Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм»

Автор: Ирина ПУШКИНА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Хушнӑ: 2016.03.20 11:49

Пуплевӗш: 109; Сӑмах: 1140

Текст тӗсӗ: Интервью

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хӑйӗн ҫинчен каласа кӑтартнӑ чухне: «Журналист мар-тӑк космонавт пулаттӑм», — терӗ те — ҫырас туртӑмӗ ӑна космоса вӗҫсен те канӑҫ памӗччӗ-тӗр. Ачаллах вӑраннӑ пултарулӑх ҫитӗнсе ҫитсен профессие ҫаврӑнни, пурӑна киле ӑна урӑххипе улӑштарманни хӑех ҫак ҫыншӑн журналистика кун-ҫул тӗшшине тӗвӗлекен пӗлтерӗшлӗ пайсенчен пӗри пулнине ҫирӗплетет. Сӑмахӑм — Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн ертӳҫи, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Петрович КОМИССАРОВ ҫинчен. Паян ӑна редакци тӗпелне йыхравлама хистекен сӑлтав сумлӑ ӗҫтешӗмӗр 60 ҫул тултарни кӑна мар, унӑн професси хальхи пиҫӗлӗхӗнче «Хыпарӑн» /ун чухне — «Коммунизм ялавӗн»/ витӗмӗ-тӳпи пурри те. 1979 ҫулта М.В.Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухсан Елчӗк ен каччи Чӑваш Ене таврӑннӑ та «Коммунизм ялавӗн» корреспондентӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Тӑхӑр ҫулта ҫивӗч статья сахал мар калӑпланӑ, тавракурӑмне анлӑлатса чӑн-чӑн калемҫӗ пулса тӑнӑ. Паян вӑл —самана таппинчен юлмасӑр, малашлӑха шанчӑклӑн утакан кӗнекеҫӗ те.

— Валерий Петрович, ҫын пурнӑҫӗ еплерех йӗркеленесси ачалӑхран та килет. Вулакан умӗнче чуна уҫма хӑвӑр ҫут тӗнчене килнинчен тытӑнсамӑр.

— Елчӗк районӗнче Яманчӳрел ялӗ пур, Чӑваш Енӗн Тутарстанпа кӑнтӑр енче чикӗленекен вырӑнта вӑл. Маншӑн — тӗнчери чи илемлӗ те лӑпкӑ вырӑн, кун-ҫул сӑпки. Ултӑ теҫетке ҫул каялла Алтаттин кунӗнче /пуш уйӑхӗн 14-мӗшне халӑхра ҫапла калаҫҫӗ вӗт/ ҫуралнӑ эпӗ. Аслисем ҫак куна яланах сӑнанӑ: урамра автан сӑхмалӑх шыв пур-тӑк ҫав ҫул тыр-пул ӑнса пулать тенӗ.

Ачалӑхӑма аса илсен пӗчӗк чухнех ҫитӗннӗ ҫынсемпе тан пилӗк авса ӗҫлени куҫ умне тухать. Хиртен лавпа улӑм, кӗлтесем турттараттӑмӑр. Колхозӑн кирпӗч завочӗ пурччӗ — унта тӑм турттарма 5-6-мӗш классем хыҫҫӑнах хутшӑннӑ. Каярах, 14 тултарсан, ҫапнӑ кирпӗче вагонеткӑсене тиесе кӑмака патне сӗтӗрнӗ. Тата каярах вара хамӑр ялтан 20 ҫухрӑмсенче вырнаҫнӑ Элекҫей Тимешри кирпӗч заводне ӗҫлеме ҫӳренӗ. Калама ҫук йывӑрччӗ паллах, анчах ҫуллахи каникулта килте ларасси намӑс пек туйӑннӑ пирӗншӗн. Тыткаламалӑх укҫа ӗҫлесе илнипе хавхаланаттӑмӑр. Шалӑвне самаях тӳлетчӗҫ тата. Аттепе анне — Петр Кондратьевичпа Анастасия Васильевна — шкулта ӗҫленӗ, иккӗшӗ те — педагог. Нихӑҫан та хӑйсен ачисене йывӑр ӗҫрен пӑрас темен. Тантӑшӗсенчен хӑйсене раснарах тытасси ҫичӗ ачинчен пӗрин те пулман.

— Хӗрӳ ӗҫре тӑрмашнӑ тетӗр, хаҫат-журналпа ҫыхӑну тытма епле вӑхӑт тупнӑ?

— Атте историкчӗ. Таврапӗлӳпе ҫав тери интересленетчӗ, ку темӑпа темиҫе кӗнеке кӑларма пултарчӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче тата «Комсомольская правда» хаҫатӑн штатра тӑман корреспонденчӗ те пулнӑ. Чӑнахах, журналист туртӑмӗ аттерен куҫнӑ-тӑр.

Чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Георгий Рахмуллин шкулта юнкорсен кружокне йӗркеленӗччӗ — унта ҫӳренӗ май 4-5-мӗш классенчех район хаҫатне, республикӑри ача-пӑча валли тухакан «Пионер сассине» заметкӑсем ҫырма пуҫларӑм. Пулас професси тӗлӗшпе аттепе ҫыхӑннӑ урока та ӗмӗрне манмастӑп. Пӗррехинче район хаҫатне «Сехете хуҫине тавӑрса панӑ» материал ярса патӑм. Пӗрремӗш страницӑрах пичетлесе кӑларчӗҫ ӑна. Ӗҫӗ ҫапларах пулнӑччӗ. Атте шкул директорӗччӗ ҫав ҫулсенче. Атӑкҫырмири пуҫламӑш шкула хӑйӗн ӗҫӗпе кайнӑ та — каялла ҫуран таврӑннӑ чухне аллинчи сехечӗ вӗҫерӗнсе ӳкнӗ. Тепӗр кун аслӑрах ачасем пирӗн ялти шкула килме тухсан тупнӑ ҫавна. Аттен сехетне палласа илнӗскерсем ӑна ҫийӗнчех тавӑрса панӑ. Ҫакӑн ҫинчен хаҫата ҫырса ярассине аттене пӗлтермен ҫав — районти канашлура тӗл пулсан публикацие вуланӑ ӗҫтешӗсем йӗкӗлтешкеленӗрен кӑмӑлсӑр пулнӑччӗ вӑл. Ӳлӗмрен мӗн те пулин ҫырас тесен хӑйӗнпе канашлама хушнӑччӗ.

Ача чухне ҫырнӑ тепӗр кӑсӑклӑ материал та асрах. Шкулта тӑхтавсенче янраттаракан шӑнкӑрав историйӗпе интересленсе тӗпчевлӗ статья ҫырнӑччӗ. XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех шӑратса кӑларнӑскер мӗнле майпа лекнӗ пирӗн шкула? Шӑнкӑрав урлӑ шкул пӗтӗм пурнӑҫне ҫутатнӑ материала «Хатӗр пул!» радиокӑларӑма ярса патӑм. Унӑн редакторӗ Валентина Минеева ҫыру ячӗ: манӑн корреспонденци питӗ килӗшнӗ иккен, ӑна эфирта хамах вулаттарасшӑн, Шупашкара йыхравлать. Инҫе ҫула кӗскетсе Елчӗкрен Шупашкара вӗҫтертӗм. Елчӗке пирӗн ялтан 30 ҫухрӑма яхӑн — ҫав ҫула ҫуран утрӑм.

— Шкул ӳсӗмӗнчи чун киленӗҫӗ специальноҫа ҫаврӑннӑ апла.

— Паллах, анчах аслӑ классене куҫиччен Андриян Николаев космонавт ҫулӗпе каяс кӑмӑл канӑҫ памастчӗ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумне вӗренме кӗтӗм. Икӗ уйӑх майлӑ нушаллӑ иртрӗ — ниепле чун лӑпланмарӗ. Темӗскер ҫитместчӗ пек. Таврӑнтӑм вара ялах, Лаш Таяпара вӑтам шкул пӗтертӗм. Ун хыҫҫӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗтӗм. Ҫав тери пултаруллӑ преподавательсемччӗ пирӗн: Иван Тенюшев, Михаил Федотов, Николай Петров, Александра Канюкова, Владимир Канюков, Елизавета Васильева, Иван Павлов, ыттисем. Вӗсем панӑ пӗлӳ малашнехи ҫула хывма пулӑшнӑ.

— Ҫӗршыври паллӑ вуза — Мускав патшалӑх университетне — вӗренме каймашкӑн сире ахальтен суйламанах — ахӑртнех, хӑвӑр та чи тӑрӑшуллӑ студент пулнӑ.

— Эпир виҫҫӗмӗш курсра чухне наци кадрӗсене хатӗрлесси пирки ЦК йышӑнӑвӗ тухрӗ. Мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑксене ҫӗршывӑн тӗп хулинчи аслӑ шкула кашни республикӑранах йыхравласси ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ. Ҫапла эпӗ те «суйласа илнисен» йышне лекрӗм. Специальноҫ алла илме май паракан аслӑ шкул кӑна мар, пурнӑҫ университечӗ пулнӑ вӑл пирӗншӗн. Унта пӗрле вӗреннӗ туссемпе, вӗсем тӗрлӗ-тӗрлӗ регионта пурӑнаҫҫӗ пулин те, халӗ те ҫыхӑну тытатпӑр.

— Паян Мускавра вӗренсе алла диплом илнӗ ҫамрӑк ентешсен йышӗнче тӑван тӑрӑха таврӑнакан сахал. Эсир те пысӑк хуларах юлма пултарнӑ-ҫке.

— Ҫапла, аслӑ пӗлӳ илсен МПУрах аспирантурӑра вӗренме шухӑш пурччӗ /маларах кайса ҫакна калам: вӑхӑт иртсен пурпӗрех наука кандидачӗн диссертацине унтах хӳтӗлерӗм/. Анчах тӑван ене килсен кунта ӗҫе вырнаҫсанах хваттерлӗ пулма май пурри ҫинчен илтрӗм. Ҫапла Мускавпа сывпуллашса Шупашкара килтӗм. «Коммунизм ялавӗ» хаҫат корреспондентӗнче ӗҫлеме тытӑнтӑм. Пултарулӑха профессионал шайӗнче туптасси ҫавӑн чухне пуҫланчӗ.

— Чӑвашсен тӗп хаҫатӗнчен кайнӑранпа та вӑхӑт чылай иртнӗ ӗнтӗ — 20 ҫул ытла. Ҫапах ку тапхӑр тӗлӗшпе асра ҫирӗп ҫырӑнса юлнӑ самантсем пурах-тӑр.

— Ҫав тери культурӑллӑ, ӑслӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ фронтовик ӗҫтеш чылайччӗ: яваплӑ секретарь Владимир Петров, культура пайӗн пуҫлӑхӗ /маларах редактор та пулнӑ/ Михаил Якимов... Куллен тухакан хаҫатра тӑрӑшакансен йышӗ самаях пысӑк пулнӑран пичете хатӗр материалсем «черетре» чылай купаланса каятчӗҫ. Ҫак ӳкерчӗк — стеллаж ҫинче ман хушамат тӗлӗнче оригиналсем выртни — хаҫатран кайсан тӗлӗкре те курӑнатчӗ. Ҫакӑ алла калем тытман вӑхӑтсенчи чунри хирӗҫӳлӗхе пӗлтернӗ-тӗр.

— Журналистсен союзне ертсе пыраканӑн ӗҫӗ канӑҫсӑррине чылайӑшӗ чухламасть те.

— Чи малтанах эпир тӗрлӗ май-меслетпе республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ кӗнекесем кӑларни ҫинчен каламалла-тӑр. Чи сумли — «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ». Журналист хӑй ӗҫленӗ тапхӑрта такам, темӗн ҫинчен те ҫырать. Хӑйӗн ҫинчен пӗлтересси — йӑлара мар. Ҫак тӗрӗсмарлӑха сирес тӗллевпе хатӗрлесе кӑлартӑмӑр та ку энциклопедие. Ӗҫтешсем ҫинчен маларах «Журналисты Чувашии», «Городские и районные газеты Чувашии» кӗнекесем пичетленнӗччӗ. Халӗ ав уйрӑм авторсен ӗҫ-хӗлне ҫутатакан кӗнекесем те кӑларасшӑн. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин «Грани» хаҫатӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ Светлана Смирновӑн материалӗсен пуххи — «Сто удивительных встреч» — ку ярӑмӑн пуҫламӑшӗ пулчӗ.

Паллах, общество организацийӗ пулнӑ май пирӗн патшалӑх укҫи-тенкине шанса ларма ҫук. Кӗнекесем кӑларма тӗрлӗ конкурса хутшӑнса грантсем ҫӗнсе илни пулӑшать.

— 2005 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗнче те тӑрӑшатӑр. Рынок тапхӑрӗнче конкуренци вӑйли предприятин ят-сумне ҫӗклеме ура хумасть-и?

— Ҫак ӗҫе пуҫӑнсанах, издательство мӗнешкел йывӑрлӑхра пулнине пӗлсен — пуҫ ҫаврӑнса кайнӑччӗ: панкрута тухас умӗнхи лару-тӑруччӗ те-ха. Сапаланса вырнаҫнӑ офиссем, чухӑн лавккасем... Майӗпен йӗркелесе пырса тӗп хулара виҫҫӗмӗш лавкка уҫма май тупрӑмӑр. Кӳршӗ регионсемпе ҫыхӑну тупрӑмӑр.

Конкуренци тенӗрен, пирӗн предприяти кӑларакан продукци — республика бренчӗ шайӗнче. Ӗҫтешсем ӑста пулнӑран кӗнекесен пахалӑх шайӗ пирки иккӗленместӗп. Лайӑххин чикки ҫук теҫҫӗ — хальччен тунӑ ӗҫсемпе, паянхи ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармастпӑр. Ҫӗнӗлле хайлавсем шыратпӑр, хальччен палӑрсах кайман авторсен ӗҫӗсене тишкеретпӗр-тӗпчетпӗр. Ҫирӗплетсех калатӑп: лайӑх хайлав нихӑҫан та тусан пухса выртмасть, ӑна пичетлесе вулакан патне ҫитерме май тупатпӑрах.

— Ӗҫре хӑвӑрӑн вырӑнӑра тупнӑ эсир. Ҫынна телейлӗ пулма кил-йышри татулӑх та кирлӗ-ҫке.

— Мӑшӑрӑмпа икӗ ывӑл ҫитӗнтертӗмӗр. Асли Дмитрий И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра программист специальноҫне алла илчӗ. Игорь Мускаври Пичет университечӗн цифрӑллӑ тытӑмсен факультетӗнчен вӗренсе тухрӗ. Иккӗшӗ те салтака кайса килчӗҫ, халӗ ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем те ҫемьеллӗ ӗнтӗ, мӑнуксем парнелерӗҫ. Мӑшӑрӑм Луиза Константиновна суд тытӑмӗнче ӗҫлет. Апла пулин те кил ӑшшине упраканӗ — вӑлах.

— Туслӑ ҫемьере малашне те пархатар курма ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр сире, Валерий Петрович. Палӑртнӑ тӗллевӗрсене пурнӑҫа кӗртме мехел ҫитсе пытӑр!

— Тавах ырӑ сӑмахшӑн.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех