Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 5

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.05 14:49

Пуплевӗш: 230; Сӑмах: 1814

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Григорий Васильевич килне таврӑннӑ чух ҫул ҫинче те, килӗнче ывӑлӗпе вылянӑ вӑхӑтра та ҫӗнӗ вырттарнӑ чирлӗ ҫынпа пулас операци пирки тем териех шутласшӑн мар тӑрӑшрӗ, анчах ниепле те шутламасӑр тӑма пултараймарӗ.

«Сасартӑк чӗри чӑхӑмласа лартать?.. Операци тӑвассине пӑртаклӑха хӑварсан?.. Эпӗ кӗрекере савӑнса ларӑп, унӑн ҫав вӑхӑтра артерийӗ уҫӑлӗ те юн палкама пуҫлӗ, вара… Куна эпӗ хама нихӑҫан та каҫарас ҫук!»

Паян та, больница ҫурчӗ патне ҫитнӗ чух, Кузнецов, хирургра самай ӗҫлет пулин те, нихӑҫанхинчен вӑйлӑ пӑлханчӗ.

«Эпир ҫапӑҫӑпӑр-ха, ҫапӑҫӑпӑр!» — хӗтӗртсе хавхалантарчӗ вӑл хӑйне. Вара Григорий Васильевич больницӑн мӑн алӑкне татӑклӑн туртса уҫрӗ. Ун енне ҫавӑнтах эмелсен шӑрши пырса ҫапрӗ. Ҫакӑ пӑлханӑва сирсе ячӗ, кулленхи шанӑҫа ҫавӑрса килчӗ.

Анчах операцие хатӗрленекен пӳлӗмре, ҫӳхе перчетке тӑхӑннӑ аллисем ҫине пӑхса илчӗ те, вӑл каллех шиклӗх ҫуралма пуҫланине туйрӗ.

Кузнецов чӳрече патне пычӗ, урамалла пӑхрӗ. Капӑр тумлӑ демонстрантсен вӗҫӗ-хӗррисӗр колоннисем иртеҫҫӗ. Ҫынсен хулпуҫҫийӗсем ҫине ялт-ҫутӑ асамат кӗперӗ анса выртнӑ та хӑйӗн ним йӗркисӗр пӑтранса кайнӑ чечекӗсемпе ялкӑшса варкӑшать тейӗн ҫав.

— Григорий Васильевич! — чӗнчӗ Карделис ассистент. — Чирлӗ ҫын сӗтел ҫинче ӗнтӗ.

Кузнецов чӳрече патӗнчен хӑвӑрттӑн ҫаврӑнчӗ, операционнӑй еннелле утса кайрӗ. Ун куҫӗ умӗнче уяв ялавӗсем хумханатчӗҫ-ха, анчах шухӑшӗпе вӑл лереччӗ ӗнтӗ — чирлӗ ҫынпа юнашар. «Скальпель» — тесе каланӑ хыҫҫӑн вара тивӗҫсӗрри, кирлӗ марри йӑлтах ҫухалчӗ, умӗнче пӗр ҫын ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Куҫа шартаракан лампӑсемпе ҫутатнӑ хытӑ сӗтел ҫинче пӗтӗм кӗлеткипе чармакланнӑ ҫын кӑна, унӑн юн таппийӗ, сывлани, вӑл хӑйне епле туйни.

Операци пысӑках мар чӑрмавпа пуҫланчӗ. Йӗтес шӑмми ҫумӗпе ӑшӑхтарах кӑна йӗр касса тухнӑ хыҫҫӑн Кузнецов кӑмӑлсӑрланчӗ: скальпель килӗшмерӗ ӑна. Вӑл инструмента улӑштарма ыйтрӗ. Карделис ассистент куҫ харшине тӗлӗнсе сиктерсе илчӗ, анчах, коллегин кӑмӑлне ҫийӗнчех ӑнланчӗ пулмалла та, кулкаласа хавхалантарчӗ: «Хӑюллӑнрах, Гриша!»

— Nervus Vagus ҫинчен ан ман, — терӗ асӑрхаттарса сасӑпа.

«Ох, ҫав аташнӑ шуйттан нервине! Артерипе юнашар выртнӑ та, хӑнк та тумасть. Тӗкӗнме хӑтланса пӑх-ха, кӑтартӗ сана! Ҫук, ҫук, нимӗнле киревсӗрлӗх те! Чи-чи тимлӗ асӑрхану та тӗп-тӗрӗс ӗҫлени кирлӗ кунта. Миллиметр пек кӑна йӑнӑш пултӑр — ҫын пурнӑҫӗ татӑлчӗ те вара. Карделис ӑнланать ҫакна. Унсӑрӑн тепӗр хут аса илтермен те пулӗччӗ. Эп пӑлханнине асӑрханӑ. Хавхалантарать: «Хӑюллӑнрах…» Унпа ӗҫлеме аван. Шанать-ши вӑл мана? Шанмасан ассистент пулма та килӗшмӗччӗ. Халь-халь вена палӑрмалла. Ун хыҫҫӑн вара — артери. Халлӗхе кӑшт хӑвӑртрах ӗҫлеме те юрать-ха».

Григорий Васильевич, пилӗкне кантарса ярас тесе, самантлӑха тӳрӗленчӗ. Сестра, ҫакна ҫеҫ кӗтсе тӑнӑ тейӗн, ун пичӗ ҫине тапса тухнӑ тара салфеткӑпа шӑлса илчӗ.

«Халӗ ӗнтӗ чи пысӑкки пуҫланать». Нумай-нумай юнпа нерв тымарӗсенчен пӑркаланса, нимӗне тӗкӗнмесӗр, унӑн артери патне ҫитмелле, айӗпе пурҫӑн ҫип витерсе, ӑна ҫыхса лартмалла.

Операционнӑйра пӑчӑ пулса кайрӗ. Наркоз йышӑннӑ Сергей тарӑн-тарӑн ыйхӑра.

— Пульс? — кӑткӑс та йывӑр ӗҫне малалла тӑснӑ май, ыйтрӗ хирург.

— Норма!

«Венӑпа ун ҫийӗнчи нерв хӗлӗхӗсен ушкӑнӗнчен пӑрӑнса иртес пулать».

— Венӑна ытла ан ҫарат, ҫурӑлса кайма пултарӗ, — аса илтерчӗ Карделис.

Скальпель миллиметрӑн-миллиметрӑн кӑна, унта та туйӑмпа ҫеҫ, шалтан шала кӗрсе пырать. Ун вӗҫӗнче — этем пурнӑҫӗ.

«Венӑна уҫмасӑр артери патне ҫитме ҫук», — шухӑшлать Кузнецов, вара ҫакӑн ҫинчен помощникне пӗлтерет.

— Куратӑп, вӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешсе ҫыпӑҫнӑ пекех…

Юн тымарӗ чӑннипех те ҫурӑлса кайма пултарать. Ун стенисем ток ҫапнипе тытӑнкине ҫухатнӑ, ҫавӑнпа вӗсем пусӑмлӑ таппа тӳсме те пултараймӗҫ.

«Мӗн тумалла?»

— Уҫса яр! — канаш парать Карделис. — Урӑхла май ҫук. Куратӑн-и?!

Кузнецов хӑй мӗн патне ҫитесшӗн пулнине сехет хушши нушаланнине курса мар, туйса ӑнланчӗ. Скальпель вӗҫӗ, хыпашланӑ евӗр, артери стени ҫумне сӗртӗнейрӗ ҫеҫ — ҫавӑнтах талтлатса тапакан пиҫӗ хум ӑна ывтӑнтарса та ячӗ. Юн тымарне нерва хӗлӗхӗсем эрешмен карти пекех сырса, хупӑрласа илчӗҫ. Ҫав картасенчен пӗрне текен кӑна, вара… Вӗсене, ни нервине, ии артерине сиенлемесӗр, чӗрринчен чӗррине уйӑрса, аяккинелле пӑра-пӑра хумалла.

Кӗске кӑна самантлӑха Кузнецова иккӗленӳ ҫавӑрса илет: «Ҫук, ун пек тума нимле те май ҫук…»

Операционнӑйра нихӑҫан пулман шӑплӑх. Ҫавӑнпа мар-и стена ҫинчи сехет таккани те тем йывӑрӑш мӑлатукпа ҫапнӑ пекех туйӑнать.

— Ҫип! — ыйтрӗ Кузнецов. Хӑй ҫавӑнтах вӗри шывпа пиҫнӗ чухнехи евӗр хӑвӑрттӑн чакса тӑчӗ.

Хурарах тӗслӗ юн, фонтан пек пӗрхӗнсе, ун питне хупласа хучӗ, каснӑ хутлӑха тулса пычӗ, юлашкинчен явӑнса тухса, тӑнсӑр выртакан Сергей кӑкӑрӗ тӑрӑх юхса кайрӗ.

— Венӑна! — кӑшкӑрчӗ Григорий Васильевич.

— Ытларах пуснӑ. Пулӑшмасть.

— Пульс?

— Пульс йӑвашланнӑҫемӗн йӑвашланса пырать. Тикӗс те ӗҫлемест.

Шуйттан хӗтӗртрӗ пуль мана ҫак операцие!.. Мӗнле куҫпа пӑмалла ӗнтӗ ун арӑмӗ ҫине?..»

— Карделис, тампонсем! Эсӗ юнне тасат, эпӗ лигатура илсе пырӑп.

«Мӗн ку — йӑнӑш-и е курасси-ши? Ҫак ашӑнчӑкра нерва ҫаклатрӑн иккен, вара пӗтрӗ… Турӑҫӑм, ҫапах та ҫыхса лартайрӑм пулас».

Тепӗр самантран врач сестран чарӑлса кайнӑ куҫне курчӗ.

— Пульс ҫухалчӗ, — илтрӗ вӑл унӑн пӑшӑлтатса каланӑ таткаланчӑк сассине. — Куҫӗн шӑрҫисем нимӗне те асӑрхамаҫҫӗ…

— Адреналин! — кӑшкӑрнӑ пекек, хушрӗ Карделис!

«Чӗре патне! Массаж!»

Алӑ темиҫе хутчен каллӗ-маллӗ ҫӳресе сӑтӑрнӑ хыҫҫӑн яланлӑхах чарӑнса ларма хатӗр тӑнӑ чӗре йӑвашшӑн хускалчӗ, аран ҫеҫ палӑрмалла сикме пуҫларӗ. Хирург ӑнланса илчӗ вара: операцие паян ирттерме палӑртса вӑл питӗ вырӑнлӑ тунӑ, ҫакӑ пӗртен-пӗр тӗрӗс шухӑш пулнӑ. Юн палатӑра чух, врачсем уяв сӗтелӗ хушшинче ларнӑ вӑхӑтра, кайма пуҫланӑ пулсан, тем тӗрлӗ хӑвӑрт тунӑ операци те пулӑшаймастчӗ…

Кузнецов коридора тухрӗ. Уҫӑ чӳрече умне пычӗ те, пирус тивертсе, тӗтӗме антӑхса ҫӑтма пуҫларӗ. Вӑл питӗ ывӑннӑ. Хӗнесе ҫӗмӗрнӗ пек, ҫурӑмӗ те, алли ури те нӑйкӑшса сураҫҫӗ, тӑнлавсенче тӳрккес ырату чиккелет.

Вӑл Карделис хӑй патне мӗнле пырса тӑнине те сисмерӗ.

— Пыр, Гриша, ӑнӑҫлӑхшӑн кайса ӗҫ. Эсӗ хӑвӑн ҫӗр грамна паян чӑннипех те тивӗҫлипе ӗҫлесе илтӗн!

Кузнецов, хытса ларнӑ урисене ҫемҫетес тесе, коридор тӑрӑх уткаларӗ, операционнӑйне уҫса пӑхрӗ, вара хӑй сисмесӗрех халь ҫеҫ ҫӗҫӗ айӗнчен тухнӑ ҫын палатинелле сулӑнчӗ.

Сергей пуҫелӗкӗ умӗнче Таня ларатчӗ. Лапчӑнса пӗтнӗ чечек ҫыххи юнпа пӗвеннӗ. Ытти койкӑсем пӗтӗмпех пушӑччӗ. «Ҫуркунне пурне те урама сӗтӗрсе тухнӑ. Хӑй вӑл вӗсемшӗн савӑнӑҫ та мар…» Ҫак пуш-пушӑ тӑрса юлнӑ палатӑра хуйхӑ пуснипе тӗршӗннӗ ҫамрӑк хӗрарӑм кӗлеткине курсан, чунӗ ун ҫав тери хыттӑн ыратса кайрӗ. Хӗрарӑм наркоз ыйхипе ним туйми ҫывӑракан упӑшки енне пӗшкӗннӗччӗ. Унӑн, хӑйӗн пӗтӗм ҫамрӑк хастарлӑхӗпе кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшу пама хатӗр тӑраканскерӗн, ҫапла ак ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе те кунӗ-кунӗпе канмасӑр чылай ирттерме тивет-ха. Куна врач лайӑх пӗлет. Ҫавӑнпа мар-и чӗри хыттӑн чиксе кайрӗ те унӑн.

Вӑл юнашар пукан ҫине ларчӗ. «Операци вӑхӑтӗнче Сергейӑн клиникӑлла вилӗм пулса иртнине каланӑ-ши ӑна, ҫук-ши?»

Таня, ларнӑ та, кӗнӗ ҫынна та асӑрхамарӗ. Сайра хутра вӑл, аллине малалла тӑсса, упӑшки ҫӳҫне асӑрханса сӑтӑра-сӑтӑра илет. Куҫӗсем хӑйӗн пӗрре те ун ҫинчен каймаҫҫӗ.

— Пӑлханатӑн-и? — лӑпкӑн ыйтрӗ Кузнецов. Таня пуҫне ҫӗклерӗ, ун ҫине пӑхса илчӗ те сасӑсӑр макӑрса ячӗ.

— Ак ӗнтӗ тата! Чӗртес тесе, мӗнлерех утӑм турӑмӑр та, эсӗ пур йӗретӗн.

— Доктор, вӑл пурӑнма пултараять-и?

— Пӗр-ик сехет каярах эпӗ, тен, куна хирӗҫ татӑклӑн хуравлама та пултараймастӑмччӗ-и те, халӗ шантарсах калатӑп: пурӑнать, пурӑнмалла! Вӑл сана лере, сӗтел ҫинче чух, чӗнчӗ. Эсӗ ӑна питӗ кирлӗ, Таня.

— Эпӗ хам ӑнланмастӑп-ши ӗнтӗ ҫакна! Анчах вӑл, айванскер, хӑй патӗнчен кӑна ан хӑвалатӑрччӗ мана. Ухмахла шухӑш пырса кӗнӗ ун пуҫне. Хӑйне вӑл пӗтнӗ, тесе шутлать. Эпӗ вара пурнӑҫа ҫӗнӗрен те пуҫлама пултаратӑп, имӗш. Анчах эпӗ ун пек тума пултараймастӑп!.. Пултараймастӑп унсӑр пурӑнма… Пӗтӗм савӑнӑҫа ҫурмалла пайлаттӑмӑр, халӗ вара мӗн пулса тӑчӗ!.. Шеллет вӑл мана. Эпӗ ун пек тӑвасшӑн мар…

Лере, операционнӑйӑн сивӗ алӑкӗ патӗнче тӑнӑ чух пухӑннӑ куҫҫулӗ пӗчӗкҫӗн-пӗчӗкҫӗн ҫӑмӑллӑх илсе килме пуҫларӗ. Анчах ыратни пур-ха, ҫирӗпех ларать. Таньӑна упӑшкин хӗн-хурне курса тӑрса та пулӑшма пултарайманни хытӑ асаплантарать. Операци вӑхӑтӗнче сестра «пӗтӗмпех лайӑх пырать» тенӗ сӑмахсене савӑнӑҫпа кӗтсе илчӗ пулин те, чӗрипе туйрӗ: ку алӑк хыҫӗнче ӗҫ-пуҫ чаплах мар. Йывӑр унта Сережӑна, ҫав тери йывӑр! Хӑйне те ҫӑмӑлах пулмарӗ пулас. Пӗлсе тӑрса та нимӗнпе пулӑшма пултараймарӗ-ҫке-ха ӑна.

— Сире ҫӑмӑлах пулмӗ. — Григорий Васильевич ура ҫине тӑчӗ, палата тӑрӑх уткаларӗ. — Ҫапах парӑнма юрамасть. Ун умӗнче ан йӗрӗр, хӑйне шелленине ан кӑтартӑр. Шеллӳ вӑл ҫынна лӗнчелетсе ярать, халсӑрлатать. Унпа чухне нимӗн те пулса иртмен пек тума тӑрӑшӑр. Ӑнланатӑп, ҫӑмӑл мар, анчах ку кирлӗ… Леш больницӑра ӑна кашни тӑват сехет урлӑ морфий парса тӑнӑ. Хӑйсен шучӗпе, унӑн юлашки минучӗсене те пулин ҫӑмӑллӑх кӳресшӗн хӑтланнӑ. Эсӗ морфинист мӗнле ҫын иккенне пӗлетӗн-и?

Таня, хӑй пӗлменнине палӑртса, пуҫне сулларӗ.

— Морфий — наркотикӑлла чи вӑйлӑ япаласенчен пӗри. Ӑна чирлӗ ҫын ыратнине тӳсеймен чухне кӑна параҫҫӗ. Ӳт-пӗве морфий ҫаклансан, вӑхӑтлаха ыратни пӗтет. Анчах наркотиксене питӗ те час хӑнӑхаҫҫӗ. Вӑхӑтра пама чарӑнмарӑн иккен, асапне тӳссе пӗтерме те ҫук унӑнне. Алла ҫухатасси — пысӑк инкек. Морфинист пулни те унран каях мар… Иккӗш те пӗрлех пулсан вара… — Кузнецов аллисене сарса хучӗ. — Сергей халь шӑп ҫав шая ҫитнӗ, ӑна тата патӑн иккен — вӑл морфинист пулса тӑни пирки ним иккӗленме те кирлӗ мар. Виҫ кунтан эпӗ ӑна нимӗнле наркотик та партармастӑп. Сергее, паллах, йывӑр килӗ. Тархаслу пуҫланӗ, йӑлӑнтару та ҫатӑртату… Анчах куна ирттерсе яма тӑрӑшмалла. Санӑн та унӑн та… Ун хӑйӗн сывлӑхӗшӗн… халь пит каях юлман чух…

Григорий Васильевич, аллисене ҫурӑмӗ хыҫне хунӑ та, пысӑк утӑмсемпе хӑлаҫласа палата тӑрӑх утать. Ултӑ утӑм алӑкран чӳрече патне, улттӑ — каялла. Вӑл алӑк патне ҫитнӗ чух, Таня ун алли ҫине шиклӗн пӑха-пӑха илчӗ, хӑраса кӗтрӗ: акӑ халех тыткӑч енне тӑсӑлӗ те алӑк чӗриклетсе уҫӑлӗ, вӑл тухса кайӗ. Сасартӑк Сережӑна йывӑр пулма пултарӗ, юнашар никам та ҫук… Таньӑн сиксе тӑрас та кӑшкӑрса ярас килчӗ: «Доктор, ан кайӑр!» Анчах Кузнецов кашнинчех, килпетсӗртереххӗн те мӑраннӑн ҫаврӑнса, чӳрече еннелле хӑлаҫларӗ.

Кузнецов каймарӗ. Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен аса илчӗ вӑл юлашки сехетсенче пулса иртнисене. Калӑн, пурнӑҫа вӑл пачах урӑх, хӑйне ку тарана ҫитсе паллӑ пулман енчен пӑхса илнӗ, курнӑ. Ҫакӑ унра ҫынсем, пурнӑҫ, этем туйӑмӗсем, юлашкинчен хӑй ҫинчен ҫӗнӗ шухӑш ҫуралнӑ, халиччен нихӑҫан шутламанни пирки шухӑшлама хистенӗ.

Ун ӗҫӗнче маларах та йывӑр операцисемпе вӗсен хыҫҫӑнхи сехӗрленӳллӗ кунсем сахал мар пулнӑ. Анчах ун чухне вӑл чир хӗн-асапӗпе ҫапӑҫнӑ, пациенчӗсен малашнехи кун-ҫулне лайӑх курса тӑнӑ. Унта врачсен опычӗпе ӑсталӑхне пӗтерсе лартакан ҫакнашкал пат татӑлнӑ вӗҫ пулман. Вӑл сурансене тасатса тӳрлетме, чун-чӗре канлӗхне ҫавӑрса килес тӗлӗшпе пулӑшма пултарнӑ, анчах алӑсем… Алӑсене вӑл тавӑрса пама пултарайман.

