Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Мф 24

Пай: Библи –> Матфей ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.18 10:22

Пуплевӗш: 28; Сӑмах: 668

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Турӑ Ҫуртӗнчен тухсан Иисус кайма тӑнӑ, ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем Ӑна Турӑ Ҫурчӗпе унӑн хуралтисене кӑтартас тесе Ун патне пынӑ. 2. Иисус вӗсене каланӑ: ҫакна пурне те куратӑр-и? Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ; йӑлтах аркатӗҫ, тенӗ.

3. Вӑл Елеон тӑвӗ ҫинче ларнӑ чухне Ун патне вӗренекенӗсем хӑйсем кӑна пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: каласамччӗ пире, ку хӑҫан пулӗ? тата Эсӗ килессине, ҫак ӗмӗр вӗҫленессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ. 4. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: сыхланӑр, сире кам та пулин илӗртсе ан улталатӑр: 5. нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗ те: «эпӗ — Христос» тесе чылайӑшне илӗртсе улталӗ. 6. Тата эсир вӑрҫӑсем ҫинчен, вӑрҫӑ шӑв-шавӗ ҫинчен илтӗр. Астӑвӑр, ан сехӗрленӗр; ҫакӑ пурте пулмалла вӑл, анчах ку — вӗҫӗ мар-ха: 7. халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ; выҫлӑхпа мур пулӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ; 8. ҫавах та ку — асапсен пуҫламӑшӗ кӑна-ха. 9. Ун чухне сире асаплантарма тытса парӗҫ, сире вӗлерӗҫ; Мана пула сире пур халӑх та курайми пулӗ; 10. ҫавӑн чухне нумайӑшӗ улталанӗ; пӗр-пӗрне сутӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ; 11. темӗн чухлӗ суя пророк килӗ, чылайӑшне илӗртсе улталӗҫ; 12. йӗркесӗр ӗҫ хушӑнса пынине пула ҫынсем нумайӑшӗ пӗр-пӗринчен сивӗнӗҫ; 13. вӗҫне ҫитичченех тӳсекен вара ҫӑлӑнӗ. 14. Пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ; вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ. 15. Даниил пророк каланӑ пек, сӑваплӑ вырӑнта йӗрӗх ларнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — 16. Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр; 17. ҫурт тӑрринче тӑракан хӑй килӗнчен пӗр-пӗр япала илес тесе ҫӗре ан антӑр; 18. хирти ҫын та тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр. 19. Ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене ҫав кунсенче епле хӗн пулӗ! 20. Эсир тарасси хӗллене е шӑматкуна ан килтӗрччӗ тесе кӗлтӑвӑр: 21. ун чухне хӑрушла асап вӑхӑт пулӗ, ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман, пулас та ҫук. 22. Ҫав кунсен шучӗ чакман пулсассӑн, никам та ҫӑлӑнса юлаймӗччӗ; анчах ҫав кунсен шучӗ суйласа илнисемшӗн чакӗ. 23. Ҫавӑн чухне сире: «Христос акӑ кунта» е «авӑ унта» тесессӗн — ан ӗненӗр: 24. суя христоссем, суя пророксем килӗҫ; май пулсассӑн суйласа илнисене те илӗртсе улталасшӑн тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартӗҫ. 25. Акӑ Эпӗ ӗнтӗ сире малтанах каласа хутӑм. 26. Ҫавӑнпа та сире: «акӑ Вӑл пушхирте» тесессӗн — ан тухӑр унта; «акӑ Вӑл шалти пӳлӗмре» тесессӗн — ан ӗненӗр: 27. ҫиҫӗм тухӑҫра ҫиҫни анӑҫрах курӑнать, Этем Ывӑлӗ ҫавнашкал килӗ. 28. Виле выртакан ҫӗре ӑмӑрткайӑксем пуҫтарӑнӗҫ. 29. Ҫав асаплӑ кунсем хыҫҫӑн сасартӑк хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх хӑй ҫутине кӑтартмӗ, тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ; 30. ҫавӑн чухне тӳпере Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ; ҫавӑн чухне ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ те пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн, аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ; 31. Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене вӑйлӑ сасӑллӑ трупасемпе ярӗ те, вӗсем тӗнченӗн тӑватӑ енчен — тӳпенӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех — Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пуҫтарӗҫ. 32. Эсир смоква йывӑҫӗнчен чухласа илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр; 33. ҫавӑн пек эсир те, мӗн калани пурӑнӑҫланнине курсассӑн, пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех. 34. Чӑн калатӑп сире: ку пӗтӗмпех ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗ; 35. тӳпепе ҫӗр те ҫухалӗ, Манӑн сӑмахӑмсем вара нихӑҫан та ҫухалмӗҫ. 36. Ҫав кун ҫинчен, ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, ӑна пӗртен-пӗр Манӑн Аттем ҫеҫ пӗлет; 37. Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чухне те ҫаплах пулӗ: 38. талай умӗнхи кунсенче, Ной карап ҫине ларас кун ҫитичченех, ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ, 39. талай ҫитсе пурне те пӗтеричченех нимӗн те ӑнланман — Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ; 40. ун чухне иккӗн хирте пулсассӑн, пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ; 41. алӑ арманӗ авӑртакан икӗ хӗрарӑмран пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ. 42. Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫӑр хӑш сехетре килессе пӗлместӗр. 43. Анчах та эсир ҫакна пӗлетӗр: ҫурт хуҫи, вӑрӑ хӑш вӑхӑтра пырассине пӗлсен, сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне алтса кӗме памӗччӗ. 44. Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ. 45. Апла хуҫа хӑйӗн тарҫисене пӑхма, вӗсене вӑхӑтра апат парса тӑма хушнӑ шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам-ха вӑл? 46. Хуҫи пынӑ ҫӗре чури хӑйне хушнӑ пек туса тӑрать пулсассӑн, вӑл телейлӗ; 47. чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ. 48. Анчах та ҫав чура, усал пулса, хӑй ӑшӗнче: «хуҫам халех килмӗ-ха» тесе 49. хӑйӗн юлташӗсене хӗнеме тытӑнсан, ӗҫкӗҫӗсемпе ӗҫсе ҫие пуҫласан, 50. унӑн хуҫи вӑл кӗтмен кун, вӑл шухӑшламан сехетре килӗ те 51. ӑна ҫурмаран касса пӑрахӗ, ҫапла икӗ питлисене айӑпланӑ пек хаяррӑн айӑплӗ; унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех