Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑман сăмах пирĕн базăра пур.
тӑман (тĕпĕ: тӑман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ирсӗр те йӗрӗнчӗк пурнӑҫран хӑтӑласси манӑн куҫ умӗнче курӑнса тӑман чухне эпӗ хама ирӗксӗрех темӗнле туйӑмсӑр пек тытаттӑм.

Когда мне не представлялось близко возможности избавиться от этого унижения, этой гадости, я насильно держала себя в каком-то мертвом бесчувствии.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кӑна начар куҫлӑ ҫын та асӑрхаймасӑр тӑман пулӗччӗ, куҫлӑ пулнӑ.

Этого не могли бы не заметить и плохие глаза, а у нее были глаза зоркие.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе, — эпӗ кунсерен мӗн чухлӗшер ӗҫлени ҫинчен калатӑп, — сирӗн цифрӑсем япӑх мар, пӗтӗмпе илсен вара ниме тӑман япала ҫеҫ пулса тухать.

По выработке, я говорю про суточную выработку, у вас неплохие цифры, а в общем получается ерунда.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫак самантра ӑна Лушкӑна юратни те, уйрӑлнин хурлӑхӗ те, Лушкӑна курас кӑмӑлӗ те ниме тӑман вак-тӗвек япала пек туйӑнчӗ…

Мелкими и ничтожными показались ему в эти минуты и его любовь к Лушке, и горечь разлуки, и несбывшееся желание повидаться с ней…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав пуҫтах автан унӑн пӗтӗм пуҫне ҫавӑрчӗ, ҫилленсе хӑй ҫапла шутларӗ: ҫак автан пурнӑҫра, хӑйӗн хуҫи пекех, ниме тӑман шӑрчӑк ӗнтӗ.

Мысли его вертелись возле нахального петуха, и он со злостью думал, что петух этот в жизни, без сомнения, такой же пустой и вздорный, как и сам его хозяин.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫитменнине ҫак мӗнпур пек айӑпсем ҫав нимӗне тӑман сурӑхсемпе чӑхсем пиркиех пулчӗҫ-ҫке-ха, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ, вилсе пӗтменскерсене!

И все это из-за каких-то овец, курей, пропади они пропадом!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех