Шырав
Шырав ĕçĕ:
Утӑм кайӑк пек чӑмрӗ турат хушшипе; йӗплӗ хулӑ йывӑҫҫисем ман тум-тире йӑлтах ҫурса пӗтерчӗҫ, карагачӑн типӗ турачӗсем питрен ҫапӑнса юлаҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӳртсем умӗнчи пӗчӗк пахчасенчи тусанланнӑ ҫӗмӗртсемпе ырханкка улмуҫҫисен турачӗсем ҫийӗпе темиҫе провод ҫиппи тӑсӑлнӑ, вӗсем ҫӑл тарасисемпе тӗкме карти шалчисенчен явӑнкаласа тӑнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӑрӑшсен йӗплӗ турачӗсем хушшинче вӗтӗ ҫумӑр чашлатать…
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл ҫулне-мӗнне асӑрхамасӑрах утать; ӑна вӗҫӗмсӗр йывӑҫ турачӗсем ҫапӑнса, сӑтӑрӑнса илеҫҫӗ; урисем минутсерен шурлӑ вырӑнсене пута-пута анаҫҫӗ, вӗсене вӑл нимӗн те туймасть.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӗмӗрхи чӑрӑшсен турачӗсем ҫинче ача юшкисем типсе тӑнӑ, пӗчӗк хырсен турачӗсем ҫинче ӳпӗнтерсе хунӑ тӑм чӳлмексем е кӑкшӑмсем ҫил ҫинче кушса тӑнӑ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем иккӗшӗ те ырӑ шӑршӑллӑ чӑрӑш турачӗсем ҫинче, хулпуҫҫийӗсенчен ваткӑллӑ фуфайкӑсем уртса ярса, Ваня апата мӗнле хыпнине пӑхса ларнӑ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Унтан йывӑҫ турачӗсем хушшинче темӗнле пит хуллен йынӑшнӑ пек сасӑ илтӗнсе кайрӗ.Потом негромко вздохнули и словно застонали верхушки деревьев.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хыр турачӗсем кичеммӗн кашлаҫҫӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Вӗсен турачӗсем ҫӗр ҫумӗнченех пуҫланаҫҫӗ.
Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955
Тӗтӗрчӗк /дымарь/ тума хыр-чӑрӑш, хурӑн турачӗсем юрӑхлӑ мар.
Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
Вилнӗ ҫынсене масар ҫине илсе кайнӑ чухне тупӑк хыҫҫӑн уртӑш турачӗсем пӑрахса пынӑ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ҫак вӑхӑтра йывӑҫ турачӗсем ерипен сирӗне-сирӗне кайрӗҫ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
5. Эпӗ — ҫырла авӑрӗ, эсир — турачӗсем; кам Ман ӑшӑмра, Эпӗ те ун ӑшӗнче тӑратӑп, вӑл нумай ҫимӗҫ кӳрет: Мансӑр эсир нимӗн те тӑваймӑр; 6. Ман ӑшӑмра маррисем — касса пӑрахнӑ, типсе выртакан туратсем пек: вӗсене пуҫтарса вута пӑрахаҫҫӗ те, вӗсем ҫунса каяҫҫӗ; 7. эсир Ман ӑшӑмра пулсан, Ман сӑмахӑмсем сирӗн ӑшӑрта пулсан, мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ҫавӑ пулӗ сире.
Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тепӗр кунне уява пынӑ темӗн чухлӗ халӑх, Иисус Иерусалима килет тенине илтсен, 13. пальма турачӗсем тытса, Ӑна кӗтсе илме тухнӑ, вӗсем: осанна! Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекенӗ, Израиль Патшийӗ мухтавлӑ! тесе кӑшкӑрнӑ.
Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑш турачӗсем хуҫӑлса ӳксе вӗсен вырӑнне эсӗ, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ, сыпӑнтӑн пулсан, пахчари ҫу йывӑҫӗн тымарӗпе, унӑн сӗткенӗпе пӗрлешрӗн пулсан, 18. тӗп туратсем умӗнче хӑвна ху асла ан хур.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пуҫламӑшӗ таса пулсан, пӗтӗмӗшӗ те таса, тымарӗ таса пулсан, турачӗсем те таса.16. Если начаток свят, то и целое; и если корень свят, то и ветви.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр ҫын хӑйӗн пахчине сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи акнӑ; ҫав пӗрчӗ шӑтса ӳснӗ те пысӑк йывӑҫ пулнӑ, ӗнтӗ унӑн турачӗсем хушшине вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑрнӑ, тенӗ.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсир смоква йывӑҫӗнчен ӑнкарса илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑхарнине пӗлетӗр.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Нумайӑшӗ хӑйӗн тумтирне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, тепӗрисем тата, йывӑҫ турачӗсем каса-каса илсе, вӗсене ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ.8. Многие же постилали одежды свои по дороге; а другие резали ветви с дерев и постилали по дороге.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эсир смоква йывӑҫӗнчен чухласа илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр; 33. ҫавӑн пек эсир те, мӗн калани пурӑнӑҫланнине курсассӑн, пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.