Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртать (тĕпĕ: турт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ вӑл мана хӑй хыҫҫӑн туртать, сӗтӗрет, анчах мӗн тӑвӑн-ха?

И вот она меня и тянет и волокет следом за собой, а что поделаешь?

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хам пурнӑҫра эпӗ никампа та алла-алӑн тытӑнса утман, станицӑра ҫамрӑксем унашкал ҫӳренине вара час-часах курнӑ: е каччи хӗрӗн аллинчен туртать, е хӗрӗ каччине.

В жизни я ни с кем под ручку не ходил, а в станице часто видал, как молодые таким манером ходят: то он ее под руку тянет, то она его.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ — ирӗкри кайӑк, ӑҫта кӑмӑл туртать — ҫавӑнта вӗҫетӗп.

Я — вольная птица, куда хочу, туда и лечу.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Мӗн туртать сана ман ҫума, мӗне кирлӗ эсӗ мана, савнӑ хӗрӗм?

«Каким тебя ветром ко мне несет и на что ты мне нужна, милая девчонушка?

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мучи вӑлтине туртать, мана сӗтӗрсе кӑларасшӑн тӑрӑшать.

Дед же тянет удилищу, норовит меня вываживать.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каҫса кайсах пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра Щукарь мучие кӗтмен ҫӗртен тахшин алли пырса хускатрӗ: ҫак алӑ мучие кӗске кӗрӗк ҫухинчен хыттӑнах туртать те туртать.

Из напряженнейшего состояния Щукаря неожиданно выводит чья-то рука: она грубо тянет деда за ворот полушубка, вытаскивает из круга.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрлесенче ял Советӗнчен е Титокӑн пысӑк ҫуртӗнче вырнаҫнӑ колхоз правленинчен таврӑнсан, Давыдов тахҫанчченех пӳлӗмӗ тӑрӑх уткаласа ҫӳрет, пирус туртать, унтан, почтальон кӳрсе панӑ «Правда» тата «Молот» хаҫатсене вулакалать те, шухӑшӗпе каллех Гремячий Лог хуторӗнчи ҫынсем ҫине, колхоз ҫине, куллен пулса иртекен ӗҫсем ҫине куҫать.

По ночам, придя из сельсовета или из правления колхоза, разместившегося в просторном Титковом доме, Давыдов долго ходил по комнате, курил, потом читал привезенные кольцевиком «Правду», «Молот» и опять в размышлениях возвращался к людям из Гремячего, к колхозу, к событиям прожитого дня.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӳҫне-пуҫне салатса пӑрахнӑ Лапшинов карчӑкки ҫӑматтипе алӑк янаххинчен хирӗнсе, сӗлехине сирпӗтсех хур амине хӑй еннелле туртать.

Разлохматившаяся Лапшиниха, упираясь в порожек валенком, тянула к себе, брызгала слюной.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫынсене пӗр купана купаласа хунипе усси пурпӗрех пулас ҫук, юмахри евӗрлӗ кӑна пулса тухӗ: акӑш вӗҫме хӑтланать, ракӗ ӑна хӳринчен ярса тытнӑ та каялла сӗтӗрет, ҫӑрттанӗ тата — шуйттанланса кайнӑскер, шывалла туртать

Людей мало в одну кучу свалить, толку один черт не будет: как в сказке — лебедь крылами бьет и норовит лететь, а рак его за гузно взял и тянет обратно, а щука — энта начертилась, в воду лезет…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна пурте ҫакӑнтан пӗлеҫҫӗ: вӑл чи кирлӗ вӑхӑтра кӑна сӑмах хушать, ытти чухне ялан ним шарламасӑр ӗҫлет, уявсенче тӑкӑрлӑка пухӑнса ларакан казаксемпе пӗрле ним шарламасӑр табак туртать, пухусенче пӗр шарламасӑр ларать, хӑйпеле калаҫакан ҫын мӗн те пулин ыйтсан тин хуравлакаласа ирттерет, айӑплӑн, салхуллӑн йӑл кулса илет.

Он был известен тем, что говорил только при крайней необходимости, а остальное время молча работал, молча курил с казаками, собравшимися в праздник на проулке, молча сидел на собраниях и, обычно только изредка отвечая на вопросы собеседника, улыбался виновато и жалостно.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

… Ҫынсем васкамасӑр пӗр-пӗринпе хутшӑнаҫҫӗ — вӗсене пурне те пӗр туйӑм, кӑкӑрта темскер ҫуккине, вӑл пушӑ иккенне туйни пӗтӗҫтерет, ҫав туйӑм вӗсене магнит тимӗр ҫӳппине хӑй ҫумне пуҫтарнӑ пек, пӗр-пӗрин ҫумне туртать.

Люди, не спеша, слагаются один с другим - их стягивает в кучу,- точно магнит опилки железа,- общее всем им ощущение тревожной пустоты в груди.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Вӑл халӑха хӑй патне туртать

Народ питается им…

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Хӑшпӗр чунсем йӗрӗнмелле ӳсӗреҫҫӗ, теприсем, сарӑ сурчӑкӗсене ҫӗре сура-сура, чӗнмесӗр табак чӑмлаҫҫӗ; пӗр чунӗ, кӗтесри стена ҫумне таянса, сигара туртать

Некоторые души скверно кашляют, другие молча жуют табак, сплевывая на землю желтую слюну; одна душа, прислонясь в углу к стене, курит сигару…

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

— Мӗн туртать сана ҫавсем патне?

— И что тебя к ним тянет?

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Таҫта тем туртать мана…

Тянет меня куда-то…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Ӑҫталла кӑмӑлу туртать

— Куда хочешь…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ҫурӑмран туртать

Спинищу дерет…

Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.

Ҫилпеле шӑтӑртаттарса ҫӗлен ҫӳле-ҫӳле вӗҫсе хӑпарать, Санькӑна та хӑй патнелле туртать.

Подергиваемый ветром змей поднимается всё выше и выше и тянет Саньку за собой.

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫынсем сахал пирӗн… — Лена сӑмахне каласа пӗтереймерӗ, ҫаврӑнса пӑхрӗ: Маша унӑн ҫаннинчен туртать, хӑй ҫине, Федьӑпа Санька ҫине кӑтартать.

Людей у нас мало… — Лена не договорила и оглянулась: Маша дергала ее за рукав и показывала на себя, на Федю, на Саньку.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кам кирлӗ сире? — ыйтать дворник, Илья Ильичӑн е кил хуҫи арӑмӗн ятне илтсен, пӗр сӑмахсӑр крыльца еннелле кӑтартать те каллех вутӑ татма тытӑнать, килнӗ ҫын вара хӑйӑр сапнӑ таса сукмакпа крыльца патнелле утать; пусма картлашкисем ҫине чаплах мар таса пӗчӗк кавир сарнӑ; килнӗ ҫын шӑнкӑравӑн йӑлтӑркка пӑхӑр авринчен туртать те, вара Анисья, ачасем, хӑш чухне кил хуҫи арӑмӗ хӑй, е, пуринчен кайран, Захар тухса алӑк уҫать.

— Кого вам? — спросит он и, услыхав имя Ильи Ильича или хозяйки дома, молча укажет крыльцо и примется опять рубить дрова, а посетитель по чистой, усыпанной песком тропинке пойдет к крыльцу, на ступеньках которого постлан простой, чистый коврик, дернет за медную, ярко вычищенную ручку колокольчика, и дверь отворит Анисья, дети, иногда сама хозяйка или Захар — Захар после всех.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех