Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытнӑччӗ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Ӗнтӗ пурин ҫинчен те темиҫе хут калаҫнӑччӗ пулӗ, капитанӑн юлашки ҫырӑвӗсене те икӗ хут алла тытнӑччӗ — эп вӗсене доктора кӑтартас тесе Полярнӑя илсе пытӑм, экспедицийӗн ытти материалӗсене полкра хӑварнӑччӗ.

…Уже всё, кажется, было переговорено, уже дважды мы наткнулись на прощальные письма капитана — я привёз их в Полярное, хотел показать доктору; другие материалы экспедиции остались в полку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара эпӗ санбата кайнӑ чух урапа ҫинче силленсе пытӑм; халь ӗнтӗ ялти мар, темле урӑх хӗрарӑм мана алӑрӑн тытнӑччӗ, юн тапнине пӗлесшӗн хыпашласа пӗрмаях: — Хуллентерех, хуллентерех, — тесе пычӗ.

А потом я трясся на телеге в санбат; какая-то другая, не деревенская, женщина держала меня за руку, щупала пульс и всё говорила: — Осторожнее, осторожнее.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня юнашарах кукленсе ларнӑччӗ, чӗркуҫҫине аллисемпе ыталаса тытнӑччӗ.

и садится рядом со мной, обняв руками колени?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Ромашка ҫине пӑхмарӑм, каярахпа тин пӑхрӑм: вӑл пукан кӗтессине ларнӑччӗ, пуҫне ӳпӗнтеререх тытнӑччӗ, хӑй пӑшӑрханса итлеме тытӑнчӗ — шӑлтах тӑмана ҫав, тискертерех кӑна.

Я не смотрел на Ромашку, потом посмотрел: он сидел на краешке стула, втянув голову в плечи, и беспокойно прислушивался – настоящая сова, но страшнее.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр-икӗ кун каярах эпир французсен юлнӑ отрячӗпе пӗрле пӗр пӗчӗк барабанҫӑна тытнӑччӗ.

Накануне мы захватили вместе с отставшим отрядом маленького барабанщика.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Урасем ман лӑштӑрах кайрӗҫ, алӑсем карлӑк ҫумне ҫыпҫӑнса ларчӗҫ: тимӗр решетке тӑрӑх электричество янӑнах туйӑнчӗ, — пӗрре ҫапла хамӑрӑн кайри пусма ҫинче эпӗ ӑнсӑртран татӑлнӑ провода ярса тытнӑччӗ.

У меня как-то странно обмякли ноги, а руки так прилипли к перилам, что мне показалось, будто по ним пустили электрический ток, — я однажды так схватилась у нас на черной лестнице, где оборвался провод.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тепӗр аллине вӑл сунчӑк тытнӑччӗ.

а в другой руке — большой зонтик.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр-икӗ ҫул каярах-ха вӑл, манӑн менелник кунӗ ячӗпе Иван Кузмич хамӑр тупӑран пеме шухӑш тытнӑччӗ те, мӗскӗн хӗрӗм, хӑранипе, кӑшт ҫеҫ леш тӗнчене каймарӗ.

А как тому два года Иван Кузмич выдумал в мои именины палить из нашей пушки, так она, моя голубушка, чуть со страха на тот свет не отправилась.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл лап та шӑп Петровна пекех сухаллӑччӗ, пӗкӗрӗлсе ӳкнӗччӗ, туя тытнӑччӗ.

Это была та же Петровна – бородатая, сгорбленная, с клюкою.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл малти пӳлӗмӗнче вырӑн ҫинче выртатчӗ, хӑрах аллине ӗнси хыҫне хунӑччӗ, теприне сӳннӗ чӗлӗмне тытнӑччӗ; иккӗмӗш пӳлӗмне кӗмелли алӑкне ҫӑрӑпа питӗрнӗ, уҫҫи ҫӑра шӑтӑкӗнче ҫукчӗ.

Он лежал в первой комнате на постели, подложив одну руку под затылок, а другой держа погасшую трубку; дверь во вторую комнату была заперта на замок, и ключа в замке не было.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унпа эпир чӑнласа Елинексем патӗнче паллашрӑмӑр; вӑл аллине кӑранташ вырӑнне револьвер тытнӑччӗ, ман ҫине тӗллесе: — Ку мана пуринчен те ытларах интереслентерет, — терӗ.

Мы познакомились значительно позднее, у Елинеков, когда он держал в руке уже не карандаш, а револьвер и, показывая на меня, говорил: – Этот меня интересует больше всех.

Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ҫӗнӗ позицире часрах ҫирӗпленсе тӑрас шутпа оруди расчечӗ кӗреҫесем тытнӑччӗ ҫеҫ — Ваня таврари ӗҫсем сасартӑк начар еннелле улшӑннине асӑрхарӗ.

Едва орудийный расчёт взялся за лопаты, чтобы поскорее закрепиться на новой позиции, как Ваня заметил, что вдруг всё вокруг изменилось как-то к худшему.

25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ырӑ ӗмӗт тытнӑччӗ, анчах пурнӑҫлаймарӗ.

За добрые намерения хватался, но не смог осуществить.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

3. Тухӑҫ еннелле кайнӑ чухне ҫав ар хӑйӗн аллине йӗтӗн кантра тытнӑччӗ, вӑл ҫавӑнпа пин чике виҫрӗ те мана шыв тӑрӑх илсе кайрӗ; шывӗ пакӑлчак таранччӗ.

3. Когда тот муж пошел на восток, то в руке держал шнур, и отмерил тысячу локтей, и повел меня по воде; воды было по лодыжку.

Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Унтан юрӑҫсен икӗ ушкӑнӗ те Турӑ Ҫурчӗ патӗнче чарӑнса тӑчӗ, эпӗ те, манпа пӗрле пуҫлӑхсен ҫур йышӗ те унтахчӗ, 41. унти священниксем: Елиаким, Маасея, Миниамин, Михей, Елиоенай, Захария, Ханания — вӗсем пурте трупа тытнӑччӗ, 42. тата Маасея, Шемаия, Елеазар, Уззий, Иоханан, Малхия, Елам, Езер пулчӗҫ.

40. Потом оба хора стали у дома Божия, и я и половина начальствующих со мною, 41. и священники: Елиаким, Маасея, Миниамин, Михей, Елиоенай, Захария, Ханания с трубами, 42. и Маасея и Шемаия, и Елеазар и Уззий, и Иоханан и Малхия, и Елам и Езер.

Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Ун хыҫҫӑн Гошаия тата Иудея пуҫлӑхӗсен ҫур йышӗ пычӗҫ, 33. вӗсемпе пӗрле пынисем: Азария, Ездра, Мешуллам, 34. Иуда, Вениамин, Шемаия, Иеремия, 35. трупа тытнӑ священниксем тата Ионафан ывӑлӗ Захария, — Ионафан вара — Шемаия ывӑлӗ, Шемаия — Матфания ывӑлӗ, Матфания — Михей ывӑлӗ, Михей — Закхур ывӑлӗ, Закхур — Асаф ывӑлӗ, — 36. тата унӑн тӑванӗсем: Шемаия, Азариил, Милалай, Гилалай, Маай, Нафанаил, Иуда тата Хананий пычӗҫ, вӗсем пурте Турӑ ҫынни Давид тутарнӑ кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗ тытнӑччӗ; вӗсен умӗнчен Ездра кӗнекеҫӗ пычӗ.

32. За ними шел Гошаия и половина начальствующих в Иудее, 33. Азария, Ездра и Мешуллам, 34. Иуда и Вениамин, и Шемаия и Иеремия, 35. а из сыновей священнических с трубами: Захария, сын Ионафана, сын Шемаии, сын Матфании, сын Михея, сын Закхура, сын Асафа, 36. и братья его: Шемаия, Азариил, Милалай, Гилалай, Маай, Нафанаил, Иуда и Хананий с музыкальными орудиями Давида, человека Божия, и книжник Ездра впереди них.

Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Иосиф каланӑ: ан хӑрӑр, эпӗ Турӑран хӑратӑп; 20. акӑ эсир мана хирӗҫ усал шухӑш тытнӑччӗ; анчах та Турӑ халӗ мӗн пулнине тумашкӑн — йышлӑ халӑх пурӑнӑҫне сыхласа хӑвармашкӑн — сирӗн усал шухӑшӑра ырра ҫавӑрчӗ; 21. эппин, ан хӑрӑр: эпӗ сире те, сирӗн ачӑрсене те тӑрантарса усрӑп, тенӗ.

19. И сказал Иосиф: не бойтесь, ибо я боюсь Бога; 20. вот, вы умышляли против меня зло; но Бог обратил это в добро, чтобы сделать то, что теперь есть: сохранить жизнь великому числу людей; 21. итак не бойтесь: я буду питать вас и детей ваших.

Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех