Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 9

Пай: Мӗн тумалла? –> XVI

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.12.01 01:44

Пуплевӗш: 57; Сӑмах: 1114

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Чечексем шанчӗҫ; йывӑҫсем ҫинчен ҫулҫӑсем тӑкӑнма пуҫлаҫҫӗ; картина салхулланса пырать. «Куратӑн-и, ҫакна курса тӑма кичем пулнӑ пулӗччӗ, кичем пулнӑ пулӗччӗ кунта пурӑнма, — тет кӗҫӗн йӑмӑкӗ, — манӑн ун пек пурӑнас килмест». — «Залсем пушӑ, хирсемпе садсенче те никам та ҫук, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ, — эпӗ кӑна ҫапла хамӑн патша-йӑмӑкӑм хушнипе турӑм». — «Кермен чӑнах та пушанса юлнӑ-им вара?»  — «Ҫапла, кунта халӗ нӳрӗ те сивӗ вӗт, мӗн тума кунта пурӑнмалла халӗ? Икӗ пин ҫынран пурӗ те вунӑ е ҫирӗм ҫын ҫеҫ тӑрса юлнӑ, вӗсем оригиналсем, ҫак шӑплӑха, никам ҫук ҫӗре юлса ҫурҫӗр енчи кӗр кунӗсене курас текенсем вӗсем. Кӑштах вӑхӑт иртсен акӑ, хӗлле, кунта ҫынсем улшӑнсах тӑрӗҫ, хӗллехи ҫанталӑкра уҫӑлса ҫӳреме юратакан, темиҫе кун хӗллехи пек пурӑнса пӑхас текен ҫынсен пӗчӗк ушкӑнӗсем киле-киле кайӗҫ».

«Анчах халӗ ӑҫта-ха вӗсем?»  — «Ӑшӑ, лайӑх ҫӗрте пур ҫӗрте те, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ, — ҫулла, ӗҫ нумай вӑхӑтра, пурӑнма аван чухне, кунта кӑнтӑртан тӗрлӗрен хӑнасем питӗ нумайӑн килеҫҫӗ; эпир пӗр ҫуртра пултӑмӑр, унта пӗтӗм кампани сирӗннисенчен тӑрать; анчах ҫуртсенчен нумайӑшне хӑнасем валли лартнӑ, ыттисенче вара тӗрлӗ йӑхран тухнӑ хӑнасем те, хуҫасем те пӗрлех пурӑнаҫҫӗ; кама мӗнле кампани килӗшет, ҫавна суйласа илет. Анчах ҫулла эсир нумай хӑна тата хӑвӑра ӗҫре пулӑшакансем йышӑнатӑр пулсан та, ҫулталӑкри ҫич-сакӑр начар уйӑха кӑнтӑр енче, хӑвӑр кӑмӑлӑра кайнӑ ҫӗрте ирттеретӗр. Анчах кӑнтӑрта сирӗн хӑвӑра валли суйласа илнӗ вырӑн пур, сирӗннисем пурте тенӗ пекех ҫавӑнта каяҫҫӗ. Ҫав ҫӗршыва «Ҫӗнӗ Россия» теҫҫӗ». — «Одессӑпа Херсон патӗнче-и вӑл?»  — «Сан вӑхӑтунта ҫавӑнта пулнӑ вӑл, халӗ вара, кур, Ҫӗнӗ Россия ак ҫакӑнта».

Садсемпе витӗннӗ тусем; тусем хушшинче тӑвӑр айлӑмсем, анлӑ тӳремлӗхсем. «Ку тусем малтан ҫара хысаксем пулнӑ, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ. — Халӗ вӗсене хулӑн тӑпра сийӗ витсе тӑрать, вӗсем ҫинче, садсем хушшинче, чи ҫӳллӗ йывӑҫсен ращисем ӳсеҫҫӗ: аялта, нӳрлӗ лапамсенче, кофе йывӑҫӗсен плантацийӗсем; ҫӳлерех — финик пальмисем, смоква йывӑҫӗсем; виноград пахчисем сахӑр тростникӗсемпе хутӑшса кайнӑ; хирсенче тулӑ та пур, анчах пуринчен ытларах рис», — «Ку мӗнле ҫӗр вӑл?»  — «Минутлӑха кӑна ҫӳлерех улӑхар-ха, эсӗ унӑн чиккисене курӑн». Инҫетри ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнче икӗ юханшыв пур, пӗр-пӗринпе вӗсем Вера Павловна пӑхса тӑракан вырӑнта пӗрлешеҫҫӗ, кӑнтӑр енче, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнче, вӑрӑм та анлӑ залив; кӑнтӑрта таҫта ҫитиех ҫӗр тӑсӑлса выртать, вӑл ҫав заливпа хӑйӗн хӗвеланӑҫ енчи чикки пулса тӑракан тепӗр вӑрӑм та ансӑр залив хушшипе кӑнтӑралла тӑсӑлса каять, кайнӑҫемӗн анлӑланса пырать. Хӗвеланӑҫӗнчи ансӑр заливпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнче выртакан тинӗс хушшинче ансӑр перешеек пур. — «Эпир пушхир варринче-и ҫак?» — тет тӗлӗннӗ Вера Павловна. — «Ҫапла, ӗлӗк пушхир пулнӑ вырӑнӑн вӑтаҫӗрӗнче эпир; халӗ акӑ, хӑвах куратӑн, ҫак пӗтӗм ҫӗр талккӑшне, ҫурҫӗртен, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнчи пысӑк юханшывран пуҫласа, пӗтӗмпех ҫав тери паха, тухӑҫлӑ ҫӗр лаптӑкӗ туса хунӑ; халӗ ҫак ҫӗр талккӑшӗ ӗлӗк-авал: «кунта сӗтпе пыл вӗресе тӑрать», тенӗ ҫурҫӗр енчи тинӗс хӗррипе тӑсӑлса выртакан ҫӗр пек пулса тӑнӑ. Эпир ытла инҫетрех мар халӗ, куратӑн-и, ҫак лайӑхлатнӑ ҫӗр талккӑшӗн кӑнтӑр енчи талккӑшӗн кӑнтӑр енчи чиккинчен пуҫласа сан вӑхӑтунта пӗтӗмпех хӑйӑрлӑ пулнӑ ҫак ҫурутравӑн ту-сӑртлӑ пайӗ-халӗ те ним акса тума юрӑхсӑр хӑйӑрлӑ ҫеҫенхир-ха; ҫак пушхирӗн чиккине эсир, вырӑс ҫыннисем, ҫулсеренех кӑнтӑралла куҫарса пыратӑр. Ыттисем урӑх ҫӗршывсенче ӗҫлеҫҫӗ: вырӑн нумай унта, ӗҫ те ҫителӗклӗ, ирӗк те унта, пурнӑҫӗ те тулӑх. Ҫапла, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчи пысӑк юханшывран пуҫласа кӑнтӑралла ҫав ҫурутравӑн ҫурри пӗтӗмпех ем-ешӗл курӑкпа, чечекпе витӗннӗ, ҫурҫӗрти пекех, ҫав ҫӗр талккӑшӗ ҫине пӗтӗмпех пысӑк ҫуртсем лартса тултарнӑ; вӗсем, пӗр-пӗринчен виҫ-тӑват ҫухрӑмра лараканскерсем, ҫав тери пысӑк шахмат хӑми ҫине лартса тухнӑ шахматсем пек туйӑнаҫҫӗ». — «Вӗсенчен пӗрин патне анса пӑхар-ха», — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ.

Ку та ҫавӑн пекех хрустальрен тунӑ ҫурт, унӑн колоннисем ҫеҫ шурӑ. «Вӗсене алюминирен тунӑ, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ, — мӗншӗн тесен кунта питӗ ӑшӑ, шурӑ япала вара хӗвел питӗнче сахалтарах хӗрет, ку вӑл чугунран хаклӑраха ларать, анчах кунта вӑл меллӗрех». Акӑ тата мӗн шутласа кӑларнӑ вӗсем: хрустальрен тунӑ кермен йӗри-тавра ҫинҫе те ҫав тери ҫӳллӗ юпасем лартса тухнӑ, вӗсем ҫине вара, кермен тӗлне тата кермен тавра пӗр ҫур ҫухрӑма тӑсӑлмалла, пысӑк шура шӑналӑк карса хунӑ. «Вӑл яланах шывпа нӳрленсе тӑрать, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ, — куратӑн-и, кашни колоннӑранах пӗчӗк фонтан пӗрӗхет, вӑл тавраналла ҫумӑр пек сирпӗнет, ҫавӑнпа та кунта пурӑнма сулхӑн; куратӑн вӗт, кунти ҫынсем температурӑна хӑйсене кирлӗ пек улӑштарма пултараҫҫӗ». — «Кунти шӑрӑх тата ҫунтаракан хӗвел кама килӗшет вара?»  — «Куратӑн авӑ, инҫетре павильонсемпе чатӑрсем пур. Кашниех хӑйне кирлӗ пек пурӑнма пултарать; ҫав ӗҫе тӑватӑп та ӗнтӗ эпӗ, эпӗ пӗр ҫавӑншӑн ҫеҫ ӗҫлетӗп те», — «Эппин, хулана кӑмӑллакансем валли хуласем те юлнӑ аяла?»  — «Ун пек ҫынсем ытла нумаях мар; хуласем ӗлӗкхинчен сахалрах халӗ, — вӗсене пӗр-пӗринпе хутшӑнма тата таварсем кӳрсе тӑма уйрӑм центрсем пулччӑр тесе ҫеҫ хӑварнӑ, чи лайӑх гаваньсем патӗнче те ытти тӗрлӗ сообщени центрӗсенче ҫеҫ халӗ хуласем, анчах халӗ вӗсем пысӑкрах та, чаплӑрах та; ҫынсем унта пурте пӗр вырӑнта пурӑнса йӑлӑхнӑ пек пулнӑран ҫеҫ темиҫе кунлӑха пыра-пыра каяҫҫӗ; унра пурӑнакансем улшӑнсах тӑраҫҫӗ, унта ӗҫлеме ҫеҫ, кӗске вӑхӑтлӑха ҫеҫ пыраҫҫӗ. «Кам та пулин унта яланах пурӑнас тет пулсан вара?»  — «Эсир хӑвӑрӑн Петербургсенче, Парижсенче, Лондонсенче пурӑннӑ пекех пурӑнаҫҫӗ, — кама мӗн ӗҫ пур унта? — Мӗнле пурӑнас килет, пурӑн ҫавӑн пек; анчах питӗ нумайӑшӗ, ҫӗр ҫынтан тӑхӑрвун тӑххӑрӑшӗ эпир йӑмӑкӑмпа иксӗмӗр кӑтартнӑ пек пурӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫак пурнӑҫ вӗсене усӑллӑрах та, кӑмӑллӑрах та. Анчах халӗ кӗрсемччӗ кермене, ӗнтӗ каҫ пулса ҫитрӗ, вӗсене курма та вӑхӑт».

«Ҫук, малтан манӑн ҫак япала мӗнле пулса тӑнине пӗлес килет-ҫке-ха?»  — «Мӗнле япала?»  — «Хамӑр пурте тенӗ пекех ҫулталӑкӑн иккӗ виҫҫӗмӗш пайне пурӑнса ирттерекен вырӑн, ӗлӗк ним ӳсмен пушхир пулнӑскер, ҫав тери паха та тырпул лайӑх пулакан ҫӗр мӗнле пулса тӑнине». — «Мӗнле пулса тӑнӑ, тетӗр-и? Ара, мӗн тӗлӗнмелли пур-ха кунта? Пӗр ҫул е вунӑ ҫул хушшинче ҫапла пулса тӑман вӗт-ха вӑл, ку ӗҫе эпӗ майӗпен туса пытӑм. Ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчи пысӑк юханшыв хӗрринчен, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи тинӗс таврашӗнчен, хӑйӑра пирчетме тесе, тӑм турттарнӑ, — вӑйлӑ машинӑсем питӗ нумай вӗсен, — каналсем чавнӑ, хирсене шӑвармалли тунӑ, тӗрлӗрен ӳсентӑрансем ӳсме пуҫларӗҫ, сывлӑшра нӳрӗ те нумайланчӗ; ҫынсем, утӑм хыҫҫӑн утӑм малалла туса, кӑнтӑралла куҫса пычӗҫ, темиҫешер ҫухрӑм утрӗҫ, хӑш чухне пӗр ҫухрӑма ҫулталӑк хушши те утрӗҫ, мӗн тӗлӗнмелли пур-ха кунта? Халӗ вӗсем ӑслӑланнӑ ҫеҫ, ӗлӗк пур усӑсӑрах хӑйсене сиен кӳрсе пурӑннӑ нумай-нумай вӑйсемпе средствӑсене хӑйсемшӗн усӑллӑ ӗҫе кӳлчӗҫ. Ахальтен мар ӗнтӗ эпӗ ӗҫлетӗп тата вӗренетӗп. Ҫынсене мӗн усӑллипе мӗн сиенлине ӑнланса илме ҫеҫ йывӑр пулнӑ, сан вӑхӑтунта вӗсем тискер кайӑксем пек пурӑннӑ, хӗрхенӳсӗр, тӳрккес ӑс-тӑнлӑ пулнӑ, анчах эпӗ ҫаплах вӗрентрӗм те вӗрентрӗм вӗсене; ӑнланма пуҫласан вара, хушнине тума вӗсемшӗн ҫӑмалланчӗ курӑнать. Хӑвах пӗлетӗн, эпӗ нимле йывӑр ӗҫ те хушмастӑп. Хӑшпӗр ӗҫсене эсӗ, эпӗ каланӑ пек, ман валли тӑватӑн, — ҫак начар япала-и вара вӑл?»  — «Ҫук». — «Паллах, ҫук. Хӑв мастерскойна аса ил-ха, средство нумай пулнӑ-и вара сирӗн? Ыттисеннинчен нумайрах пулнӑ-и?»  — «Ҫук, мӗнле средствӑсем пулччӑр пирӗн?»  — «Сан ҫӗвӗҫӳсем ыттисенчен вунӑ хут канлӗрех пурӑнаҫҫӗ вӗт, вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче, ыттисемпе танлаштарсан, ҫирӗм хут ытларах савӑнаҫҫӗ, сирӗнни чухлех средствӑллӑ ҫынсемпе танлаштарсан, инкек-синкексене ҫӗр хут сахалтарах тӳссе ирттереҫҫӗ. Ҫынсем сан вӑхӑтунта та ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнма пултарнине хӑвах кӑтартса патӑн эсӗ. Тарӑнрах шухӑшлама, тавҫӑрса илме кӑна пӗлмелле, пурнӑҫа лайӑх йӗркелесе яма тата средствӑсене мӗнле усӑ курсан лайӑхрах пулассине кӑна пӗлмелле». — «Ҫапла, ҫапла: кӑна эпӗ пӗлетӗп». — «Кил-ха эппин, ҫынсем эсӗ тахҫанах ӑнланса илнӗ япалана ӑнланма пуҫланӑранпа чылай вӑхӑт иртсен мӗнле пурӑнма пуҫланине килсе кур кӑштах».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех