Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нимӗн туйми манӑҫас килет терӗ вӑл.
Саккӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Ним пӗлми, ним туйми пулас килет.
Саккӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Вара… манас тесе ним курми, ним пӗлми, нимӗн туйми манӑҫас тесе ӗҫме пуҫлатӑп.А потом, чтоб забыться, ничего не видеть и не слышать, напиваюсь до бесчувствия.
Пиллӗкмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Эпӗ те туйми пултӑм.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Танкист ҫав ним туйми пулнӑ ӳт-пӗве месерле ҫавӑрчӗ те, Ридлер пит-куҫне пӗркелентерсе пӑрахрӗ: ун умӗнче Август Зюсмильх выртать иккен.Танкист перевернул бесчувственное тело, и Ридлер нахмурился: перед ним лежал Август Зюсмильх.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Ҫывӑр-ҫке, чунӑм, ним туйми ҫывӑр!
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗрарӑм наркоз ыйхипе ним туйми ҫывӑракан упӑшки енне пӗшкӗннӗччӗ.Она склонилась над спящим в тяжелом наркотическом сне мужем.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Прохор унта ашӑкпа апат-ҫимӗҫ тултарнӑ михӗ ҫӗклесе кӗчӗ, алӑкпа юнашар улӑм сарчӗ те, ним туйми ҫывӑракан темле старике, уринчен сӗтӗрсе, аяккарах шутарса вырттарчӗ, тӳрккесрех ачаш сасӑпа каларӗ:
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Урапа ҫине хӑпарса выртрӗ те ҫавӑнтах ним туйми харлаттарма тытӑнчӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Хӑраманран мар, хӑрушши питӗ нумай та, майӗпен туйми пулатӑн темелле-и…
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кошевой месерле кайса ӳкрӗ те пуш-пушӑ тӳпе ҫине чылайччен чӗмсӗррӗн пӑхса выртать, пылак ӗмӗтсемпе йӑпанса кулса, аллипе ним туйми шӑнса хытнӑ чунсӑр ҫӗре хумханса лӑпкать.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лавсем ҫинче ларса пыракансем майӗпен пурте юрра хутшӑнчӗҫ, мӑйӑхлӑ хура арҫын та юрлама пуҫларӗ, пӗр Грицько кӑна ним туйми ҫывӑрать.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унта ҫаплах-ха козаксем ним туйми ҫывӑраҫҫӗ, пӗр козакӗ ҫеҫ, хурал тӑраканни, чӗлӗм туртса ларать.На котором так же крепко спали козаки, кроме одного, сидевшего на сторoже и курившего люльку.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Солохӑна курма май пулнишӗн савӑннипе, ҫурӑмӗ те ытлах ыратман пек туйӑнчӗ ӑна, урамсенче ҫил-тӑман уланине пӑхмасӑрах шартлатакан сивве те туйми пулчӗ вӑл.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Варвара Сергеевна хӗвел еннелле ҫаврӑнчӗ те ывӑннипе чавси туйми пулнӑ аллине каллех улӑштарчӗ, унтан вара пӗчӗк тутӑрӑн пӗр кӗтессине ҫамка ҫине усӑнтарса ячӗ, ҫапла тунипе унӑн куҫӗсене сулхӑн хупласа илчӗ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑшӗ-пӗрисем ӗнтӗ хӑйсем хӑранине те лайӑххӑн туйми пула пуҫларӗҫ…
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Тӗнсе ларчӗ, туйми пулчӗ.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ириссемпе орхидейӑсем ешерекен пӳлӗмре чылай вӑхӑт тӑрсан, вӗсен шӑршине пачах туйми пулатӑн.
Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.
Егорушка шӗлепкине хыврӗ, нимӗн те чӗнмерӗ, анчах ҫӑварӗнчи пӑтӑ тутине ҫавӑнтах туйми пулса ларчӗ, тата Пантелейна Вася хӑй хутне мӗнле кӗни те ун хӑлхине кӗмерӗ ӗнтӗ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл нимӗн туйми пулнӑ, пичӗ кӑвакарнӑ, алли ури шӑнса кӳтнӗ.Он был без чувств, лицо его посинело, руки и ноги одеревенели.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.