Г.В. Кузнецов хирург дневникӗнчен

Майӑн 13-мӗшӗ. Ҫуркунне ҫитрӗ! Хула епле капӑрланать! «Ҫулсем иртеҫҫӗ, пирӗн ҫулсем, вӗҫен кайӑк пекех…» Паян пирӗн курма килекенсене йышӑнмалли кун. Пӗр хӗр Петров тумбочки ҫине чечек ҫыххи лартса хӑварчӗ. Лешӗ ҫывӑратчӗ. Вӑранчӗ те кам килсе кайни ҫинчен ыйтать. Таня, каласа панӑ май, юриех куратӑн-и, пире пач пӗлмен ҫынсемех епле телей сунаҫҫӗ, терӗ. Сергей ҫилленчӗ. Кун каҫа та вара пӗр сӑмах чӗнмерӗ. Мӗншӗн-ха ун пек? Мана вӑл макӑрса ярасшӑн пулнӑн, хӑйне вӑйпа кӑна чарса ирттернӗн туйӑнчӗ. Ҫӗрлене ак температури ҫӗкленӗ. Гемоглобин вара каллех сахал. Эх-хе-хе, гемоглобин, гемоглобин… юнне виҫҫӗмӗш хут тӗрӗслетпӗр, пӗр процент кӑна ытларах пулинччӗ хуть…

Майӑн 14-мӗшӗ. Сергей арӑмне: чӑлаха (ку леш чечек ҫыххи пирки ӗнтӗ) майӗпен шеллеме пуҫлаҫҫӗ, тенӗ. Йывӑр та хӑрушӑ пулчӗ пулас ӑна ҫак сӑмаха калама. Чӑлах… Ҫирӗп те вӑйлӑ йӗкӗт пулнӑ, халӗ ак. Ҫӗрле ҫывӑрман, морфий ыйтнӑ. Ҫӑмӑл мар сана, Сергей, анчах наркотиксем пама пултараймастӑп.

Ун сылтӑм ури хӑратать мана. Шӑмми сиенленнӗ пулсан вара… Рентгенпа тепӗр хут ӳкерсе илме ыйтас, тӗплӗнрех пӑхас, консилиум пухас.

Таня ӗнтӗ ури ҫинче те тӑраймасть, хӑй кайса канма мӗнле хистесен те килӗшмест. Упӑшки патӗнчен пӗр утӑм пӑрӑнмасть.

Тӗлӗнмелле, больницӑна Петров килнӗренпе чирлисен чӑтӑмлӑхӗ чылай ӳсрӗ. Арӑмӗсем те упашкисене часран-час килсе куракан пулчӗҫ. Тӗлӗнмеллех-ши вара кунран?

Майӑн 15-мӗшӗ. Тахҫанах, институтра чухнех, йывӑр операци хыҫҫӑн чирлӗ ҫын ура ҫине тӑрса чӗререн:
— Доктор! Эпӗ сире ӗмӗр-ӗмӗрех тав тӑвӑп! Эсир ман пурнӑҫа ҫӑлса хӑвартӑр! — тесе каласса ӗмӗтленнӗччӗ.
Тӗлӗкре те курнӑччӗ пӗррехинче ҫакна.

Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем… Пурнӑҫра мӗнлерех кӑткӑс вӗсем ҫаксем пурте. Еремин сывалса килне кайрӗ. Пычӗ те:
— Тавтапуҫ, доктор! Ҫав тери лайӑх ҫынсем эсир, анчах сирӗн пата лекменни аванрах, — тет.

Майӑн 17-мӗшӗ. Коридорта мана Таня тӗл пулчӗ: «Доктор, — ыйтать вӑл, — тӗрӗсне калӑр-ха, Сережа урипе мӗнле-ши? Ман хатӗрлес пулать-ҫке ӑна». Лӑплантартӑм эпӗ Таньӑна, хама вара ҫав тери намӑс пулчӗ. Суйрӑм, эппин…

Нивушлӗ ампутаци?!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех