Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 4 Пат 15

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.04 17:17

Пуплевӗш: 44; Сӑмах: 723

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Иеровоам, Израиль патши, ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Азария, Амасия ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ; 2. патшана ларнӑ чухне вӑл вунулттӑра пулнӑ, Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул хушши патша пулнӑ. Ун амӑшӗн ячӗ — Иехолия, вӑл Иерусалимран пулнӑ. 3. Вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнчи тивӗҫӗсене пурне те хӑйӗн ашшӗ пек, Амасия пек, туса пынӑ. 4. Анчах тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫламан: халӑх ҫав-ҫавах чӳк парнисем парса тӑнӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ. 5. Ҫавӑнпа патшана Ҫӳлхуҫа тилҫе чирӗ ертнӗ, вара вӑл мӗн виличченех ҫав чирпе асапланнӑ, пурӑнма та уйрӑм ҫуртра пурӑннӑ. Иофам, патша ывӑлӗ, кермен пуҫлӑхӗ пулнӑ, ҫӗршыври халӑха вӑл тытса тӑнӑ.

6. Азариян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. 7. Азария ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче хӑйӗн ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иофам, ларнӑ.

8. Азариян, Иудея патшийӗн, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулӗнче Самарире Израиль патшине Захария, Иеровоам ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл ултӑ уйӑх хушши патша пулнӑ. 9. Хӑйӗн ашшӗсем пекех, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ вӑл: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман. 10. Селлум, Иавис ывӑлӗ, ӑна хирӗҫ кавар тунӑ, ӑна халӑх умӗнчех вӗлернӗ те ун вырӑнне хӑй патшана ларнӑ.

11. Захарийӑн ытти ӗҫӗсене Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. 12. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ, Ииуяна каланӑ сӑмах, ҫакӑн пек пулнӑ: санӑн ывӑлусем тӑватӑ сыпӑка ҫити Израиль патшинче ларӗҫ. Ҫапла пулнӑ та.

13. Селлум, Иавис ывалӗ, Иудея патши Азария вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне патша пулса тӑнӑ, Самарире вӑл пӗр уйӑх хушши патша пулнӑ. 14. Менаим — Фирца хулинчи Гадий ывӑлӗ — тапранса тухнӑ та Самарие ҫитнӗ, Самарире ӗнтӗ Селлума, Иавис ывӑлне, вӗлерсе пӑрахнӑ, ун вырӑнне хӑй патшана ларнӑ.

15. Селлумӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл епле кавар тунине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. 16. Менаим ӗнтӗ Типсах хулине тапӑннӑ, анчах унта пурӑнакансем ӑна хула хапхине уҫса паман, ҫавӑншӑн вӑл хулине те аркатса тӑкнӑ, тата унта пурӑнакансене те, ҫав таврара пурӑнакансене те Фирца халӑхӗнчен пуҫласа пӗтӗмпе вӗлерсе тухнӑ.

17. Азария — Иудея патши — вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Менаим, Гадий ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл Самарире вунӑ ҫул хушши патша пулнӑ; 18. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те хӑпайман. 19. Ҫавӑн чухне Фул, Ассири патши, [Израиль] ҫӗрӗ ҫине вӑрҫӑ вӑрҫма килнӗ. Фула хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе, ҫапла хӑй аллинчи патшалӑха ҫирӗплетес тесе, Менаим ӑна пин талант кӗмӗл панӑ. 20. Ассири патшине памалли кӗмӗле Менаим Израиль ҫыннисенчен, мӗнпур пуянран пуҫтарнӑ, кашнийӗн аллӑ сикль памалла пулнӑ. Вара Ассири патши каялла кайнӑ, Израиль ҫӗрӗ ҫинче тытӑнса тӑман.

21. Менаимӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. 22. Менаим ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Факия, ларнӑ.

23. Азария — Иудея патши — аллӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факия, Менаим ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл икӗ ҫул хушши патша пулнӑ; 24. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман. 25. Хӑйӗн улпучӗсенчен пӗри, Ремалия ывӑлӗ Факей, ӑна хирӗҫ кавар тунӑ, Галаад ҫыннисене хӑйпе пӗрле аллӑ ҫын илсе, вӑл ӑна тата унпа пӗрле пулнӑ Аргова, Арие Самарире патша керменӗн пӳлӗмӗнче вӗлернӗ, вара ун вырӑнне патшана ларнӑ.

26. Факиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

27. Азария — Иудея патши — аллӑ иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факей, Ремалия ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл ҫирӗм ҫул хушши патша пулнӑ; 28. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман. 29. Израиль патши Факей вӑхӑтӗнче Ассири патши Феглаффелласар вӑрҫӑпа килнӗ, вӑл Ион, Авел-Беф-Мааха, Ианох, Кедес, Асор хулисене, Галаадпа Галилея ҫӗрӗсене, ҫавӑн пекех Неффалимӑн мӗнпур ҫӗрне туртса илнӗ, унта пурӑнакансене Ассирие куҫарса кайнӑ. 30. Осия, Ила ывӑлӗ, Ремалия ывӑлне Факее хирӗҫ кавар тунӑ; ӑна тапӑннӑ та вӗлернӗ, вара Иоафам, Озия ывӑлӗ, ҫирӗммӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл Факей вырӑнне патшана ларнӑ.

31. Факейӗн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

32. Факей — Ремалия ывӑлӗ, Израиль патши — иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Иоафам, Озия ывӑлӗ, ларнӑ. 33. Патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ. Ун амӑшӗн ячӗ — Иеруша, вӑл Садок хӗрӗ пулнӑ. 34. Вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пурӑннӑ, пур ӗҫне те хӑй ашшӗ пек, Озия пек, туса пурӑннӑ. 35. Анчах та тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫламан: халӑх ҫав-ҫавах унта чӳк парнисем кӳрсе тӑнӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ. Вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тури хапхине тунӑ.

36. Иоафамӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. 37. Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа Сири патшине Рецина тата Факея, Ремалия ывӑлне, Иудея ҫине тапӑнма ирӗк панӑ. 38. Иоафам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Ахаз, ларнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех