӑ; ҫакӑ вӗсен ахаль чухне, килте тӑхӑнса ҫӳремелли тумӗ иккенӗ пӑхсах курӑнать, анчах мӗнле кӑмӑллӑ та илемлӗ вӑл тум!
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр ҫул е вунӑ ҫул хушшинче ҫапла пулса тӑман вӗт-ха вӑл, ку ӗҫе эпӗ майӗпен туса пытӑм.Ведь это сделалось не в один год и не в десять лет, я постепенно подвигала дело.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл пирӗнтен пӗринчен те пӗр чӗптӗм те халсӑртарах, аяларах тӑман, — ҫакна эпир те пӗлнӗ, вӑл та пӗлнӗ.Он не был ни на волос слабее или ниже кого-нибудь из нас, — и мы это знали, и он это знал.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку туйӑм ҫав тери вӑйлӑ; ман пек нимпе те палӑрса тӑман ҫынсем ҫак туйӑм час-часах пулнине тӳссе пурӑнаймаҫҫӗ; анчах ҫакна хӑш чухне куркаланӑ ҫынна лайӑх пулать.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.